Çамрăксен хаçачĕ 12 (6360) № 01.04.2021
Çӳллĕ кĕлеллĕ пушмакпа утма та пĕлмен
ШУПАШКАРТА ПУРĂНАКАН СОФЬЯ МАКАРИЧЕВА ТĔШМĔШЕ ĔНЕНМЕСТ. РЕСПУБЛИКĂРИ «ЧĂВАШ ЕНĔН ИЛЕМЛĔ ПИКИ» ТЕЛЕКУРАВ КОНКУРСĔНЧЕ КУРАКАНСЕН УМНЕ 13-МĔШ НОМЕРПЕ ТУХСАН ТА ЧИПЕРККЕ ШИКЛЕНМЕН. ВĂЛ ЧИ МАТТУРРИ ПУЛСА КОРОНĂНА ТИВĔÇНĔ.
Конкурсра — пĕрремĕш хут
Софья 9-мĕш класчен Шупашкарти 49-мĕш шкулта ăс пухнă. Халĕ вăл тĕп хулари строительствăпа хула хуçалăхĕн техникумĕнче 1-мĕш курсра банк ĕçĕ енĕпе вĕренет.
«Эпĕ ача чухнех модель пулма ĕмĕтленеттĕм. Çапах мана ташă тĕнчи ытларах илĕртрĕ. Пурăна киле вăл манăн пурнăçăн пĕр пайĕ пулса тăчĕ. Малтан эпĕ спорт гимнастикипе кăсăкланаттăм. Каярахпа спорт ташшисем килĕшме пуçларĕç. 11 çултанпа ку енĕпе ăсталăха туптатăп», — каласа кăтартрĕ пике.
«Чăваш Енĕн илемлĕ пики» телекурав конкурсне вăл пĕрремĕш хут хутшăннă. Илем тупăшăвĕ пирки ăна Данила Ленский шоумен пĕлтернĕ, хăйне тĕрĕслесе пăхма чĕннĕ. «Малтанах эпĕ ку сĕнĕве чăнласа йышăнмарăм. Хама модель вырăнĕнче курманни кăна мар, çӳллĕ кĕлеллĕ пушмак çинче те çирĕппĕн тăраймастăм вĕт. Хутшăнас-и, хутшăнас мар-и — иккĕлентĕм. Çапах хама тĕрĕслесе пăхма шухăшларăм. Конкурса хатĕрленме эрнере виçĕ хут çӳрерĕмĕр. Эпĕ çӳллĕ кĕлеллĕ туфлипе тăма çеç мар, илемлĕ утма та вĕрентĕм. Тунмастăп, йăлтах пăрахса каяс килнĕ самантсем те пулнă. Çапах йывăрлăхсене çĕнтерсе илем конкурсĕнче хама пĕрремĕш хут тĕрĕслеме пултартăм. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ иртрĕ. Чăтăмлăх çĕнтерӳ патне çул уçма пулăшрĕ», — чунне уçрĕ 17 çулти чиперкке.
Пĕрремĕш вырăна тухса коронăна çĕнсе илесси пирки Софья ĕмĕтленмен те. Уншăн ку тупăшу пурнăçра кирлĕ опыт пуласса çеç шаннă вăл. Ăна çывăх тăванĕсемпе юлташĕсем хавхалантарни питĕ пулăшнă. «Конкурс йĕркелӳçисем эпĕ «Чăваш Енĕн илемлĕ пики» ята тивĕçнине пĕлтерсен савăннипе куççульлентĕм», — пытармарĕ Софья Макаричева. <...>
Любовь ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
"Атте манран офицер тăвасшăнччĕ"
ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕпе, хăй вăхăтĕнче Чăваш телекуравĕнче «Хоппасем», «Кăлтăрмач-шоу» каларăмсене ертсе пынă Виктор Петровпа шăпах Кулăш кунĕ умĕн тĕл пултăмăр. Хальхинче вулаканăмăрсене хырăм хытиччен култаракан сцена ăстин ачалăхĕпе тата çамрăклăхĕпе паллаштарăпăр.
Пĕрремĕш шалу — 1 тенкĕ
«Эпĕ 1956 çулта Йĕпреç районĕнчи Хумпуç Патăрьел ялĕнче çуралнă. Аттепе анне колхозра ĕçленĕ. Манăн ĕç стажĕ 5-мĕш класрах пуçланнă иккен. Çакна тивĕçлĕ канăва тухма пуçтарăнсан кирлĕ хутсене пухнă чухне тин пĕлтĕм. Пĕрремĕш шалу 1 тенкĕ пулнă. Эпир ун чухне колхоза ку-пăста шăварма çӳренĕ. Уйĕ пысăкчĕ. Лашапа шыв килсе паратчĕç. Ăна витрене тултарса йăтаттăмăр. Пĕррехинче манăн вар-хырăм ыратрĕ. Хытах чикме тытăнсан мана тухтăр патне илсе кайрĕç. «Аппендицит», — терĕç те операци турĕç. Тепĕр кунхинех купăста шăварма ячĕç. Суран ырататчĕ паллах. Мана пĕр карчăк шеллерĕ, «Ачам, ыратать пулсан киле каях», — терĕ.
1-2-мĕш классенче аттепе çĕр улми пуçтарма кайрăмăр. Хамăр пахчара та нумай лартатчĕç тата колхозăнне каймаллаччĕ. Кайран атте каласа кăтартнă тăрăх, çĕр улми пуçтарас килменнипе эпĕ макăрнă. Йĕнĕ пулин те ĕçлеме чарăнман. Каннă вăхăтра кăвайт çинче çĕр улми пĕçерсе çиеттĕмĕр, пит хуп-хура пулатчĕ.
Çемьере эпир тăваттăн ӳснĕ. Ача чухне «вăрçăлла» выляма юрататтăмăр. Йывăçран çĕçĕсем ăсталаса çапăçаттăмăр. Хĕлле пӳрт çӳллĕш юр çуса лартатчĕ. Вара траншейăсем чаваттăмăр. Пĕррехинче çапла «хĕçсемпе» сулкалашнă чухне мана шăллăм питрен хытах лектерчĕ. Юн палкаса тухрĕ. Суран тĕлне юр тытрăм та малалла сулкалашрăм. Аттепе аннене пĕлтерме хăранă çав. Больницăна кайнă пулсан, тен, ăна çĕлесе хурĕччĕç. Суран тарăнччĕ, йĕрĕ халĕ те пур. Çулла вăрмана выляма каяттăмăр. Ушкăнра 30-40 çын та пухăнатчĕ. Унта йывăç турачĕсенчен штаб тăваттăмăр. Пĕрисем — нимĕçсемччĕ, теприсем — партизансемччĕ. Çав самантрах пĕр-пĕр сценари шухăшласа кăлараттăмăр. Эпĕ шкулта вĕреннĕ чухнех кино ӳкереттĕм. Мĕн хыççăн мĕн тумаллине хут çине сăнарлаттăм, аялта сăмахĕсене çыраттăм. Чи малтан «фильмпа» хамăн пĕртăвансене паллаштараттăм.
Ача чухне питĕ кĕвĕç чунлăччĕ эпĕ. Класра пĕрне «5» лартса парсан манăн та çак палла илес килетчĕ. Пĕрремĕш «пиллĕке» Клавдия Петровна вĕрентекен хитре çырнăшăн лартнăччĕ. Питĕ савăннăччĕ. Çак хыпара аннене çийĕнчех пĕлтерес тесе уй урлă 5 çухрăм чупрăм. «Анне, эпĕ «5» илтĕм!» — тесе пĕр уй кăшкăрнине паянхи пек астăватăп. Вырăс тата чăваш чĕлхисемпе литературине хаваспах вĕренеттĕм. Химипе физика, математика килĕшсех каймастчĕç.
Клавдия Петровна шкулта пултарулăх кружокне йĕркеленĕччĕ. Унта малтан хорта юрларăм. Кайран мана «Зарницăна» илсе кайрĕç. Вĕрентекен пултарулăх конкурсĕ валли шӳтлĕ сценка шухăшласа кăларма хушрĕ. Ун чухне эпир 1-мĕш вырăн йышăннăччĕ. Мана мала тухни мар, куракансем тăвăллăн алă çупни килĕшрĕ. Çакăн хыççăн чунра артист пулас шухăш тĕвĕленчĕ. <...>
Любовь ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Çи-пуç, атă-пушмак тӳлевсĕрех параççĕ
Инкеке пула пурлăхне çухатнă çыннăн камран пулăшу ыйтмалла? Чухăн пурăнакан кинемейпе мучие алă паракан тупăнĕ-ши? Анастасия Тарасова çакăн пирки шухăшласа чунне ыраттарнă.
Пĕлтĕр Шупашкарта пурăнакан хĕр «кĕмĕл» волонтерсен шкулĕн ĕçне пуçарнă. Нумаях пулмасть вăл тăрăшнипе тĕп хуламăрта ыр кăмăллăх проекчĕ вăй илчĕ. Унпа килĕшӳллĕн суту-илӳ çурчĕсенче тумтир центрĕсем ĕçлеме пуçланă. Унта çи-пуçпа тӳлевсĕрех тивĕçтереççĕ. Кама кирлĕ — тархас-шăн, пырса суйлама пултараççĕ.
Нумаях пулмасть уçăлнă тумтир центрĕсем мĕнлерех ĕçленине курас, унта килекен çынсемпе калаçас тĕллевпе лавккасенчен пĕрне çул тытрăм. Çитсе лартăм çеç — туп-тулли сумка йăтнă кинемей кĕрсе тăчĕ. Хăй лутра кĕлеткеллĕ, сумка йăтса ывăннă ахăртнех — хашкать, йывăррăн сывлать. Васкаса çитнĕ ватă хĕрарăм япалисене хыпалансах кăларчĕ. Надежда /хăйĕн чăн ятне калама килĕшмерĕ/ ыр кăмăллăх центрĕ пирки хаçатра вуласа пĕлнĕ. Тепĕр ирхинех мăшăрĕнчен юлнă япаласене пуçтарнă. «Ахалех выртаççĕ. Кама та пулин усă кӳрсен аван», — терĕ сăпайлăскер. Кунта таса, тăхăнма юрăхлă тумтире çеç йышăнаççĕ. Сентре çине хуриччен çăваççĕ, якатаççĕ.
«Ывăлсен çи-пуçне те суйлăп, вĕсен тăхăнман тум нумай. Тепрехинче кӳршĕпе пĕрле килĕп», — сыв пуллашнă май шантарчĕ кинемей. Ыр кăмăллăх центрĕсем Шупашкарти виçĕ суту-илӳ çуртĕнче вырнаçнă. Икĕ уйăх çеç ĕçлеççĕ пулин те çӳлĕксем туп-туллиех. Çывăхра пурăнакансем ĕçе каяс умĕн центра кĕрсе хăйсем тăхăнман япаласене парса хăвараççĕ. Ятарласа инçетрен килекенсем те пур. <...>
Ольга КАЛИТОВА.
♦ ♦ ♦
Китайра… китай чĕлхине пĕлмесĕрех пурăнма пулать
Китай — кирек кама та хăйĕн культурипе тĕлĕнтерме пултаракан патшалăх. Тӳпе айĕнчи çĕршывра халăхра ăна çапла калаççĕ хăш-пĕр йăла-йĕркене пин-пин çул пăхăнаççĕ. Унта тăваттăмĕш çул пурăнакан, ачасемпе аслисене акăлчан чĕлхине ăса хывма пулăшакан Ирина Мурзакаева туристсем тата вырăнти халăх ĕç хыççăн мĕнле канма кăмăллани, Китай ăна мĕне вĕрентни пирки каласа кăтартрĕ.
Лăпкă çĕршыв. Патăрьел районĕнче çуралса ӳснĕ Ирина Китая мĕнле çитнĕ-ха? Ĕçе вырнаçма йыхрав килнинчен пуçланнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче лингвист, куçаруçă профессийĕсене алла илнĕ хĕре акăлчан чĕлхин вĕрентекенĕ пулма чĕннĕ. Ку тăватă çул каялла, çуркунне, пулнă. Ун чухне Ирина преподавательте иккĕмĕш çул тăрăшнă, ачасене акăлчан чĕлхипе экзамен тытма хатĕрленĕ. Ют çĕршыва ĕçе йыхравлани пирки ашшĕ-амăшне пĕлтернĕ вăл, çывăх çыннисем хирĕçлемен. Китая вĕçиччен Ирина чикĕ леш енче пулса курман. Ют тăрăха вăл пĕчченех вĕçнĕ. Хĕр шикленмен, веçех йĕркеллĕ пуласса шаннă. Анчах Китай тĕп хулинче Пекинра пĕрремĕш кунхинех çухалса кайнă, çитменнине, телефонĕ те сӳннĕ. Юрать, вăл хăш çулпа каймаллине астуса юлнă.
Иринăн шухăшĕпе, Китайра ырă кăмăллă çынсем пурăнаççĕ. Усаллисене вăл ку таранччен тĕл пулман. Малтанах хĕре çĕршывра хăтлă пурăнма май пурри тĕлĕнтернĕ: çулсем лайăх, пысăк хăвăртлăхлă интернет кирек хăш шăтăкра та пур: сăрт-ту çинче те, туннельте те... Тĕрлĕ тавар, çи-пуç, ытти хатĕр-хĕтĕр туянмашкăн сарăмсемпе /приложени/ усă кураççĕ. Çавна май Ирина алла укçа хăçан тытса курнине те астумасть. Пĕтĕм пурнăç — телефонра. Ятарлă сарăмсем пулăшнипе коммуналлă тăкаксене тӳлеççĕ, самолета лармалли билет туянаççĕ, кафере апат-çимĕç саккас параççĕ, кинона кайма билет илеççĕ... Тĕлĕнмелле те, ку çĕршывра Китай чĕлхине пĕлмесĕрех пурăнма пулать. Иринăна метрора хăтлă пулни килĕшет. Анчах унта халăх яланах лăк тулли. Метрора ятарлă ĕçченсем пур, вĕсем халăх нумай чухне çынсене чышса вакуна кĕме пулăшаççĕ, алăк хĕстерсе лартасран асăрхаççĕ. Китайра хăрушсăрлăх хуçаланни те килĕшет чăваш хĕрне. «Эпĕ çур çĕр иртни 2 сехетре урамра хаклă сумкăпа, телефонпа, кĕске юбкăпа пĕр хăрамасăрах çӳреме пултаратăп. Никам та тĕкĕнмест. Лифта палламан çынпа ларма е тĕттĕм çулпа утма та хăрамалла мар: пур çĕрте те видеокамерăсем вырнаçтарнă», — палăртрĕ 25 çулти хĕр.
Ют çĕршывра пурăнма тытăнсан чĕлхене пĕлменни çеç ура хунă. Ирина Китайра пурăнакансем акăлчанла лайăх калаçаççĕ тесе шухăшланă. Анчах аэропортра ĕçлекенсен йышĕнче те пикене ăнланманнисем тупăннă. Малтанах Китай чĕлхи чăваш хĕрĕн кăмăлне кайман, пурăна киле шухăшĕ улшăннă: вăл йывăр пулсан та питĕ кăсăклă. Çамрăкскер чĕлхене преподавательпе вĕренме тытăннă, çур çулта ăса хывнă. Ирина çынсем мĕн калаçнине ăнкарма пуçланă, хăйне мĕн кирлине ăнлантарма пултарать халĕ. Ытларах чухне онлайн-куçаруçăпа усă курать. <...>
Ирина КОШКИНА.
♦ ♦ ♦
«Мана патак параканни, тытса пыраканни кирлĕ»
Йĕпреç районĕнчи Кăшмас ялĕнче Сергей Осипов хусахăн çуртне шыраса тупма йывăр пулмарĕ. Йывăç пӳрт самаях кивелнĕ, пĕр чӳречи темшĕн чалăшнă. Урам хапхи вăйлăрах тапсан кайса ӳкесле ларать, çапах ăна шалтан питĕрнĕччĕ. Эппин, кунта чăнах та çын пурăнать.
Кăшкăрсан сасă паракан пулмарĕ. Чим-ха, шаккасан-шаккасан аран-аран тытăнса тăракан хапха хăех уçăлчĕ. Çав вăхăтра, пирĕн телее, кил хуçин сасси илтĕнчĕ. Йытă çук та кил картишне шиклен-месĕрех иртрĕмĕр. Тахçан кунта ампар, сарай-вите таврашĕ пулнă, халĕ унта выльăх-чĕрлĕх усраймăн — йăлтах кивелнĕ, кĕç-вĕç ишĕлсе анĕ. Лупас айĕнче, утă çинче, чăх чакаланатчĕ. «Пĕр чăх усрать- ха апла», — шухăшларăм ăшăмра. Йăнăшнă иккен, Сергейăн кӳрши, чăх хуçи, пирĕн сасса илтсе картише кĕрсе тăчĕ.
— Каллех пралук татма килнĕ тесе. Çутăшăн хамах тӳлерĕм вĕт, пралукне каллех татса ан кайч-чăр тесе чупса каçрăм. Сергея шел те, кайран хамăрăнах чупмалла. Ачи хăй лайăх, пулăшма чĕнсен нихăçан та хирĕçлемест, — терĕ хĕрарăм. Çăва тухсан вĕсен чăххисем кӳрше каçса çăмарта тăваççĕ. Сергей вĕсене хăй çимест, пуçтарса хуçисене леçсе парать. Çыннăн пĕр япалине те тытмасть вăл.
— Кăнтăрла питĕрĕнсе ларсах мĕн ĕçлетĕн ара, Сергей? — ыйтрăмăр пӳртрен шлепка вĕççĕн сиксе тухнă арçынран.
— Лапша çиетĕп, — терĕ тутине шăлкаласа. Унтан кивĕ сак çине вырнаçса ларчĕ.
— Мĕнле пурăнатăн?
— Эрех ăшне путрăм. Пĕр 50 тенкĕ парса хăварăр-ха, — пат татса хучĕ çавăнтах хĕрĕнкĕ хусах. <...>
Ирина АЛЕКСЕЕВА.
Материалсемпе паллашас тесен...