«Чунлăхăршăн - тав»
Вăрçă - синкерлĕ пулăм: вилĕм, çухату, йывăрлăх, терт-нуша илсе килет. Украинăри граждан вăрçин кĕрлевĕ пин-пин çынна вырăнтан хускатнă. Хăйсем патĕнче хÿтлĕх тупайманран вĕсене урăх патшалăхсем пулăшу алли тăсса параççĕ. Вăл шутра - Раççей те. Чăваш Ен халăхĕ те йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çынсене ăш пиллĕн кĕтсе илет. Хальлĕхе, ĕнерхи кун тĕлне, пирĕн пата Украинăран пине яхăн çын куçса килнĕ. Нушара никама та хăйĕн терт-асапĕпе куçа-куçăн хăварман: кашнинех пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтернĕ, укçа-тенкĕпе пулăшнă. Чылайăшĕ ĕç вырăнĕ те тупнă ĕнтĕ. Нумайăшĕ тараватлă чăваш çĕрĕ çинче яланлăх тĕпленме шухăшланине палăртнă.
Украинăран тарса килнисем нушаллă çынсен чĕре ыратăвне хăйсен пек йышăннăшăн, тараватлăхшăн, чун ăшшине шеллеменшĕн, мĕн пуррипе çурмалла пайланнăшăн республика ертÿлĕхне, правительствине, предприятисемпе организацисен коллективĕсене, уйрăм çынсене тав тăваççĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ячĕпе килнĕ тав сăмахĕсемлĕ çырусен шучĕ ÿссех пырать. Акă вĕсенчен пĕри: «Сывă-и, Михаил Васильевич! Сирĕн пата Украинăри Донецк хулинчен килнĕ çемье çак çырăва çырать. Эпир - Светлана Александровна Гитуляр, манăн хĕрĕм Мария Владимировна Гитуляр тата асанне Клавдия Васильевна Цуканова - утă уйăхĕн 7-мĕшĕнченпе Çĕнĕ Шупашкарта пурăнатпăр. Пирĕншĕн нимĕн те шеллеменшĕн, пур енлĕн пулăшнăшăн Çĕнĕ Шупашкарти химипе технологи колледжĕн ырă кăмăллă çыннисене, 12-мĕш вăтам шкул коллективĕпе унăн директорне Елена Витальевна Крупышевăна, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин хулари уйрăмне, 13-мĕш ача сачĕн директорне Валентина Николаевна Гусаровăна, хулари социаллă пулăшу тытăмĕн ĕçченĕсене, 1-мĕш поликлиника коллективне ăш пиллĕхшĕн, пулăшушăн, кĕскен калас тăк - çынлăхшăн тав тăватпăр. Çакăн пек çынсем пуррипе чунра шанчăк çуралать, малашлăха пысăк ĕненÿпе пăхма пуçлатăн. Тав!»
Михаил Игнатьев Светлана Александровнăна ăшă сăмахсемшĕн тав тунă, Украина çыннисем паянхи кун чăтса ирттерекен йывăр тапхăрта кÿршĕ патшалăхри халăха чун çирĕплĕхĕпе чăтăмлăх, тÿсĕмлĕх суннă.
Юрий СТЕПАНОВ