Вырăнти çынсем суйласа илĕç
ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев пушăн 31-мĕшĕнче федерацин «Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси» проектне республикăра пурнăçлассипе ĕçлекен ведомствăсен хушшинчи комисси ларăвне ирттернĕ.
Унта пăхса тухнă ыйтусем республикăра пурăнакансен пысăк пайне тÿррĕн пырса тивеççĕ. Сăмах мĕн çинчен пырать-ха?
Обществăн 30 уçлăхĕпе 1 картише хăтлама 2021 çулта 338,7 млн тенкĕ уйăрма планланă. Шупашкарти «Салют» культура çурчĕ умĕнчи сквера тата «Дубовая роща» парка çĕнетме пуçланă ĕнтĕ, ытти муниципалитетра çак уйăх вĕçĕнче тытăнĕç. Кунсăр пуçне картишсемпе тротуарсене юсама кăçал республика бюджетĕнчен тата 1 млрд тенкĕ куçарма палăртнă. Халĕ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем подряд организацийĕсене суйласа илмешкĕн аукцион ирттерме конкурс документацийĕ хатĕрлеççĕ. Ĕç пуçлама вĕсемпе кăçалхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕччен килĕшÿсем çирĕплетмелле.
Ларура 2022 çулта хăтлама палăртнă общество территорийĕсене суйласа илессишĕн рейтинг сасăлавне ирттерессине те сÿтсе явнă. «Ăна 2021 çулхи ака уйăхĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 30-мĕшĕччен ирттереççĕ. Сасăлава пĕтĕмлетсе килес çул хăтламалли объектсен переченне тăвăпăр, унта 25 муниципалитетра пурăнакансем хутшăнĕç», — тенĕ Павел Данилов вице-премьер.
ЧР Экономика аталанăвĕн министерствин «Нумай функциллĕ центр» АУ директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Анисимов онлайн-сасăлаттарăва хăй ертсе пыракан учреждени йĕркелеме пултарассине пĕлтернĕ.
Олег Николаев муниципалитет пуçлăхĕсенчен вырăнти çынсен сĕнĕвĕсене шута илес тĕллевпе территорисене хăтлассипе çыхăннă ыйтăва сÿтсе явма ытларахăшне явăçтарма ыйтнă. «Çак тĕллеве пурнăçласан эпир çынсене мĕн кирлине кăна тăвăпăр, кайран çав ĕçшĕн пире ÿпкелемĕç. Вĕсем сасăлава ахальтен хутшăнмĕç, проект хăйсем тăрăшнипе те пурнăçланассине ăнланса сасăлĕç», — тенĕ регион ертÿçи.
www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...