Парнас çинче
Ăнлавĕ пултăр малтанах Пегас çинчен. Пегас вăл - авалхи грексен халапри çунатлă паттăр лаши. Асамçă-урхамах таса Олимп тăвĕ тăрне улăхса турăсемпе этемсен туррине Зевса çиçĕм тытса пама пултарнă. Çапла ăна çут тĕнчепе хуçаланма пулăшнă имĕш. Пегаса шурăмпуç туррипе Эоспа та çыхăнтарнă, çăлтăрсен ушкăнне те кĕртнĕ. Зевс хĕрĕсен юрăпа поэзин, искусствăпа наукăн туррисен - музăсен шухăш-кăмăл çĕкленĕвĕн астармăшĕпе те çывăхлатнă. Малтанах виçĕ музăна пуç çапнă: Мелета-Шухăшлава, Мнема-Ăс-тăна, Аэда-Юрра. Вăхăт иртнĕçемĕн музăсем тăххăра çитнĕ. Майĕпен вĕсем этемлĕхĕн ăслăлăх пайĕсенчен ытларахăшне, наука таранах хăйсен ытамне илнĕ.
Музăсем-турăсем Геликонпа Парнас тăвĕсен çÿл тÿпинче туртăм йăви çавăрнă. Грецири çÿллĕ тусем çинче Зевс ывăлĕ Аполлон та музăсемпе хуçаланнă. Вăл хăйĕн пĕр ÿтри тăванĕ текен Гермес маçтăрланă лирăна хăй аллине çавăрса илнĕ те музăсен аслă турри пулса тăнă. Музăсем уçăмлăн та пит янравлăн юрланă. Вĕсен концерчĕ вăхăтĕнче пĕррехинче капашсăр хавхаланупа сасартăк çÿл тÿпенелле таçта çитичченех ÿссе кайнă. Тинĕс турри Посейдон хушнипе вара Пегас урипе хытă тапнă та тăва çĕр çине антарса лартнă. Çавăнтанпа ту тăрринче ăйăр-çил çунат çăл куçĕ вăйлăн тапса тухнă. Ытарлăн каласан çав çăл куç хăвачĕ юрăçсемпе поэтсен пултарулăх тÿпинче чи çÿллĕ шайĕ шутланма пуçланă. Илем тĕнчинче Парнас вăл - поэтсен йышĕ, пĕрлĕхĕ, вĕсен сăввисем - Парнас чечекĕсем, музăсем - Парнас пикисем.
Ытарлă çак сăнарсемпе вырăссен паллă поэчĕсем, уйрăмах А.С.Пушкин, ăслайлăн усă курнă: «Пора Баратынскому занять на русском Парнасе место, давно ему принадлежащее», «Но мне знаком латинской музы голос! И я люблю парнасские цветы», «Поссорившись с парнасскими сестрами, мне проповедовать пришел сюда стихами», - тенĕ А.С.Пушкин.
В.Маяковский те тĕнчери паллă литераторсенчен ÿксе юлман ку енĕпе, «Фининспекторпа поэзи пирки калаçни» хайлавĕнче: «А что, если я десяток пегасов загнал за последние 15 лет?!» - каснă хăйĕн пултарулăх хĕççи.
Чăваш поэчĕсем те тĕнче культурин аталанăвĕнчен ÿксе юлман - патша саманинчи тĕттĕмлĕхре пурăннă пулин те, советсен çĕнĕ «ликбезĕнче» майĕпен кăна «массăллăн» хутла пĕлме пуçласан та... Çĕр-çĕр пин чăваш çинче шăтса ÿснĕ ăслăлăх калчи хĕвел патнелле имшеррĕн туртăннă. Хăйсен хăюсăр, вăйсăр алли-урипе Пултарулăх Урхамахĕ çине утланкаласа ларма, Парнас çулне аран-аран тĕттĕмлĕхре тупкаласа Илем тÿпинелле хăпарма хăтланнă-ха талантлисем. Анчах Илем çулĕ ытла та инçе, çÿллĕ пулнă-çке. Унтан Зевс хĕрĕсем-пикисем Муза пусмине пăрахса пама васкаман. Вĕсене тĕнчене кисретекен, тĕлĕнтерекен юлан утçă-паттăр кăна кирлĕ пулнă-çке.
Сарлака Çĕр çинчи Чăваш эртелĕнчен çав пусма вĕçĕнчен çирĕп аллипе ярса тытма пултаракан гени çуралать-çуралатех акă. Константин Иванов хăйĕн «Нарспийĕпе» Парнас тÿпине улăхать-улăхатех. Ун хыççăн тĕнче кисревĕн хумĕпе çÿлелле вĕçсе Çеçпĕл Мишши те Зевс туррăн кĕрÿшĕ пулса Илем кĕрекинче музăсем кĕтекен хăйĕн тивĕçлĕ вырăнне шанчăклăн кĕрсе вырнаçать, поэзи çÿл тÿпине Хĕрлĕ Çăлтăр лартать. Аполлон турă кăшт кулкаласа калать: «Йăмăкăмсем ман кунта, этем çури, йышлах мар, сан хăюлăхна йышăнса, тĕнче уçлăхĕнчи çăлтăрсен пĕр ушкăнĕнче хăйĕн лирипе лирика янраттарма пуçланă сирĕн тепĕр гение те вăрăм пусма пертерсе партарăп».
Çапла Çемен Элкер те Парнасран тăсса панă Муза аллине çепĕççĕн тытать те тăпăртатса тăракан Пегасĕ патнелле утать.
Темшĕн унăн Чăваш çĕрĕнчен çÿл тÿпене пĕччен вĕçес килмест. Вăл вара тавралла çаврăнса пăхать те Константин Ивановпа Çеçпĕл Мишшин сукмакĕпе чупакан Йĕпреç ачине курах каять. Сăр вăрманĕнчи Савкка сăвăçне Теветкел Микулайне Пегас çине çĕклесе лартать те чĕлпĕрне ăна шанчăклăн тыттарать. Кĕçех çапла Аполлонпа музăсен - илем туррисен - йышĕ хутшăнать.
Пысăк Упакассинче Савкка урамĕ пур. Ял хапхинчен тухакан çул вăрманалла кукăрăлса кĕрет те тăпăлкка Савккана çитет. Кушлавăш тăрăхĕнчи халăхпа Савкка ялĕнче пурăнакансем ĕмĕр-ĕмĕрĕпех пĕр-пĕринпе çывăхланнă. Упакассинче пĕр Элкер Упа-утаман ÿссе тĕрекленнĕ пулсан Савккара та, вăрман шăтăкĕнче, тепĕр Упа-хăраман хăйĕн сассине панă. Çамрăкки ваттин хăвачĕ патнелле туртăннă, ватти çамрăккине хăйĕн хул хушшине хупнă. Çапла 1937 çулта çуралнă Николай Александрович Петровский Аслă поэзин тертлĕ тĕнчине кĕнĕ, Микулай Теветкел хушма ятпа вулакан чун-чĕрине тарăннăн вырнаçнă.
Хăй вăхăтĕнче Çемен Элкерĕн пуçĕ çийĕн хура пĕлĕтсем явăннă пекех Микулай Теветкелĕн калпакне те вĕсем пуç тÿпекинчен шăлса ывăтас пек вĕçсе иртнĕ. Тертлĕ пурнăç вăрман уписен урисене те нуша сăнчăрĕпе явакланă. Нуша тыткăнĕнчи чăтлăхран уççалла тухмашкăн çăмăл пулман. Çапах та вăрман шавĕпе хастарланнă хресчен ачи Микулай упаллах çĕмĕрттернĕ. Çичĕ çул вĕреннĕ хыççăн колхоз лашисене пăхнă. Çавăн чухнех вăл, шутсăр нумай пĕлесшĕн çунаканскер, Илем уйĕнче кĕçенсе чупакан Пегас урхамаха хăйĕн ăйăрĕсемпе танлаштарма ăс çитернĕ, вĕри ăшран капланса тухакан сăввисене пир кутамккана чиксе, çамрăк хура тихипе Парнас тăвĕ патнелле тăсăлакан вăрăм та чăнкă çул çине ĕрĕхтерсе тухнă: ĕмĕчĕпе те, чăнлăхĕпе те.
Колхоз «пегасĕсем» те илĕртÿллĕ те уншăн, анчах çамрăк кĕтÿçĕн кĕсйи шăтăк пулнă, ăна сапламашкăн ăслай шырама тивнĕ. Микулай вара вăрмантан тухса Атăл çыранне чуптарса çитет. Сĕнтĕрвăрринчи профтехшкулта икĕ çул хушши сĕтел-пукан тăвакансен ăсталăхне вĕренсе Йĕпреçе таврăнать. Поселокри сĕтел-пукан фабрикинче самаях маçтăрланать.
Поэзи Музи-Илемпийĕпе пĕрлех ăна чечекленсе чун туртмăш сăнарĕ сапалакан тепĕр Муза çавăрса илет. Шупашкарти ÿнер училищинче Микулай, унăн вăрттăнлăхне чăтаймасăр, парăнать. Платник те, маляр та, художник та ĕнтĕ халĕ Николай Петровский. Çав хушăрах - Микулай Теветкел поэт та. Ăна Элкер, Хусанкай, Алка, Шавли хăйсен шавлă лира кĕрекине чĕнеççĕ, унта тивĕçлĕ вырăн параççĕ. Çав вăхăтрах хăйĕн те татах та ăстарах çырас, малалла вĕренес кăмăл-туйăмĕ хĕрсе пырать. Мускаври А.М.Горький ячĕллĕ литинститут çумĕнчи Литература аслă курсĕнчен вăл татах та ăсланса, тавра курăмне тĕнче чиккипе çавăрса таврăнать Шупашкара...
Чăваш поэзине çĕнĕлле вăратнă çулăмлă чĕлхеçĕ пĕр май çырать, классиксене чăвашла никамран ăстарах, вулакан чăвашла ăнланмалларах чĕлхепе куçарать. Шупашкарта та, Мускавра та нумай пичетленет, чаплă кĕнекесем кăларать, пьесисене театрта ларттарать. Кушлавăш тăрăхĕнчи вăрман пекех шавлать. Ĕнтĕ вăл халĕ Элкер-упа хыççăн хăй Упа-утаман, хăйне тапăнакан, чăваш поэзине чухăнлатакан путсĕрсене канăç паман аптраман.
Ăс кĕрсе çитнĕ, вăраннă, литературăра хăйĕн вырăнне тупнă, Парнас тăвĕ çинче поэзи туррисемпе шавласа ларакан чăн-чăн чăваш поэчĕ халĕ вăл - Микулай Теветкел. Элкер унта ăна вăйлă пултарулăхĕшĕн савăнса, çырă çÿçлĕ ăслă пуçĕнчен хуллен шăлса хавхалантарать.
Йĕпреç тăрăхĕнче те, Шупашкарта та манăн талантлă Савкка ачипе сахал мар тĕл пулма, хĕрсе калаçма тÿр килнĕшĕн эпĕ кăмăллă. Унра ытти хăш-пĕринчен урăхларах, тиркевлĕрех, сăнарлăрах, хăюллăрах сасă пурри палăрать. Хăй пăхнă колхоз лашисем пекех ырми-канми ĕçлет вăл поэзипе искусствăн анлă уйĕнче, мăн эртелĕнче.
Йĕпреç шăпчăкĕ Микулай Теветкел чаплă поэт канашĕсене сахал мар пуçа хывнă. Элкер йĕрне поэзире те, прозăра та çирĕп тытса пырать, Кушлавăш тăрăхне кăна мар, Чăваш çĕр-шывне те пултарулăхра çÿле çĕклет.
Владимир КУЗЬМИН