Тăван Атăл, 3 №, пуш, 2021 çул
Владимир САДАЙ çинчен
Ĕçченччĕ вăл, тÿсĕмлĕччĕ, талантлăччĕ
Питĕ çывăх пĕлнĕ эпĕ ăна, манăн чи малтан паллашнă чăваш писателĕ, вĕрентекенĕмччĕ — асрах-ха. Паллашасси çапла пулчĕ.
1949 çулхи пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче эпĕ, вун çичĕ çула кайнă çамрăк, районти «Пĕрлешӳллĕ ĕç» хаçата лекрĕм. Ĕç кĕнекинче çапла палăртса çырнă: «секретарь ĕçне вĕренекенĕ». Шкулта вĕренме пăрахсах ĕçе кӳлĕнме ĕмĕтленнин сăлтавĕ — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăнхи йывăр пурнăç, чирлĕ аннене пăртак та пулин усă кӳме шутлани. Эпĕ, унччен икĕ çул маларах çеç çав хаçатра хамăн малтанхи сăвва пичетленĕскер, унта ялти тата шкулти хыпарсене ярсах тăраттăм, пичетленетчĕç вĕсем. Çапах та манăн «эксперимент» ăнмарĕ: виçĕ эрне пĕр вырăс карчăкĕ патĕнче хваттерте тертленсе пурăннă хыççăн каялла киле, яла таврăнма тиврĕ. Редакци ĕçне те туллин хăнăхаймарăм: хаçатри мĕн пур жанрлă материалсене йĕркелесе, пĕтĕм лава пĕччен тенĕ пек туртса пыма манăн хевте çитейменех ĕнтĕ ун чухне. Редакцире вара шăпах çавнашкал çын кирлĕ пулнă та. Çапах та эпĕ, хаçат мĕнле çуралнине курнăскер, «макет», «подвал», «окно», «шапка» т.ыт. сăмахсене ăнланнăччĕ. Варсенчи çурхи шыва пута-пута киле иккĕмĕш кунне çуранах аран-аран çитсе ӳкрĕм. Анне, эпĕ кĕтмен çĕртен алăк уçса кĕнине курсан, куççуль кăлармасăр та тӳсеймерĕ.
— Юрĕ. Пурăнкалăпăр-ха. Кĕркунне вĕренме кайăн, — терĕ вăл манăн одиссейăна итлесе пĕтернĕ хыççăн шеллесе. Çу кунĕсенче «Пĕрлешӳллĕ ĕç» хаçатра «Вл. Садай» псевдоним курăнса кайрĕ. Ячĕ ку маншăн çĕнех пулман-ха. Ăна эпĕ вăрçă çулĕсенчех, уйрăмах вăрçă хыççăн, чăвашла çеç мар, вырăсла тухса тăракан райхаçат страницисенче те сайра хутра куркаланăччĕ. Аялта çыраканĕн тĕлне палăртса «Каша ялĕ» тетчĕ автор. Кунхинче В.Садай çырнисем кашни номерте тенĕ пекех тухма пуçларĕç: очерксем, сăвăсем, калавсем, тепĕр чух ахаль корреспонденцисем те. Эпĕ, халь ĕнтĕ хаçат жанрĕсене пăртак тĕшмĕртекенскер, редакцие çĕнĕ çын килнине тӳрех чухларăм. Пурне те чĕрĕ, хитре чĕлхепе çырать автор. Писатель япалисем çеç мар илĕртеççĕ вулакансене, пĕтĕм хаçат сăнĕ улшăнчĕ.
Акă эпĕ редакцире. Алăк уçсанах — вырăс редакцийĕ. Унти палланă çынсене сывлăх сунса чăваш пӳлĕмне иртетĕп. Владимир Леонтьевич — сĕтел хушшинче, çырусем ăшне путнă. Вăл эпĕ нумаях пулмасть ларнă сĕтел хушшинчех тăрмăшать. Çап-çамрăк та хитре пит-куçлă çын ларать ман умра. Пысăк хул-çурăмлăскер. Шупка хăмăр костюмпа. Шурă кĕпепе. Вăл мана тӳрех палласа илчĕ пулас. Эпĕ те, паллах.
— Эпĕ Садай пулатăп—ха, — терĕ вăл алла çемçен чăмăртаса. Алли унăн, чăнах та, хĕрарăм алли пек çемçе. Хăй те хĕр пек вăтанса пуçне усать. Калаçма эпĕ те ăстах мар. Майĕпен çавах сăмах хăй картине ларать. Çамрăк писателĕн «Ялав» журналта «Вăл парăнман» ятлă пысăк калавĕ пичетленсе тухнă-ха. Вуланă та эпĕ ăна. Ку вăл 1948 çулхи юпа уйăхĕнчи номерччĕ пулас. Тин çеç акă «Ялаврах» «Геройсем» ятлă пĕчĕк калавĕ тухнă. Хăй каланă тăрăх, часах «Акăшкӳл» калавĕ çапăнмалла. Райхаçатра вăл «Тĕлпулу» ятпа икĕ «подвалта» пичетленнĕччĕ.
— Мана çулталăкне пĕрер калав кăларса пырсан çитет, — тет вăл вĕсем пирки.
Сĕтелĕ çинче çĕнĕ ал çырăвĕ выртать. Тĕрленчĕç. «Корейăра» ятлă. Кайран вăл та хаçатра çапăнса тухрĕ. Теми кирлĕскер. Ун чухне шăп та шай Корея вăрçи хĕрсе кайнă. Владимир Леонтьевич çарта чухне унта пулнă та вулакансене каласа кăтартмалли çук мар ĕнтĕ унăн.
Садай эпĕ тин çеç илсе килнĕ калава вуласа тухрĕ. Халиччен калав таврашĕ çырса курман-ха. Ку — малтанхи ăнтăлав.
1951 çулта «Тăван Атăл» альманахăн пĕрремĕш номерĕнче /Журнал 90 çул тултарнă кунсенче кун пек хыпара пĕлме уйрăмах кăмăллă! — Ред./ «Летчиксем» романĕ çапăнса тухсан пирĕн Садай яланлăхах Шупашкара куçса кайрĕ. Кун умĕн эпĕ унпа редакцире тепĕр хут тĕл пулнăччĕ. Çак хушăра вăл авланма та ĕлкĕрнĕ иккен. Мăшăрĕ — Кашапа кӳршĕллĕ Кунтикав хĕрĕ. Ăна Луиза Тимофеевна тесе чĕнеççĕ. Çĕнĕ çынсем тин çеç Ульяновскран таврăннă та хаваслăн кулса калаçаççĕ. Мана Садай тӳрех хут пакетран пиçсе çитнĕ чие çырли ывăçласа илсе сăйларĕ. Хушшăмăрсем пирĕн ултă çул ытларах çеç пулин те Владимир Садай манран калама çук çӳлте тăнă. Пĕвĕпе çеç мар, ăсталăхĕпе те. «Тимĕр тете» тесе чĕнеттĕм эпĕ ăна. Халĕ акă вăл калавсен çеç мар, чаплă роман авторĕ те. Ĕçлессе пирĕн хаçатра вăрахах ĕçлемерĕ /мĕн вăл икĕ çул!/, çавах та ку тапхăр маншăн калама çук пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Кунта çакна та палăртса хăвармалла. В.Садай килсен пăртакран хаçатăн малтанхи редакторне М.И.Нюдеева колхоз председательне куçарчĕç, кун хыççăн Владимир Леонтьевич хаçата «редакторшăн» тесе алă пусса кăларма пуçларĕ. Биографийĕнче ăна яланах «редакторпа ĕçленĕ» тесе асăнаççĕ. «Садай шкулĕ» мана пултарулăх ĕçĕнче çĕнĕ пусăма çĕкленме пулăшрĕ. Эпĕ çырас ĕçри чи кирлине тавçăрса илтĕм, никĕсĕ тĕпленчĕ темелле. Малта çĕнĕ «шкулсем» кĕтнĕ-ха: С.Есенин сăввисемпе чи малтанхи хут паллашни, П.Хусанкай, Я.Ухсай, С.Шавлы шкулĕсем... <...>
Анатолий ЮМАН.
♦ ♦ ♦
ЛИТЕРАТУРА. САМАНА. ÇЫРАВÇĂ
Владимир СТЕПАНОВ: "Мифологисĕр культура çук"
Мĕн вуласшăн паянхи çамрăк? Хальхи чăваш литературинче пур-и ăна тивĕçтерекен хайлавсем? Тен, çакăн пирки калаçмалла чи малтанах? Çамрăксем вуламаççĕ тени те тĕрĕсех мар, апла пулсан вĕсем мĕншĕн черет тăрса Гарри Поттер çинчен, «Властелин колец», «Хроники Нарнии» йышши кĕнекесене кăмăллаççĕ? Вĕсене фантастика, фэнтези жанрĕсем çывăх пек пулса тухать. Çак ыйтăва эпир чăваш литературинче фэнтези жанрĕпе тухăçлă ĕçлекен Владимир Степанов çыравçăпа тишкертĕмĕр.
— Чăваш литературинче фантастика, фэнтези кирлех-ши?
— Чăваш хайлавĕсене аслă ӳсĕмри çынсем ытларах вулаççĕ. Вĕсене вара çак жанрсем питех илĕртмеççĕ. Çакна кура фэнтези, фантастика хайлавĕсем чăвашла вулаканшăн «тăван» мар пек килсе тухаççĕ. Паллах, ĕç-пуç чăннипе урăхларах: çак жанрсем кашни ӳсĕмри вулаканах кирлĕ. Çакнашкал хайлавсем шухăшлава, ăс-тăна уйрăмах аталантараççĕ.
Паян эпир ачасене чăвашла мĕн пĕчĕкрен кăткăс мар чĕлхепе вĕрентетпĕр — виçĕ сăмахран тăракан ансат предложенисем вулаттаратпăр. Çав вăхăтрах математикăпа мĕн кăна памастпăр? Ăнланаççĕ-и çав кăткăс материала ачасем – çак ыйту питех хумхантармасть, хăратмасть, математикăна чухлаççĕ тенипех çырлахать общество. Мĕншĕн тесен нумайăшне шкул пĕтерсен математика ним тума та кирлĕ мар.
Çав вăхăтрах вара малалла мĕнле утăм тумаллине кашни çыннăн яланах татса памалла. Тĕрлĕ лару-тăрура тĕрĕс шухăш йышăнма, темиçе сукмакран кирлĕ çул-йĕре суйласа илме шăпах илемлĕ литература лайăх вĕрентет. Унăн социаллăхĕ питĕ пысăк та анлă. Фантастика, фэнтези хайлавĕсен тытăмĕ вара традициллĕ литературăпа танлаштарсан тата кăткăсрах. Çавна кура çак жанрсенче ансат чĕлхепе усă курма май та çук.
Паян этемлĕх технологи тĕнчинче пурăнать, пур çĕрте те математика пуç пулса тăрать тесе шутлатпăр темшĕн. Компьютер, телефон кнопкисене пусма математика кирлĕ мар, çав тӳмесене пулах айванланса каятпăр. Ăсра арифметика задачисене те шутлаймастпăр, астăвăм та кĕскелнĕçем кĕскелет. Ахальтен мар этемĕн пуç мими пĕчĕкленсех пырать, эпир сĕм авалхи несĕлтен айвантарах, нишлĕрех, вăйсăртарах. Математика наукисен докторне тата авалхи несĕле çын пурăнман утрав çине кайса ярсан вĕсенчен хăшĕ чĕрĕ юлĕччĕ-ши?
Тата тепĕр кăтартăва та шута илмелле: фантастика, фэнтези жанрĕсем пурри тăван литература кăна мар, чăваш халăхĕ те хальхи пурнăçран юлманнине палăртать.
— Анăç тата вырăс литературисенче çак жанр¬сем тарăн тымар янă. Апла вак халăх çыравçисен «нуши» йывăрланать, хайлав илĕртӳлĕхĕ пысăк вырăн йышăнма тытăнать?
— Чăвашла çырнă фантастика, фэнтези хайлавĕсем шайĕпе ытти литературăри тĕслĕхсенчен аяларах пулсан вĕсене вулама кăсăклах мар. Вулаканăн вара чăвашла кăткăсрах шухăшлама вĕренмелле. Фантастикăра, фэнтезире философи питĕ вăйлă – юмахсенчи пекех. Юмах-халапра яланах тарăн шухăш, ахальтен çуралман çак сăмахлăх.
Философи фантастикăра наука тата техника çитĕнĕвĕсемпе таччăн çыхăннă. Жанр этемлĕх, цивилизаци аталанăвне курма тăрăшать, тĕрлĕ модель калăплать. Фэнтезире вара этемлĕх ăс-тăнне, чунне-юнне мифологи ытарлăхĕ-сăнарлăхĕ витĕр кăтартаççĕ. Эпир техника енчен темле мала кайнă пулсан та ăс-тăн енчен ытлашши улшăнман. Библире мĕн каланине ăнланатпăр вĕт, ăна вара темиçе пин çул каялла çырнă. Этем текен чĕр чуна эволюцин питĕ малкай çимĕçĕ тесех калаймăн. Мифологисĕр культура çук – çакна ăнланмалла.
— Чĕлхе пирки калаçăва малалла тăсар-ха. Фантастикăра урăх терминологипе, сăмахсемпе тăтăш усă кураççĕ çыравçăсем. Кулленлĕхри сăмахсемпе усă курса çеç фэнтези е фантастика çыраймастăн, темиçе вунă çуллăх эпир ку енĕпе нимĕн те туман та, халь мĕнле çул-йĕр суйласа илмелле: вырăсларан куçармалла-и, акăлчанларан куçармалла-и терминсене, сăмахсене е хамăрăн авалхи сăмахсене туртса кăлармалла-и?
— Эсĕ асăннă виçĕ çул-йĕрне те йышăнмалла: вырăсларан та куçармалла, акăлчанларан йышăнмалла, хамăрăн авалхи сăмахсемпе те усă курмалла. Тăван чĕлхе пуянлăхне тĕслĕхпе ăнлантарса парар. Фэнтезире «воин» сăмахпа тăтăшах усă кураççĕ, ку жанрта кăраллăх тĕп вырăнсенчен пĕрне йышăнать. «Воин» ăнлавпа чăваш фэнтезийĕнче мĕнле усă курмалла? «Салтак» тесе калаймастăн. Аса илер-ха апла: çуй — вăрçă е ухă, ар – арçын, вăрçакан арçын — çуй-ар /çуйар/ е çуйăç. «Воин» ăнлавăн эквиваленчĕ тупăнчĕ те. Нукер е нӳкер тени те çак пĕлтерĕшлех те-ха, çапах та çуй-ар тени янравлăрах. <...>
Владислав НИКОЛАЕВ калаçтарнă.
♦ ♦ ♦
ТĔПЧЕВ
Паянхи чăваш прозинчи жанр çĕнĕлĕхĕсем
ХХ ĕмĕр вĕçĕнчи тата ХХI ĕмĕр пуçламăшĕнчи чăваш çыравçисем илемлĕ сăмахлăх анинче çĕнĕ философиллĕ çул-йĕрпе эстетикăлла шухăш тата пачах урăхла литература стилĕ шырама пуçланине чылай тĕпчевçĕ асăрханă [7], [5], [3], [9]. Ку пулăм пирĕн илемлĕ сăмахлăхра кăна мар, Уралпа Атăл тăрăхĕнчи ытти халăхăн литературинче те палăрать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенче чăваш прозинче М.Юхма, Л.Таллеров, Н.Петровская, Х.Агивер, Н.Максимов, Е.Лисина, Ю.Силэм, С.Павлов, А.Павловская, Б.Чиндыков, А.Тарасов, Г.Максимов, Л.Сачкова, У.Эльмен т.ыт.те ĕçлеççĕ, каярах тата В.Степанов, А.Хмыт, Н.Ильина, Е.Нарпи, М.Карягина, Ю.Сан, А.Мышкина, Р.Прокопьева, О.Васильева çырнисем пичетленме тытăнаççĕ. Шăп çак тапхăрта чăваш прозинче малтанхи ăрури писательсенчен çĕнĕлле шухăшланипе уйрăлса тăраканнисем курăнма пуçлаççĕ. Çапла чăваш литератури çĕнĕ шухăшпа, çĕнĕ сăнарсемпе тата геройсемпе пуянланать. Çавăн пекех ХХI ĕмĕр пуçламăшĕнче чăваш литературине çĕнĕ жанрсем те хушăнаççĕ, унччен пит тухăçлах усă курман жанрсем те каллех хута каяççĕ.
Акă, калăпăр, тĕнче литературинче самай палăрнă этнофэнтези жанрĕ – паянхи чăваш прозинче халиччен пулманни. Ку жанра хапăлласа чăваш прозаикĕ Владимир Степанов «Пихампар йытти» /1999/, «Тенкри хĕçĕ» /2015/ этнофэнтези-романсем çырчĕ. Калас пулать, В.Степанов питĕ хăйне евĕрлĕ çыравçă. Литературăна 1980-мĕш çулсен вĕçĕнчех кĕнĕскерĕн пултарулăх çӳпçинче мистикăллă, мистикăлла-эротикăллă, фантастикăллă жанр тĕсĕсем пуррине В.В.Никифорова литературовед та асăнать [2, 351 с]. ХХI ĕмĕр пуçламăшĕнче çыравçă чăваш вулаканне этнофэнтези жанрне сĕнет. «Фэнтези как вид постмодернистской литературы отличается от традиционной фантастики тем, что вымышленная ситуация выдается в ней за реальную и воспринимается как реальная. Приставка этно — очерчивает основной объект изображения» [2, 352 с]. «Тенкри хĕçĕ» этнофентези-романра автор çĕр-планетăна усал-тĕсел ярса илессинчен хӳтĕленине ӳкерсе кăтартать. «В.Степанов пытается понять загадку своего народа, его духа, реконструируя древние мифологические пласты и древнюю его историю с сегодняшней точки зрения», – палăртать В.В.Никифорова [2, 352 с]. Автор хайлавра сăнарласа паракан талккăшлăха чăваш хутлăхĕнче кăна мар, тĕнче шайĕнче кăтартать, çавна май произведенире чăваш мифологийĕн сăнарĕсем çеç мар, тĕнче мифологийĕнчен килнисем те туллиех пулнине асăнмалла – авалхи тĕрĕксен, авалхи грексен, индеецсен, иран халăхĕсен т.ыт.те. В.В.Никифорова тĕпчевçĕ çыравçăн çак хăйне евĕрлĕхне палăртса писатель тĕнче литературинчен килекен илемлĕхсемпе ăнăçлă усă курнине калать. «Мышление писателя интертекстуально», – тет вăл [2, 352 с]. «Тенкри хĕçĕ» роман авторĕн шухăшĕпе, çынсен хушшинче пулса иртекен ĕç-пуç пурте пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă: иртни те, хальхи те, пуласси те. Пирĕн тĕнче те нумай енлĕ, вăл параллельлĕ тĕнчесенчен тăрать иккен, унта çĕр-анне кăна мар, çĕр-кукамай та пур. Çак параллельлĕ тĕнчесенчи пулăмсем те пĕр-пĕринчен килеççĕ имĕш. Калăпăр, ку çĕр çинче вилнĕ çын чунĕ тепĕр параллельлĕ тĕнчене куçса унта пурăнма пуçлать-мĕн, çавăнпа та автор вилĕм çине те шиклĕ туйăмпа пăхмасть. Автор ырăпа усала хире-хирĕç тăратса ку тĕнчере нимĕн те ахаль пĕтменни, йăлтах кĕвĕленсе-çавăрăнса пырса тепĕр çаврара каллех çĕнĕрен пуçланни пирки шухăшлать. Паллах, çак çĕнелӳ этем ӳчĕ-кĕлеткинче çеç мар, халăхăн ăс-хакăлĕнче те пулса иртессе чунтанах шанать В.Степанов романçă. Çапла вара «Тенкри хĕçĕ» роман мифологиллĕ никĕс çинче аталанать пулсан та уншăн философиллĕ шухăшлав та ют мар.
Паянхи чăваш прозишĕн документлă повесть те — çĕнĕ жанр, анчах вăл пирĕн литературăшăн ĕлĕкренех питĕ çывăх пулнине те палăртса хăвармалла. Чăвашсен çыруллă сăмахлăхĕ аталанса кайнă тапхăртах Никита Бичурин, Ермий Рожанский, Спиридон Янтуш тата ытти çутлăхçăсем те пурнăçра чăн пулни çине таянса хайлавсем чылай çырнă, анчах вĕсен произведенийĕсене жанр енчен очерк е тĕрленчĕк тесе хакланă. Каярахри литературăра вара автобиографиллĕ повеç жанрĕсем курăнма пуçлаççĕ /Трубина Мархви, Хумма Çеменĕ, Алексей Талвир т.ыт.те/.
Паянхи чăваш çыравçи Римма Прокопьева хайланă «Сар хĕвел хĕрелсен» произведенин жанрне те документлă повесть тесе палăртнă. Ку хайлав аслă ӳсĕмри ачасем валли чăвашла çырнă произведенисен конкурсĕнче 2017 çулта мала тухнă. Повеçĕн ячĕ те ытарлă, халăхăн тĕнче курăмĕпе çыхăннă. Чăвашсем мĕн авалтанах çут çанталăк паллисене сăнама юратнă. Калăпăр, хĕвел шурă тухсан çав кун уяр пулать, е хĕвел анăç хĕрелсен ыр çанталăк пăсăлать тенĕ. Хĕвел вара пирĕн мăн асаттесемшĕн Турă вырăнĕнчех пулнă. Унсăрăн епле-ха: çӳл тӳпери çак вут çăмха пурне те пĕлсе-курса тăрать мар-и? Апла пулин те ун хĕрӳлĕхĕ кашнинех – ыррине те, усаллине те пĕрешкел тивет. Турă юратăвĕ пекех... Тен, çавăнпах чăваш литературинче те хĕвел сăнарĕ пысăк вырăн йышăнать. Кун пирки тĕпчесе çырнă статьясем те пур пирĕн [8]. «Сар хĕвел хĕрелсен» повеçри Праски те «тĕнче намăсне курнипе сар хĕвел те хĕрелет» тенине хăй ӳснĕ чăваш ялĕнче пĕрре мар илтнĕ. «Чăнах та, кун каçа мĕн кăна курмасть-ши сар хĕвел? Тен, çавăнпа яланах тенĕ пек хĕрелсе анать. Çапах та тепĕр кунне ним пулман пек çӳл тӳпене çĕкленет, кашни вĕтĕр-шакăра, пурне те пĕр тан юратса ачашлать», – тесе çырать Р.Прокопьева хĕвел пирки хайлавра [6, с.11]. Çапла вара, хĕвел сăнарĕ геройсен хутшăнăвне тата историри чăн пулнă пулăмсене хакламалли илемлĕ мелсенчен пĕри пулса тăнă. <...>
Елена ЧЕКУШКИНА, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ.
♦ ♦ ♦
ШУХĂШ
Ăçта çухалчĕ очерк
Василий Николаевич ПУШКИН 1953 çулхи раштав уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче çуралнă. Пурнăç çулне Социализмла Ĕç Геройĕ Михаил Степанов ертсе пынă строительство бригадинче Шупашкарта çурт-йĕр хăпартас ĕçре пуçланă. 1972 çулта И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне вĕренме кĕрсе филолог, унтан историк пĕлĕвне илнĕ, чăваш литературин кафедринче ĕçленĕ. Мускаври наци проблемисен вĕрентӳпе тĕпчев институчĕн аспирантуринче педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕн диссертацине хӳтĕленĕ. Санкт-Петербургри инженерипе экономика университечĕн Шупашкарти филиалĕнче профессор, Чăваш Республикин Вĕрентӳ институтĕнче чĕрĕк ĕмĕр кафедра заведующийĕ пулнă, вĕренӳпе методика ĕçне ертсе пыракан проректорта вăй хунă. Вăл тăрăшнипе вĕренӳ кĕнекисен çĕнĕ ăрăвне йĕркеленĕ, хăй те чăваш литературин шкул учебникĕсемпе хрестоматийĕсен 7 кĕнекине хатĕрленĕ [вĕсемпе чăваш шкулĕсемсĕр пуçне вырăс, тутар, ирçе шкулĕсенче те вĕрентеççĕ], вĕренӳ пособийĕсемпе литература тĕпчевĕн ыйтăвĕсемпе 30 ытла кĕнеке çырнă, «Шкулта чăваш литературине вĕрентес стандарт», «Чăваш литературине вĕрентес проблемăсен» авторĕ.
Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. 1992 çултанпа — РФ Писательсен союзĕн членĕ, ЧР Профессионал писательсен союзĕн правлени пайташĕ.
Эпĕ хамăн тишкерӳре «Тăван Атăл» журналта юлашки тапхăрсенче пичетленсе пынă очерксемпе илемлĕ публицистика çинче чарăнса тăрасшăн.
Тӳрех каламалла, çак жанр Совет çĕршывĕ саланнă хыççăн тепĕр темиçе çултанах питĕ чухăнланса юлчĕ, çука юлчĕ тесен те юрать пулĕ. Акă чылайранпа пĕр сиктермесĕр çырăнса илнĕ журналăн пуçтарăнса кайнă кăларăмсенчен пĕрне уçкаласа пăхар-ха. Алла лекнĕ номер 2017 çулхи 9-мĕш пулчĕ. Шанчăкпа уçрăм — анчах та очерк кунта тупаймарăм. Шел! Юрĕ, 10-мĕш номере пăхар. Чĕрере шанчăк пурччĕ-ха, анчах, питех те шел, çийĕнчех сӳнчĕ. Ку кĕрхи кăларăм пулчĕ те, шаннă йăвари кайăкĕ сивĕ хĕлсем умĕн кăнтăралла ăсаннă пулмалла. Шăпчăк мар, пĕр-пĕр чăркăш çерçи пулсан та аптрамастчĕ те. Шел, кайăкне мар, салатса-ватса пĕтернĕ йăва тĕлне те çакланаймарăм. Тĕлĕнмелле! Мĕн пулнă пирĕн илемлĕ литературăна? Мĕншĕн пирĕн çыравçăсем çак илемлĕ те вăр-вар, сăнарлăхпа, тĕпчевлĕхпе, публицистла вĕрилĕхпе, пурнăçпа тан пыракан, вулаканпа чуна уçса калаçма, паянхи пурнăçри пултаруллă çынсемпе хăвăрт паллаштарма вăй çитерекен жанртан сивĕнчĕç? Мĕн ку?! Леонид Агаков калашле, эпир çак жанра хисеплеме пăрахрăмăр-ши е жанра кӳрентеретпĕр-и? «Оскорбление жанра», — тенĕччĕ- и-ха вăл? Паллах, эпĕ ку ӳпкев сăмахне хĕрсерех кайса каларăм пулĕ те-ха, çавах та ĕлĕкрех литература журналĕсенче çеç мар, хаçатсенче те очерк чи хисеплĕ вырăнтаччĕ. Очерк геройĕсем юмахри паттăрсем мар, хамăрпа пĕрлех, юнашар пурăнакан рабочисемпе хресченсемччĕ, учитель, врач, çар çынни, спортсмен, тыр-пул ăсти, наука ĕçченĕ... Паян çав пултаруллă çынсене мĕншĕн асăрхама, курма, вĕсенчен тĕлĕнме, хамăр тĕлĕнсе савăннипе вулакана каласа кăтартма пăрахрăмăр? Мĕнрен килет-ши çакă? Аса илер-ха кĕскен те пулсан чăваш очеркĕн аталану çул-йĕрне: 20-мĕш ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенчех çак çамрăк жанр пĕтĕм чăваш прозин чи çивĕч тĕсĕ пулса тăрать. Хăйĕн 90 çулне палăртнă «Тăван Атăлăн» чи пирвайхи кăларăмĕнчех /вăл «Трактăр» ятпа тухнă/ В.Краснов-Аслин «Тăвалла» романĕн пуçламăшĕпе, Н. Патманăн «Вуплă çинчен» калавĕпе, А. Петоккин «Çирĕм иккĕ» поэмипе, Мĕтри Юманăн калавĕсен ярăмĕпе пĕрлех Илья Думилинăн «Самолетсем» очеркĕ самаях пысăк вырăн йышăннă. Сăмах май тенĕ пек çакна та питĕ палăртса хăварас килет. Журнала никĕслекенсем ун чухнех чăваш литературин анлăлăхне — тĕрлĕ жанрлăхне кăтартма тăрăшнă. Хальхи «Тăван Атăла» хатĕрлекенсен те çакна шута илмеллех. Кашни кăларăмрах çав тĕрлĕлĕх пулмалла.
Чăваш литературинчи çĕнĕ жанр уйрăмах хăвăрттăн та хăватлăн аталанса пырать. Ку, ахăртнех, çапла пулмалла та пулнă. Çĕршывра çĕнĕ пурнăç йĕркеленсе, тĕрекленсе пырать. Халăх çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевсемпе пурăнать. Унта та кунта çĕнĕ фабрика-заводсем йĕркеленеççĕ, çĕнĕ производствăсем уçăлаççĕ. Çĕнĕ геройсем палăрма пуçлаççĕ. Литература пурнăç тĕкĕрĕ пулнă май, паллах, çав çĕнĕлĕхсене, çĕннине кăтартмалла пулнă. Чăваш пролетари писателĕсен 1930 çулта иртнĕ съездĕнче ЧППА ертӳçи Аркадий Золотов ахальтен мар «…чăваш литературин ӳсĕмĕн çӳлерехри сыпăка хăпарса пынин пуçламăшĕнчи литература юхăмĕн историри çĕнĕ тапхăрĕ» пуçланнине палăртать. <...>
Василий ПУШКИН.