Комментировать

28 Апр, 2021

«Хресчен сасси» 16 (2854) № 28.04.2021

«Ял çыннишĕн чи çывăх хаçат»

Иртнĕ эрнере «Хресчен сасси» хаçатăн 30 çулхи уявне Етĕрне районĕнчи Тури Ачакра анлă паллă турăмăр. Çакă «Ленинская искра» колхоза вăрах вăхăт ертсе пынă, РСФСР тата ЧАССР культурăн, РФ тата ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Аркадий Айдак хаçата кун çути парассишĕн, халăхра сарассишĕн пысăк тӳпе хывнипе те çыхăннă. Çурхи çумăр шăпăртатса çунине пăхмасăр Тури Ачакри Хресчен хуçалăхĕн музейне хаçат уявне халăх хаваспах пуçтарăнчĕ.

Сăмах май, музей те Аркадий Павлович тăрăшнипе çĕкленнĕ. Ăна кил-тĕрĕшри ĕлĕкхи хатĕр-хĕтĕрпе, чăваш тĕррипе пуянлатма ял çыннисем те хастар хутшăннă. Хапхаран кĕрсенех асамлă вырăна çакланнăн туятăн. Кунта сывлăшĕ те уçăрах, йывăç çурт-йĕр, хуралтăсем чуна тыткăнлаççĕ.

Уяв Тури Ачаксен «Килсе курăр Ачака» юратнă юррипе уçăлчĕ. Ял çыннисем, хăнасем ăна хаваспах шăрантарчĕç, кăмăла çĕклерĕç. «Хресчен сасси» хаçат редакторĕ Валентина Петрова пухăннисене паллă кун ячĕпе саламланă май кăларăмăн историйĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Палăртмалла: хаçат 1991 çулта, çĕршывшăн йывăр та пăтрашуллă тапхăрта тухма тытăннă. Унăн пĕрремĕш редакторĕ — Вера Савельева. Каярахпа редакторсем улшăнсах тăнă.

Кăткăс саманта пăхмасăр коллектив çĕнĕ хаçата вăй илсе çĕкленме пулăшнă. Халăхпа тачă çыхăну тытни, хресченĕн пурнăçне, ĕçĕ-хĕлне хускатни тиража палăрмаллах ӳстернĕ. Республикăра пурăнакансем ăна шанни сисĕннĕ, чунри шухăша, канăç паман ыйтăва уçса пама тăрăшнă хаçат. Чăн та, 30 çул хушшинче лару-тăру палăрмаллах улшăннă. Кĕсье телефонĕ, интернет сарăлма тытăнни пур çĕрте те сисĕнет. Çав шутра хаçат-журнал ĕçĕ-хĕлĕнче те. Çынсем, уйрăмах çамрăксем хыпар-хăнарпа интернет урлă паллашма тăрăшни те йĕр хăварать. Çапах хăнăхнă йăлапа хаçата алла тытса вулама килĕштерекен те сахал мар-ха.

— Пирĕншĕн чи пахи — вулакансемпе çыхăну татăлманни. Конвертпа та, электрон почтипе те çырусем килни савăнтарать. Кашни çыру пирĕншĕн хаклă, вĕсемпе туллин усă курма, пичетлеме тăрăшатпăр. Вырăнта пурăнакансем лару-тăрăва лайăхрах пĕлеççĕ, ăнланаççĕ, тĕрĕсрех хаклаççĕ, — палăртрĕ Валентина Витальевна.

«Тăван Атăл» журнал редакторĕн Арсений Тарасовăн хăй вăхăтĕнче «Хресчен сасси» хаçатра ĕçлеме, Аркадий Павловичпа час-часах хутшăнма тӳр килнĕ.

— Хаçат кăларма çăмăл мар, укçа-тенкĕ, ытти вун-вун ыйтăва татса памалла. Аркадий Айдак ял пурнăçĕ, шăпи пирки шухăшлаканскер çĕр ĕçченне пулăшас тĕллевпе хаçат кăларма шухăшланă. «Хресчен сассине» пичетлесе кăларассишĕн самай чупма тивнĕ унăн, — аса илчĕ Арсений Алексеевич. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   


Юратса вулатчĕç

Вăхăт иртет — кун юлать. Халĕ те асăмрах-ха вăтăр çул каяллахи апрелĕн 27-мĕшĕ. Кунĕ çав тери илемлĕччĕ, хĕртсе хĕвел пăхатчĕ. Çĕр типсех çитейменччĕ. Шăматкун пулнă май, хулара пурăнакансем субботника тухнă. Типографи шăрши сирĕлсех пĕтеймен, тин çеç редакцие илсе килнĕ «Хресчен сасси» хаçатăн çĕнĕ номерне курсан еплерех савăнтăмăр! Çирĕм пилĕк пин экземплярпа тухнăччĕ вăл. Ун чухне халăх хаçат-журнала юрататчĕ.

Хресченсен Союзĕн пуçлăхĕ, Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» колхоз председателĕ Аркадий Айдак, республикăри агропромышленноç комплексĕнче ĕçлекенсен профсоюз комитечĕн председателĕ Петр Ивантаев. Муркаш районĕнчи «За коммунизм» колхоз председателĕ Валерий Вязов килсе çитрĕç, хаçата тишкернĕ май малашне мĕн çинчен çырмалли пирки калаçрăмăр. «Хресчен сассине» йĕркелекенсем шăпах вĕсем пулнă-çке-ха. Ятне вара Петр Васильевичпа иксĕмĕр пĕрле шыраса тупнăччĕ. Аркадий Петрович пирĕн шухăша ырларĕ.

Редакци ун чухне Граждан урамĕнче, республикăри «Агрохими» пĕрлешĕвĕн çуртĕнче вырнаçнăччĕ. Пĕрлешӳ пуçлăхĕ Валерий Макаров май пур таран пире пулăшма тăрăшатчĕ.
Редакци коллективне пилĕк çул ытла ертсе пытăм. Çĕнĕ ĕçе йĕркелесе яма çăмăл маррине кашниех ăнланать. Ара, ларса ĕçлеме сĕтел-пукан та, нимĕн те пулман.

Журналистсенчен те, ытти тивĕçе туса пыракансенчен те хытă ыйтнă. Хăшĕ-пĕри чăтаймарĕ. Редакцин тĕп шăнăрĕ, тĕп редакторăн заместителĕ Геннадий Максимов тата пай пуçлăхĕ Геннадий Уткин пулса тăчĕç. Иккĕшĕ те — Чăваш Енĕн чи вăйлă журналисчĕсем. Тăватă çул ытла вăй хучĕç вĕсем «Хресчен сассинче». Геннадий Аркадьевичпа Геннадий Алексеевичăн хаçат номерĕсенче пичетленнĕ материалĕсем халĕ те куç умĕнче. Чун-чĕререн парăнса, ĕçе юратса, хăйсен ачисене пăхса ӳстернĕ пек, çĕнĕ хаçата «çитĕнтерме», ăна ял çыннисен хушшинче сарма тăрăшрĕç вĕсем. Районсенчи пысăк канашлусене, радиопа телевидени кăларăмĕсене хутшăнаттăмăр, ял çыннисене хаçата çырăнма сĕнеттĕмĕр. Геннадий Максимовпа Каçал тăрăхĕнчи районти ĕçпе юрă уявĕнче çĕнĕ хаçата салатни халĕ те куç умĕнче. <...>

Вера САВЕЛЬЕВА,

«Хресчен сасси» хаçатăн пĕрремĕш редакторĕ.

♦   ♦   ♦


Ачаллă çемьесене пулăшни вырăнлă

«Прививка тумаллах»

Владимир Путин хăйĕн сăмахне иртнĕ çулхи лару-тăрăва аса илнинчен пуçларĕ: тĕнчене хальччен курман хăрушă инфекци килсе çапрĕ. Владимир Владимирович эпир çак йывăрлăха çĕнтересси пирки иккĕленменнине палăртрĕ. Граждансем, общество, патшалăх пĕр чăмăр пулни çапла тума май панă. Стационарсенче коронавируспа чирлисене йышăнмалли койкăсен шутне кĕске вăхăтра пилĕк хут — 280 пин таран — ӳстерме пултарни кăна мĕне тăрать! Çак тата ытти мера хыçĕнче — миллион-миллион çын ĕçĕ. Çакăншăн Президент пурин ячĕпе те тав сăмахĕ каларĕ: «Пурте пĕрле инфекцие пӳлме пултартăмăр». Халĕ Раççейĕн пандемипе кĕрешмелли шанчăклă вакцинăсем пур.

Эпидеми иртнĕ ĕмĕрти 40-мĕш тата 90-мĕш çулсенчи демографи çивĕчлĕхĕн япăх кăтартăвĕсемпе пĕр килни ĕç-пуçа пушшех кăткăслатнă. Çавна май паян демографипе çыхăннă чрезвычайлă лару-тăру тухса тăнă. Çавăнпа, иккĕленмест Президент, халăха упрасси — пирĕн чи аслă наци проекчĕ. Çакă çемьене хӳтĕлессине те, воспитани ĕçĕн пысăк пĕлтерĕшне те, социаллă гарантисене упрассине тата экономикăна аталантарассине те тӳррĕнех пырса тивет.

Шел те, статистика савăнтармасть: халăх йышĕ чакни сисĕнет — пандеми кăтартăвĕ палăрать. Çĕршыв ертӳçи татăклăн палăртрĕ: 2030 çул тĕлне Раççейри çынсен пурнăçĕн вăтам тăршшĕне 78 çула çитермелле. «Ăнланатăп: ансат мар тĕллев, коронавируса хальлĕхе туллин çĕнтерменнине кура — пушшех», çавăнпа ĕнтĕ граждансене чĕнсе каларĕ: «Хаклăскерсем, хăвăра тата çывăх çыннăрсене упрăр».

Сыхлăха тивĕçтерес тĕлĕшпе вăл вакцинаци пĕлтерĕшне пысăка хурать. Прививка тумалли майсем пур çĕрте те пулмалла, çакă кĕркунне тĕлне коллективлă иммунитета вăй пама тивĕç. Çавăнпа пурне те прививка тутарма сĕнчĕ: «Çапла майпа кăна хăрушă эпидемие чарма пултарăпăр. Урăхла çул çук. Урăхла çул — ĕç-пуç мĕнпе вĕçленессе пĕлмесĕр чирлесе ирттересси…»

Чи кирли — чухăнлăха чакарассине тивĕçтересси

Социаллă хӳтлĕх Çырăвăн пысăк тепĕр теми пулчĕ. Президент пĕлтĕр 28 миллиона яхăн ача çитĕнекен çемьесене пулăшнине аса илтерчĕ. Çынсенчен тĕрлĕ хут-справка ыйтмасăр — «лайăх тĕслĕх. Çакнашкал ĕç влаçăн мĕн пур сыпăкĕшĕн норма пулмалла». Çитес çулах «социаллă казначейство» принципĕсем ĕçе кĕмелле. Федераци шайĕнчи мĕн пур пособие, пенсисене, ытти тӳлеве «пĕр чӳрече» принциппа тӳлĕç, çынсен тĕрлĕ инстанцие чупма тивмĕ. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Асăмра юлнă Мăнкун

Уяв умĕн анне яланах пире мунча хутса кĕртетчĕ, шурă кĕпесем тăхăнтартатчĕ. Эпир çемьере 4 ача çитĕннĕ. Атте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман.

Мăнкун умĕн пӳрт-çурта çуса тасатнă. Вăл пирĕншĕн питĕ пысăк праçник шутланнă. Çимелли пулманран эпир ăна куç пек кĕтнĕ. Хальхи ачасем Мăнкун мĕнне те пĕлмеççĕ. Укçа пулсан кашни кунах уяв çав.

Вăрман çывăхĕнче пурăннă май мăйăр нумай пуçтараттăмăр. Ăна праçникчен маларах çисе ярасран кукамай патне кайса хураттăмăр. Вăл пирĕнтен 5 çухрăмри ялта пурăнатчĕ. «Мăнкун хăçан çитет-ши?» — теттĕмĕр аппапа иксĕмĕр.

Уяв кашни çул пĕр вăхăтра килмест çав, тепĕр чухне шыв-шура лекет. Эпир, аппапа иксĕмĕр, çавах кукамай патне çул тытаттăмăр. Малтанах чукун çул тăрăх шпалсене шутласа утаттăмăр, кайран — шыв-шур урлă. Хырăм выççи кастарать-çке. Кĕркунне пуçтарнă сарă мăйăра çисе пăхас килет. Кукамай çемйи хĕвел çаврăнăш лартса ӳстеретчĕ. Пире те хăналатчĕç унпа, кучченеç парса яратчĕç. Ăсатнă чухне кукамай алăран пĕчĕк кĕреçе тыттаратчĕ, кӳленчĕксене уçса ямашкăн. <...>

Галина ИВАНОВА.

Шупашкар хули.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.