Комментировать

21 Дек, 2013

«Сухай кинемисем»

Уçырмари культура çуртĕнче Удмурт Республикинчи çĕкленчĕк кăмăллă кинемейсен «Бурановские бабушки» фольклор-такмак ансамблĕн репертуарĕнчи юрă илтĕнсе кайсан фойери, урамри халăх залалла туртăнчĕ. Раççейре кăна мар, Европăра та анлă сарăлнă юрă сăмахĕсем чăвашла янăрани тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ.

Ансамбльте сакăр çын. Ячĕ - «Сухай кинемисем». Ăна пуçараканĕсем - О.Васильевăпа И.Степанова. Иккĕшĕ те вĕрентекенсем. Ольга Леонидовна Канашри педагогика колледжĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет, Ирина Ильинична - хулари 8-мĕш вăтам шкулта пуçламăш классене.

- Иртнĕ çул Сухайкасси ял уявĕ валли кашни каса, пурĕ вĕсем улттă, юрă хатĕрлеме сĕнчĕç. Халĕччен чăваш çĕрĕнче янăраман номерпе халăх умне тухас килчĕ. Чылай вăхăт шухăшланă хыççăн Бураново кинемейĕсен юррине суйласа илтĕмĕр. Сăмахĕсем Вăрăм Палюк сăввисен пуххинче тупăнчĕç. Хушса юрламаллине ушкăнпа хайларăмăр. Тумĕсене хамăрах çĕлерĕмĕр. Масмакпа мăй çыххине манăн хуняма Ольга Ивановна тата унăн тусĕ Анна Григорьева ăсталарĕç, - терĕ Ольга Леонидовна. - Çăпата тупма кансĕртерех пулчĕ. Паллакансем сĕннипе Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваша çул тытрăмăр. Унтан вара çăпата сырса таврăнтăмăр.

Хĕрарăмсенчен улттăшĕ - Сухайкасси çыннисем, тивĕçлĕ канура вĕсем: Нина Никифорова, Мария Ермолаева, Анна Григорьева, Ольга Васильева, Вера Дивикина, Мария Васильева. «Сухай кинемисем» хăйсен пултарулăхĕпе «Канаш ен çăл куçĕсем» фестивальте, ĕçпе юрă уявĕнче район халăхне савăнтарчĕç. Ăнăçупа хавхаланнă ял артисчĕсем репертуара çĕнĕрен те çĕнĕ юрăсемпе пуянлатаççĕ. Вĕсем районта иртекен пысăк мероприятисенче тăтăшах янăраççĕ.

Виталий АЧЧА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.