«Хресчен сасси» 14 (2852) № 14.04.2021
Ĕмĕтĕмĕр пурнăçа кĕрсе пынăран…
— «Фермер ĕçне пуçăнакан» патшалăх программипе грант илни курăмлă пулăшу пачĕ. Укçапа хуçалăха аталантартăм», — терĕ Йĕпреç районĕнчи Эйпеçри Николай Ястребов фермер ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май.
Куç хăрать те, алă тăвать
Ястребовсем патĕнче виçĕ çул каялла пулнăччĕ. Конкурсра çĕнтерсе гранта тивĕçнĕскер çĕнĕ МТЗ трактор, ĕнесем туяннă. Вырăнти хуçалăхăн арканнă фермине илсе юсама пикеннĕ. Фермер хавхаланса каланине итленĕ май арканнă витесене, çурт тăрринче шăтса тухнă йывăç-тĕме тĕлĕнсе сăнарăм ун чухне. Вăрах вăхăт усă курманскер юхăнсах çитнĕ, тĕллĕн-тĕллĕн кирпĕч ишĕлнĕ, чӳречи-алăкне тăпăлтарнă. Витене йĕркене кĕртме самай тăкакланма тивни те, умри йывăрлăх та хăратман ăна. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетмешкĕн уйрăм вырăн тупăнни татăклă утăм тума хавхалантарнă кăна.
— Хушма хуçалăхра тăвăрлансах çитнĕччĕ. Фермăна çурт-йĕрпе юнашар уçаймăн, выльăх йышне ӳстереймĕн. Витесем кивĕ, юхăнчăк пулин те, вĕсем пирĕн. Çакă малалла аталанма хĕтĕртет, — терĕ ун чухне вăл.
Куç хăрать те алă тăвать. Çак тапхăрта хуçалăх палăрмаллах сарăлнă-мĕн. Витесене майĕпен юсаса выльăх-чĕрлĕхпе тултарнă.
Çурт тăрринче йывăç-тĕм вырăнне тинех хĕç тимĕр йышăннă. Алăксене, чӳречесене лартнă. Унччен витери ĕç-хĕле ытларах алă вĕççĕн пурнăçланă. Николай Ястребов çине тăрса тислĕк кăларассине механизациленĕ.
— Ĕнесем патне апата тракторпа турттаратпăр. Малашне çакăн валли ятарлă агрегат илесшĕн. Патшалăх пулăшăвĕ мана 2-3 утăм маларах ярса пусма, хăвăртрах аталанса кайма вăй-хăват хушрĕ. Акă грантукçипе техника туянса юлтăм. Халĕ вăл унтанпа палăрмаллах хакланчĕ. Пĕчĕк хуçалăхшăн çĕклем йывăр. Çавăн пекех курăк çулмалли, вĕтетмелли агрегатсем илтĕмĕр. Малашне сĕт сивĕтмелли те туянасшăн. Ун чухне чĕр тавара предприятие хамăрах турттарма пултаратпăр. Продукцие кун пек хаклăрах сутма пулĕ-и, тен? — пĕлтерчĕ Николай Николаевич. Фермер хуçалăхне 4 ĕнерен пуçарса янă вăл. Хальхи вăхăтра 100 ытла ĕне выльăх, çав шутра сăвăнаканнисем — 38 пуç. 50 ытла сурăх, кайăк-кĕшĕк те чылай. Витесене йĕркене кĕртнĕ май вырăн çителĕклех. Мĕншĕн пушă лартмалла? Сăвăма пысăклатма, рациона пуянлатма тăрăшаççĕ. Утă, сенаж, кăшман, жом, витаминсем параççĕ. Çавна май сăвăм та пысăк.
Пĕчĕк пăрусене çитернипе пĕрлех куллен 500 л сĕт сутаççĕ. Çу кунĕсенче 800 л яхăн пуçтарăнать. Николай Ястребов çывăх вăхăтсенче ĕне йышне 60 пуçа çитерме палăртать. Шел, çĕр сахалли кĕтĕве ытлашши ӳстерме памасть. Усă куракан лаптăк — 155 гектар. Çĕршывĕпе паллă М-12 аслă çул тунă май пулăхлă лаптăк татах чакма пултарассине пăшăрханса пĕлтерчĕ арçын. Çывăхра вара ирĕклĕ çĕр çук-мĕн. Кӳршĕ районсене çитме тăкаклă, инçе. <...>
Лариса НИКИТИНА.
♦ ♦ ♦
Илем пурне те илĕрттĕр
Эпир ĕçленĕ çулсенче пӳрт-çурт лартма урама хĕрлĕ линипе палăртатчĕç. Çак йĕркене çирĕп пăхăнмаллаччĕ. Халĕ вара ăна пăрахăçларĕç. Çурт çĕнĕрен лартакансем, пахча çавăракансем лаптăка шав урамалла тухса тытаççĕ. Урам сарлакăшне хĕссе пыраççĕ. Çакна ял тăрăхĕ сăнаса тăмасть. Саккунпа килĕшӳллĕн çакă çĕре хăй ирĕкĕпе тытса илни пулмасть-ши? Ялсене илем кĕртес тĕлĕшпе тивĕçлĕ çынсем халăх умĕнче пачах та калаçмаççĕ. Пирĕн ку тĕлĕшпе Комсомольски районне кĕрекен тутарсенчен тĕслĕх илмелле — унта ку енĕпе ĕçе лайăх йĕркеленĕ.
Пире, ял çыннисене, пăшăрхантараканни — автобус çӳременни. Тепĕр ыйту вăл — Мартынкасси ялне кĕрекен вак чул сарнă çул япăхни. Ăна çĕнĕрен юсамалла. Кăçал «Учитель» урамне вак чул сармашкăн кирлĕ хутсене хатĕрлесе çитертĕмĕр. Ял тăрăхĕ çак ĕçе çитес вăхăтра пурнăçласса шанатпăр.
Çуркунне çитнĕ май ял урамĕсене те тирпей-илем кĕртмелле. Ку ыйтăва ял çыннисен татса памалла. Ĕлĕкхипе танлаштарсан пурте илемлĕ, хăтлă çуртсенче пурăнатпăр. Чылайăшĕ урамри хӳмесене, хапхасене, пӳрт умĕнчи картасене тимĕрпе тытрĕ. Çурт умĕнче чечексем çитĕнтереççĕ. Çакна ырламалла çеç. Анчах ял урамĕн илемне яракан тĕслĕхсем те пур. Акă хуçасăр ларакан пӳртсенех илер. Унсăр пуçне хăшĕ-пĕрин картисем те кивелнĕ, вĕсене сăрласа çĕнетмелле кăна. Хамăрăн кăштах чунлăрах пулмалла. Теприсем пӳрт умĕнчи пахчара çум курăк çеç ӳстереççĕ. Эпĕ ял советĕнче ĕçленĕ çулсенче пирĕнрен çирĕп ыйтатчĕç. Халĕ те çапла пулмалла. Ман шутпа, ялсене илем кĕртес ыйтупа ял тăрăхĕсен, депутатсен çанă тавăрсах ĕçлемелле, ятарлă конкурс йĕркелемелле. Тĕслĕхрен, чи илемлĕ хăтлă урам, кил карти, пахча тата ыт.те. Ырă йĕркене пуçарса ямалла çеç. <...>
Вениамин АРХИПОВ, ĕç ветеранĕ.
Элĕк районĕ, Мартынкасси ялĕ.
♦ ♦ ♦
Кĕвĕç çыннăн куçĕ чапрас
Хисеплĕ редакци!
«Хресчен сассин» кашни номерне вуласах тăратпăр. Вăрнар районĕнчи Кайри Тукай ялĕнче пурăнакан Екатеринăпа Анатолий Кузьминсем вунă ачана пурнăç çулĕ çине кăларнине вуласа пĕлнĕччĕ хаçатра. Кил хуçи хĕрарăмĕ 42 çул ĕçленĕ. Йĕпреç районĕнчи Пучинке ялĕнче пурăнакан Раиса Алексеева вара 4 ача çуратса ниçта ĕçлемесĕр пуять. Ĕçлес килменнипе ача çуратса чапа тухрĕ. Пĕлтĕр Шупашкара кайсан 4 ача çуратнăшăн машина, укçа панă ăна. Ĕçлемен çынна телевизорпа, интернетпа кăтартрĕç, хаçатра çырчĕç. Кашни кун вăй хуракан çынна та çакăн пек чапа кăлармаççĕ. Манăн 5 ача, йăмăкăн — 7, анне вара 9 ача ӳстернĕ. Çапах ĕçрен юлман, ун пек нихăçан та чупса çӳремен, 4 сехетре тăрса ĕçе кайнă. Пире 5 е тата та ытларах ачаллисене машина параççĕ-и? Пирĕн те ачасемех, унăн кăна мар. Ачасене пăрахса хăварсах ĕçе кайнă. Ун пек намăссăр хĕрарăм тĕнчипе те çук пулĕ. 4 ача çуратнăшăн машина парнелемелле-и вара? Ун пек пулсан пур хĕрарăма та машина памалла. Пурин те пуçлăх патне чупмалла. 40 çула çитет, вăй хурса ниçта та ĕçлемест. Тăрăшуллă çын 4 сехетре ирхине ĕçе каять. Кунĕпе 8-10 сехет тăрăшать, çапах «Хисеп грамоти» те илеймест. Вăл вара ĕçлемесĕр явăнса çӳрет. Хăйĕн чăваш тĕррине кăтартать. Тĕррине алăпа тумасть, машинăпа тĕрлет. Ялта пĕтĕм хĕрарăм ал ĕç тăвать. Ĕлĕк-авал тĕрленĕ те, окоп та чавнă, вăййа та тухнă, ĕçрен те юлман. Кашни килтех 8-10-шар ача пулнă. Никам та 10 ача ӳстеретĕп тесе пуçлăх патне чупман. Çынран намăс пулмалла. Ачана пур хĕрарăм та ӳстерет, вăл кăна мар.
5 ача амăшĕ. Йĕпреç районĕ.
Çакнашкал çыру илтĕмĕр Йĕпреç районĕнчи Пучинке ялĕнчен. Пĕрре çеç мар, иккĕ. Иккĕмĕш çырăва та çав çынах, 5 ача амăшĕ, çырни паллă. Мĕншĕн тесен унта пĕр тема, почерк вара — тĕрлĕрен.
Çыру йĕрĕпе çула тухрăмăр. Авторне палăртманран унпа тĕл пулса калаçма май килмерĕ. Тĕрĕ тĕрлекен çын кахал пулма пултарайманни пирки ĕлĕкавалах каланă. Çавна май Раиса Алексеевăпа курса калаçас шухăш çуралчĕ. Çапах та маларах Пучинке ял тăрăхĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулма шут тытрăм. Вĕсемпе 4 ача амăшĕ пирки сăмах хускатрăм.
«Алексеевсен çемйине эпĕ лайăх енчен хаклатăп, — пуçларĕ калаçăва Пучинке ял тăрăхĕн ертӳçи Николай Федоров. — Виçĕм çул эпир вĕсене «Çулталăк çемйи» республика конкурсĕн район шайĕнчи тапхăрне хутшăнма сĕнтĕмĕр. Ун чухне Алексеевсем пĕрремĕш вырăна тухаймарĕç. Çапах та вĕсене çав çулах республика шайĕнчи курава хутшăнма суйласа илчĕç. Пĕлтĕр вара асăннă конкурсра, республика шайĕнче, «Туслă çемье» номинацире çĕнтерчĕç. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Телей те юнашар çÿрет
Манăн хĕрĕм Марина Гаврилова истори учителĕ П.Иванова ертсе пынипе 2001 çултах «Вĕсем çĕнтерĕве çывхартнă» шырав ĕçĕ хатĕрленĕччĕ. Унта вăл хăйĕн асламăшĕ, 1920 çулта Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи Хуракасси ялĕнче çуралса ӳснĕ Зинаида Петрова /Гаврилова/, вăрçă çулĕсенче паттăрла ĕçленине сăнласа кăтартнăччĕ. Эпĕ те хуняма каласа панисене паянхи пекех астăватăп.
Вăрçă пуçланнă çул Зина 20 çулти хĕр пулнă. Ачалăхĕ унăн йывăр иртнĕ. Выçлăх çулсенче ашшĕ чире кайса çĕре кĕнĕ, куçсăрланнă амăшĕпе иккĕшех тăрса юлнă. 4 класс пĕтерсен хĕрачан малалла вĕренме май килмен, ытларах килти ĕçсене пурнăçламалла пулнă: пахча çимĕç çитĕнтермелле, пир тĕртсе, сутса укçа тумалла. Колхозра ĕçлеме пултаракан çын çук тесе амăшĕ унта кĕмен.
Амăшĕ вилнĕ хыççăн хĕр пĕччен тăрса юлсан колхоза кĕнĕ. «Халăхпа пĕрле хăпартланса ĕçлеме çӳреттĕм. Пурнăç та лайăхланма пуçларĕ», — каласа паратчĕ вăл. Анчах хаяр вăрçă тухнă май халăх йывăрлăха кĕрсе ӳкнĕ. Арçынсем вут-çулăм хирĕнче нуша тӳснĕ. Ял ĕçĕсем ватăрах арçынсемпе хĕрарăмсем, ачасем çине тиеннĕ.
1941 çулхи ноябрь пуçламăшĕнче сельсоветран килсе Зинăна окоп чавма каймаллине пĕлтернĕ. Мĕн вăхăт чавасси паллă мар, çавăнпа ăшă япаласем илме хушнă. Вăл çав кунах унта кайма хатĕрленнĕ. Вĕсем ялтан нумаййăн çула тухнă.
Тепĕр кунне Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи Тури Кушмар ялне çитсе вырнаçнă. Пĕр ялтан пынисене пĕр бригадăна пуçтарнă. Бригада «Большевик» ятлă пулнă. <...>
Нина ГАВРИЛОВА. Çĕнĕ Шупашкар хули.
♦ ♦ ♦
Паллă сыр ăсти патĕнче
Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕпе ЧР Ял хуçалăх министерстви «Фермер шкулĕ» вĕрентӳ проектне пурнăçа кĕртме килĕшӳ тунă. Документ тăрăх енсем пысăк предприятисене, фермер хуçалăхĕсене, организацисене те проекта явăçтармалла. Вĕсем хăйсен опычĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе фермер шкулĕнче вĕренекенсене паллаштарĕç.
— Хальхи вăхăтра «Фермер шкулĕнче» пĕлӳ илекенсем теори пайĕпе экзаменсем, зачетсем тытса пĕтерчĕç ĕнтĕ. Кĕçех практика пуçланмалла. Вĕсем Чăваш Енри пысăк фермер хуçалăхĕсене, агрохолдингсене çитсе ĕç-хĕлпе вырăнта паллашĕç. Çавăн пекех Мускав, Иваново облаçĕсемпе Тутар Республикинчи паллă предприятисене те илсе кайма палăртнă, — пĕлтерет банкăн регионти филиалĕн директорĕ Ирина Письменская. — Ĕçлĕ тĕлпулусене йĕркеленĕ тапхăрта республикăри Ял хуçалăх министерствин пулăшăвĕ уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Пĕрлехи вăйпа эпир хамăр фермерсен кăтартăвĕсене лайăхлатма, малта пыракан агрохолдингсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма пултаратпăр. <...>
Лариса АЛЕКСЕЕВА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...