Комментировать

27 Авг, 2014

Йышне кура хурăнташĕ

Пушă çурта чун кĕртсен

Тăван ялти урамра пĕр çурт чылай çул хăр тăлăххăн ларчĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ çĕре кĕричченех виçĕ ывăлĕ тĕрлĕ еннелле саланнăччĕ. Кĕçĕннин пурăнмаллаччĕ тĕп килте, анчах пурнăçран ир уйрăлса кайрĕ. Унăн пиччĕшĕ самай çул иртсен Магаданран отпуска яла тăтăшах килме пуçларĕ. Кивĕ çурта сÿтсе çĕнни хăпартрĕ, витесем турĕ. Тăван тăрăха яланлăхах куçса килес шухăшлăччĕ. Ĕлкĕреймерĕ – вăрăм çул çинче укçашăн вĕлернĕ текен сас-хура çитрĕ яла. Унăн хĕрĕ те ашшĕн тăван кĕтесне таврăнасшăн пулмарĕ. Чаплă çурт каллех тăлăха юлчĕ. Çулсем иртнĕçемĕн кирпĕчрен тунă вите-сарай арканма тытăнчĕ. Хăçанччен юхăнса ларатчĕ-ши çак кил-çурт урам илемне пăсса?... Юрать, ăна çине тăрсах туянас текенсем тупăнчĕç. Вырăнти ял тăрăх администрацийĕ те кил-çурт пурнăçне тăсассишĕн тăрăшрĕ. Паян çĕнĕ хуçасен кил картишĕнче ир-каç хур-кăвакал сасси янăрать. Епле хĕпĕртемĕн урам тулли пурнăçпа пурăннишĕн?

Канаш районĕнчи Вăтакас Татмăшра та тăлăха юлнă пушă çурт сахал мар. Çур урам тăршшĕпе шăкăрин лараççĕ темелле. Сутасшăн та мар вĕсене, çав вăхăтрах унта пурăнмаççĕ те. Нумай ачаллă Драбчуксем ялти пушă çуртсенчен пĕрне тăванĕсен пулнăран кăна туянма пултарнă. Çапла пĕлтерчĕ пире 6 ача амăшĕ Ольга Михайловна. Драбчук хушаматлăскер чăваш пулас çук-ха теме кирлĕ мар. Кил хуçи хĕрарăмĕ чăвашах, Татмăшрах çуралса ÿснĕ. Упăшки (пĕрремĕшĕ çĕре кĕнĕ, ку – иккĕмĕш) вара Ставрополь тăрăхĕнчен, яллă вырăнта – станицăра – ÿссе çитĕннĕ. Нумай ачаллă çемьесене патшалăх пулăшма тăрăшни çинчен тăтăшах калаçнăран эпĕ Драбчуксем хăтлă çуртра пурăнасса кĕтнĕччĕ. Кивĕ çуртпа юнашар çĕнни çĕкленнине асăрхарăм та унта куçма кăна ĕлкĕреймен пулĕ тесе шухăшларăм. Йăнăшнă иккен – çемье ăна хăйĕн вăйĕпе хăпартать.

 

«Шаккаса» çитмелле

Пурнăçра тĕлĕнмелли питех те нумай. Ятарлă саккунсем те пур, анчах чăннипех ялта тĕпленес текен çамрăксене пулăшма май çитерейместпĕр. Ыран е виçмине чунĕ тухас ялсенче час-часах пулнăран кун пек яш-кĕрĕме пуç тайни те ытлашши мар пек. "Саккунĕ пулсан та ун патне "шаккаса" çитмелле", – терĕ Ольга Михайловна. Вырăнти администрацине чупса ывăннăран е шанма пăрахнăран çапла каларĕ-ши?.. Унта çÿрени хĕрарăм чунне амантнăран упăшки вăл вырăна çул такăрлама чарнă. "Темех мар, капла та пурăнăпăр, ал-ура ĕçлет. Йывăрлăхсемсĕр, тен, пурнăç тутине туймăттăмăр. Патшалăх пулăшни, паллах, ытлашши марччĕ. Анчах мĕн те пулин ыйтма пырсан тарăхнипе çÿç-пуçа тăпăлтарманни кăна-çке", – палăртрĕ 6 ача амăшĕ.

Калаçнă хушăра пÿлĕме пĕчĕк ача йăтнă çамрăк хĕрарăм кĕрсе тăчĕ. Ольгăн тăванĕ пулчĕ иккен. Эпир мĕн çинчен сăмах хускатнине пĕлсен 3 ачаллăскер тÿсеймерĕ – калаçăва хутшăнчĕ. Çурт лартас тĕллевпе çамрăк çемье хуларан яла килнĕ те патшалăх пулăшăвне илме çăмăллăх паракан программăна кĕнĕ. Савăнăçлă саманта кĕтсе пулас çуртăн проектне тутарнă, строительство ĕçне пуçланă. Темиçе çултан çемьене патшалăх пулăшăвне кĕтекенсен черетĕнчен кăларнă. Ун умĕн упăшкине ялта ĕçлесе пурăнмалли çинчен асăрхаттарнă. Ялта 600-700 тенкĕпе çемьене тăрантарма йывăр. Маларах мĕншĕн черете тăратнă, мĕншĕн шантарнă тесен çамрăксене район администрацийĕнче саккун улшăнни çинчен пĕлтернĕ-мĕн. Темиçе çул чăтăмсăррăн кĕтнĕ хыççăн çамрăк çемьене черетрен кăларса çапнă пулса тухать. 3 ачаллă çемье паян кил-çурта хăйĕн вăйĕпе çĕклет.

 

Ырă йăла тымарлантăр

Ольга Михайловна Драбчук (хĕр чухнехи хушамачĕ Васильева) йăхĕнчи çамрăксем яла юлма кăмăллаççĕ. Ырă йăла тарăн тымар яма ăнтăлнăшăн вырăнти пуçлăхсен савăнмалла пек. Çамрăк çемьесенче пĕрре мар, 2-3 ача çитĕнет. Тĕслĕхрен, пĕрремĕш класа каякансенчен çурри пĕр йăхри тăвансем. Ялĕпе вара вĕсен йышĕ çирĕм ачаран та иртет. Еплерех туслă тата вĕсем! Пыл сăпасĕнче пĕчĕккисене, тус-тăванлăскерсене (мĕн пурĕ вуннăн пуçтарăннă, чи асли 7 çулта) Канаш чиркĕвне илсе кайнă. Унтан тухсан шавлă ушкăн апатланма "Пельменная" кафене кĕнĕ. Йышлă ача-пăча çапла ĕнтĕ: пĕри апата кăп-кап хыпнă хыççăн чупма хăтланать, теприн туалета каймалла, виççĕмĕшĕн катлечĕ турилккерен тухса "тарнă", тăваттăмĕшĕ темшĕн кÿреннĕ тата ыт.те. Сĕтел хушшинчен тухсан ашшĕ-амăшĕ кафере ĕçлекенсене тÿсĕмлĕхшĕн тав тунă.

Драбчуксен çемйинче пĕри чирлесен ыттисен унпа пĕрле пулмалла. Хăйсене сăнакан тухтăра пит кăмăллаççĕ вĕсем. Пĕррехинче чи кĕçĕнни, Тихон, чирленĕ те ăна пульницана вырттарма хатĕрленнĕ. Пиччĕшĕсем те (çемьере пурте ывăл) унран юласшăн пулман. "Тĕп тухтăра шăнкăравласа калас пулĕ. Пĕр палата хатĕрлеччĕр", – те шÿтлесе, те чăнласах пĕлтернĕ сиплевçĕ.

Нумай ача амăшĕ пуласса тĕлĕкре те тĕлленмен Ольга Михайловна. Йĕкĕрешсем çинчен вара яланах ĕмĕтленнĕ. Турри ăна илтсех пулĕ çак телее парнеленĕ – 6 ывăл шутĕнче йĕкĕрешсем те пур.

Кивĕ çуртра (ăна пĕлтĕр туяннă) йышлă çемьене вырăн хĕсĕкки куç кĕрет. Çĕнĕ çурта йывăррăн тума пуçланă. Юхăннă хуралтăсене сÿтсе вырăн хатĕрлеме тивнĕ. Çакăн пек нушаланиччен çĕнĕ çĕр çинче строительство ĕçне пуçлама самай çăмăлрах ĕнтĕ. Пĕр вырăнта çĕр ыйтнă Драбчуксем – харпăрлăхра тесе паман. Тепĕр вырăн çемьешĕн питех те майсăр пулнă. Унта çурт лартакан çук иккен. Темле пулсан та хăйне телейлĕ тет çемье. Упăшки ĕçрен таврăнсан çĕнĕ çуртра пĕрер пăта çапма ĕлкĕрет. Унсăрăн кунĕпе те ĕç тунăн туйăнмасть ăна.

Пăхса ÿстерме çăмăл мар пулин те йышлă çемьесене хисеплет Ольга Михайловна. Кÿршĕри Пукăртан ялĕнче, ав, Людмила Владимировна Дмитриевăн çемйинче часах 5-мĕш ача хушăнмалла. Маттур теççĕ çак хĕрарăм пирки. Мăн хырăмпа тулли ешчĕксем çĕклеме те шикленмест, машинăпа та çÿрет. Лавкка уçас тĕллевпе пурăнакан çурта пысăклатнă.

Вутра çунман, шывра путман, ĕлĕкхи асатте-асаннесен йăлипе йышлă çемьепе пурăнма тăрăшакансем пур чухне ял пĕтмĕ.

Ирина Никитина.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.