«Хресчен сасси» 18 (2856) № 19.05.2021
Ĕç кал-кал пырать
Муркаш районĕнчи Е.Андреев ячĕллĕ хуçалăхра хĕрӳ тапхăр вĕçленсе пырать. Ĕçченсем юлашки гектарсем çинче акаççĕ.
Хирте техника хыççăн хура тусан çĕкленет. Типĕ те ăшă çанталăкра, варкăш çилпе уй-хир хăвăрт типет. Иртен пуçласа каçченех хирте ĕç шавĕ тăрать. Тăпрара нӳрĕк пур чухне акса юласшăн.
— Эпир çуракине апрель вĕçĕнче тытăннă. Малтанах хирсенче йĕперехчĕ. Техника кĕреймен вырăнсене вăхăтлăха пăрахса хăварма тиврĕ. Юрать, çанталăк ĕççинче чăрмантармарĕ: типĕ, ăшă тăчĕ. Çавна май ака-суха вăраха каймарĕ. 250 гектар çинче çурхи урпана паян-ыран акса пĕтермелле. Чи малтан çурхи тулă акса хăвартăмăр. Вăл шăтса тухрĕ ĕнтĕ. Ана куç умĕнчех симĕсленсе пынăран чунра та лăпкă. Унсăр пуçне пĕлтĕр 500 гектар çинче кĕрхи культурăсем акнăччĕ. Шел, çуррине яхăн хĕлле шăнса пĕтрĕ. 263 гектарне тепĕр хутчен «шуратса» хăварма тиврĕ. Культурăсене çулсерен страхлатпăр. Çавăнпа тăкаксене саплаштарасса шанатпăр, — пĕлтерчĕ хуçалăх ертӳçи Виталий Семенов.
— Кăçал çĕр лайăх пулса çитрĕ, кăпăшка, акма та çăмăл, — палăртрĕ Николай Ушков сеяльщик. Вăл вăрлăха агрегат çине пушатма пулăшать. Çуллен ака-сухара тăрăшать. Хуçалăхра та вăрах вăхăт вăй хурать. Çурхи ĕçсем ăнса пыни ăна та савăнтарнине пытармарĕ.
Хуçалăхăн тĕп тупăш çăл куçĕ — тырă культурисем. Çавăнпа тухăçа хăпартма тăпра пулăхне вĕçĕмех пуянлатаççĕ. Çулсерен минерал удобренийĕпе çителĕклĕ апатлантараççĕ. Ертӳçĕ сăмахĕпе гектар пуçне 150 кг удобрени хываççĕ. Вăрлăха та çĕнетсех тăраççĕ. Халĕ те урпапа тулăн элита вăрлăхĕсене 20-шер тонна акнă.
Ĕç-хĕле вăхăтра вĕçлесси техника паркĕнчен, çынсем çителĕклĕ пулнинчен те килет. Хуçалăхра вăй хуракансене тивĕçлипе тӳленĕрен, условисене лайăхлатма тăрăшнăран механизаторсемпе водительсем, специалистсем çителĕклех. Ака-сухана хутшăнакансене вĕри апат çитерессине йĕркеленĕ. Хирте ултă трактор сухаланă, акнă. Çав шутра виççĕшĕ — кăçал туяннисем. Ыттисем те юлашки çулсенче илнĕскерсем. Техникăна хĕллех юсаса йĕркене кĕртнĕ. Удобрени, ГСМ вăхăтра хатĕрленĕ. Çавна май ĕç те кал-кал пырать. Хĕрӳ тапхăра 12 çынна явăçтарнă. <...>
Лариса НИКИТИНА.
♦ ♦ ♦
«Килте тунсăхласа ларас килмест»
Муркаш районĕнче АПК ветеранĕсен пĕрлĕхĕ республикăра чи йышли шутланать. Хальхи вăхăтра унта 44 çын. Пысăк ушкăна ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, РФ вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ Валерий Вязов ертсе пырать. Хастар та вĕри чунлăскер тивĕçлĕ канăва тухнисене кичемленсе ларма памасть, общество ĕçне явăçтарать, çул çӳревсене илсе çӳрет.
Туслă, пултаруллă йыш
Валерий Иванович — «Хресчен сасси» хаçата пуçарса яракансенчен пĕри.
— Республикăра Хресченсен пĕрлĕхне йĕркелеме Аркадий Айдак, Анатолий Фадеев, Платон Давыдов хастар хутшăнчĕç. Вĕсем Чăваш Енре хисеплĕ çынсем пулнă, яваплă вырăнсенче вăй хунă, вăрах вăхăт хуçалăхсене ертсе пынă. Пĕрлĕх ĕçне-хĕлне çутатмашкăн «Хресчен сасси» хаçат кăларма йышăнтăмăр. Унăн редакторне Вера Савельевăна суйларăмăр. Кăларăмăн малтанхи номерĕсем те куç умĕнчех-ха. «Тĕнчере тĕрлĕрен кĕнчеле» рубрика уйрăмах килĕшетчĕ, унта кăсăклă материалсем пичетленетчĕç. Пире республика ертӳçисем те хаçата кăларма, ăна халăх хушшинче сарма нумай пулăшрĕç. Вăхăт иртнĕ май пĕрлĕх саланчĕ, çапах «Хресчен сасси» хальхи вăхăтра та тухса тăни савăнтарать. Ăна хам та яланах çырăнса илме тăрăшнă, — терĕ Валерий Иванович.
«Хресчен сасси» хаçатăн редакторĕ Валентина Петрова тĕлпулăва пуçтарăннисене редакци ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Вăл кăларăма çырăнса илекенсене, çыхăну тытакансене тав турĕ.
Муркаш районĕнчи АПК ветеранĕсен пĕрлĕхне 2012 çулта йĕркеленĕ. Малтанхи кунсенчех йышра 19 çын пулнă. Майĕпен вăл ӳссех пынă. Пурте тенĕн ĕç-хĕлне, пурнăçне АПКпа çыхăнтарнăскерсем, тăрăшса вăй хунăран чыс-хисепе тивĕçнĕскерсем. Акă Анатолий Казамбаев — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ, Валентина Любимова, Зоя Александрова, Тамара Антонова — Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ экономисчĕсем, Георгий Симаков, Анатолий Иванов, Геннадий Малинин — ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем, Александра Анисимова ЧР тава тивĕçлĕ агрономĕ, Валериан Краснов — РФ ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раиса Калинина — РФ çамрăксен тава тивĕçлĕ наставникĕ... Валерий Вязов ветерансемпе паллаштарнă май вĕсем районти, республикăри ял хуçалăх аталанăвне пысăк тӳпе хывнине палăртрĕ.
— Пирĕн йышра чăннипех хастар, пуç аруллă çынсем. Çулталăк пуçламăшĕнче ĕç планне палăртатпăр, ăна пăхăнса пыма тăрăшатпăр. Мероприятисем нумай йĕркелетпĕр, хамăр ĕç-хĕл пирки документсем йĕркелесе пыратпăр. Тен, пурăна киле АПК ветеранĕсен пĕрлĕхĕ пирки истори çыракансем те пулĕç? Вĕсемшĕн материал хатĕр, — пĕлтерчĕ Валерий Вязов.
Хулăн альбомсем çулсерен хушăнсах пыраççĕ. Экскурсисем йĕркелени, мероприятисене хутшăнни... — кашни паллă саманта сăн ӳкерчĕксемпе пуянлатнă. Кунтах Платон Давыдова, Василий Павлова, Василий Соловьева хисеплесе Асăну хăмисене уçни те пур.
Çулталăкра ăçта кăна çитмеççĕ-ши вĕсем? Республикăри, унăн тулашĕнчи паллă вырăнсене, лайăх аталаннă предприятисене çитсе курни, ытти районти ĕçтешĕсемпе паллашма çула тухнисем… Ветерансем концерт-спектакльсене кăна мар, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрне те хаваспах çӳреççĕ. Нумай пулмасть акă «Шывармань» опера курма кайнă. Ял хуçалăхĕнчи лару-тăрупа та кăсăклансах тăраççĕ, канашлусене хутшăнаççĕ, ĕçченсене ырă сĕнӳпе пулăшма тăрăшаççĕ. «Акатуй», «Уй кунĕ», «Республика кунĕ», «Ватă çынсен кунĕ»… — пĕр мероприятирен те юлмаççĕ вĕсем. Паллах, йыш пысăкран Валерий Вязов вĕсене çул çӳреве черетпе илсе кайма тăрăшать. <...>
Лариса НИКИТИНА.
♦ ♦ ♦
Терт-нуша умĕнче пуç усман
Нина Шатуновăна, аркăллă чăваш кĕпипе тĕрĕллĕ саппун тăхăннăскерне, тĕп хулари нумай хутлă çурт умĕнчи сак çине туха-туха ларнине темиçе те курма тӳр килчĕ. Иртсе çӳренĕ хушăра сывлăх сунса калаçкаланипе пĕрлех вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă çул вуннăра пулнине, халĕ тăхăр теçетке çула çывхарнине пĕлтĕм.
Нина Алексеевна Тăвай районĕнчи Амалăх ялĕнче çуралса ӳснĕ. Вăл ашшĕпе амăшĕн аслă хĕрĕ пулнă. Сăр тăрăхĕнче окоп чавнине лайăх астăвать. Унта унăн амăшĕ Фекла Рассадникова хутшăннă. Сăр тăрăхĕнчи хӳтĕлев чикки вĕсен ялĕнченех Амалăхри Çич кил кассинченех, иртнĕ. «Эпир, ача-пăча, окоп чавнине курма каяттăмăр. Унта кĕрсе çаврăнса тухаттăмăр. Ăна кукăр-макăр чаватчĕç. Аннесем питĕ ывăнатчĕç. «Вăрçă хăçан чарăнать-ши?» — тетчĕç. Атте Алексей Рассадников 27 çултах, вăрçăччен, вилнĕ. Анне çамрăклах икĕ ачапа тăлăха юлнă. Эпĕ 4 класс çеç вĕреннĕ. Вăрçă вăхăтĕнче аннене Канаша ĕçлеме кайсан 100 е 200 грамм çăкăр паратчĕç. Вăл ăна çимесĕр пирĕн валли илсе килетчĕ. Йăмăк Ольга ятлă. Мăшăрĕ вилчĕ унăн, хĕрĕпе тата кĕрӳшĕпе пурăнать халĕ. Эпир пĕчĕклех çум çумлама, тырă вырма çӳренĕ. Çакăншăн ĕç кунĕ лартнă. Тырă вырма кайсан пĕррехинче пӳрнене çурлапа касрăм. Çимелли çукран крахмал илеттĕмĕр. Юрать, выльăх усранă, сĕт, уйран пулнă. Çĕр улмине хырса, çăнăхпа хутăштарса пашалу пĕçереттĕмĕр. Пĕр çулхине эпĕ вăрман касма кайнăччĕ. Мана шеллерĕç, кастармарĕç. Çавна май турат сĕтĕрме шанчĕç. Пĕррехинче Палля тете: «Лаша пăхма юл», — терĕ. Вăрман урттарма янă çынсен учĕсене пăхма пуçларăм. Кайран, вăрмантан таврăнсан, колхоз председателĕ мана лаша пăхма сĕнчĕ. Эпĕ килĕшрĕм. Ун чухне çынсем конюхра ĕçлесшĕн пулман: лашасене тăратмаллаччĕ. Вĕсем выçă пулнăран йăванса каятчĕç. Темиçе çын пухăнса утсене тăрататтăмăр. Тăватă бригадăра сакăр конюх пулнă. Анне Канаша тырă леçме лашапа каятчĕ. Çĕрле таврăнатчĕ те ăна леçме мана яратчĕ. Унта уй урлă каймаллаччĕ, кашкăрсем улатчĕç. Хам хăраттăм. Ун чухне çак тискер чĕр чун нумай пулнă, яла та килетчĕç. Сурăхсене тытнине калатчĕç», — аса илчĕ Нина Алексеевна хаяр вăрçă çулĕсене. <...>
Елена ФЕДОТОВА, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ.
Шупашкар хули.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...