Комментировать

13 Апр, 2021

«Хыпар» 38 (27771) № 13.04.2021

Чăвашла калаçса халăхри ят-сумне ÿстереççĕ

Атте-анне чĕлхи чун-чĕрене чи çывăххине, килĕшсемĕр, вун-вун тĕслĕхпе çирĕплетме пулать. Акă, сăмахран, «Семнадцать мгновений весны» фильмри вырăс разведчикĕн мăшăрĕ Кет (Катя) нимĕçле тăван чĕлхипе пупленĕ пек тикĕс калаçнă, анчах питĕ йывăр, яваплă вăхăтра — ача çуратнă самантра — вырăсла «мама» тесе кăшкăрса янă. Чун уççи çеç мар, пирĕн шанăç та, ырату та, юрату та вăл — тăван чĕлхе.

Пĕтĕмлетӳ шухăшлаттарать

Вунă çул каялла республикăра Раççейри наукăсен академийĕ çумĕнчи Чĕлхе пĕлĕвĕн институчĕн ĕçченĕсем экспедицире пулнăччĕ. Ун чухне ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетсе «Чăваш Республикинчи чĕлхе лару-тăрăвĕ çинчен» справка хатĕрленĕччĕ. Унта палăртнă тăрăх, респондентсен 98,8 проценчĕ чăваш чĕлхине тăван чĕлхе тесе йышăнать, вĕсен 93,8 проценчĕ унпа çемьере усă курать: ачасемпе — 71,7 проценчĕ, мăшăрĕпе — 83,8 проценчĕ; мăнукĕсемпе — 43,1 проценчĕ. Асăрхарăр-и: çамрăк ăрăвăн пĕр пайĕ çеç тăван чĕлхене ăса хывса çитĕнет. Апла ун хыççăн килнĕ ăру ашшĕ-амăшĕн чĕлхипе пуплеме пултарасси иккĕлентерет. Шухăша яракан тепĕр цифра та пур асăннă тишкерӳре. «Ачасене хăш чĕлхепе вĕрентме сĕнетĕр?» ыйту пирки çапларах хурав пулнă: 55,6 проценчĕ 1-4-мĕш классенче ачасене тăван чĕлхепе вĕрентме сĕннĕ; 13,9 проценчĕ — 5-11-мĕш классенче; 43,9 проценчĕ аслă классенче вырăсла вĕрентмеллине палăртнă.

Паян республикăри 417 шкултан 200-тен ытларахăшĕнче чăвашла пĕлӳ параççĕ. Чăваш шкулĕсенче çак ĕçе пурнăçлама эрнере 3-4 сехет уйăрнă, вырăс шкулĕсенче — 1-2 урок. Иртнĕ вĕренӳ çулĕнче шкулта пĕлӳ илнĕ ачасен 36 проценчĕ чăвашла вĕреннĕ. Шухăшламалăх пур: 67 процент ытла титуллă халăх пурăнаĕкан республикăри ачасен 36 проценчĕ кăна хăйĕн тăван чĕлхине вĕренет. <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   ♦


Вăрлăха тĕрĕслеттермесĕр акма юрамасть

«Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсенчен пысăк тухăç илес тесен ӳсен-тăран вегетацийĕн тапхăрĕнче çумăрпа ăшă çителĕклĕ пуласса çеç шанни çителĕксĕр, агротехникăна çирĕп пăхăнмалла. Вăл е ку культурăна çуллен пĕр лаптăкра акмалла-лартмалла мар, — тетчĕ ял хуçалăх ăслăлăхĕсен кандидачĕ Владимир Мутиков. — Тăпрана лайăх кăпкалатмалла, культурăсене удобренипе кашни гектартан миçе центнер пухса кĕртме тĕллев лартнине шута илсе апатлантармалла. Тăпрари нӳрĕк виçи вăрлăха шăтса тухмалăх упраннă чухне акса-лартса хăвармалла, ӳсен-тăрана шăтма, çитĕнме хĕсĕрлекен чир-чĕрпе хурт-кăпшанка тата çум курăка вăхăтра пĕтермелле, тыр-пула çанталăк çумăра кайиччен пухса кĕртмелле».

Çӳлте палăртнă кашни ĕçĕн пурнăçламалли вăхăчĕ пур. Халĕ ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче вăрлăха сăтăрлакан чир-чĕре хими тата биологи препарачĕсемпе витерсе пĕтермелли тапхăр пырать. «Тырă тухăçлă пуласси паха вăрлăх çителĕклĕ хатĕрленинчен те нумай килет, — терĕ Патăрьел районĕнчи «Красное Знамя» ЯХПК председателĕ Петр Никифоров. — Ăна тăпрана варăнтариччен тата вăл шăтса тухиччен тĕрлĕ патоген ерсе вăйсăрлатма, чирлеттерме пултарать. Ан сиенлетĕр тесе акана тухиччен çуллен им-çамлатпăр».

Агротехникăн çак мероприятине пурнăçланине эпĕ чылай хуçалăхра курнă. «Россельхозцентр» ФПБУ филиалĕ пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр хăш-пĕр хресчен-фермер хуçалăхĕнче асăннă препаратсемпе витермесĕрех акнă. Ирĕксĕрех ыйту палли лартас килет.

— Иртнĕ 5 çула тишкерсе кĕрхи тĕш тырă культурисен вăрлăхĕн 65-70% кăна им-çамланине пĕлтĕмĕр, — хыпарларĕ филиал ертӳçин ӳсен-тăрана хӳтĕлессипе ĕçлекен çумĕ Ольга Белова. — «Эсир мĕн хăтланатăр? — тетĕп ертӳçĕсене. — Çичĕ ют валли акатăр-и? Пирĕнтен: «Кĕрхисем мĕнле хĕл каçаççĕ?» — тесе ыйтатăр. Вĕсене чирлеттерес мар тесен малтанах сирĕнтен ыйтмалла».

Кĕрхисен вăрлăхĕн 30% таран пĕр чиртен те сиплемен. Федерацин «Вăрлăх туса илесси çинчен» саккунне пăснисен йышĕнче ял хуçалăх организацийĕсем те пур иккен. Темиçе тĕрлĕ чире, çав шутра кăмпа чирне, пула аптăраççĕ. Вĕсенчен пĕри — шурă пăнтăх — 40-45% йышăнать. Вăл ернĕ вăрлăхран шăтнă калча начар хĕл каçать, çуркунне пĕтме пултарать. Иртнĕ çул тĕрĕсленĕ кĕрхи тулă вăрлăхне шурă пăнтăх — 45%, альтернариоз — 11%, гельминтоспориоз, ытти чир сиенленĕ, апла пулин те чылай хуçалăхра вĕсене тивĕçлĕ препаратсемпе хӳтермесĕрех акса хăварнă.

Çурхи тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕнче те чир пайтах. Мĕншĕн? Сăлтавне хуçалăхсенчех шырамалла. Чылайăшĕнче тырра алласа хывăх-хылчăкран, арпаран, тăпраран тасатмасăрах кĕлете кĕртеççĕ. Ăшăра çак хутăш нӳрĕкпе хĕрсе кăвакарать, вăрлăх шăтаслăхĕ пĕчĕкленет, тĕлĕ-тĕлĕпе çĕрет. Тырра Çĕнĕ çул уявĕ хыççăн кăна аллама тытăнаççĕ. «Ăна кĕлете кĕркуннех çӳп-çапран лайăх тасатса кĕртмелле, — терĕ Ольга Белова. — Çурхисен вăрлăхне кăмпа чирĕсем — гельминтоспориоз, бактериоз, альтернариоз, фузариоз — сиенлеççĕ. Йывăр чирлĕ тырра акма çеç мар, çиме-çитерме те юрамасть, вăл аксан та шăтмасть. Эпир тĕрĕсленĕ 15 пин тонна çурхи туллăн — 68,9% /пĕлтĕр — 69,7%/, 12,9 пин тонна урпан — 75% /иртнĕ çул — 66,6%/, 1,4 пин тонна сĕллĕн 60,6% /пĕлтĕр — 61,3%/ инфекци тупрăмăр. Тĕпченĕ 1,3 пин тонна пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕнче те пăнтăх кăмпи, альтернариоз, бактериоз инфекцийĕ, аскохитоз, антракноз тупса палăртнă. Вĕсем кăçал пĕлтĕрхинчен ытларах сарăлнă».

Специалистсем вăрлăхра чир-чĕр алхаснин сăлтавне вăл е ку лаптăкра тырă хыççăн тырă тата çĕре пачах сухаламасăр акса е çиелтен çеç кăпкалатса çырлахнипе те ăнлантараççĕ. Культурăсен акакан-лартакан вырăнĕсене çуллен улăштарма, «нуль технологийĕпе» усă курса продукци туса илекенсене тăпрари амак инфекцине пĕтерес тĕллевпе темиçе çултан та пулин тарăн сухалама сĕнеççĕ. Вара вăл çĕр айĕнче пăчланнăран хĕл каçаймасть. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Ют преступниксем чикĕ леш енче те кирлĕ мар – хăйсен те çителĕклĕ

Полици майорĕн Максим Покровскин ĕç пӳлĕмĕнче тĕнчен пысăк географи картти çакăнса тăни ăнсăртран мар. Планета çинчи вун-вун патшалăха пĕрлештерекен тытăмăн — çĕршывсен хушшинчи уголовлă полици организацийĕн — представителĕ вĕт, тĕнче, мĕнле калас, куç умĕнче пулмалла. Вăл – Интерполăн Наци тĕп бюровĕн Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствинчи ушкăнĕн оперуполномоченнăйĕ. Çак ушкăн ĕçĕ, паллах, хăйне евĕрлĕ — Максим Сергеевичран служба çинчен ыйтса пĕлтĕмĕр.

Испани те — курорт мар

Наци тĕп бюровĕн ĕçне Интерпол енĕпе информаципе тивĕçтерессине йĕркелемелли инструкци, 2006 çулта çирĕплетнĕскер, никĕслет. Унпа килĕшӳллĕн право хуралĕн мĕн пур органĕ — Федерацин хăрушсăрлăх службинчен тытăнса Айăплава пурнăçлакан служба таран — ют çĕршывсемпе çыхăннă ĕçе ШĔМ тытăмĕнчи çак ушкăн урлă пурнăçлать. Çапла майпа Максим Покровскипе унăн ĕçтешĕн /Чăваш Ен ШĔМĕнче НЦБ ушкăнĕнче вĕсем иккĕн кăна/ тивĕçĕсем анлă: хыпарсăр çухалнисемпе преступниксене кăна мар, вăрланă пурлăха, çав шутра машинăсене те шырама тивет.

Сăмах май, паян Чăваш Енĕн право хуралĕн органĕсем тĕнчипех шыракан çынсен шучĕ 21-пе танлашать, вĕсенчен пĕри кăна — хыпарсăр çухалнăскер, ытти 20-шĕ — преступниксем. Тĕнче тем пек аслă пулнине пăхмасăр çулсем иртсен те преступниксене тупаççех. Юлашки тĕслĕхсенчен пĕри — федерацин «Атăл» автомобиль çулĕн Чăваш Енри управленийĕн ертӳçи пулнă Сергей Гаврилова тупни, ют çĕршывран илсе килни. Чылай çул каяллах хăйĕн пирки пуçарнă уголовлă ĕçпе приговор итлес темесĕр çухалнăскере, пĕтĕм тĕнчери шыравра пулнăскере 2019 çулта Испанире тупнă, нумаях пулмасть çак çĕршыв ăна экстрадициленĕ.

Тĕнчери шырава ăна Федерацин айăплава пурнăçлакан служби панă, мĕншĕн тесен вăл суда пыман. Шырава памашкăн вара, ăнлантарать Максим Покровский, условисем пулмалла: çын тĕлĕшпе айăплав тăратмалла, судăн хупса хумалли чару мерине палăртмалла. Интерпол урлă шырав пуçарасси Генпрокуратура ирĕк панипе никĕсленмелле. Тивĕçлĕ условисене пăхăнсан НЦБ материалсене Интерполăн генеральнăй секретариатне парать, унтан мĕн пур çĕршыва тивĕçлĕ циркуляр яраççĕ — шырав пуçланать. Çын пĕр-пĕр çĕршывра тупăнсан çак хыпар НЦБ урлă региона килет, Интерполăн вырăнти ушкăнĕ информацие шырав пуçаруçине, прокуратурăна пĕлтерет. Генпрокуратура преступнике тавăрса пама ыйтать, лерен çынна хăçан тавăрасси пирки пĕлтерсе хурал йĕркелеме сĕнеççĕ.

Гаврилов Испанире 2019 çулта «тупăннă», унтан çакăн çинчен Раççее евитленĕ. Суд ун тĕлĕшпе куçса çӳрес енĕпе чарусем палăртнă, килте тĕрĕслесе тăмалла тунă. Анчах вăл унта та право хуралĕн органĕсенчен пытанас тенĕ. «Çакă та ăна Раççее экстрадицилемелли сăлтав пулчĕ-тĕр», — тавçăрать Максим Сергеевич.

Час-часах çапла та пулать: шыраври преступниксем чикĕ леш енче пулнă май хăйсене Тăван çĕршыва тавăрса парасран сыхланса çăхавсем çыраççĕ — хăйсен çĕршывĕсенче вĕсене политика сăлтавĕсемпе йĕрлеççĕ имĕш. Гаврилов тĕслĕхĕ — «тап-таса экономика»: сăмах çулсем тумалли, ытти укçана вăрлани, пысăк сиен пирки пырать. Гаврилов çакна хăй те ăнланать ĕнтĕ, сăлтавсăр йĕрлени пирки çăхав-ыйту çырман. Сăмах май, çак çулсенче вăл сăнран питĕ вăйлă улшăннине Интерполăн НЦБ ушкăнĕнче те палăртаççĕ. Унчченхи тата хальхи сăн ӳкерчĕксем — палламалла мар тĕрлĕ сăн: ватăлнă, таркăншăн Испани курорт вырăнĕнче пулманни куçкĕрет. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Разведчиксен шăпипе интересленет

Вăрмар районĕнчи Арапуçри 92 çула пуснă Лилия Беловăн хĕр чухнехи хушамачĕ Бойкова пурнăçĕ — тĕлĕнмелле пуян. Çав вăхăтрах вăл питĕ йывăр килсе тухнă. Çичĕ çулта чухнех амăшĕсĕр тăрса юлнă — мăнтарăн хĕрарăм Вăрмарта пуйăс айне пулса вилнĕ. Романтик пулнă ахăр: хĕрĕсене питĕ илемлĕ ятсем — Лилия тата Роза — панă. Хăй те яштака та хитре, питĕ тирпейлĕ хĕрарăм пулнă.

Телейсĕр ачалăх

Лилийăна кăна мар, тепĕр виçĕ ачине те — кĕçĕнни ултă уйăхра çеç пулнă — тăлăха хăварнă. Ашшĕ Михаил Бойков, партин Вăрмар райкомĕн секретарĕ, çак инкек хыççăн ывăлĕсемпе хĕрĕсене тăхăр çул пĕчченех çитĕнтернĕ. Вăл ĕçре чухне шăпăрлансем патне пĕр ватă хĕрарăм пырса тăнă-ха. Лилия тăххăрмĕш класра вĕреннĕ чухне кăна çĕнĕ амăшĕ тупăннă. Вара тата икĕ йăмăкĕ çут тĕнчене килнĕ. Тăван мар амăшĕнчен çуралнă ачисенчен Галина Михайловна тăван ялĕнчех пурăнать, Альбина Михайловна — Шупашкарта. Чи çывăх тăванĕсенчен Лилия Белова хăй кăна юлнă. Шăллĕне Геннадие кăçалхи нарăс уйăхĕнче юлашки çула ăсатнă. Юратнă йăмăкĕ Роза 15 çултах çĕре кĕнĕ.

Лилия мĕн пĕчĕкрен ĕç çумĕнче пулнă. Çемье Вăрмарта хваттерте пурăннă, урай, кĕпе-йĕм çăвасси, апат пĕçересси, кĕçĕннисене асăрхаса тăрасси аслă хĕрĕн тивĕçĕ шутланнă. Вăрçă çулĕсене аса илсен ватă çыннăн куçĕ шывланчĕ. Ашшĕ, райком секретарĕ пулнипе танах, политпая та ертсе пынă. «Ирхине тăраттăмăр — атте çукчĕ, çывăрма выртаттăмăр — вăл ĕçрен таврăнманччĕ, — аса илчĕ Лилия Михайловна. — Каникул вăхăтĕнче Арапуçа асаттепе асанне патне килеттĕмĕр. Вĕсем ахаль çынсемччĕ, колхозра ĕçлетчĕç. Пире те, вĕтĕр-шакăра, мĕн пĕчĕкрен хуçалăх ĕçне явăçтарчĕç. Тырă та вырнă, авăн та çапнă. Асанне пире ирхи тăваттăрах вăрататчĕ. Эпир ана вĕçне çитеттĕмĕр те лараттăмăр, шала кĕме хăраттăмăр, вăрçа каясран тарса çӳрекенсем унта пытанса пурăнаççĕ текен сас-хура çӳретчĕ ун чухне. Палланă çын килнине курсан Генăпа вырма пуçлаттăмăр. Розăна пучах пуçтарттараттăмăр. Пĕчĕкскер ывăнатчĕ: «Çурăм ыратать», — тесе макăратчĕ. Асатте ватăччĕ ĕнтĕ. Тепĕр чухне вăл та кăштăртатса пыратчĕ пирĕнпе. Асатте кĕлтесене питĕ тирпейлĕ купалатчĕ, пурин те пулмастчĕ çакă. Пире те вĕрентетчĕ. Молотилкăпа çапнă вăхăтра питĕ ывăнаттăмăр, ун пек чухне: «Паян каçхине ларма тухмастпăр, ирех выртса çывăратпăр», — теттĕмĕр. Киле çитеттĕмĕр те шыва кĕреттĕмĕр, апат çиеттĕмĕр те каллех урама чупса тухаттăмăр. Çамрăк пулнă, вăйă картине туртăннă ĕнтĕ. Пурнăç, тем пек йывăр пулсан та, юрлаттарнă та, ташлаттарнă та. Вăрçă çулĕсенче вĕренӳ çулĕ юпа уйăхĕнче пуçланатчĕ. Унтан учительсем хуçалăхсене пулăшма илсе каятчĕç. Эпир ытларах Чупай ялĕнче ĕçлеттĕмĕр, «Дружба» колхозăн çĕр улмине кăларнине астăватăп. Кăнтăрла вĕри сĕт ĕçтеретчĕç. Çав саманта питĕ кĕтеттĕмĕр. Килте те темех пулман, çĕр улми çăкăрĕ çисе пурăннă. Выçă пулман ĕнтĕ, çавă паха. Тĕттĕм пуличченех ĕçлеттеретчĕç. Вăрçă хыççăн виçĕ-тăватă çултан аттене партин Елчĕк райкомне куçарчĕç, ял хуçалăх пайне ертсе пыма шанчĕç. Унта мана илсе каймарĕç, Арапуçра асаттепе асаннене пăхма хăварчĕç». <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   


Çынна хаклани кирлĕ паян

Валентина Тарават Игнатьева поэт, писатель, педагог Чĕмпĕр облаçĕнчи Чăнлă районĕн центрĕнче Аслă Нагаткинра 30 çул ытла пурăнать. Валентина Николаевна пирки тата çакна хушса каламалла: вăл — РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Ульяновск облаçĕн тата Чăнлă районĕн хисеплĕ гражданинĕ. 2007 çулта унăн ячĕ Ульяновск облаçĕн Ылтăн кĕнекине кĕнĕ. Валентина Тарават çинчен «Лучшие люди России» энциклопедире те вуласа пĕлме пулать.

- Валентина Николаевна, эпĕ пĕлнĕ тăрăх, эсир çут тĕнчене Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Турхан Упире килнĕ. Йăнăшмастăп-и?

— Тĕрĕс. Питĕ илемлĕ тата паллă хутлăхра çуралса ӳснĕ эпĕ. Кунта тăван литературăра тарăн йĕр хăварнă Георгий Тал-Мăрса, Александр Кăлкан çыравçăсем вĕреннĕ, СССР авиаци промышленноçĕн министрĕ пулнă, Социализм Ĕçĕн Геройĕ ята икĕ хутчен тивĕçнĕ Петр Дементьев генерал-полковник çуралса ӳснĕ.

— Сирĕн çемье пирки «мусăкçăсен пĕрлĕхĕ» тесен те йăнăш мар. Кил-йышĕпех кĕвĕ-çемĕпе туслă. Ахальтен мар ĕнтĕ хĕр чухнехи хушаматăр та — Музыкантова.

— Атте шкул директорĕнче ĕçленĕ май пĕлӳ çуртĕнчех пурăнаттăмăр. Астăватăп: атте шкулти пысăк тăхтав вăхăтĕнче киле пыратчĕ. Эпир ăна шăллăмпа Кольăпа кĕтсе тăраттăмăр. Шкула çӳремен-ха ун чухне. Анне иксĕмĕре те хура сатинран шăлавар çĕлесе панăччĕ, вĕçĕсене тĕрленĕччĕ. Эпир хамăра артистсем пек туйса ура хуçса ташлаттăмăр. «Шумовăй оркестра ярар-ха», — тетчĕ атте алне тимĕр кашăксем тытса. Асанне питлĕх çапатчĕ, анне /килте пулсан/ алюмини кастрюль хупписемпе шăнкăртаттаратчĕ. Манăн асатте те, мăн асатте те кĕвве-çемме çывăх пулнă: лайăх юрланă, ташланă, сĕрме купăс каланă. Пире Музыкантов хушамат мăн асаттерен куçнă. Анне енчисем ал ăстисем пулнă. Атте операци хыççăн çĕре кĕчĕ. Анне сакăр ачипе юлчĕ, вăл ун чухне 42-реччĕ. Чаплă çĕвĕç пулнипе пире ура çине тăратма пултарчĕ, майра кĕпинчен пуçласа пальто, атă-пушмак таранах çĕлетчĕ. Ун патне кӳршĕ ялсенчен те саккас пама килетчĕç.

— Эсир профессипе — медицина ĕçченĕ те, педагог та. Хăшĕ сирĕншĕн çывăхрах?

— Тăхăр класс хыççăн Пăвари медицина училищинче пĕлӳ илтĕм, ун хыççăн — Чĕмпĕрти педагогика институчĕн историпе филологи факультетĕнче. Çапла майпа кун-çулăма медицинăпа та, культурăпа та çыхăнтарса пытăм. Çапах Турă пӳрнипе хама яланах пултарулăхра курса тăтăм, 100 ытла юрă çырса кĕвĕлерĕм. Вырăс хорĕсен солистки пултăм. Тивĕçлĕ канăва кайиччен виçĕ ансамбль йĕркелесе ертсе пытăм. 1989 çулта Аслă Нагаткин шкулĕнче вĕренекен, вырăсла калаçакан чăваш ачисенчен «Шăпчăк» ансамбль йĕркелерĕм. Ку облаçри тĕрлĕ наци ачисен пĕрремĕш ансамблĕ пулчĕ. Ансамбль «кăтартуллă коллектив» ята тивĕçрĕ. Хутшăннă мĕн пур конкурсран çĕнтерӳпе таврăнтăмăр. <...>

Надежда СМИРНОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.