Комментировать

11 Июн, 2021

Cусăр ачасене аталанма условисем тунă

Паян Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров Чăваш Ене килсе çитрĕ. Игорь Анатольевичпа ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев «Çăлтăрсен пуххи» /«Созвездие»/ садике çитсе курчĕç.

Пысăк хăна ача садĕнчи онлайн-видеосăнавăн тытăмĕн ĕçĕпе, бассейнра сусăр ачасене ишме хăнăхтарассине епле йĕркеленипе паллашрĕ. Методика кабинетĕнче, легостудире, физкультура залĕнче пулса курчĕ. Даун синдромĕллĕ, ытти сусăр ачана аталанма епле пулăшнипе паллашрĕ, ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулчĕ.

«Çăлтăрсен пуххи» садик икĕ корпусра вырнаçнă. А.Миттов бульварĕнчи 2-мĕш /1-мĕш корпус/ тата 26-мĕш çуртра /2-мĕш корпус/. Асăннă шкул çулне çитменнисен учрежденине 2013 çулта раштавăн 6-мĕшĕнче хута янă. 240 тата 330 вырăнлă вĕсем. Ача садне 853 ача çӳрет. Çав шутран 47-шĕ – сывлăх хавшаккисем /5,5 процент/ тата 27-шĕ — сусăрсем. Инвалид-ачасене аталанма ку садикре ятарлă условисем тунă. Вĕсем валли кунта пандус вырнаçтарнă, сусăрсем ятарлă алăкран кĕреççĕ, уйрăм лифтпа усă кураççĕ. Воспитательсем сусăр ачасене садик территорийĕнче ертсе çӳреççĕ. Пĕчĕккисене психологипе тата педагогика енĕпе пулăшу параççĕ. Кунта 2 дефектолог-учитель, 2 логопед-учитель, физкультура енĕпе 2 инструктор, музыка енĕпе 2 специалист вăй хурать. Ачасем валли лекотека, инклюзив ушкăнĕ, «7я» консультаци центрĕ, логопункт йĕркеленĕ.

www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем кунта... 
 

Рубрика: