Сывлăхшăн пĕрлехи юхăма пĕрлешеççĕ
Чăваш Республикин кашни муниципалитет пĕрлешĕвĕ хăйĕн сывлăх профильне хатĕрлес тĕлĕшпе ĕçлĕ. Çакăн пек тĕллев лартнă районсемпе хуласен пуçлăхĕсен умне республика ертÿлĕхĕ.
Кăçалхи утă уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăх сывлăхне çирĕплетес тата пурнăç пахалăхне ÿстерес енĕпе пурнăçламалли хушма мерăсем çинчен Указ алă пусса çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн Чăваш Республикинчи халăх сывлăхне сыхлас ыйтусемпе Правительство комиссийĕ туса хунă. Комисси тытăмĕнче - патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен çыннисем. Вăл отрасльсемпе çыхăну тытса Чăваш Республикин сывлăх профильне хатĕрлеме тĕллев лартнă. Тĕрĕс апатлану, экологи хăрушсăрлăхĕ, таса шывпа сывлăш, аманса сусăрланассинчен, çав шутра çулсем çинче те асăрханасси, спиртлă продукцие сахалрах сутасси, ĕç вырăнĕнче сывлăха сыхласси, инвалидсене çÿремешкĕн йĕркеллĕ условисем туса парасси, спортăн массăллă енĕсене аталантарасси - çак тата ытти ыйту тĕп вырăнта пулĕç.
Кунашкал сывлăх профилĕсене Чăваш Енри районсемпе хуласем валли те хатĕрлĕç. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен çумĕнчи халăх сывлăхне сыхлас тата çирĕплетес ыйтусемпе ĕçлекен канашсем ку енĕпе хастарлăх кăтартĕç. Вĕсен тĕллевĕ - территори уйрăмлăхĕсене тишкересси, çынсен сывлăхне мĕн лайăх, мĕн начар витĕм кÿнине палăртасси. Çакна тĕпе хурса демографи вăй-хăватне, халăх йышне сыхласа хăварас, çынсем вилнине чакарас тата пурнăç пахалăхне лайăхлатас тĕлĕшпе муниципалитета аталантармалли план палăртĕç. Хамăр пурăнакан сывă вырăна йĕркелес ĕçе ахаль граждансене те явăçтарĕç.
Палăртса хăвармалла: юлашки çулсенче Чăваш Енре ача çураласси ÿсет, çын вилнин шайĕ чакать. 2013 çулта пурнăç тăршшĕ 70,79 çул пулнă /Раççейре - 70,77 çул/. Чăваш Енри халăх сывлăхĕн тĕп кăтартăвĕсем йĕркеллех, анчах та халăха диспансеризацилемелли программа кăтартнă тăрăх - вăраха кайнă, ермен чирсем анлăн сарăлни палăрнă. Çак ушкăнта - чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем, сахăр диабечĕ, сывлав, апата ирĕлтерекен органсен чирĕсем, шыçăсем, урăхла каласан - тĕрĕс мар пурнăç йĕркипе çыхăннă чирсем. Вăрттăнлăх мар ĕнтĕ: Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ пĕлтернĕ тăрăх - сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ халăх сывлăхне 10% кая мар тÿпе хывать. Çав вăхăтрах çынсен пурнăç условийĕсемпе йĕрки, тăван тавралăх сывлăха 80% таранччен витĕм кÿреççĕ.
Инфекциллĕ мар чирсем çынран çынна куçмаççĕ, час-часах эпир вĕсене хамăрта хамăрах ÿстеретпĕр. Хамăрăн сывлăха сыхламашкăн тĕрĕс апатланма, табак туртмасăр, ĕçкĕпе иртĕхмесĕр пурăнма, физкультурăпа, спортпа туслашма пултаратпăр.
А.ЛЬВОВА