Комментировать

22 Авг, 2014

Ĕç лаши

Ача çуралнине "çума" юлашки хут хăçан кайнине те ас тумастăп, виле çине вара час-часах кайма тивет. Тивĕçлĕ канăва тухма вăхăт çитменнисем нумай вилеççĕ – хĕрĕх-аллă çулсенчи арçынсемпе хĕрарăмсем. Тепĕр вăтăр-хĕрĕх çул таплаттарса пурăнмалла пек. Çук вĕт. Каяççĕ те каяççĕ пĕрин хыççăн тепри. Пĕрне асăнмалли хĕрĕх кун çитмен, тепри автансăр яла ăсанать.

Çăва çине черетлĕ çамрăка пытарнă чухне пĕр хуçалăх ертÿçи хурлăхлă митингра çапла каланăччĕ:

– Турă леш тĕнчене ĕçлеме пултаракан, вăй питти çынсене илсе каять...

Ку сăмах май пултăр-ха. Вилĕмĕ никама та сиктерсе хăвармĕ. Ваттине те, вĕттине те. Паллах, кашни çыннăн кун-çулĕ Турă "виçсе панă" тăршшĕ.

Пурăнма пĕлместпĕр. Пурнăçа хаклама та. Çавăнпа масар çине вăтăр-хĕрĕх çулсенчех кайса выртаççĕ.

...Ку хутĕнче ял халăхĕ юлашки çула ĕçпе вăрçă ветеранне ăсатрĕ. Ялта вăл спаççипла пулăшман çын юлнă-ши? Ăна пурăннă вăхăтра хакланă тетĕр-и? Сывă чух кăна кирлĕ пулнă. Çава туптамалла е пуртă хăйрамалла, чÿрече рами ăсталамалла е пÿрт, мунча-вите пури хăпартмалла - ун çинчен аса илнĕ.

Вăл – ахаль хресчен – çĕр ĕçченĕ. Туман ĕç юлман унăн çĕр çинче. Хул пуççи çине сенĕк, кĕреçе, пуртă... хунă та тухса утнă колхоз ĕçне. Кунсерен. Хĕлĕн-çăвĕн. Фронтра аманнă ури ыратнине шăлне çыртса ирттерсе янă. Хăшĕ-пĕри пек ĕçре чееленсе ĕçлемен, пĕтĕм вăйпа тăрмашнă, çан-çурăм ыратнине пăхмасăрах. Ун çинчен хаçатсенче çырман. Ун ячĕпе радиопа салам юрри янăраман, сăнĕ Хисеп хăми çине лекмен. Колхоз правленийĕ сайра хутра ыттисемпе пĕрле хушаматне асăнса палăрткаланă çеç. Вăл ĕçкĕ-çикĕпе айкашнă пулĕ тетĕр-и? Çук-çук, çылăха кĕмен. Вăл партире тăман, ахаль колхозник пулнă. Ĕç лаши.

Ак халĕ вăл, сакăр вунă çултан иртнĕскер, тупăкра выртать. Ĕмĕрĕпе канăç курманскер тинех канать. Ял çыннисем пурте ăна хисеплесе ырă сăмахпа аса илеççĕ. Вăл тĕлĕнмелле лайăх çын пулнă иккен...

Тупăк йĕри-тавра видеокамера йăтнă кĕрÿшĕ чупкалать. Видеофильм ÿкерет. Ветерана хисеплесе пытарнине ĕмĕр асăнса пурăнма. Мăнукĕ тата фотоаппаратпа ÿкере-ÿкере илет. Вăл та кукашшĕне юлашки çула епле ăсатнине асăнмалăх хăварасшăн.

Çынсем макăраççĕ, хурланаççĕ. Кĕрÿшĕпе мăнукĕ çаплах чупа-чупа ĕçлеççĕ...

...Ветерана пытарса килсен аслă ывăлĕнчен çапла ыйтрăм:

– Саша, аçун сăн ÿкерчĕкĕсене пăхса тухма пулмасть-ши? Унăн кун-çулĕ, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен хаçат валли тĕрленчĕк çырас шухăш çуралчĕ.

– Аттен карточкăсем çук. Паспорт çинчи анчах...

Вăт çапла вăл – пурнăç...

 

Валерий МУРАВЬЕВ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.