«Хыпар» 35 (27768) № 06.04.2021
Ял çыннисен райцентртан киле таксипе çÿреме тивет
Космонавтика ветеранĕ Алексей Албутов Елчĕк тăрăхĕнчи Чăваш Тăрăмне Шупашкартан кайма тухсан малтан райцентра, унтан таксипе тăван ялне çитет. «Общество транспорчĕ çукки ял-йыша, çуралнă вырăна пырса çӳрекенсене пысăк чăрмав кӳрет», — пăшăрханса калаçать вăл.
Тĕрĕссипе, республикăра çавнашкал ялпа поселок питĕ нумай. Çавăнпах çынсен райцентра тухсан та каялла чылай чухне таксипе ларса кайма тивет. ЧР Транспорт министерстви пĕчĕкрех ялсене те маршрутсене кĕрттересшĕн, анчах пассажирсене илсе çӳрекен предпринимательсем тупăш сахал кӳрекеннисене йышăнмаççĕ. Çавна май республикăшăн паянхи кун икĕ ыйту уйрăмах çивĕч. Пĕрремĕшĕнчен, çын сахал пурăнакан ялсене маршрутсене явăçтарса çул çӳреме май туса парасси. Общество транспортне çӳретмесен, тем тесен те, ялсенчи пурнăç майĕпен сӳнет. Иккĕмĕшĕнчен, автотранспорт предприятийĕсен тупăшсăр ĕçлеме юраманнине шута илсе тăкаклă рейссене республика бюджетĕнчен уйăрнă субсидипе саплаштарассине йĕркелесси.
600 ытла автобуса куллен рейса кăларнă «Чăвашавтотранса» панкрута кăларнă хыççăн нумай ял-поселокпа çыхăну татăлчĕ — пассажирсен пысăк пайне çул çӳреме йывăрланчĕ. Патшалăх пред-приятине хăй вăхăтĕнче тăкаклă маршрутсене саплаштарма Чăваш Ен бюджетĕнчен нумай çул субсиди парса тăнă. Кайран федераци саккунĕпе килĕшӳллĕн патшалăх çăмăллăхĕпе усă курнă пассажирсен çул çӳревĕпе çыхăннă тăкакне саплаштарма пăрахрĕç, водителĕсем пассажирсене билет татса памасăр ĕçлерĕç… Çак тата ытти сăлтава пула предприяти панкрута тухрĕ.
«Чăвашавтотранс» маршручĕсене предпринимательсем йышăнчĕç. Вĕсен пĕр пайĕ çĕнĕ автобуссем туянса лару-тăрăва лайăхлатрĕ-ха, анчах нумайăшĕ паянхи кун та киввисемпех усă курать: салонра хĕлле сивĕ, çулла пăчă — кондиционер çук, лармалли вырăнĕсем меллĕ мар. Унсăр пуçне водительсем аварие лексе пăшăрхантараççĕ. Сăлтавĕ çул çӳрев йĕркине пăхăнманнипе те, пассажирсене вырăна нумайрах çитерсе укçа ытларах илессишĕн хăвăртлăх режимне пăснипе те çыхăннă. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Сусăрсем валли – тÿлевсĕр
Федерацин сусăрсене социаллă хӳтлĕхпе тивĕçтермелли пирки калакан саккунĕпе килĕшӳллĕн, автомобильсене тăратмалли вырăнсенче парковкăсенче 10 процентран кая мар лаптăка инвалидсен машинисем валли уйăрмалла. Çав шутрах — социаллă, инженери тата транспорт инфратытăмĕн объекчĕсен умĕнче те.
Çапла майпа сусăр çынсемпе ачасене çакнашкал объектсене пĕр чăрмавсăр кĕрсе тухмашкăн кирлĕ условисем йĕркелемелле. Çав хушăрах кунашкал вырăнсенче «инвалид» текен паллă пур автомобильсене тата асăннă информацие сусăрсен федераци реестрне кĕртнĕ пулсан çеç лартма юрать. Уйрăм çынсене транспорта çакăн пек вырăна лартнăшăн 5 пин тенкĕ штраф параççĕ, вĕсен машинисене эвакуацилеме пултараççĕ. Вырăнти влаçсем те инвалидсене çакăн пек лаптăксенче тӳлевсĕр «стоянка» пек çăмăллăх параççĕ, енчен те вĕсем тӳлевлĕ парковкăра вырнаçнă пулсан.
«Анчах нумай чухне сусăрсем валли тесе палăртнă тӳлевсĕр вырăнсене йышăнаççĕ. Çавна май инвалидсен хăйсем валли ятарласа уйăрнă пушă вырăнсене шыраса çӳреме е тӳлевлĕ парковкăна чарăнса уншăн туллин тӳлеме тивет. Çав хушăрах вырăнти влаçсен позицийĕ ансат: инвалидсене тӳлевсĕр вырăнсем уйăрса панă, влаç хăйĕн тивĕçне пурнăçланă. Ятарлă лаптăксене йышăнни — урăх ыйту. Енчен те машинăна тӳлевлĕ вырăна лартнă тăк, ăна кирек кам йышăнсан та тӳлемелле. Çав хушăрах нумай ачаллă çемьесен автомобилĕсене тӳлевлĕ парковкăсенче тӳлевсĕрех лартма ирĕк панă», — çырать «Российская газета». <...>
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.
♦ ♦ ♦
Асатте сак тулли ачана пăрахман
Ерипен кĕштĕртетсе пурăнаççĕ аттепе анне — 90 урлă каçма хатĕрленнĕ Виссарион Михайловичпа 85 çула пуснă Паулина Емельяновна.
Атте 1931 çулта Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Услă Пукаш ялĕнче Михаил Петровичпа Софья Макаровна çемйинче çуралнă. Кăн-кăвак куçлă, пиçсе çитнĕ ыраш пек сарă çӳçлĕ пулнă вăл. Аслисем — 18-ти Зиновий, 13-ри Юля, 11-ти Валя, 5-ри Юрий тата 3 çулти Лена — кĕçĕннине питĕ юратнă.
Инкеке нихăçан та кĕтмеççĕ, вăл хăех килет, чĕнмесĕр… Йĕкĕреш çуратнă хыççăн 37 çулти Сахье /асанне/ ура çине тек тăрайман. Хăй вилессе сиссе тупăка выртмашкăн аслă хĕрне Юльăна вĕрентсе пырса кĕпе çĕлеттернĕ. Мĕн çинчен шухăшланă-ши çамрăк хĕрарăм юлашки самантра? Сак тулли ача тăлăха юлнă-çке! Тĕнчене тин килнĕ йĕкĕреш те амăшĕ çĕре кĕнĕ хыççăн нумай пурăнайман. Кăкăр сĕчĕсĕр, амăшĕн ăшшисĕр… Кӳршĕ хĕрарăмĕ, хăй те ачине кăкăр ĕмĕртекенскер, йĕкĕреше çитерме пырса çӳренĕ-ха, çапах тĕпренчĕксем вилĕмрен çăлăнайман.
«Атте çукки çур тăлăх, анне çукки хăр тăлăх», — теççĕ халăхра. Çук, ачисене ашшĕ пăрахман. Ют хĕрарăма илсе килмен çемьене. Амаçури çăкăрĕ йӳçĕ пулнине аван ăнланнă. Асатте, Улăп Михали тенĕ ăна таврара, ачисене мĕнле ура çине тăратнине, асаплă пурăннине ялти ватă çынсенчен пĕлеттĕмĕр. Анчах эпир аттерен пурнăçа ӳпкелесе калаçнине нихăçан та илтмен. Ĕçсĕр ларнине, куляннине курман. Çынпа пĕрле шӳтленĕ те кулнă, никама та çилленсе çӳремен, кӳршĕ-аршăпа хирĕçмен. <...>
Галина КРАСНОВА. Шупашкар хули.
♦ ♦ ♦
Упăшки урамра лашалла вылянă
«Сирĕн аннӳсен сăн-питĕнче миçе пĕркеленчĕк, вĕсем çавăн чухлĕ терт-нуша курнă, инкек-синкек тӳснĕ. Аннĕрсене хĕрхенĕр, хисеплĕр», — Мăн Явăш шкулĕнче вĕреннĕ вăхăтра вĕрентекен çапла калани халĕ те асра.
Мĕнле ырă та пысăк чун-чĕреллĕ пулнă пирĕн вăхăтри учительсем. Ума анне сăнарĕ час-часах тухать: вăтам пӳллĕ, хумлă-хумлă çӳçлĕ, ĕçчен те сăпайлă чăваш хĕрарăмĕ. Мĕн кăна тӳсме тивмен-ши унăн пурнăçĕнче? Анне Елена Антонова Вăрнар районĕнчи Уйкас Явăш ялĕнче 1917 çулта çуралнă. Амăшĕнчен пĕчĕклех тăлăха юлнă. «Ачамсем, çынсен темĕн тĕрлĕ мул, пуянлăх, йăлтăртатакан япала пулĕ. Çĕтĕк-çурăк çӳресен те, выçă ларсан та çын япалине ан тĕкĕнĕр», — икĕ ывăлĕпе пĕр хĕрне çапла каласа пурнăçран уйрăлнă амăшĕ. Ашшĕ çĕре тата маларах кĕнĕ.
«Виçĕ тăлăх — эпĕ тата пиччепе Çерккипе шăллăм Якку, — хура пӳртре пурăнтăмăр. Пĕчĕк хуран пурччĕ. Çавăнта çĕр улми тултарса иккĕн аялтан пулăшса, тепри çӳлтен йăтса хурана вучах çине çакаттăмăр. 15 çула çитсен кӳршĕри Мăн Явăша пуянсен айван ывăлне качча пачĕç, — аса илетчĕ анне. — Ĕçе кайнă чухне мана типсе кăвакарнă çăкăрпа чăкăт татăкĕ парса яратчĕç. Каçхине, тырă вырса таврăннă чухне, упăшка урамра ачасемпе лашалла выляса çӳренине кураттăм. Хайхискер хирĕç чупса пыратчĕ. Пĕррехинче ял канашĕнче ĕçлекен тăван тĕл пулчĕ те: «Эх, ачам, сана та намăс. Пĕр çул аслăрах кăтартса хут туса парăпăр, тухса кай-ха», — терĕ. Чăнах та, документ туса пачĕç».
Анне Вăрнарта пуйăспа ларса кайнă. Вăрçăччен çичĕ çул Свердловскпа Анат Тагил хушшинчи металлурги заводĕнче, стройкăра ĕçленĕ. Репрессие лекнĕ тутарсемпе пĕрле баракра пурăннă. Анне пĕр çемьепе туслашнă. Ăна вĕсем хăйсен ачи пек хĕрхенсе пăхнă, ывăлĕ те, ашшĕ-амăшĕ те килĕштернĕ. Анчах вăл тăван ялах таврăннă: чылай çи-пуçпа, темиçе арчапа. Ăçта каяс? Пиччĕшĕпе инкĕшĕ патĕнче чарăннă. Эпĕ астунă тăрăх, аннен пĕр арчи — тимĕрпе хитрен тыттарнăскер — кăна сыхланса юлнăччĕ. Тата вăрăм кунчаллă, шнуроклă, йывăç кĕлеллĕ пушмакĕ, вăрçăчченхи модăпа тунăскер, пурччĕ. <...>
Алевтина ИВАНОВА. Етĕрне районĕ.
♦ ♦ ♦
Андрей РАСТВОРЦЕВ: Пĕр çăмартана икĕ хут шуратса çиеймĕн
Андрей Растворцева паян Раççейĕпех пĕлеççĕ. Унăн сăввисемпе калавĕсем тĕрлĕ хулара тухса тăракан журналсенче пичетленеççĕ, вĕсене Раççей шайĕнчи конкурссенче пысăк хак параççĕ. Вăл – нумай кĕнеке авторĕ, ачасем валли те, çитĕннисем валли те çырать. 2020 çул вĕçĕнче Чăваш кĕнеке издательствинче унăн «Шурă караппăлĕ» чăвашла пичетленчĕ. Кăçал кун çути курнă «Йăкăнат авланать» кĕнекене Андрей Васильевичăн «Чи хаклă мул» калавĕ кĕнĕ. Автор, геодезист профессине суйланăскер, çут çанталăка та, пурнăçа та лайăх пĕлни кашни хайлавĕнчех сисĕнет. Паян писателĕн ĕçĕ-хĕлĕ, пултарулăхĕ, кĕнекисем çинчен ытларах пĕлĕпĕр.
Пăчă пӳлĕмре ларсан пурнăçа пĕлеймĕн
– Андрей Васильевич, эсир ача чухнех писатель пулма ĕмĕтленнĕ-и? Кĕнеке çырас килнине мĕнле туйрăр?
– Ача чухне те, çамрăклăх çулĕсенче те, çуллансан та писатель пулма ĕмĕтленмен. Эпĕ историе юрататăп, археологи, геологи, геодези, тинĕс экспедицийĕсем çинчен шухăшлаттăм. Пурнăç – çул. Инçетри, пĕлменни, вăрттăнни патне чĕнет вăл. Пуçласа çул уçакансен умĕнче пуçăма таятăп: планета çинчи мĕн пур çĕнĕлĕхпе, тĕпчеменнипе ыттисене вĕсем паллаштараççĕ! Пăчă пӳлĕмре ларса пурнăç çинчен мĕн пĕлме пулать? Пĕр-икĕ сас-хура, урăх нимĕн те. Çул вара – пĕлӳлĕх патне ертсе пыракан чи кĕске сукмак. Ленинградри топографи техникумĕнче геодезист профессине алла илнĕ хыççăн тĕнче касса çӳрерĕм. Чылай çула такăрлатрăм, тĕлĕнмелле çынсемпе паллашрăм, ăнлантарма çук пулăмсене сăнарăм, хура-шур тӳсрĕм – вара çакăн çинчен çынсене каласа кăтартас килчĕ. Тепĕр тесен, кирек мĕнле яш-кĕрĕм пекех, çамрăк чухне – çĕнĕ юлташсем тупнă, пĕрремĕш юратăва тĕл пулнă тапхăрта – сăвă çырнă, анчах çитĕннĕ май манăçа тухнă ку. Литература ĕçне хĕрĕх пилĕк çултан çеç тĕллевлĕн кӳлĕнтĕм.
– Геодези çыравçă пулса тăма пулăшрĕ-и?
– Паллах. Геодези ĕçĕнче хĕрĕх пĕр çул тăрăшрăм. Кашни çулах çĕнĕ обћектсем, çĕнĕ вырăнсем /час-часах – çын ури пусманскерсем/ пулчĕç. Чи пĕлтерĕшли – çĕнĕ туйăмсем çурални, кăмăл хускални. Уйăхĕ-уйăхĕпе цивилизаци ырлăхĕсĕр – телевизорсăр, компьютерсăр, телефонсăр – пурăннă май шухăшламалăх, пурнăç пирки пуç ватмалăх самай вăхăт пулнă. Унсăр пуçне тĕлпулусем, çĕнĕ çынсем… Çаксем йăлтах каярахпа калавăмсемпе сăввăмсен шăнăрĕ пулса тăчĕç.
– «Шăрттан» калава çырма мĕн хавхалантарчĕ?
– Тĕлĕнмелле те, ку хайлав историйĕ те геодезипех çыхăннă. Нумай çул каялла пирĕн экспедици Чулхула облаçĕпе Чăваш Ен урлă иртекен газ пăрăхĕсене ӳкерессипе ĕçлерĕ. Раштав уйăхĕччĕ, шартлама сивĕ. Эпир, тăватă çынран тăракан бригада, пĕчĕк чăваш ялĕнчи ватă хĕрарăм патĕнче чарăнтăмăр. Ывăннăскерсем, шăнса хытнăскерсем каçсерен ун килне таврăнаттăмăр. Хайхи хĕрарăм пире тутлă та техĕмлĕ апатпа сăйлатчĕ. Пĕррехинче, пирĕн сайра хутра пулакан канмалли кун, вăл шăрттан хатĕрлеме шут тытрĕ. Çапла пирвайхи хут куртăм тутлă çак çимĕçе вăрах та кăткăс хатĕрленине. Çавăн чухнех хĕрарăм Афганистанра вилнĕ ывăлĕ çинчен асăннăччĕ… Вăл каласа кăтартни чуна пырса тиврĕ, тем вăхăтран калав çуралчĕ.
Писательсен союзĕ мар, вулакан татса парать
– Хăш-пĕр калавăрти [«Сăркка», «Пират тата Лизка»] тĕп сăнарсем – чĕр чунсем. Хушăран вĕсем çынсенчен те ăслăрах, тимлĕрех пек туйăнаççĕ…
– Нимĕç поэчĕн Генрих Гейнен сăмахĕ аса килет. «Çынсене пĕлнĕçем йытăсем ытларах килĕшеççĕ», – тенĕ вăл. Тĕрĕсех пек, анчах манăн ун пек çирĕплетсех калас килмест, мĕншĕн тесен чылай лайăх çынна пĕлетĕп. Йытăсене кăна мар, пурне те пурăнма çăмăлрах пултăр тесе вăй-халне, чун ăшшине, укçи-тенкине шеллемеççĕ вĕсем. Чĕр чунсене мĕнле йышăнни /çав шутра йытăсене те/ маншăн – çынлăха, ырă кăмăллăха, шанчăклăха хакламалли виçе. Тăватă ураллă туссемпе çын хăйне мĕнле тытниех уççăн кăтартать – этем-и вăл е çук-и? Хытă чунлă çынсене витерес тĕллевпе çырăнчĕç çав калавсем…
– Хайлавăрсем пурнăç чăнлăхĕпе тыткăнлаççĕ, çав хушăрах вĕсенче асамлă вăйсем те хуçаланаççĕ. «Виçĕ хут тав», «Тухатмăш çаври» калавсене тайга ĕненĕвĕсем, вăрттăнлăхсем кăшăллаççĕ. Чăн пулнине тĕпе хурса çырнă-и вĕсене? Асамлăхпа кулленхи пурнăçа епле шайлаштарса-çыхăнтарса пыра¬тăр? Çавăн пек хайлавсен сюжечĕ епле çуралать?
– Эпĕ Амур тайгинче çуралнă, Байкал тăрăхĕнче ӳсрĕм, Инçет Çурçĕрте, Удмурт Республикинчи, Киров облаçĕнчи, Мари Элти вăрмансенче ĕçлерĕм. Тăршшĕпех – йывăçсем, тĕмсем. Вăрман вара – яланах вăрттăнлăх. Мĕнле кăна тĕлĕнтермĕш пулса иртмест унта — тепĕр чухне пуçа вырнаçтарма та çук. Çавăн пек асамлă вырăнсенче пурăнакан халăхсем ку пулăмсене хăйне майлă ăнлантараççĕ. Вĕсем ăслăлăхпа пачах килĕшсе тăмаççĕ, христианство тĕнĕ киличчен ахальтен мар кунта йĕрĕхсене пуççапни анлă сарăлнă. Ним çук çĕртен çуралман вăл. Халăх ăслă. Эпĕ калавсенче мистикăпа усă курни – вăрман халăхĕсен халапĕсемпе ĕненĕвĕсене ăнкарма тăрăшни. Хайлавсем пирки калас пулсан, «Тухатмăш çаври» документлă тесен те йăнăш мар. Унта мĕн çырни – пĕтĕмпех тĕрĕс. Кăмпасем такам ятарласа лартнă пек ункăланса шăтнă лаптăксене авалтанах «тухатмăш çаври» теççĕ. Вĕсем пĕчĕк те, пысăк та пулаççĕ. Кăмписем тĕрлĕрен, вĕсен хушшинче çиме юрăхли те, наркăмăшли те ӳсет. Калавра сăнланă тухатмăш çаврине эпĕ Мари Эл вăрманĕнче, Пысăк Чуркан кӳллинчен инçе мар, курнăччĕ. <...>
Ольга ИВАНОВА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...