Комментировать

1 Апр, 2021

Тантăш № 12 (4731) 01.04.2021

Вĕсен паттăрлăхĕ вăйлăрах, хастартарах пулма хистет

Йĕпреç тăрăхĕнчи Кĕлĕмкасси шкулĕнче вĕренекенсем Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тунисен паттăрлăхĕ пирки историрен, шкулти учительсем каласа кăтартнинчен аван пĕлеççĕ. Аслă классенчи ачасем хушма литература та нумай вуланă. Кĕлĕмкасси ялĕнчен кăна Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тума 29 çын тухса кайнă. Вĕсен шăпи пирки шкул ачисем тĕпчев ĕçĕсем, сочиненисем çырнă. Кăçалхи нарăс уйăхĕн пĕр кунĕнче, шартлама сивĕре, 6-11-мĕш классенче вĕренекенсем ял вĕçне пухăнса Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисем пирки «Тăван халăхăмăрăн тылри паттăрлăхĕ» видеоролик ӳкерме мехел çитернĕ.

«Праски аппапа мăнаçланатпăр»

Вун пĕрмĕш класра вĕренекен Алексей Александрова колхоз председателĕн рольне шанса панă. Шкулта «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраканскер сăвă пăхмасăр калама ăста. СССР халăх артистки Вера Кузьмина ячĕллĕ вулав конкурсĕнче икĕ çул каялла вăл 1-мĕш вырăн йышăннă. Шкулта уяв е мероприяти ирттермелле-и — вăл нихăçан та хирĕçлемест. Спортра та малта, уйрăмах çăмăл атлетикăна килĕштерет, футболла, волейболла выляма юратать. Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннисен паттăрлăхĕ пирки мĕн пĕчĕкрен аван пĕлет. Унăн асламăшĕн аппăшĕ Перасковья Герасимова фронта тухса кайиччен шăпах Сăр тăрăхĕн че окоп чавнă. Вăрçă нушине пайтах курнă Перасковья Моисеевна кăçалхи çĕртмен 22-мĕшĕнче 100 çул тултарать. Ялти шкултан вĕренсе тухсан вăл «Красный фронтовик» колхозра вăй хурать. Сасартăк вăрçă пуçланать. Ялти çамрăксем çине пур йывăрлăх тиенет. Праски аппа та ашшĕпе, пиччĕшĕпе пĕрле Сăр хĕррине, Чулхула облаçĕнчи Лекаревка ялне, окоп чавма тухса каять. Икĕ уйăх пулнă унта. Ашшĕпе пиччĕшĕ блиндаж тунă çĕрте ĕçленĕ. Тăван çĕр çинче тăшман алхаснă вăхăтра Перасковья килте лăпкăн ларма пултарайман. 1943 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче хăй ирĕкĕпе фронта каять. Присяга тытнă хыççăн ăна Мускава тăшманран хӳтĕлеме янă. Нимрен хăраман харсăр хĕрача тăшман самолечĕсене минометран пере-пере антарнă. Вăрçă пĕтсен яла çĕнтерӳçĕ пулса таврăнать. Паттăр хĕре II степень Тăван çĕршыв вăрçин орденĕпе, Жуков орденĕпе, «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальпе наградăланă. Праски аппа хăйĕн шăпине тăван тăрăхпах çыхăнтарнă. Вăрçă хĕрĕн чунне хытах амантнă ахăр, вăл никампа та çемье çавăрас темен. Аппăшĕ çĕре кĕнĕренпе вăрçă ветеранĕ Кĕлĕмкассинче пĕчченех пурăнать. «Мĕн тери çирĕп чунлă, чăтăмлă пулнă пирĕн ват асаннесемпе кукамайсем. Каçсерен улах лармалли хĕрсен алăран лумкĕреçе ямасăр шăннă çĕре чавма тивнĕ. Тылра куç хупмасăр ырми-канми тăрăшнă. Праски аппа ача чухне мĕн каласа кăтартни чуна ĕмĕрлĕхе кĕрсе вырнаçнă. Эпир унпа мăнаçланатпăр. Перасковья Моисеевнăн паттăрлăхĕ пире маттуртарах, тăрăшуллăрах пулма хистет», — терĕ Алеша. <...>

Елена АТАМАНОВА.

♦   ♦   


«Танцевальная школа»

В период весенних каникул в нашей школе прошла лагерная смена «Танцевальная школа». В течение пяти дней ребята погружались в волшебный мир творчества под руководством опытного хореографа и педагогов. Смена оказалась продуктивной и насыщенной. Каждый день состоял из утренней оздоровительной зарядки, знакомства с историей возникновения одного из стилей танца с изучением его основных движений, подготовки к финальному мероприятию – батлу «Танцуй!», а также прогулок на свежем воздухе. Воспитанники смогли проявить себя и в рисовании. В Международный день воды прошло увлекательное занятие «Мир в капле». Ребята смогли пофантазировать и изобразить свой мир на бумаге. Также была проведена игра «Самый умный», во время которой все участники показали свою развитую смекалку и эрудицию.

За время смены участники успели познакомиться с африканским, русским, испанским, восточным, индийским, китайским, классическим танцами и стилем хип-хоп. В пятый заключительный день состоялся финальный батл «Танцуй!». Ребята соревновались командами друг против друга, в результате победила сильнейшая команда с веселым названием «Ананасики». <...>

Лида ВАСИЛЬЕВА, учитель начальных классов. Анна МОСКОВКИНА, хореограф, начальник лагеря.

Чебоксары, 19-я школа.

♦   ♦   ♦


Герои невидимого фронта

Герои невидимого фронта. Часто они остаются в тени. В Великой Победе есть доля и этих героев. Есть такой человек и у нашей деревни Иш-Суринска. Это – Абдулла Гаязов. Что же такого он сделал? Чем заслужил такую добрую долгую память?

Родился Абдулла Гаязович в бедной крестьянской семье. Жизнь была сурова к нему с самого рождения. Ранняя смерть отца, жизнь, полная лишений, голод… Приходилось даже попрошайничать. А потом, в поисках лучшей доли, работа батраком, грузчиком, матросом, сезонным рабочим, шахтером на Донбассе… Но все это только закаляло характер молодого парня. Не случайно, когда спустя годы он вернулся на родину, односельчане избрали его председателем Ишмурзино-Суринского сельсовета, а потом доверили возглавить колхоз «Марс».

А потом война… 220 человек из моей родной деревни ушли защищать родную землю. 119 из них не вернулись домой. Нелегок был путь к победе. Великая Отечественная война оказалась самой тяжелой и жестокой для нашего народа.

В годы войны советский народ совершал великие подвиги не только на поле битвы, но и в тылу. Именно в те тяжелые для страны времена Абдулле Гаязовичу пришлось руководить колхозом, потому что на фронт его не взяли из-за слабого здоровья, и к тому же он был почти лишен зрения. Но его передовой линией стал колхоз «Марс». <...>

Зульфия ДИМУХАМЕТОВА.

Яльчикский район, Кошки-Куликеевская школа.

♦   ♦   ♦


Йĕлтĕрпе чупса юлтăмăр

Пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче пирĕн шкулта «Йĕлтĕр йĕрĕ — 2021» ăмăрту иртрĕ. Унта 1-11-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Физкультура урокне ертсе пыракансем В. Кукушкинпа Н. Михеев дистанцие тĕрлĕ тĕслĕ ялавпа паллă турĕç. Ăмăртăва пухăннисене шкул директорĕ А. Ейков ăшшăн саламларĕ, йĕлтĕрçĕсене ăнăçу сунчĕ. Старта чи малтан кĕçĕннисем тухрĕç. Масс-стартра кашни класран пилĕк хĕрачапа пилĕк арçын ача тупăшрĕ. <...>

Юлиана БОГАТЕЕВА, 7-мĕш класс. Хĕрлĕ Чутай районĕ, Мăн Этмен шкулĕ.

♦   ♦   ♦


Вĕренÿре те маттур, спортпа та туслă

«Сывлăхран хакли çук», — тенĕ ватăсем. Чирлес мар тесен спортпа туслашмалла, тĕрлĕ секцие çӳремелле тетпĕр эпир вĕренекенсене. Манăн класра 25 ача ăс пухать. Вĕсем вĕренӳре маттур, кружоксене çӳреççĕ, спортпа та туслă.

Акă, Никита Тимофеев 6 çулта чухнех ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен секцине çӳреме тытăннă. Вăл тĕрлĕ хулара тата районта иртекен ăмăртусене хутшăнса палăрчĕ. Çулталăк пуçламăшĕнче иртнĕ тупăшура арçын ача пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Лиза Андреевăпа Даша Владимирова конькипе ярăнма юратаççĕ. Уроксем пĕтсенех Пăр керменне васкаççĕ. Хĕрачасем ăсталăха 3-мĕш çул аталантараççĕ. <...>

Светлана ФЕДОТОВА, 5-мĕш класс ертӳçи. Шупашкар, 24-мĕш шкул.

Материалсемпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.