Комментировать

28 Мая, 2021

«Хыпар» 55-56 (27788-27789) № 28.05.2021

Пациент прависене пăсрĕç-и?

Ыйтăва татса пама страховани представителĕсем пулăшĕç

Чăваш Республикинче «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ ăнăçлă пурнăçланса пырать. Унăн тĕп тĕллевĕ халăх йышне сыхласа хăварассипе, çынсен сывлăхне тата ырлăхне упрассипе çыхăннă.

Вăрттăнлăх мар, юлашки вăхăтра çуралакансен шучĕ чакни, вилекен нумайланни, пурнăç тăршшĕ кĕскелни чăннипех те хăратать. Патшалăхăн ку енĕпе çыхăннă политики халăха информаципе туллин тивĕçтерессине анлăлатассине тата унăн пахалăхне ӳстерессине тĕпе хурать.

Чăваш Республикинче информаци тытăмне малалла аталантарассин тĕп çул-йĕрĕ федерацин «Пуçламăш медицина-санитари пулăшăвне аталантарасси» проектне пурнăçланипе çыхăннă.

Ку ĕçре страховани представителĕсен институчĕ пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Ăна 2016 çулта страхланă граждансен прависемпе саккунлă интересĕсене хӳтĕлессин тухăçлăхне ӳстерес, обязательнăй медицина страхованийĕн тытăмĕн профилактика ĕç-хĕлне вăйлатас, страхланă çынсене информаципе, çав шутрах чир-чĕртен вăхăтра сипленме, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хăнăхтарасси те, тивĕçтерессине анлăлатас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Поликлиникăна пыракан кашни çынах медицина пулăшăвĕ парассин пахалăхĕпе, йĕркипе, обязательнăй медицина страхованийĕн сферинчи прависемпе çыхăннă ыйтусемпе камран пулăшу ыйтмаллине пĕлмест. Чылайăшĕн тата ОМС тытăмĕнчи прависене хӳтĕлемелли саккунсен тĕлĕшпе пĕлĕвĕ те çителĕксĕр.

ОМС тытăмĕнче граждансен прависене хӳтĕлекен страховании медицина организацийĕсен виçĕ шайлă тытăмне туса хунă. Страховани представителĕсен ĕçĕ пĕрпĕринчен уйрăлса тăрать. Вĕсене татса паракан ыйтусен кăткăслăхне кура тĕрлĕ шая пайлаççĕ.

Пĕрремĕш шайри страховании представителĕ — страхлакан медицина организацийĕн контактцентрĕн специалисчĕ е «хĕрӳ лини» операторĕ. Вĕсемпе талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те телефонпа тӳлевсĕрех çыхăнма пулать. Енчен те сирĕн ОМС полисĕ «Чăваш Ен медицина страховани компанийĕ» пĕрлĕх /«Чувашская МСК» АО/ панăскер тĕк 8800-201-95-46 телефонпа шăнкăравламалла. «Чăваш Ен-Мед» страхлакан компани» пĕрлĕх /«Чувашия-Мед» СК» АО/ полисне илнисен ыйтăвĕсене 8800-250-02-26 номерпе йышăнаççĕ.

Операторсем обязательнăй медицина страхованийĕн, ОМС полисĕсене илессипе е çĕнĕрен уçассипе, медицина организацине тата тухтăра суйлассипе çыхăннă ыйтусене уçăмлатаççĕ, ОМС полисĕ вăйра тăнине тĕрĕслеççĕ, медучрежденире сипленнĕ чухне пулăшма пултараççĕ.

Иккĕмĕш шайри страховани представителĕ страхланă граждансен ОМС сферинчи прависемпе саккунлă интересĕсене хӳтĕлет тата медицина пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ вăхăтра информаци парать:

— профилактика мероприятийĕсене — профилактика тĕллевĕллĕ медицина тĕрĕслевĕ е диспансеризаци, шала кайнă чирсемпе диспансер сăнавĕнче тăракансен тĕрĕслевне — тӳлевсĕр хутшăнма йыхравлать;

— диспансеризацие тата диспансер тĕрĕслевне вăхăтра тухнине, çавăн пекех патшалăх гарантийĕсен программипе çирĕплетнĕ йĕркепе стационара вăхăтра сипленме выртнине сăнаса тăрать.

Виççĕмĕш шайри страховании представителĕсем /тухтăр экспертсем/ страхланă граждансенчен медицина пулăшăвĕн пахалăхĕпе çыхăннă çăхавĕсене тĕрĕслессине йĕркелеççĕ. Медицина пулăшăвĕн пахалăхне тĕрĕслессине йĕркелеме ыйтса çак адрессемпе çыру яма пулать:

«Чăваш Ен МСК» пĕрлĕх: 429955, Çĕнĕ Шупашкар хули, Комсомол урамĕ, 21-мĕш çурт.

«Чăваш Ен-Мед» пĕрлĕх: 428000, Шупашкар хули, Кооператив урамĕ, 6-мĕш çурт.

Проект тухăçлăхĕ халех курăнать: граждансем страховани компанийĕсенчен ăнлантарса пама тата хăйсен прависене хӳтĕлеме ытларах ыйтма пуçларĕç. Сăмахпа тата çырупа тухнисен шучĕ 2020 çулта 2019 çулхипе танлаштарсан 35,4 процент /8785-рен 13595-е çитнĕ/ ӳснĕ.

Çавăн пекех «Сывлăх сыхлавĕ» наци проектне пурнăçланă май страховани компанийĕсен страхланă граждансен прависене хӳтĕлекен офисĕсене уçма палăртнă. Çак офиссен ĕçĕ-хĕлĕ ОМСпа килĕшӳллĕн медицина пулăшăвĕ парассине йĕркелессипе, сăнавпа экспертиза мероприятийĕсене ирттерессипе çыхăннă çивĕч ыйтусене суда яриччен татса парасси шутланать. Офиса страхланă гражданин сăмахпа консультаци илме е лару-тăру сăнавпа экспертиза мероприятийĕсене йĕркелемелĕх кăткăсланнă пулсан заявлени парас тĕллевпе пыма пултарать.

Чăваш Республикинче пурăнакансем çĕнĕ служба уссине туйса илчĕç ĕнтĕ. Страховани представителĕсем 2020 çулта — 892 гражданина, кăçалхи пĕрремĕш кварталта — 217 çынна медицина пулăшăвĕ илес ĕçре пулăшнă. Страховани представителĕсене пациентсемпе çыхăну тытма меллĕрех пултăр тесе вĕсен ĕç вырăнĕсене страховани компанийĕсенче кăна мар, республикăри медицина организацийĕсенче те йĕркеленĕ. Çакă вĕсене страхланнă граждансене туллинрех пулăшма май парать. Чăваш Енре пурĕ страховани представителĕсен 37 постне уçнă. Тавлашуллă ыйту сиксе тухсан эсир хăвăрăн страховани компанийĕн — «Чăваш Ен МСК» е «Чăваш Ен-Мед» пĕрлĕхсен — представителĕнчен пулăшу ыйтма пултаратăр. Çавăн пекех граждансемшĕн меллĕрех тата страховани представителĕсемпе хăвăртрах çыхăнма май пултăр тесе республикăри 21 медицина организацийĕн регистратуринче е фойере «тӳрĕ лини» телефонĕ вырнаçтарнă. Медицина организацийĕсене çакăн евĕрлĕ çыхăнупа «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн тивĕçтернĕ.

Урăхла каласан, страховани представителĕсем — «сывлăх менеджерĕсем», вĕсен ĕç-хĕлĕн тĕп тĕллевĕ ОМС программипе килĕшӳллĕн медицина пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ чухне страхланă çынсемпе хутшăнасси, пулăшасси шутланать.

Тепĕр хут аса илтеретпĕр. Медицина пулăшăвĕ илнĕ чухне сирĕн саккунлă правасене пăсакан лару-тăру сиксе тухсан хăвăра полис панă страховани компанине шăнкăравлăр: Чăваш Ен медицина страхованийĕн компанийĕн «хĕрӳ линийĕн» телефонĕ 8800-201-95-46, 8/8352/ 730-442; «Чăваш Ен-Мед» страховани компанийĕн «хĕрӳ линийĕн» телефонĕ 8800-250-02-26, 8/8352/ 709-875.

Специалистсем çивĕч ыйтусене хăвăрт татса пама пулăшĕç!

Çавăн пекех эсир Чăваш Республикинче ОМС ыйтăвĕсемпе контакт-центра та шăнкăравлама пултаратăр: 8800-770-09-55 /«Чăваш Ен-Мед» пĕрлĕхре страхланнисен — «1», «Чăваш Ен МСК» пĕрлĕхре страхланнисен «2» суйламалла/. Хăвăрăн страховани компанийĕ хăшĕ пулнине пĕлмесен операторпа çыхăнтарасса кĕтсе илмелле.

Асра тытăр: страховани представителĕсем сирĕн правасене хӳтĕлеççĕ!


♦   ♦   ♦

Инструмент калама хăнăхман ача музыка училищинче вĕренейĕ-и?

Пултаруллисемех шкул вăхăтĕнче сольфеджиопа паллашаймаççĕ

Чăваш Ен культурин шайĕ çак тытăмра камсем ĕçленинчен, вĕсен пĕлĕвĕпе опытĕнчен, пултарулăхĕнчен килет. Шел те, паянхи кун республикăри ялсенчи культура учрежденийĕсенче пултарулăх коллективĕсене ертсе пыракансем, клубсемпе культура çурчĕсен ертӳçисем, библиотекарьсем, библиографсем, музей специалисчĕсем çитмеççĕ. Ялсемпе поселоксенчи, пĕчĕкрех хуласенчи культура учрежденийĕсенче вăй хуракансен шучĕ юлашки тăватă çулта 23 процент таран чакнă.

Статистики лайăх пек

Специалистсем çитменни мĕнпе çыхăннă? Чăваш Енре культурăпа искусствăсен институчĕ те, культура, ӳнер, музыка училищисем те пур-çке. Вĕсенчен çуллен çĕр-çĕр çамрăк диплом илсе тухать.

Анчах вĕсем вĕренсе тухаççĕ те таçта кайса çухалаççĕ… ЧР Культура министерствин коллегийĕн иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе ирттернĕ анлă ларăвĕнче Светлана Каликова министр пĕлтернĕ тăрăх, культурăпа искусство тытăмĕнчи хушма пĕлӳ паракан учрежденисенче вĕренекенсен шучĕ пысăкланса пыни палăрать. 2020-2021 вĕренӳ çулĕ пуçланнă тĕле ача-пăча искусствăсен шкулĕсенче пĕлӳ илекенсен йышĕ, ун умĕнхи вĕренӳ çулĕнчипе танлаштар¬сан, 2,4 процент ӳснĕ, 19 пин те 761 ачана çитнĕ. Раççей Культура министерствин пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, Чăваш Республики ачасене искусствăсен шкулĕсенче ăсталăха аталантарма пулăшас енĕпе федерацин Атăлçи округĕнче 3-мĕш вырăн йышăнать. Статистикăна ĕненес тĕк, ачасен 14,9 проценчĕ çавнашкал шкулсене çӳрет. Искусствăсен шкулĕсенче пĕлĕве тарăнлатакансенчен чи маттуррисене тупса палăртас, вĕсене хавхалантарас тĕллевпе мероприятисем те ирттереççĕ. Сахал та мар. Пĕлтĕр кăна республикăра «Çĕнтерӳ кунĕ», «Хавхалану», «Пурăн, Раççей» фестивальсем, Федор Быкова халалланă конкурс, ытти тупăшу йĕркеленĕ.

Ку — питĕ лайăх, мĕншĕн тесен, пурте пĕлетпĕр, никам та профессионал пулса çуралмасть, ачасемпе ĕçлемелле, аталанма майсем туса памалла. Мĕн пĕчĕкрен тĕрĕс юрлама, тĕрлĕ инструмент калама, ӳкерме-сăрлама хăнăхса, ташлама вĕренсе пырсан кăна вĕсем çитĕнсен хăйсен ĕçĕнче чăн ăстасем пулĕç. Сăмахăм шкулти кружоксем пирки мар, ачасене хушма пĕлӳ паракан искусствăсен, музыка тата ӳнер шкулĕсем çинчен.

Филиал пулса юлаççĕ

Чăваш Енре çитĕнекен ăрăва кунашкал учрежденисене явăçтарас тĕлĕшпе ĕç-пуç начар маррине статистика кăтартăвĕсем çирĕплетеççĕ. Унсăр пуçне шкулсене çĕнĕ оборудовани, инструментсем илсе парас енĕ¬пе те çитĕнӳсем пур. Иртнĕ çул, сăмахран, «Культура» наци проекчĕн регионти «Культура хутлăхĕ» проекчĕпе килĕшӳллĕн культурăри пĕлӳ паракан тăватă учреждение 21,4 миллион тенкĕлĕх музыка инструменчĕсемпе, хатĕрĕсемпе тата вĕрентӳ пособийĕсемпе тивĕçтернĕ. Республикăра вара унашкал шкул пурĕ 44. Патшалăх тивĕçтерекен пурлăх пурин патне те çитессе кĕтес пулсан вăхăт самай иртесси паллă. Унччен пуррисем те çухалмĕç- ши? Тĕслĕхрен, Етĕрне районĕнче 1975 çулта «Ленинская искра» колхоз председателĕн Аркадий Айдакăн пуçарăвĕпе Анат Ачакра ӳнер шкулĕ уçăлнă. Ăна Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчи ӳнерпе графика факультетĕнче пĕлӳ илнĕ Михаил Разумов ертсе пынă. Унта вĕренекен ачасене тӳлевсĕр апат та çитернĕ. Малтанхи вăхăтра Михаил Никитич хăй кăна вĕрентнĕ пулсан, пурăна киле Павел Петровпа Андрей Соловьев та пĕлӳ панă. Программăпа килĕшӳллĕн, кăранташпа ӳкермелле, сюжетлă картинăсем кăна пурнăçламалла пулнă тăк, Ачак ӳнер шкулĕнче пир тĕртме те хăнăхтарнă. Хĕрачасем ал шăлли тĕртсе вĕрентекенсене çеç мар, ял-йыша та савăнтарнă. Арçын ачасене йывăç касса эрешлеме вĕрентнĕ. Вĕсем тăмран скульптурăсем тума та хăнăхса пынă. Çу кунĕсенче ял ачисем пленэра тухнă, тавралăх илемне пир çине куçарнă. <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   ♦


Владимир ВАСИЛЬЕВ: Ачасем калани чуна тиврĕ – çар комиссариатне васкарăм

Ăна итленĕçемĕн итлес килет. Унăн анлă тавра курăмĕнчен тĕлĕнетĕн, çĕннине нумай пĕлетĕн. Профессорăн лекцийĕсене итленĕ студентсем телейлишĕн ăмсанатăн. Владимир Васильевпа хире-хирĕç ларса калаçнă хыççăн эпĕ те хама телейлĕ туйрăм. Чăваш халăхĕпе мăнаçланать вăл, унăн культурине чунран хисеплет.

— Владимир Александрович, эсир Элĕк салинче çут тĕнчене килнĕ, Патăрьел районĕнчи Турхан ялĕн ятне çĕклетĕр. Ку мĕнпе çыхăннă?

— Асатте-асанне, атте çемье çавăрса Элĕк районĕнче пурăннă. Атте 1942 çулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине кайнă. Архангельскри пулемет училищинче вĕреннĕ хыççăн ăна ытти салтакпа пĕрле Сталинграда янă. Çул çинче вĕсен эшелонĕ çине фашистсем бомба пăрахнă, атте тыткăна лекнĕ. Виçĕ хут тарнă вăл унтан, анчах ăна кашнинчех тытнă. Виççĕмĕш хутĕнче вăл вăрманти лесник çуртне пырса тухнă. Анчах унта та фашистсен пĕр ушкăнĕ кĕрсе тăнă. Пĕри аттене персе пăрахмалли пирки нимĕçле каланă. Çывăх çыннăм ют чĕлхене лайăх ăнланнă, çавăнпа: «Сирĕн ачасем пур-и?» — тенĕ. Нимĕç шалти кĕсйинчен хăйĕн çемйин сăн ӳкерчĕкне /унта мăшăрĕ, хăй тата икĕ ачи сăнланнă/ кăларса кăтартнă. «Манăн вара виççĕ, ярăр тархасшăн», — йăлăннă атте. «Эпĕ ярсан та ыттисем пĕрех персе пăрахĕç», — хуравланă нимĕç. «Шăпа мĕн пӳрнĕ — çавă пулĕ, анчах халĕ ан вĕлерĕр», — çине тăнă атте. Çапла нимĕç офицерĕ ăна тĕп тума хал çитереймен. Ун хыççăн атте Çĕпĕре каторгăна лекнĕ. Яла 1947 çулта çеç таврăнайнă. Атте вăрçă пирки каласа кăтартма юратмастчĕ, ун çинчен ӳкернĕ фильмсене те пăхмастчĕ. Тыткăнра пулнисен вăрçă хыççăн райцентрта ĕçлесе пурăнма юраман. Анне Элĕк шкулĕнче вĕрентнĕ, аттене вара, вăрçăччен Ишлейри пĕлӳ çуртĕнче ачасене ăс панă пулин те, ирĕк паман. Вара вăл 1947 çулта Патăрьел районĕнчи Турхан шкулĕнче ĕçлеме пуçланă. 1948 çулта çемйине те унта куçарса кайнă. Çапла майпа эпĕ Турханти шкултан вĕренсе тухрăм. Вăл маншăн тăван ял пулса тăчĕ.

— Историе, культурăна хăçан юратма пуçларăр?

— Шкулта вĕреннĕ вăхăтра манăн кун кĕнеки пурччĕ. Ют çын ан вулайтăр тесе унта тĕкĕре тытса пырса çыраттăм. Çавăнпа ăна хам çеç, тĕкĕр тытса, вулаяттăм. Шăпах çавăнта хамăн чи пысăк ĕмĕтсем пирки шăрçалаттăм. Фармацевт пуласшăнччĕ, мĕншĕн тесен анне питĕ йывăр чирлерĕ. Ăна сыватас килетчĕ. Кайран урăх ĕмĕт çуралчĕ. Турханта пысăк клуб пурччĕ. Чăваш драма театрĕн артисчĕсем час-часах килсе спектакль кăтартатчĕç. Çакна кура эпĕ те артист пулас ĕмĕтпе айланма пуçларăм. Пĕррехинче аслă класра вĕренекенсем валли артистсем ăсталăх класĕ ирттерчĕç, театр студийĕ валли пултаруллисене суйларĕç. Ефим Никитин мана кукăль сутса çӳрекенĕн сăнарне калăпласа кăтартма хушрĕ. Эпĕ шкулта пултарулăх кружокне /тĕрĕссипе, хора та/ çӳреттĕм. Ефим Никитин хушнине ăнăçлă пурнăçларăм. Мана театра йыхравларĕç, Мускава вĕренмешкĕн яма шантарчĕç. Тепĕр кăсăклану кинопа çыхăннăччĕ. Шкула кинопроектор илсе килнĕ, анчах кăтартма никамăн та ирĕк çук. Физика учителĕ мана вĕренме сĕнчĕ. Унпа пĕрле экзамен тытрăм, удостоверени илтĕм. Мускаври С.А.Герасимов ячĕллĕ Раççей патшалăх кинематографии институтĕнче /ВГИК/ вĕренме палăртса хутăм, анчах кайран ялтан кайнă ача унта кĕреймĕ тесе хама лăплантартăм. Çав вăхăтра ялти клубра киномеханикра ĕçлеме те пуçланăччĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче пулнă хыççăн яла таврăнтăм та аннене куçăн майпа вĕренес шухăш çуккине пĕлтертĕм. Анне çав вăхăтра армути шăпăрĕпе урай шăлатчĕ. Çав шăпăрпа хытах мар çапрĕ те кайса ларчĕ, макăрчĕ. «Вова, студент çулĕсем — пурнăçра чи хаклисем. Çакна ан ман», — терĕ. Тĕллеве çиçĕм хăвăртлăхĕпе улăштартăм, мĕншĕн тесен аннен сăмахĕ чуна витерчĕ. Пединститутăн историпе филологи факультечĕн студенчĕ пулса тăтăм.

— Институтран университета мĕнле çитрĕр?

— 2-мĕш курс хыççăн институтра чи лайăх вĕренекенсене, комсомол хастарĕсене практикăна Хура тинĕс хĕрринчи пионер лагерьне ячĕç. Туапсери лагерьте воспитательте ĕçлерĕм. Анчах икĕ смена вĕçлениччен те тăраймарăм. Шупашкартан, хамăр институтран, чĕнсе илчĕç. Çав вăхăтра Çĕнĕ Шупашкарта химзавод тума пуçланăччĕ. Ĕçе республикăри çамрăксене, комсомол организацийĕсене явăçтарнăччĕ. Туапсери лагерь ертӳçи мана ярасшăн марччĕ, таврăнтăм. Çав çуллах, 1967 çулхи çурла уйăхĕн вĕçĕнче, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне уçассине пĕлтĕмĕр. Эпĕ те ытти çамрăкпа пĕрле университетăн пĕрремĕш студенчĕ пулса тăтăм — пире, пединститутри историпе филологи факультетне, унта куçарчĕç.

— Студент пурнăçĕ йывăрлăхсăрах пулман ĕнтĕ.

— 28-30 тенкĕ стипенди илеттĕм. Ума тĕллев лартрăм: атте-аннерен укçа илмĕп, кашни кун пĕр тенкĕрен ытлашши пĕтермĕп. Ирхине тата каçхине — 30-шар пус, кăнтăрла 40 пус расхутласа пурăнтăм. Ирхине — маргаринпа батон, сахăр хушнă чей, хăш-пĕр чухне пăтă, кăнтăрла вĕренӳ заведенийĕнчи столовăйра çиеттĕм, каçхине каллех 30 пуслăх апатланаттăм... Чӳк уйăхĕнче манăн пуç ыратма тытăнчĕ, больницăна кайрăм. Тухтăр: «Яла кайма, сĕт çиме май пур-и?» — тесе ыйтрĕ. Икĕ эрнелĕхе атте-анне патне кайса пурăнма хушрĕ. Çапла ялта пурăнса килтĕм. Ун хыççăн кашни эрнерех çӳреме тытăнтăм, унта савни те пурччĕ. Анне эпĕ вĕренме пăрахман-ши тесе шикленме тытăннăччĕ. <...>

Елена ЛУКИНА.

♦   ♦   ♦


Выльăх йышне ÿстересчĕ –

çулсерен 5-10 пуç хушăнсан та аван

Ленин ячĕллĕ ЯХПК-колхоз — Шупашкар районĕнчи лайăх кăтартусемпе палăракан, малалла сулмаклăн утакан хуçалăхсенчен пĕри. Ăна саккăрмĕш çул ĕнтĕ Петр Тунгулов ертсе пырать. Паян вăл «Хыпар» хаçат ыйтăвĕсене хуравлама килĕшрĕ.

— Петр Николаевич, эсир Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа ялĕнче çуралса ӳснине пĕлетпĕр. Хресченĕн çăмăл мар ĕçĕпе ача чухнех паллашни пирки иккĕленместĕп. Пурнăç çул-йĕрĕ Шупашкар районне епле илсе çитернине куç умне кăларăр-ха...

— Пĕчĕкренех ĕçлесе ӳснĕ çав эпир: пахчара тăрмашнă, хур-кăвакал пăхнă, çитĕнерехпе кăшман, кишĕр, севок анисене çумланă. Пахчара 4-5 тонна çĕр улми туса илеттĕмĕр, ăна сутса пире, ача-пăчана, тумтир илсе паратчĕç, арпус çитеретчĕç. 1988 çулта 8-мĕш класс пĕтерсен Тутар Республикинчи Теччĕ хулинчи техникума агронома вĕренме кĕтĕм. Чăн-чăн пурнăç шкулĕ пулчĕ вăл маншăн. Эпир, студентсем, хамăрах кишĕр, кăшман акаттăмăр, трактор хускатса улăм турттарат-тăмăр, тыр-пула им-çамлаттăмăр. Тусан айне пулнăскерсем хуп-хурах çӳреттĕмĕр. Техникум нумай ĕçе хăнăхтарчĕ. Тăватă çула яхăн ăс пухрăм унта, ăна пĕтерсен Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине вĕренме кĕтĕм. Диплом илсен тăван яла таврăнтăм, тĕрлĕ хуçалăхра вăй хутăм. 2003 çулта Шупашкар районĕнче пурăнакан пичче мана вăйпа тенĕ пек хула çывăхне илсе килчĕ. Малтанах çур çул Свердлов ячĕллĕ колхозра вăй хутăм, унтан Ленин ячĕллĕ ЯХПК-колхоза тĕп агронома куçрăм. 2014 çултанпа — колхоз председателĕ.

— Нумаях пулмасть уй-хирте тракторсен шавĕ илтĕнетчĕ, вăл çак кунсенче кăна лăпланчĕ. Çуракине епле ирттертĕр, мĕн шухăшланине пурнăçлама май килчĕ-и?

— Уй-хире ака уйăхĕн 20-мĕшĕнчех тухрăмăр, нумай çул ӳсекен курăксене апатлантартăмăр, ытти ĕçе пурнăçларăмăр. 2400 га çинче сĕлĕ, урпа, тулă, пăрçа акса хăвартăмăр. Кĕрхи культурăсем 400 га ытла йышăннăччĕ, çуррине тепĕр хут акма тиврĕ. Нумай çул ӳсекен курăксене те çĕнетсех тăратпăр, клевера çĕнĕрен çаврăнăша кĕртесшĕн, вăл çĕре азотпа пуянлатать. Куккурус 115 га йышăнчĕ, вăл та — выльăх валли паха апат. Çунтармалли-сĕрмелли материалсене хĕллех туянса хунă, удобрени пĕлтĕрхинчен 2 хут нумайрах хатĕрленĕ. Хамăр анасенче çулсерен вăтамран 30-35 центнер тырă илетпĕр, анчах арендăна илнĕ лаптăксем темшĕн тухăçпа савăнтарасшăн мар. Акă, тĕслĕхрен, Платка ялĕ çывăхĕнчи ананах илер. 10 çул ытла унта тыр-пул çитĕнтеретпĕр, тухăç 15 центнер кăна. Кăçал вăтам кăтарту 30-35 пуласса шанатпăр.

— Ĕççи вăхăтĕнче сĕм çĕрлеччен ĕçлени те пулать-тĕр…

— 7 сехет хыççăн механизаторсене ĕç пăрахма ыйтатăп. Вĕсен федераци трасси урлă каçма тивет, çавăнпа техникăна тĕттĕмре çул хĕррине кăлармастпăр, гаража иртерех лартма тăрăшатпăр. Ĕлкĕреймесен Шăнкас ферми пур, унта территори пысăк.

— Çуракинче хастарлăх кăтартакансене ятран асăнар-ха…

— Виçĕм çул хăватлă трактор тата тырă акакан 9 метр сарлакăш комплекс туянтăмăр. Кунне вăтамран 60-80 гектар акакан агрегата Виктор Викторова шанса патăмăр. Механизаторсенчен — Владимир Арефьева, Артем Николаева, Михаил Григорьева, водительсенчен — Владимир Григорьева, Владимир Николаева, Николай Крылова, акакансенчен Марина Куприяновăна, Валерий Яковлева, Александр Овчинникова палăртса хăварас килет.

— Колхоз территорийĕнчи çулсен хĕрри таса та тирпейлĕ. Вĕсенче çум курăк ашкăрнине кураймăн.

— Çум курăк ӳссен хамăра аван мар. Ку — пирĕн сăн.

— Хăватлă техника ĕç тухăçлăхне ӳстерет. Патшалăх техника туяннăшăн тăкаксен 40 процентне саплаштарнипе усă куртăр-и?

— Кăçал курăк çулмалли «Дон» комбайн, çĕре 18 сантиметр тарăнăш илекен дискатор, удобрени сапалакан агрегат туянтăмăр. Пĕлтĕр патшалăх пулăшăвĕпе усă курса утă çулмалли, турамалли агрегатсемлĕ, 2 МТЗ тракторлă пултăмăр. Кăçал 20-25 тонна кĕрекен тележка туянасшăн. Хĕлле юр нумай çунăран пысăк тăкак куртăмăр: 60-70 метрлă тырă тата утă склачĕсем ун йывăрăшне чăтаймасăр ишĕлсе анчĕç, вĕсене çĕнĕрен витме тиврĕ. Патшалăх пулăшăвĕ курăмлă. Ӳсен-тăран ӳстернĕшĕн, ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕшĕн, элита вăрлăх туяннăшăн, сĕт сутнăшăн субсиди илтĕмĕр. 2,2 процентпа илнĕ кредит та ĕççи вăхăтĕнче пысăк пулăшу. <...>

Вера ШУМИЛОВА.

♦   ♦   ♦


«Хĕвел аннăшăн хурланмастпăр…»

Мĕншĕн тесен ыран вăл татах тухать. Çакăн евĕрлĕ шухăшлавпа 42 çул пĕрле пурăнаççĕ Альфияпа Анатолий Даниловсем. Ӳнер тĕнчине çывăх çынсем вĕсем. Кирек епле самантра, ĕç-пуçра кашниех курма пултарайманнине асăрхаççĕ...

Ӳнер çулĕпе — çемье вучахĕ патне

Анатолий Васильевич та, Альфия Асляховна та ачаран ӳкерме юратман пулсан çак çемье чăмăртанатчĕ-ши? Кил хуçине итленĕ май çуралнă пĕрремĕш ыйту çакă пулчĕ.

«Атте, вăрçăран аманса таврăннăскер, нумай пурăнаймарĕ, çамрăклах çĕре кĕчĕ. Вуннăра тăлăха юлнă эпĕ. Анне ĕçе кайсан шăллăмпа иксĕмĕре хăваратчĕ. Ĕçлĕ пулччăр тесе хутпа кăранташ паратчĕ. Вăл таврăннă вăхăта ăна йăлтах ӳкерсе тултараттăм. Ӳкересси çакăнтан йăлана кĕрсе кайнă ĕнтĕ. Эпĕ 3-мĕш класра вĕреннĕ чухнех хам художник пулассине пĕлнĕ», — аса илчĕ Анатолий Васильевич.

Ӳкерме çеç мар, пĕчĕклех вулама та юратнă вăл. Ялти библиотекăри кĕнекесене 4-мĕш класа çитнĕ çĕре пĕтĕмпех вуласа тухнă. Хăшне-пĕрне икĕ-виçĕ хутчен те шĕкĕлченĕ. «Пĕр кĕнеке тăрса юлнăччĕ, — калаçрĕ вăл малалла. — Ятне те лайăх астăватăп: «Декаденство в искусстве 20 века». Вăл пĕчĕк ача валли мар, студентшăн та кăткăс. Эпĕ çав кĕнекене вуларăм та — нимĕн те ăнланмарăм. «Çĕр çинче мĕнле тăнлă çынсем пур иккен», — тесе шухăшларăм. Çав самантра этем питĕ ăслă пулма пултарнине ăнкартăм. Кĕнекене 6-7 хут вуласан тин ăнлантăм. Института вĕренме кĕриччен 6 томлă «Всемирная история искусства» кĕнекене вуласа çеç мар, конспектласа та тухрăм».
Ӳкересси Анатолий Даниловăн професси, пурнăç тĕшши пулса тăнă пулсан вуласси те çулсем иртсен те манăçа тухман. Вăл паянхи кун та вĕçĕмсĕр вулать: кĕнеке, хаçат, журнал, интернетри статьясем яланах унăн аллинче. Тĕрлĕ çăл куçран информаци пухать вăл.

Ачалăхра тĕвĕленнĕ ĕмĕт Анатолий Васильевича И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне илсе çитернĕ. «Анне икĕ ачана вĕрентме йывăр пулать тенĕрен шкул пĕтерсенех кĕреймерĕм. Салтака кайрăм. Хальхи вăхăтра çамрăксем шкултах туслашаççĕ. Çара кайиччен манăн савнă хĕр те пулман. Икĕ çул ракета çарĕсенче служба тивĕçĕсене пурнăçларăм. Унтан таврăнсан пединститутăн худграфне вĕренме кĕтĕм», — аса илчĕ Анатолий Васильевич.

Аслă шкулта вĕреннĕ вăхăтрах вăл тата пушар службинче ĕçленĕ. «Тăватă çул тăрăшрăм унта. Темĕн те курма тиврĕ. Пушарнăйсен ĕçĕ пĕрре те çăмăл мар. Питĕ хăрушă професси. Ирхине ĕçе тухса каятăн та каялла таврăнатăн-и е çук-и? Никам та пĕлмест. Эпĕ хам та пĕр пушарта чутах вилмен. Анчах манăн пирĕштисем вăйлă. Вĕсем çарта та, кунта та çăлса пычĕç», — терĕ кил хуçи.

Тĕрĕссипе, амăшĕ ăна ракета çарне лекнине пĕлсен урăх курасса шанмасăр килтен ăсатса янă. Çак шиклĕх унăн чунне аслă ывăлĕ салтакран — ракета çарĕсен ретĕнчен — сусăрланса таврăннă хыççăн кĕрсе вырнаçнă. «Хам та çав шухăшпах ялтан тухса кайрăм. Инкекĕ ман тĕле те пулчĕ. Граната сирпĕнчĕ, анчах çăлăнса юлтăм. Çартан яла ирхине çитрĕм. Анне яланхи йăлипе ĕçе кайиччен кăмака хутса янă, урай çуса тухнă. Пĕр аллинче витре, тепринче йĕпе çĕтĕк... «Сывлăх сунатăп, анне!» Мана мĕнле курчĕ çапла хытса тăчĕ», — аса илчĕ Анатолий Васильевич.

...Кил хуçин мăшăрне Альфия Асляховнăна та сăрă тĕнчине кăмăллани пединститута илсе çитернĕ, Хĕрлĕ Чутай районĕнче çуралса ӳснĕ чăваш каччипе тĕл пултарнă. Хăй вăл Шупашкара Тутар Республикинчи Альметьевск хулинчен килнĕ. Анатолий Васильевичăн паха енĕ питĕ нумай. Вĕсенчен пĕри — çынна пулăшасси. Ырă йăлана пĕчĕкрен хăнăхнă та паян кунчченех тытса пырать. Ăна пĕлекен çынсенчен пĕрре мар илтнĕ: «Анатолий Васильевичăн сăмахĕ гранит пек çирĕп. Шантарчĕ тăк — пулăшатех». <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


Сивĕре ĕçлени ахаль иртмен

«Ма кайрăм-ши эп сĕм-сĕм вăрмана, самай çулçă та ӳкнĕ вăхăтра, Ма çуралса ма ӳсрĕм-ши самай телей те пĕтнĕ вăхăтра?» — çак юрра Елчĕк районĕнчи Курнавăш ялĕнчи Клавдия Горшкова хĕр чухнехи хушамачĕ Иванова тăтăшах шăрантарнă. «Асанне, эс мĕншĕн кайнă çав вăрмана?» — тесе ыйтнă мăнукĕсем çывăх çыннине хĕрхенсе.

Клавдия Поликарповна çак юрра шăрантарнă чухне хурланса макăрнă. Çамрăклăхĕ ытла та йывăр вăхăтра — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче — иртнĕ-çке-ха. Нуши-тертне нумай курма тивнĕ. Клавдия Курнавăш ялĕнче 1923 çулта нумай ачаллă çемьере çуралнă. 10 класс пĕтерсен Елчĕкри шут ĕçне вĕрентекен 2 уйăхлăх курсра пĕлĕвне тарăнлатнă. Вырăнти хуçалăхра счетоводра ĕçленĕ.

«Манăн хуняма вăрçă пуçланнă чухне 18-ти хĕр пулнă. Унăн пĕр пиччĕшĕ Георгий çав вăхăтра салтакра пулнă, унăн тӳрех çапăçăва кĕме тивнĕ. «Хыпарсăр çухалнă» текен хут яла чи малтан ун пирки килнĕ. Клавдийăн тепĕр пиччĕшĕ Петр колхозра бригадирта ĕçленĕ. «Пĕррехинче тете колхоз председателĕпе ĕç пирки тавлашса кайнă та ертӳçĕ тарăхнипе ăна вăрçа ямалла тунă. Мана вара Улатăра окоп чавма ячĕç», — каласа кăтартатчĕ хуняма. Амăшĕ хĕрĕ валли кутамкка хатĕрленине, унта килте тунă салма, çĕр улми хунине, хăйне вара пысăк тутăр çыхтарнине аса илетчĕ. Çав вăхăтра ялта хăрушă чир сарăлнăран карантин тесе пĕлтернĕ, çавăнпа Курнавăшран 10 çынна çеç окоп чавма янă. Вĕсене те вăрттăн илсе кайнă ахăртнех, çавăнпа çав çынсем пирки калани архивра та сыхланса юлман. Халăх калама çук сивĕ çанталăкра та çăпатапа ĕçленĕ. Шăн çĕре кувалдăпа катнă, лумпа такканă. Çурма выçăскерсем канмалли кунсăр тар юхтарнă. Ăшă япаласем çитмен. Хуняма хăй питĕ хастар ĕçлени пирки калатчĕ. Анчах каярахпа алă-ура ыратнипе аптăратчĕ. «Ах, Улатăрта окоп чавса çӳрени ахаль иртмерĕ ĕнтĕ, алă-ура çавăнпа сурать пулĕ. Манпа пĕр çулхисем ыратнипе ун пек нушаланмаççĕ вĕт-ха», — тетчĕ. Эпĕ качча килнĕ чухне вăл 59 çултаччĕ. Хăй мĕн çĕре кĕричченех алă-ура сурни пирки калатчĕ», — иртнине аса илчĕ Клавдия Поликарповнăн кинĕ Раиса Горшкова, Курнавăшри ял библиотекин заведующийĕ.

18-ти хĕр окоп чавнă çĕрте 3 уйăх ĕçленĕ. 1942 çул вĕçĕнче ăна ытти çамрăкпа пĕрле вăрман хатĕрлеме янă. Унта пĕр уйăх тăрăшнă. Ачасемпе çамрăксем, хĕрарăмсем хуçалăх ĕçĕсене хăйсем пурнăçланă: тыр-пул акса çитĕнтернĕ, пухса кĕртнĕ, пахча çимĕç ӳстернĕ… Каçхине хĕрсем фронта ăсатмашкăн алсиш-нуски çыхнă, ăшă япаласем çĕленĕ. Клавдийăн тепĕр пиччĕшĕ Петр та вăрçăра пуç хунă. 1916 çулта çуралнă шăллĕ Василий те тăшманпа çапăçнă, телее, вăл тăван тăрăха Çĕнтерӳпе таврăннă. <...>

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.