Комментировать

27 Авг, 2014

Кире пуканĕ йăтакансем палăрнă

Çурла уйăхĕн 22-25-мĕшĕсенче Чĕмпĕр облаçĕнче Олимп вăййисен программине кĕмен тата наци спорт енĕсен Пĕтĕм Раççейри I фестивалĕ иртнĕ. Шел те, пирĕн республикăри физкультурăпа спорт министерстви чылай енпе тулли команда тăратайман, çавна май Чăваш Ен спортсменĕсем нихăçанхинчен те япăхрах вырăн йышăнчĕç.

Вера Николаева. /«Хыпар» архивĕнчи сăн ÿкерчĕк/. Марина Федорова. /«Хыпар» архивĕнчи сăн ÿкерчĕк/.

Чушкăлла, лапталла, шашкăлла тата бильярдла вылясси чылай хула-районта иртнĕ ĕмĕр варринчех лайăх аталанма пуçланă. Шашкăлла выляссипе Вăрнар, Вăрмар, Тăвай, Шупашкар районĕсенчи тата республикăн тĕп хулинчи вун икĕ çын спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Çак норматива юлашки хĕрĕх çулта самбо енĕпе пурнăçланă атлетсен шучĕ çĕре çывхарать. Вĕсен ретĕнче çĕр-шыв чемпионĕсемпе пĕтĕм тĕнчери турнирсен çĕнтерÿçисем те пур. Анчах та чăваш йышлă пурăнакан Сенгилей хулинче тинтерех уçăлнă физкультурăпа спорт комплексĕнче ирттернĕ самбистсемпе шашистсен турнирĕсене пирĕн республикăран пурĕ те тăватă çын çеç хутшăннă.

Чĕмпĕрте иртнĕ кире пуканĕ йăтакансен турнирĕнче çирĕм икĕ регионти 130 ытла атлет вăй виçрĕ. Юлашки çулсенче тĕнче тата Европа чемпионачĕсенче темиçе хутчен çĕнтернĕ Челябинскри Иван Денисов, Омск облаçĕнчи Иван Мартыневичпа Ольга Яременко Пĕтĕм Раççейри I фестивальте те хăйсен виçисенче пĕрремĕш вырăн йышăнса ылтăн медале тивĕçрĕç. 85 килограмлă виçере ăмăртнă Липецк облаçĕнчи Елец хулинчи Раççей спорчĕн тава тивĕçлĕ мастерĕ, тĕнче рекордсменĕ Андрей Кравцов улттăмĕш вырăнпа çырлахрĕ. Ун хыççăн çиччĕмĕш вырăна Елчĕк районĕнчи спорт мастерĕ Дмитрий Ендеров йышăнчĕ.

Пирĕн республика чысне Йĕпреç районĕнчи Пучинкере çуралса ÿснĕ, тимĕр вăййипе çак ялти физкультура коллективĕн ертÿçи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ Михаил Петров тăрăшнипе туслашнă Джанита Щербина /Павлова/ тата Санкт-Петербургри çар физкультура институчĕн курсанчĕ Марина Федорова уйрăмах лайăх хÿтĕлерĕç. Вĕсем иккĕшĕ те юлашки пилĕк çулта «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри турнирсенче темиçе хутчен çĕнтернĕ. Пĕлтĕр Чĕмпĕрти тĕнче спорт мастерне Олег Щербина качча кайнă чăваш пики Джанита 58 килограмлă виçере ăмăртса Омскри тĕнче рекордсменне Ольга Яременкăна тата Челябинскри спорт мастерне Ирина Мякишевăна кăна выляса ячĕ, виççĕмĕш вырăна тухрĕ. Хĕрарăмсен чи çăмăл виçе категорийĕнче Чăваш ял хуçалăх академийĕн студентки, Пĕтĕм Раççейри ял спорт вăййисен призерĕ Вера Николаева та палăрчĕ. Унăн - улттăмĕш кăтарту.

68 килограмлă виçере Чăваш Ен чысне Канаш хулинчи паллă педагог тата ăста спортсменка, тăватă ача амăшĕ Алевтина Евграфова ăнăçлă хÿтĕлерĕ, çиччĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Пучинке пики, юниоркăсен хушшинче тĕнче чемпионки Марина Федорова çивĕч кĕрешÿре 68 килограмран йывăртарах виçере ăмăртса Джанита пекех виççĕмĕш вырăна тухрĕ, бронза медале тивĕçрĕ.

Кире пуканĕ йăтаканĕсен турнирĕнче пуринчен те нумайрах очко пухса Челябинск облаçĕн атлечĕсем мала тухрĕç. 2-6-мĕш вырăнсенче - Омск облаçĕн, Краснодар крайĕн, Чăваш Республикин, Пермь крайĕн тата Чĕмпĕр облаçĕн командисем.

Петр СИДОРОВ,

Пĕтĕм Раççей категориллĕ судья

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.