Комментировать

23 Авг, 2014

Сĕтсĕр юлас марччĕ

Ĕнесен пуçне чакармалла мар, выльăх тытакан тăкаклă ан ĕçлетĕр - çакнашкал тĕллев тăрать республика правительстви умĕнче. Кĕтÿ пĕчĕкленсен халăх сĕтсĕр ларĕ, чĕр тавар тирпейлекен предприятисем тулли вăй-хăватпа ĕçлеймĕç. Ял çынни те килти хуçалăха аталантарса тупăш илме пултартăр. Ун чухне вăл выльăх йышне савăнсах ÿстерĕ.

Шел, ялсенче ĕне усракан сахаллансах пырать. Выльăх усрама çăмăл мар, тупăшĕ вара куçа та курăнмасть. Пĕрисем вăй-хал çуккипе тытмаççĕ, теприсем ал-урине çыхса хурасшăн мар... Вăрмар районĕнчи Энтрияль тăрăхне 5 ял кĕрет, вĕсенче пурĕ - 160 ĕне. Мăйракаллă шултра çак выльăх шучĕ çулсеренех чакса пынă, пĕлтĕр - 15 пуç, виçĕм çул - 20. Кăçал тынасене пăрулаттарса ĕне тунисем пулнă, çавăнпа кĕтÿ кăштах йышланнă.

Пĕрне кура тепри... йÿнетет

Энтриялĕнче сĕт пуçтарас тĕлĕшпе конкуренци те çуралнă. Яла харăсах виçĕ машина килет: райпоран, Куславккари сĕт заводĕнчен, Канашри «Сĕт картишĕ» пĕрлешÿрен. Куславккасем пĕр вăхăт 1 тенкĕ хаклăрахпа - 12 тенкĕпе - йышăннă чухне çынсем сĕт вĕсене панă. Кайран хаксем пĕр пекленнĕ, анчах пĕрне кура ыттисем хаклатнипе мар, Куславккасем йÿнетнипе. «Усламçăсем пĕр-пĕрин хушшинче калаçса татăлаççĕ те, хака хăпартма шухăшламаççĕ те», - ял-йыш çапла калаçнине пĕрре мар илтнĕ. Чĕр тавар пухакансем выльăх тытакан ĕçне хисеплеменни, рынок ирĕклĕхĕнче иртĕхме хăтланнă тĕслĕх пайтах. Ял çынни пĕрех вĕсем патнех витри-витрипе сĕт йăтать-çке. Энтриялĕнчен кунсерен Куславккана 450 литр ăсанать, Канаша - 250, райпона - 60-70.

Çу каçипех 10-11 тенкĕпе сĕт пуçтарнă кунта, пĕлтĕрхи çак тапхăрта - 13 тенкĕпе. Лавккара вара 1 литр сĕтшĕн 40 тенке яхăн кăларса хуратпăр. Ял çыннисенчен пухăнакан сĕт хакĕ республикăра утă уйăхĕ тĕлне вăтамран 11 тенкĕпе танлашнă, тирпейлекен предприятисем вара 15,19 тенкĕпе туяннă. Кашни литртан усламçă кĕсйине 4,19 тенкĕ кĕрет. «Эсир пирĕн тăкаксене пĕлместĕр! Пахалăхсăр сĕт паракансем мĕн чухлĕ шар кăтартаççĕ», - тÿрре тухаççĕ предпринимательсем. Ку сăмахсенче тĕрĕслĕх çук мар, чирлĕ ĕне сĕтне паракансем те тупăнкалаççĕ, тирпейсĕр çынсем те пур-ха. Кун пек чухне тавар хакĕ чакать.

Сĕтĕн тивĕçлĕ хак пулмаллине, ял çыннин хăйĕн ĕçне хисеплеме вĕренмеллине Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çирĕп палăртать. Усламçăсене те çакăн çинчен аса илтерсех тăрать. Анчах çак сăмахсене шута хуманнисем пайтах. Налук тÿлемесĕр ĕçлекенсем те тупăнкалаççĕ. Вĕсене палăртассипе çине тăрса ĕçлеççĕ.

«Лавккасенче сутакан сĕтре ăна туса илекенĕн тÿпи 40-45 процентран кая пулмалла мар», - тенĕ Михаил Игнатьев Правительствăн экономика канашĕпе агропромышленноç комплексĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссийĕн пĕрлехи ларăвĕнче. Хальлĕхе хаксен тан марлăхне пула хресчен нумай выляса ярать. Сĕт пухакансем ĕне тытакансем çинчен шухăшлаççĕ-и? Кĕтÿ йышĕ чаксан вĕсен тупăшĕ пĕчĕкленĕ-çке.

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çурла уйăхĕн 8-мĕшĕнче Вăрмар районне çитсе курнă май сĕт хакĕ пирки те çирĕп калаçу пуçарнă. Çакăн хыççăн тин ăна 13 тенке çитернĕ.

Ачисене те çĕр ĕçне юратма вĕрентнĕ

Шăплатра пурăнакан Людмила Яковлевăн картишĕнче выльăх чылай: 3 ĕне, 3 пăру, 30 хур-кăвакал... Пĕр канлĕх те çук кил хуçин. Икĕ çул каялла мăшăрне пытарнă, кăçал ывăлне салтака ăсатнă хыççăн ĕç-пуç ытларах унăн хул пуççийĕ çине тиеннĕ. Çавăнпа сумалли чипер ĕненех нумаях пулмасть сутнă. «Тутарсем 25 пин тенкĕрен ытла памарĕç. Лайăх ĕне туянас тăк - 40 пин кăларса хумалла», - ăнлантарать Людмила Леонидовна. Килте унăн опекăна илнĕ икĕ ывăлĕ пур, вĕсем халĕ ÿснĕ ĕнтĕ, хуçалăхра пулăшма тытăннă, хĕрĕ те килтех пурăнать.

Людмила Яковлева 37 çул ветеринарта тăрăшать, тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн та ку ĕçе пăрахман. Çичĕ ялти выльăха пăхса тăрать вăл. Ялсен хушши çывăх мар. Шăплатран Энтриялне - сăмахран, 8 çухрăм. Ĕлĕкрех специалист велосипедпа чупнă. Кайран скутер çине ларнă. 50 çула çитсен водитель правине илнĕ хайхискер. Шурă Лада Приорăпа ялтан-яла вĕçтерсе кăна çÿрет халĕ.

Çулталăк пуçланнăранпа Яковлевсем 6320 литр сĕт ăсатнă, халĕ кунсерен - 29 литр. Кĕр еннелле сулăннă май ĕнесем сĕт чакарчĕç ĕнтĕ, çулла ытларах та панă.

Техника хăйсенех: трактор та, çулмалли, турамалли, сухаламалли, çĕр улми кăлармалли хатĕрĕсем те пур. Çакă выльăх апачĕ туса илес тăкаксене чылай пĕчĕклетет. Çынна тытса утă çултарас тăк пĕр соткăшăн 20-25 тенкĕ тÿлемелле. 12 гектар çинче çитĕнекен люцернăна ывăлĕ Тимур салтака кайиччен çулса, типĕтсе хăварнă. Кăçал утă прессламашкăн хаксем ÿснĕ: пĕр тюкшăн пĕлтĕр 10 тенкĕ тÿленĕ, кăçал 15 ыйтаççĕ. Çавна пула Людмила Леонидовна ку ĕçе пурнăçлайман. «Тюка тыткалама меллĕччĕ, капантан йăтса илме те йывăр марччĕ», - пăшăрханать перекетлĕ хĕрарăм.

Яковлевсем 6 гектар çинче урпа çитĕнтернĕ, 2 гектар çинче çĕр улми лартнă. Хуçалăх ĕçĕнче тăкак сахал мар: 1 гектар тырă вырнăшăн комбайнера 3 пин тенкĕ тÿленĕ пĕлтĕр, паха сортлă вăрлăха 12 тенкĕпе туяннă. Кăçал çĕрсем «канаççĕ». Çавăнпа та 2 тонна тырă укçан илме тивет, пĕр килограмĕ - 9-10 тенкĕ. Кунсăр пуçне тракторăн саппас пайĕсене те улăштармалла, сĕрмелли-çунтармалли материал хакĕ те кунсерен ÿсет. Кăçал Яковлевсем пурĕ 15 кун кĕтÿ пăхнă, черет виçĕ хутчен çаврăннă, кĕçех тепри те çывхарать. Ачасен пулăшăвĕ çав тери паха кун пек чухне.

Сĕтрен таса тупăш илнине, ăна пула сыпăнкаласа пынине пытармарĕ Людмила Леонидовна. Ывăлĕсене те вăл çĕр ĕçне юратма вĕрентсе ÿснĕ. Тимур салтакран таврăнсан хăйĕн ĕçне йĕркелесшĕн, патшалăх пулăшăвĕпе усă курса техникăна çĕнетесшĕн, выльăх пуçне ÿстересшĕн.

Уйрăм çын лавккисенче

Ял лавккинче сĕт сутаççĕ-и? Хакĕсем мĕнлерех? Çаксене пĕлес тĕллевпе Энтриялĕнче уйрăм çын тытса тăракан лавккана кĕтĕмĕр. Хуçа хăех сутă тăватчĕ. Шупашкартан кÿрсе килнĕ продукци савăтĕнченех паллă. Сĕт те, хăйми те, турăхĕ те пур. Хакне ниçта та çырса хуманнипе аптăрарăмăр-ха. Тĕрĕслесе çÿрекенсене никам та ăшă куçпа пăхмасть. «Клиентсене таварпа тивĕçтересси сирĕнпе калаçнинчен пĕлтерĕшлĕрех маншăн. Кĕтĕр!» - ыйтусемпе чăрмантарнăран сасă хăпартсах хуравларĕ хуçа. «Хакĕсене мĕншĕн кăтартмастăр?» - кăсăклантăмăр çынсем тухса кайсан. «Халь тин тавар кăларса хутăм, ĕлкĕреймерĕм. Вăхăт пулсан - çырасса кĕтсе тăрăр эппин», - çакнашкал кăнттамлăха кĕтменччĕ... Çапах та кăмăлĕ çаврăнчĕ-ши - хаксене пĕлтерчех: 2% çуллă сĕт - 41 тенкĕ, турăх - 22. Çынсем Шупашкар продукцине ытларах кăмăллаççĕ-мĕн. Ĕне усраманнисем лавккаранах илеççĕ, кÿршĕрен туянакансем те пур.

Шăплатра та çак хуçах лавкка тытса тăрать. Сентре çинчи сĕт таврашĕн хакĕсене унта та çырманччĕ. «Халь тин илсе килчĕç те...» - сăлтавĕ çийĕнчех тупăнчĕ. Сутуçă каланă тăрăх - сĕт 43 тенкĕ, турăх - 29. Пĕр çын тытса тăракан лавккасенче пĕр йышши тавар хакĕ тĕрлĕрен пулнине ĕненес килмерĕ. Хăшĕ улталарĕ-ши? Кĕçнерни кун Энтрияльсемпе телефонпа çыхăнтăмăр. «Сĕт пĕтнĕччĕ, турăх 29 тенкĕпе туянтăм. Хакне палăртса çырни курăнмарĕ», - пĕлтерчĕ «халăх контролĕ».

Çул урлă - райпо лавкки. Светлана Никифорова сутуçă каланă тăрăх - сĕт-юр варне çулла кунта кÿрсе килмеççĕ. Тавар пăсăлнă тĕслĕх пулкаланă. Хĕлле сĕт-турăх, хăйма аванах сутăнать. Райпо Етĕрнери сĕт завочĕпе çыхăну тытать.

Выльăх апачĕ - укçалла

Никифоровсем те икĕ ĕне усраççĕ, халĕ кунсерен 16 литр сĕт параççĕ. Хăйсен техника çуккипе çынна укçалла ĕçлеттереççĕ. 4 гектар çинчи утта пĕрремĕш хутчен çултарнăшăн 5 пин тенкĕ тÿленĕ, купалаттарнăшăн - 3 пин тенкĕ, турттарса килмешкĕн 1 пин тенкĕ тухса кайнă. Ĕçлекен çынсене хăналама та «кĕмĕл» кирлĕ. Çав тăкаксене саплаштарас тесен мĕн чухлĕ сĕт памалла? Пĕр уйăх ытла-мĕн. 6 пин тенкĕлĕх урпа туяннă тата. Унпа ĕне кăна мар, вăкăрĕсем те, сысни те апатланаççĕ. Çавăн пекех хуçалăхра вĕтĕ çĕр улми, кавăн, выльăх кăшманĕ - паха апат, вĕсем сăвăма ÿстерме пулăшаççĕ.

Шăплатра выльăх нумай усракансем татах пур, Игнатьевсем, Яковлевсем 3-4-шер ĕне тытаççĕ.

Хак ÿсме тытăнчĕ

Республикăри агропромышленноç пĕрлешĕвĕн ертÿçипе, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Николай Маловпа сĕт хакĕ тавра калаçрăмăр. Хĕлле сĕт çителĕклĕ пултăр тесен мĕн тумалла? Çак ыйтăва та хуравлама ыйтрăмăр.

«Çынсем çулла сĕт хакĕпе çырлахнине ас тумастăп. Хальхинчен чылай йÿнĕрехпе сутнă вăхăтсем те пулнă... - терĕ Николай Владимирович. - Унăн хакне патшалăх çирĕплетеймест. Рынок саккунĕ çапла: тавар сахал чухне хак яланах ÿсет, нумайлансан - йÿнелет. Кăçал хĕлле хăш-пĕр районта сĕт 20 тенкĕрен иртсе кайрĕ, сĕт тирпейлекен предприятисем тăкаклă ĕçлерĕç ун чух. Кĕçех акă хак каллех ÿсме тытăнĕ.

Çут çантлăк тапхăрне кура уйрăмлăх питĕ пысăк. Сăмахран, çулла сĕт туса илесси 6 хут ытларах ÿсет, хĕлле вара пур лавккана тивĕçтермелĕх те çитмест. Мĕн тумалла кун пек чухне? Сумалли тапхăр кĕркуннехи-хĕллехи тĕле лектĕр тесен ĕнесем пăрулас вăхăта куçармалла. Ку тĕлĕшпе ăсчахсен сĕнĕвĕ питĕ кирлĕ».

Халĕ лавккасенче сĕт çителĕклĕ. ЧР Патшалăх ветеринари служби кăçалхи çур çулта мĕн пур производствăн 54,1% республика тулашне ăсатнине пĕлтерет. Чăваш Енри 200-е яхăн сĕт пуçтаракан организаци кунсерен 400 ытла тонна чĕр тавар йышăнать. Çакă республикăра туса илекен сĕт калăпăшĕн 30 проценчĕпе танлашать. Сĕт завочĕсен татах та ытларах чĕр тавар тирпейлемелли хăватсем пур. Апла тăк хресчене хавхалантармалли майсем çинчен те манмалла мар.

 

Алина ИЗМАН.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.