«Хыпар» 29 (27762) № 23.03.2021
ÇĔНĔЛĔХ
Чирлесе ÿксен кам пулăшĕ?
«Единая Россия» парти депутачĕсен Алена Аршиновăн тата Дмитрий Морозовăн пуçарăвĕсем ачасене медицина пулăшăвĕпе туллин усă курма майсем туса параççĕ. Шкул медицинин ыйтăвне темиçе çул каялла сӳтсе явма пуçланă. Унччен кашни пĕлӳ çуртĕнчех педиатр тата медсестра пулнă. Каярахпа пĕр фельдшер е медсестра хăварнă. Халĕ пĕр тухтăр икĕ шкулшăн яваплă. Ача чирлесе ӳкрĕ тĕк кам пулăшĕ? Пĕтĕм шанăç та «васкавлă пулăшу» хăвăрт çитнинче кăна. Çак лару-тăрăва РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Алена Аршиновăпа Дмитрий Морозов сĕннĕ саккун проекчĕ тĕпрен улăштарма тивĕç.
Кĕтме вăхăт çук чухне
Шкул ачин сывлăхĕ хавшаса пыни вăрттăнлăх мар. Вĕрентӳ программи кăткăсланать. Ача психикине витĕм кӳрекен сăлтав нумайланать. Экологи япăхланать. Тĕрĕс мар апатланни, хуйхă-суйхă… Ача çитĕннĕ май тухтăрсем патне те сахалрах çӳрет, çавна май профилактика тĕрĕслевĕсене те сайра хутра кăна хутшăнать.
Çав вăхăтрах шкулта ачасем вилнине кăтартакан хăрушă статистика та пур. Вĕсенчен çитмĕл проценчĕ физкультура урокĕпе çыхăннă. Раççейри регионсенче çулталăкра шута илнĕ 200 тĕслĕхре ачасем пăхсан сывă курăннă, вĕсене спорт занятийĕсене çӳреме те чарман. Шел те, Чăваш Енре те çакнашкал инкек пулнăччĕ. Çулталăк каялла Шупашкарта ишме вĕрентекен урокра 7-мĕш класс хĕрачи пурнăçран уйрăлнăччĕ.
Вилĕм сăлтавĕ чылай чухне — чĕре чарăнса ларни. Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх, çапла майпа вилнĕ шкул ачисенчен чылайăшне педагогсен алă айĕнче дефибриллятор пулнă тăк çăлса хăварма май килĕччĕ. Ку приборпа, тĕслĕхрен, Астанари /Казахстан/ мĕн пур шкула тивĕçтернĕ. Тухтăрсем çирĕплетеççĕ: «васкавлă пулăшу» та чĕре чарăнса ларнă хыççăн 10 минутран пурнăçа çăлса хăварма пултарасси иккĕленӳллĕ.
Кăткăслăхĕ Раççей шкулĕсенче дефибриллятор çуккинче те мар. Çивĕчлĕхĕ, пĕрремĕшĕнчен, пур педагог та пĕрремĕш пулăшу пама пĕлменнинче тата, иккĕмĕшĕнчен, вĕсен ашшĕ-амăшĕ ирĕк памасăр пулăшма юраманнинче. Çав вăхăтрах вĕрентӳ учрежденийĕсене медиксемпе тивĕçтересси питĕ пĕчĕк шайра. ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, республикăри ача сачĕсенче тата шкулсенче педиатрсем 50 процент çитмеççĕ е пĕр шкула икĕ тухтăр лекет. Кашни вĕрентӳ организацийĕнчех медицина пулăшăвĕ памалли лару-тăру сиксе тухать. Пысăк инкексем пирки тӳрех пĕлеççĕ пулсан, пĕчĕкреххисем /тăн çухатни, ал-урана ыраттарни, юн пусăмĕ выляни/ шкул тулашне тухаймаççĕ. Мĕн чухлĕ унашкал инкек? Никам та пĕлмест. Вĕсенчен кашниех ача сывлăхĕшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
МĂНАÇЛАНАР-И ПĔРЛЕ?
Ун пеккисем – пинрен пĕрре
Ентешĕмĕрсем пире хăйсен çитĕнĕвĕсемпе куллен тенĕ пекех савăнтараççĕ. Пысăк ят-сума çĕнсе илекенсен йышĕнче ачасемпе çамрăксем пурри пушшех хавхалантарать. Ӳсĕм çулĕ çине тăнăскерсем малашне тата пысăкрах ăнăçу тăвасса шанас килет.
Ăс-тăн тупăшăвĕнче çĕнтернĕ
И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультечĕн 2-мĕш курс студенчĕ Александр Васильев фонд рынокне чи лайăх пĕлекенĕн ятне тивĕçнĕ. Çĕнтерӳшĕн ăна ноутбук парнеленĕ. Ăс-тăн тупăшăвне хутшăнакансен пĕлĕвне çĕршыври финанс рынокĕн ертсе пыракан професси пĕрлешĕвĕсен тата Раççей банксен ассоциацийĕн представителĕсем хакланă. Палăртни вырăнлă: ЧПУн экономика факультетĕнче ăс пухакан тепĕр тăватă студент призер пулса тăнă. Вĕсене планшетсем тата смартфонсем парнеленĕ.
«Фонд рынокне чи лайăх пĕлекенсем» конкурс Раççейре пĕрремĕш хут иртрĕ. Йĕркелӳçĕсем сăнавлă регион вырăнне Чăваш Ене суйласа илни пире савăнтарать», — пĕлтернĕ ЧР пĕрремĕш вице-премьерĕ — финанс министрĕ Михаил Ноздряков. «Регионсемпе çыхăну тытакан опыт пысăк пулнă май çакна палăртас килет: Чăваш Ен халăхăн финанс пĕлĕвне ӳстерес енĕпе аван ĕçлет. Хамăр енчен илес тĕк эпир республикăна ку енĕпе май килнĕ таран пулăшса пырăпăр, аслă шкулсемпе тачă çыхăну тытăпăр», — палăртнă РФ Патшалăх Думин Финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков. <...>
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.
♦ ♦ ♦
СПОРТ
Алăра кире пуканĕ вылянать
Пуш уйăхĕн 20-21-мĕшĕсенче Шупашкарти «Спартак» спорт керменĕнче 22 çултан кĕçĕнрех каччăсемпе хĕрсен хушшинче кире пуканĕ йăтассипе ăмăрту иртрĕ. Унта 30 регионти 200 яхăн атлет хутшăнчĕ.
Спортсменсене савăнăçлă лару-тăрура спорт министрĕн заместителĕ Ольга Букина, Пĕтĕм Раççейри кире спорчĕн федерацийĕн ертӳçи, РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ, Куславкка районĕн хисеплĕ гражданинĕ Сергей Кириллов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Юрий Зоринпа Юрий Попов ăнăçу сунчĕç. Пĕтĕм Раççейри ăмăртăвăн пĕрремĕш кунĕнче хĕрсем — 24 килограмлă, юниорсем икĕ пăтлă снаряда помост çинчен çĕклессипе вăй виçрĕç. Шел те, çак тупăшура пирĕн ентешсем япăхрах ăмăртрĕç. Малти вырăнсене Киров хулинчи спортăн тĕнче класлă мастерĕ Егор Демышев, Калуга хулинчи Европа чемпионки Ирина Мартынова, Оренбург, Воронеж облаçĕсенчи тата Çĕпĕрти вăйлă пăхаттирсем йышăнчĕç. Каласа хăвармалла, Егор 2019 çулта «Хыпар» парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ Пĕтĕм Раççейри турнирта абсолютлă чемпион ятне тивĕçнĕччĕ. Ирина 2014 çулта Шупашкарта иртнĕ Раççей кубокĕнче иккĕмĕш вырăн йышăнса спорт мастерĕн нормативне пурнăçланăччĕ. 22-ри пике ку хутĕнче йывăртарах виçере лайăх ăмăртрĕ. 63 килограмран çăмăлрах виçере пурне те çĕнтерсе Смоленскри спортăн тĕнче класлă мастерĕ Алина Васькина палăрчĕ. <...>
Владислав СИДОРОВ.
♦ ♦ ♦
ЧĂВАШ ЕНРЕ ТУСА КĂЛАРНĂ
Канаш производстви, Европа пахалăхĕ
«Малтанлăха Раççейри потребителе сивĕтекен паха шкафпа тивĕçтересчĕ», — пĕлтĕрхи çулла Канашра ĕçлеме пуçланă «Аркто» завод ертӳлĕхĕ çапла каланăранпа вăхăт нумай та иртмен-ха. Паян вара предприятире продукци экспорчĕпе çыхăннă тĕллевсене те пытармаççĕ. Çук, ку хăçан та пулин пурнăçланмалли çутă ĕмĕт кăна мар, çывăх вăхăтрах тӳрре кăлармалли уçăмлă план — Чăваш Енĕн Экспорта пулăшакан центрĕн ертӳлĕхĕпе пĕрле заводра пулнă май шăпах çакăн пек шухăш çирĕпленчĕ.
Ĕçрен хăрамастпăр
«Ĕçлес тĕлĕшпе шиклĕх çукки», — хăйĕн çак пахалăхне пĕр интервьюра «Аркто» гендиректорĕ Светлана Ардентова завода кĕске вăхăтра хута яма пултарнин тĕп шăнăрĕ вырăнне хурса хакланăччĕ. «Çапăçура» пирĕн шкаф хăйне лайăх кăтартрĕ», — теççĕ компанире, малалла та çаплах, çак кăмăлпах ĕçлесен чикĕ леш енчи рынок та пире парăнатех. Экспорта пулăшакан центр заводпа интересленни, предприятие холодильниксен экспортне йĕркелемешкĕн пулăшма ăнтăлни те шăпах çакăнпа сăлтавланнă.
Предприятипе паллашни ЦЭП ертӳçи Григорий Данилов кĕтнине тӳрре кăларчĕ пулас. Кирек мĕн каласан та производство — курмалăх пур. Хăрăмпа витĕннĕ, çур ĕмĕр каяллахи кĕмсĕртетсе ĕçлекен станоксем тата ыррине кĕтме пăрахнă сăнлă çынсем ĕçлекен цехсем мар вĕт, çĕнĕ йышши, «нультен» пуçласа тунă производство. 14 пин тăваткал метр йышăнакан çутă та пысăк цех, çĕнĕ йышши технологисем, ют çĕршывсенчен кӳнĕ оборудовани. Тата, паллах, çынсем — çамрăк, çунса тăракан куçлă ĕçченсем.
Компанин ĕç тăвакан директорĕ Ян Цецко, гид тивĕçне хăйĕн çине илнĕскер, кашни станок пирки тĕплĕ каласа кăтартма пултарать. Автоматсем пур — палăртнă заданисене çын хутшăнмасăрах пурнăçлаççĕ. Тĕркемри метала тӳрлетсе касакан линисем, метала револьвер мелĕпе шăтаракан комплекссем, кабина хӳтлĕхĕллĕ, лазер мелĕпе касакан автоматсем, метала авакан бендерсем, прессем тата ытти те — пĕтĕмпех çĕнĕ, тухăçлă ĕçлекен оборудовани. Паллах, хакĕ те пур: ĕç пахалăхĕ те – хакне кура.
Социаллă пурнăçпа экономикăн хăвăрт аталанăвĕн статусĕллĕ индустри паркĕнчи заводра паян 54 çын ĕçлет. Тĕпрен илсен, Канашра пурăнакансем. Завода ĕçе йышăнмашкăн ыйтса çынсем предприяти хута кайиччен чылай маларах çырăнма пуçланă-мĕн. Хулара ĕç вырăнĕсем çитмеççĕ, çавна май вун-вун çыннăн текех Мускавра, республика тулашĕнчи ытти мегаполисра ĕç шырама тивменни питĕ лайăх — тăван хулара тăрăшаççĕ, шалу аван илеççĕ. Тепĕр тесен, шăпах ТОСЭР статусĕ çак хулана завод валли суйласа илме хистенĕ те. Налуксемпе çыхăннă çăмăллăхсем — çĕнĕ заводшăн вăй илмелли лайăх никĕс. Тивĕçлĕ ĕç вăйĕ, инфратытăм пурри, Промышленноçа пулăшакан фонд пулăшăвĕ те, паллах, витĕм кӳнĕ — инвесторсем Канаша килĕштернĕ.
Сăмах май, завод проект хăвачĕн шайне тухман-ха — вăй илсе пырать: сивĕтекен шкафсен модель ретне те анлăлатмалла, туса кăларкан продукци калăпăшне те пысăклатмалла. Эппин, ĕç вырăнĕсем татах пулĕç — кунта ĕçлес текенсене савăнмалăх. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
ТЫЛ ĔÇЧЕНĔ
«Аннерен иртеймерĕм»
Варвара Иванова 1930 çулта Канаш районĕнчи Энтриялта кун çути курнă. 27 çула çитсен Тури Сурăмри Герман Иванова качча тухнă. Паян вăл кĕçĕн хĕрĕн Марина Германовнăн çемйипе пурăнать. Çурчĕ хăтлă, ăшă, тирпейлĕ, Варвара Федоровнăн хăйĕн уйрăм пӳлĕм пур. «Çак пурнăçа аннепе аттене тăратса кăтартасчĕ, питĕ тĕлĕннĕ пулĕччĕç, — тет ватă хĕрарăм.
— Эпир пуян пулман, пилĕк ачана пурпа ӳстермен. Халĕ ырлăхра пурăнатпăр, патшалăх пенси парать, ачасем лайăх пăхаççĕ, вилес килмест. Тем тĕрлĕ нуша курнăран çак çула çитетĕп тесе шухăшламан та». Унăн вара аса илмелли пайтах: ачалăхне, вăрçăн хаяр çулĕсене, 15 çулта Улатăрти Киряна вăрман касма, вăрçă хыççăн вербовкăпа Крыма ĕçлеме кайнине, Иваново облаçĕнче ултă çул торф кăларнине... Унтанпа 6-7 теçетке çул иртнĕ пулсан та йывăр самантсем паянхи пекех куç умĕнче.
«Ачасене типпе хăвартăмăр»
Варукăн ашшĕпе амăшĕ çичĕ ача çуратнă, анчах виççĕшĕ ача чухнех пурнăçран уйрăлнă. Çемье колхоза кĕме васкаман, 1939 çулта тин пысăк хуçалăхпа пĕрлешнĕ. Унччен хăйсем тĕллĕн ĕçленĕ: ясмăк, ыраш акса çитĕнтернĕ. Малтанхи вăхăтра ашшĕ лаша та тытнă-ха, анчах ăна колхоз туртса илнĕ. Ĕни вилнĕ хыççăн ача-пăча сĕт çисе курайман. Амăшĕ Любовь Никоновна вилнĕ ĕне пуçĕ çине ларса, мăйракисенчен ыталаса: «Ачасене типпе хăвартăмăр», — тесе макăрнă.
Колхоза кĕнĕ хыççăн Варукăн та çĕнĕ пурнăç пуçланнă. Вăл коллективлă хуçалăхра вăй хунă: хăйĕнчен виçĕ çул аслăрах аппăшĕпе Верукпа ăмăртса тырă вырнă, хăмăл пуçтарнă. Вăрçă тухнă кун та ĕçрех пулнă 11 çулти хĕрача — ыттисемпе пĕрле Шăхаль чиккинчи улăхра ыраш пуссинче тăрмашнă. «Ялтан Серп ятлă ăйăр аннине асăрхасан ватăсем: «Ыр хыпарпах пулĕ», — терĕç. — Хуçалăх ертӳçи иккен. Халăха пуçтарчĕ те вăрçă пуçланни пирки пĕлтерчĕ. Хăй килнĕ тăрантаспах вăйлă та маттур тăватă арçынна лартса кайрĕ, вĕсене вăрçа кайма повестка килнĕ те. Çав кунах темиçе те хутларĕ, кашнинчех вăй питти арçынсене илсе кайрĕ», — аса илчĕ Варвара Иванова. — Каç енне Ваççа куккан та — аннен шăллĕн — ячĕ тухрĕ. Эпир ăна ăсатма çемйипех кайса килтĕмĕр. Инке тăваттăмĕш ачипе йывăр çынччĕ. Куккана юлашки хут çавăн чухне курса юлтăмăр». Варукăн пиччĕшне Иллене, 1925 çулта çуралнăскере, Кемĕр облаçне ФЗУна вĕренме янă. Училищĕре çар енĕпе пĕлӳ илнĕ хыççăн çамрăк унтанах вăрçа кайнă. Нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнă хыççăн чăваш ачи яппунсемпе те çапăçнă. Тăван ялне 1947 çулта кăна таврăннă. Шел, вăл та, аппăшĕпе шăллĕ те çук ĕнтĕ çут тĕнчере, сумлă çак çула çывăх тăванĕсенчен пĕртен-пĕр Варвара Федоровна кăна пурăнса çитернĕ.
Тухман чун
Вăрçă вăхăтĕнчи ачасен урамра выляса çӳреме май килмен. Амăшĕсемпе, аппăшĕсемпе юнашар тăрса çум çумланă, тырă вырнă. Пӳрнисем çинчи суран-çĕвĕ паянччен аса илтерсе тăрать йывăр вăхăта. «Тырă вырнă чухне çĕр çине пĕр пучах та пăрахса хăварман, — аса илчĕ Варвара Федоровна. — Ĕçлес енĕпе аслисенчен пĕр шит те юлман эпĕ».
Ашшĕ Канашри базăра аслă хуралçăра тăнă. Киле тепĕр чухне канмалли кунсене те таврăнайман. Амăшне вăрçă тухнă çул Тăвай районне окоп чавма янă. Килте виçĕ ача хăйсемех хĕл каçнă. Йывăр пулнă. Колхоз вăхăтран-вăхăт çăнăх панипе пурăнкаланă. Варук аппăшĕнчен харсăртарах пулнă ахăр. Çăнăх пĕтсен вăл ăна правленине ăсатнă. «Çитсе тăраттăм правление, — иртнĕ кунсене куç умнее кăларчĕ тыл ветеранĕ. — Михаил Семенович счетовод эпĕ пырса кĕрсенех: «Йăмăкăм, мĕн тума килтĕн-ха?» — тесе ыйтатчĕ. «Çăнăх пĕтрĕ пирĕн», — теттĕм. Пĕр пăт çăнăх виçсе паратчĕ те ăна çунашка çине вырнаçтарса, пысăк ĕç тунăн хĕпĕртесе, киле туртса каяттăм. Çапла майĕпен хĕл каçрăмăр. Пурăннă ĕнтĕ, тухман чун тухмасть. Çуралнă ачасем атте-аннесĕр те ӳсеççĕ».
1942 çулта Варукăн амăшĕ конюха кĕнĕ. Правлени, шкул вутти илме кашнинчех ăна янă. Лашапа мĕн тумалла — пĕтĕмпех унăн амăшĕ пурнăçланă. Хĕллехи вăхăтра витери ытти лашана амăшĕ вырăнне Варукпа Верук пăхнă. <...>
Надежда СМИРНОВА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...