Сывă пурнăç йĕркине пăхăнни - пĕлтерĕшлĕ
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев наркотиксене хирĕç кĕрешекен комисси ларăвне ирттерчĕ.
Спорт министерствин сывă пурнăç йĕркине халăхра сарас тата наркомание профилактикăлас тĕлĕшпе пурнăçлакан ĕçĕ-хĕлĕ пирки пĕр докладра каласа пĕтереймĕн. Çавăнпах С.Мельников министр ку таранччен пурнăçланисенчен чи пĕлтерĕшлисем çинче кăна чарăнса тăчĕ. «Чăваш Енре пурăнакан çынсен 32 проценчĕ физкультурăпа, спортпа туслă. Ку - Раççей шайĕнче япăх мар кăтарту. Пирĕн малашнехи тĕллев - мĕн пур халăха явăçтарасси, - терĕ Сергей Владимирович. - Ăна пурнăçа кĕртме услови çителĕклĕ: материалпа техника никĕсĕ çирĕп. Республика спорт оборудованийĕсемпе тивĕçтерессипе çĕр-шывра лайăххисен шутĕнче. Вĕсемпе тухăçлă усă курасчĕ. Тепĕр тесен сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хаклă спорт хатĕрĕсем кирлех те мар. Чуп, ут, турник çинче туртăн».
С.Мельников пĕлтернĕ тăрăх - шкул ачисен 70 проценчĕ уроксем хыççăн тĕрлĕ спорт секцине, занятине çÿрет. Республикăра 53 спорт шкулĕ ĕçлет. Вĕсене 30 пин ытла ача çÿрет. Сывлăхĕ хавшакран çак юхăма хутшăнайманнисем те йышлă. Республика Пуçлăхĕ вĕсемпе çыхăннă лару-тăрупа кăсăкланчĕ. Шел те, вĕренÿ министрĕ В.Иванов каланă тăрăх, хальлĕхе сусăр ачасем валли физкультура тума тивĕçлĕ условисем туса парайман. «Паралимп вăййисене хутшăннă спортсменсем май çуккине те пурнăçлама пуррине кăтартса пачĕç. Вĕсене вĕренÿ учрежденисене тĕл пулусене чĕнмелле. Хăйсен тĕслĕхĕпе ыттисене те хавхалантарччăр», - сĕнчĕ республика Пуçлăхĕ.
Спорт тата Вĕренÿ министерствисем тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Вĕсен пĕрлехи проектсем те пур. «Ташлакан шкул», «Эпĕ ишме пĕлетĕп» т.ыт.те. «Шкулсенче волейбол, баскетбол ăмăртăвĕсене ирттересси ырă йăла пулса тăчĕ, - терĕ Сергей Мельников министр. - 1-2 уйăха тăсăлакан мероприятисене вĕренекенсем йышлă хутшăнаççĕ». Сергей Владимирович лайăх мар саманта та палăртрĕ. Хастар ачан ялан хастар пулас килет. Анчах хăшĕ-пĕри вăй-халĕ çирĕпсĕртен ăмăртусене хутшăнма вăтанать. «Спорт ăмăртăвĕсем пуриншĕн те кĕтнĕ самант пулччăр», - терĕ вăл.
«Физкультура вĕрентекенĕсене ГТО нормисене пурнăçлама явăçтарнă-и?» - кăсăкланчĕ Михаил Васильевич. Шел те, ырă çак пуçарăва пурте хутшăнмаççĕ иккен. Спорт министрĕ каланă тăрăх - физруксен йышĕнче турник çинче пĕр хутчен туртăнма пултарайманнисем те пур. «Кун пек кахал вĕрентекенпе ачасен вĕренес килес çук. Хăй пултараймасан ыттисенчен мĕнле ыйтĕ? Шкул ачишĕн вĕрентекен тĕслĕх пулмалла», - çирĕппĕн палăртрĕ республика Пуçлăхĕ.
Тепĕр «усал» вăл - допинг. Унпа усă куракансем чăваш спортсменĕсен хушшинче те пулнă. Министр каланă тăрăх - çичĕ çынна тупса палăртнă. Чăваш Республики ку енĕпе ытти регион хыçĕнче тăрсан та сисчĕвлентерет. Михаил Васильевич вĕсемпе психологсен, ыттисен ĕçлемеллине палăртрĕ.
Вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов та ачасене спортпа туслаштарма ГТО пулăшасса шаннине палăртрĕ. Тата тепĕр тĕллев - ачасем урлă ашшĕ-амăшне те спорта явăçтарасшăн. Çавăн пекех министр статистика пирус туртакансен шучĕ чакса пынине кăтартнине палăртрĕ. «Ку - лайăх пулăм. Наркотикпе пирус хушшинче уйрăмлăх пысăк мар. Республикăри тăхăр шкул директорĕ çаплах туртать-ха. Çитĕнекен ăрăва воспитани параканăн хăйĕн тĕслĕх пулмалла. Урокра пирус туртнин сиенĕ пирки калаçакан вĕрентекен тăхтавра аслă класра вĕренекенсемпе пĕрле мăкăрлантарса тăнине ăнланма йывăр. Хальхи вăхăтра каçхи клубсенче, ытти кану вырăнĕнче киревсĕр ĕç-хĕле явăçнă тренерсем çук-и?» - пĕлесшĕн пулчĕ республика Пуçлăхĕ.
«Маларахри çулсенче йывăр атлетсемпе çыхăннă лайăхах мар тĕслĕхсем пулнăччĕ. Юлашки çулсенче ун пеккисене асăрхаман, мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра вĕсем тивĕçлĕ шалу илеççĕ», - терĕ С.Мельников.
Шупашкар хула ертÿлĕхĕ те çамрăксене спортпа туслаштарас енĕпе ăнăçлă ĕçлет. Хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов каланă тăрăх - тĕллевсем те пысăк. «Ачасем уроксем хыççăн уçă сывлăшра физкультура тума, футболла, хоккейла, баскетболла выляма пултарччăр тесе условисем туса пама тăрăшатпăр, - терĕ вăл. - Аслисем кăна çÿреме тивĕç кану вырăнĕсене вăхăт çитмесĕр кайса курас кăмăлĕ ан пултăр вĕсен». Çавăн пекех Л.Черкесов управляющи компанисен, ырă кăмăллă хула çыннисен, предпринимательсен укçи-тенкипе çитес Хула кунĕ тĕлне çуртсен таврашĕнчи мĕн пур картишĕнче спорт лапамĕсем тума палăртнине пĕлтерчĕ. «Хальхи вăхăтра картишсен 60 процентĕнче хальхи йышши оборудовани вырнаçтарнă. Анчах хăш-пĕрне çын питĕ сахал çÿрет. Çитĕнекен ăрăва спортпа туслаштарсан наркотикпе явăçассинчен пăрма пулать», - терĕ Михаил Васильевич.
Сывлăх сыхлав министрĕ Алла Самойлова республикăра наркотиксемпе çыхăннă лару-тăру лайăх енне улшăннине палăртрĕ. Вĕрентÿ, культура учрежденийĕсем, общество организацийĕсем, çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссисем т.ыт.те ăнăçлă ĕçлеççĕ. Вĕсем çамрăксене наркотикпе явăçасран асăрхаттарса тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ.
«2016 çулччен наркологи пулăшăвне йĕркелессине çĕнетме палăртнă, - терĕ А.Самойлова министр. - Çитĕннисемпе ĕçлекен наркологсем çителĕклĕ. Ача-пăча наркологĕсем вара сахал. Уйрăмах районсенче лару-тăру çивĕч. Наркоманипе чирлекенсен шучĕ чакнă. Çав вăхăтрах наркăмăшлă препаратсемпе усă куракансем йышланнă. Уйрăмах çак кăтарту çул çитменнисен хушшинче пысăк».
РФ Наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслекен службăн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ Евгений Барсуков каланă тăрăх - республикăра халĕччен асăрхаман, усă курма чарнисен шутне кĕртмен çĕнĕ синтетика хатĕрĕсене тупса палăртаççĕ. Ырă самант та çук мар. Преступленисене уçса парасси те ÿснĕ. Наркопритонсен шучĕ 46 процент чакнă. Преступниксен каварлашса йĕркеленĕ пысăк темиçе ушкăнăн ĕçне чарса лартнă. Вĕсенче çул çитмен çамрăксем те чылай пулнă. Нумаях пулмасть темиçе çĕр-шыв çынни хутшăннă ушкăна «тĕп тунă». «Çав йышра - Украинăран /республикăна юлашки вăхăтра тарса килнисем мар/, анăç çĕр-шывĕсенчен килнĕскерсем», - пĕлтерчĕ Е.Барсуков.
Шупашкарта наркотиксемпе çыхăннă преступлени уйрăмах нумай. Çынсем йышлă пухăнакан вырăнсенче «Каç» профилактика мероприятийĕ ăнăçлă иртет. «Сывлăхлă шкул», наркотике хирĕçлесе йĕркеленĕ фестивальсем, ытти мероприяти пысăк усă панине çирĕплетрĕ Евгений Николаевич.
Паллах, çамрăксене ыррипе кăсăклантарса яма пултарсан вĕсен усаллипе туслашасси çинчен шухăшлама вăхăчĕ те, кăмăлĕ те пулас çук. Спорт, физкультура - ку тĕлĕшпе питех те вырăнлă. Вăл е ку спорт тĕсĕпе çывăхланни сывлăха çирĕплетет, вăхăта усăллă ирттерме май парать, малашлăха çул уçать... «Çитĕнекен ăрăва спортпа туслаштарсан наркотикпе явăçассинчен те пăрма пулать», - Михаил Васильевич та канашлăва çапларах шухăшпа пĕтĕмлетрĕ.
Валентина БАГАДЕРОВА