«Акатуй»
Çĕнĕ ĕмĕрте ĕçпе юрă уявне паллă тăвакансене сăнланă картина, Интернетри сайтсенчен пĕринче ăнсăртран куç умне сиксе тухнăскер, кăмăла кайрĕ. Шел те, унта ăна кам тата хăçан ÿкернине палăртман. Çакна питĕ пĕлес килет.
В.АФАНАСЬЕВ.
Вăрнар районĕ.
"Акатуй" картина - чăваш ÿнер искусствин произведенийĕ, Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн харпăрлăхĕ. Ăна Ю.Зайцев 1934-1935 çулсенче ÿкернĕ.
Чăваш халăхĕ çурхи ака ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн авалтан Акатуй ирттернĕ. Художник хăйĕн ĕçĕнче колхозсем йĕркеленнĕ хыççăн çĕр ĕçченĕн пурнăçне пырса кĕнĕ çĕнĕ йăла-йĕркене тĕпе хунă. Живописец ĕçпе юрă уявĕ хĕрсе пынă саманта сăнланă. Çакна малта хавасланса ташлакан шурă çÿçлĕ мучипе çамрăк чăваш хĕрĕ çирĕплетеççĕ. Вĕсен савăнăçĕ ыттисене те ярса илнĕ. Çапла майпа автор колхозниксен ырă кăмăл-туйăмне, савăнăçне, ĕçе ăнăçлă вĕçленипе хăпартланнине кăтартса парать.
Чуна парса çырнă картина çынсем çутă малашлăха шаннине ĕнентерет. Çĕр ĕçченĕн кăмăл-туйăмне тĕссен пĕр кĕвĕлĕхĕ, çутă хĕвел пайăркисем т.ыт.те аван уçса параççĕ.
Совет тапхăрĕнчи колхозниксен уявĕсен темисемпе çавăн пекех С.Герасимов тата А.Пластов 1937 çулсенче ăнăçлă ĕçленĕ. Ю.Зайцев ÿнерçĕ те çак темăна искусствăра чи малтан çĕклекенсен йышĕнче.