Комментировать

10 Июн, 2021

Çамрăксен хаçачĕ 22 (6370) № 10.06.2021

Лавккара сутăнакан чейе туянмасть

АННА ФИНАШОВĂНА ÇĔР ВАРРИНЧЕ ТĂРАТСА ЛАРТСАН ТА ЧЕЙ ПИРКИ ТЕМĔН ТЕ ПĔР КАЛАСА КĂТАРТМА ПУЛТАРАТЬ. ВĂЛ ЧЕЙ ИСКУССТВИНЕ КИТАЙРА ВĔРЕННĔ, КУ ÇĔРШЫВРИ ЧИ ЛАЙĂХ 100 ЧЕЙ ĂСТИН КУРАВНЕ ХУТШĂННĂ.

Кашни çулçа алăпа пуçтараççĕ

Шупашкар хĕрне Китая чĕлхене вĕренес туртăм илсе çитернĕ. Малтан Анна икĕ çул Японире пурăннă. Çамрăка çак çĕршывăн культури, йăли-йĕрки кăсăклантарнă. Тин çеç колледжпа сыв пуллашнă 21 çулти хĕр чикĕ леш енне вĕçнĕ, чĕлхе пĕлменни те шиклентермен ăна. Анна ятарлă курса çӳренĕ, çынсенчен илтнĕ сăмахсене блокнот çине çырса пынă. Вăл яланах алă айĕнче пулнă. Ют çĕршывра пурăннă чухне Анна икĕ патшалăхăн — Раççейпе Японин — менталитечĕ мĕн тери уйрăлса тăнине ăнланнă. Вăл яппунсенчен çĕннине чы¬лай вĕреннĕ, вĕсен йăли-йĕркине, ырă енĕсене ăса хывса кулленхи пурнăçра усă курма тăрăшнă.

Китая пурăнма куçсан Анна кунти чĕлхепе кăсăкланакансен йышĕ ӳснине ăнланнă, вăл малашлăхра кирлĕ пуласси çинчен шухăшланă. Чĕлхе курсне çӳренĕ чухне çамрăкскер ятарлă программăпа килĕшӳллĕн аслă пĕлӳ тӳлевсĕр илме май пуррине пĕлнĕ. Çапла вăл Шанхайри Пĕтĕм тĕнчери суту-илӳпе экономика университетĕнче 4 çул вĕреннĕ. Унта кĕрес тесен экзамена лайăх тытмалла çеç: чĕлхе шайне тĕрĕслеççĕ.

Юлашки курсра вĕреннĕ чухне хĕр чей искусствипе интересленме тытăннă. Пĕрремĕш занятие вăл Китай çыннисем чейе мĕнле вĕретнине пĕлме çеç кайнă. Чей йăли-йĕрки вара — чăн-чăн искусство. Учитель савăт-сапана мĕнлерех тытмаллине кăтартсан, чейе куркана янă чухне аллине ерипен, ытарма çук илемлĕ хускатнине курсан Анна тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ. Занятире çак ĕçмене мĕнле вĕретмеллине çеç мар, этикăпа эстетикăна та вĕрентеççĕ иккен.

«Чăннипе каласан, преподаватель мана курсан тĕлĕннине пытармарĕ. «Эсир чăнласах та ют çĕршывран килнĕ-и е Китайрах çуралса ӳснĕ-и?» — интересленчĕ вăл. Эпĕ Китай культурипе кăсăкланни тĕлĕнтернĕ ăна. Занятире манăн алă ку ĕçе хăнăхсан чей искусствине питĕ кăмăлларăм. Профессионал пулмашкăн ятарлă курса çул тытрăм, унта пĕр çул вĕрентĕм. Кайран чей маçтăрĕсемпе калаçса, плантацисене çӳресе ăсталăха аталантартăм. Чей курăкне мĕнле пуçтарнине, сутлăха кăларма хатĕрленине курма тӳр килчĕ, ку ĕçе хам та хутшăнтăм. Çынсем кашни çулçа алăпа татаççĕ, иртен пуçласа каçчен ĕçлеççĕ. Плантацире кашниех вăй хурасшăн мар çав. Ытларахăшĕ — çулланнă çынсем. Çамрăксем ялсенчен куçса каяççĕ. Чей пухакансен ĕçĕ рис пуçтаракансенни пекех, вĕсене хисеплеме тытăнтăм. Сутлăхри чей хаклă пулнинчен те тĕлĕнме пăрахрăм. Ăна алăпа пуçтарнă вĕт, мĕн чуль вăй пĕтернĕ», — терĕ Анна. Вăл халĕ те кашни кун çĕннине вĕренет. Чей искусстви пирки китайла çырнă кĕнекесенче вулать. Аннăн шухăшĕпе, ку ăсталăха кашни çыннах алла илме пултарать. «Чи кирли — унпа кăсăкланни. Çакăн пирки пире институтра вĕреннĕ вăхăтрах калатчĕç», — терĕ çамрăк хĕрарăм. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   ♦


Пластика театрне аталантарма — 1 млн тенкĕ

Атăлçи тăрăхĕнче пурăнакан çамрăксен чи юратнă та кĕтнĕ форумĕ «iВолга» пуçланиччен уйăх ытларах çеç юлчĕ. Пĕлтĕр вăл пĕрремĕш хут онлайн мелпе иртнĕччĕ. Телее, кăçал çамрăксем пĕрле пуçтарăнса куçа-куçăн тĕл пулĕç. «Онлайн мелпе иртнĕ мероприятин пĕр кăлтăк пур: çынсене кăмăл-туйăма туллин кăтартаймастăн», — палăртрĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ культура керменĕнче тăрăшакан Виктория Кислова. Вăл пĕлтĕр «iВолга» форумра проект хӳтĕлесе 1 млн та 238 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ.

Виктория И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе географи факультетне вĕренме кĕрсен аслă шкул пурнăçне хастар хутшăнма тытăннă. 2-мĕш курсра вăл культура керменĕнче ĕçлеме пуçланă. Пĕр мероприяти те унсăр иртмен тесен те йăнăш мар. Çав вăхăтрах пике «Абрикос сачĕ» театра çӳреме тытăннă. Çамрăк артистсем унта пластика енĕпе те ăсталăхне аталантараççĕ. Викторийăн шăпах çакна тĕпе хурса проект çырас шухăш çуралнă. «Кафедра» пластика театрĕ» ятлăскере вăл 2 уйăхра хатĕрленĕ, унпа «iВолгăна» хутшăннă. «Ку маншăн хăйне евĕр опыт пулчĕ, мĕншĕн тесен унччен онлайн мелпе иртнĕ форума хутшăнса курман. Проекта мĕншĕн илемлĕ хусканусен ăсталăхне халалларăм-ха? «Абрикос сачĕ» театра килсен пластика, актер ăсталăхĕпе танлаштарсан, ытлах кăсăклăх çуратманни сисĕнчĕ. Манăн вара çамрăксене ытларах илĕртес килчĕ. Чăнах та, пирĕн студие çĕнĕ çынсем килчĕç, кăтартусем лайăхланчĕç. Раççей шайĕнче те палăрма тытăнтăмăр», — аса илчĕ хĕр. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   ♦


«Хамăн ача çуккине туймастăп»

Зинаида Васильевăшăн вĕренекенĕсем тăван ывăлĕ-хĕрĕ пекех

Зинаида Васильева кипкепе çуралнă тейĕн. 1961 çулхи чӳк уйăхĕн 5-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракасси шкулĕнчи пушара вăл та лекме пултарнă. Инкекчен темиçе минут маларах вăл тусĕпе унтан тухса кайнă, кăштахран каялла таврăнма палăртнă…

Вилесем — кĕпер пек

Зинаида Васильева 1946 çулта Çĕньял Пукаш ялĕнче колхозниксен çемйинче çуралнă. Амăшĕ Елизавета тĕрĕ артелĕнче ĕçленĕ, ашшĕ Иван йĕрке хуралĕнче тăрăшнă. Вĕсем вăрçă пĕтнĕ çул пĕрлешнĕ. Зина çемьере пĕртен-пĕр ача ӳснĕ.

Вăрçă çулĕсенче те, тăшмана парăнтарсан та çăмăл пулман. Çемье çавăрсан, 1948 çулта, Иван лайăх пурнăç шыраса Владимир облаçне тухса кайнă, унта монтерта тăрăшнă, телефон юписене юсанă. Çулталăкран мăшăрĕпе пĕчĕк хĕрне те пĕрле илсе кайнă. Зинаида 1-3-мĕш классене унта вĕреннĕ.

— Атте вăрçăра пулнă, тыткăна лекнĕ. Вăрттăнлăх мар ĕнтĕ: ун чухне унашкал çынсене халăх хисеплемен. Халĕ шухăшлатăп та, тен, çавăнпа вăл урăх региона ĕçлеме кайнă. Кайран унăн ырă ятне тавăрнă. Тăван килте аттен ашшĕ тата аппăшĕ юлнă. Асатте вилсен, 1956 çулта, вĕсем тăван тăрăха таврăннă, — калаçăва пуçларĕ Зинаида Ивановна. Каярахпа вăл ашшĕнчен вăрçă, тыткăна мĕнле лекни пирки ыйтса пĕлме тăрăшнă. Çывăх çынни нушине самаях курнă ахăртнех, тӳрех макăрма пуçланă, пĕр сăмах та калайман.
Владимир облаçĕнчен тăван яла куçса килсен Зинаида 4-мĕш класа кайнă. Хĕрача чăвашла калаçма пачах маннă, ун валли ятарласа вырăсла кĕнекесем туяннă. Пурăна киле вăл тăван чĕлхепех калаçма тытăннă. Çĕньял Пукашри пуçламăш шкултан вĕренсе тухсан Хуракассинчи пĕлӳ çуртне кайнă. Унта пушар пулнă чухне Зинаида Васильева 9-мĕш класра вĕреннĕ.

— Ноябрь праçникне хатĕ¬рлентĕмĕр. Ирхине хĕвел питĕ хитре пăхрĕ, кăнтăрла тăрук тĕтре карса илчĕ. Çав кун физкультура урокĕнче ăнсăртран пушар тухас тăк кирлĕ тесе хăйăр йăттарчĕç, ăна ещĕксене тултартăмăр. Кăнтăрла кĕçĕннисен уяв пулмаллаччĕ, пирĕн, аслăраххисен, — каçхине. Эпĕ 6-мĕш классен вожатăйĕччĕ. «Атя хăвăртрах. Каçчен апат çисе, тумланса килер», — терĕ тусăм Шура Исаева. «Çиччас. Манăн класри ачасем ташлама пуçларĕç, вĕçлеççĕ те каятпăр», — тăхтама ыйтрăм эпĕ. Вĕсем ташласа пĕтерсенех тухса кайрăмăр. Çырма урлă каçса Çăмах уйне тухрăмăр çеç — пире хирĕç пушар лаши килет. «Ăçта каятăр эсир? Сирĕн шкул çунать!» — терĕ хайхи çын. Тĕлĕнсе кайрăмăр. Эпир тин кăна унтан тухрăмăр-çке-ха. Каялла шкула чупрăмăр. Çитсе тăтăмăр: кашни чӳречерен çулăм тӳпенелле кармашать. Халăх хĕвĕшет. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

♦   ♦   


Пахча çимĕçе ăçта лартмалла?

Тăванĕсем агрономран час-часах пулăшу ыйтаççĕ

Татьяна Пыркина шкулта вĕреннĕ чухнех çут çанталăка сăнама, хурт-кăпшанка тĕпчеме юратнă, сăтăрçăсемпе мĕнле кĕрешмелли пирки шухăшланă. Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче çуралса ӳснĕскер халĕ Россельхозцентрăн Чăваш Енри филиалĕн ӳсен-тăрана хӳтĕлекен пайĕн ертӳçинче тăрăшать. Татьяна Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕ тата Чăваш Ен аталанăвĕн «Пĕрле» фончĕ йĕркеленĕ «Эпĕ — хĕрарăм» конкурса хутшăнать.

«Милиционер ĕçĕ — хĕрарăм валли мар»

Хĕр 11-мĕш класс пĕтерсен пĕр иккĕленмесĕр Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине çул тытнă. Унта вăл агроном профессине алла илнĕ.

«Манăн атте Иван Петрович йĕрке хуралĕнче ĕçленĕ. Эпĕ те унăн çулне суйлама тĕв тытнăччĕ. «Милиционер ĕçĕ — хĕрарăм валли мар», — терĕ вăл çирĕппĕн. Çакăн хыççăн шухăша улăштартăм. Мĕн пĕчĕкренпех ӳсен-тăранпа, пахча çимĕçпе кăсăкланаттăм. Астăватăп-ха: шкулта вĕреннĕ чухне пĕр хаçатра вăрăран çĕр улми ӳстерме май пуррине вуласа пĕлтĕм. Аттепе пĕрле ку меслетпе усă курса та пăхрăмăр. Кайран диплом ĕçне те çак темăпах çыхăнтартăм. Ача чухне кăсăклантарнă ыйтăва аслă шкулта тĕпĕ-йĕрĕпе тĕпчесе уçăмлатрăм. 2004 çулта, эпĕ шкул пĕтернĕ çул, агроном профессине алла илес текен йышлăччĕ. Пирĕн уйрăмра ытларах хĕрсемччĕ. Пĕр тантăшăм уйра çитĕнекен ӳсен-тăрана кăмăлланăран агронома вĕренме килнине пĕлтерчĕ. Эпĕ шкулта ăс пухнă чухне спортпа питĕ туслăччĕ. Хĕлле йĕлтĕрпе ярăнаттăм, çулла велоăмăртусене хутшăнаттăм, чупаттăм. Манăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУна вĕренме кĕрес, физкультура учителĕ пулас шухăш та тĕвĕленнĕччĕ. Борис Глинкин тренер мана спортпа çыхăнман профессие суйлама сĕнчĕ. Ун чухне спорт мастерĕн нормативне пурнăçланисем тренерта ĕçлеме пултаратчĕç. Агроном профессине алла илнĕшĕн пĕрре те ӳкĕнместĕп. Вăл — кăсăклă, кирлĕ специальноç. Юлашки çулсенче çамрăксем ку профессие кăмăлламанни пирки илтме тӳр килет. Çĕр ĕçне юратман, ял пурнăçĕнчен писнĕ çынсем çеç çапла калаяççĕ. Килте пахча çимĕç туса илес пулсан та агроном канашĕ кирлĕ. Çимĕç тупăшĕ унăн ăсталăхĕнчен нумай килет», — хăйĕн юратнă ĕçĕпе паллаштарчĕ Татьяна. <...>

Любовь ПЕТРОВА.

Материалсемпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.