Комментировать

18 Мар, 2021

«Чăваш хĕрарăмĕ» 10 (1187) № 18.03.2021

Чулхулана — йĕлтĕрпе

Кашни çыннăн — хăйĕн пурнăç çулĕ. Муркаш районĕнчи Мулкачкассинче çуралса ӳснĕ Анастасия Лепешкина хĕр чухнехи хушамачĕ хăйĕн кун-çулне тăван тăрăхпа, ĕçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. Вăл «Восток» колхозра вăй хунă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та ăна ял хуçалăхĕнче тăрăшнине курма тӳр килетчĕ. Ватăлнине пăхмасăрах ĕçе хастар хутшăнатчĕ. Ас тăватăп-ха: эпир, ялти çамрăксем, Мулкачкасси çывăхĕнче колхозăн техникине лартмашкăн гараж турăмăр. Наçтук аппа та хисеплесе ялта çапла чĕнетчĕç çак ĕçе пысăк тӳпе хыврĕ. Вăр-варскер ыттисене тĕслĕх кăтартрĕ.

Мĕн ачаран ĕçре пиçĕхнĕ вăл. Амăшне килте пулăшнă. Ялта колхоз йĕркеленсен бригада уй-хирĕнче тăрăшнă: тыр-пул акнă, ăна çурлапа вырнă, авăн çапнă, паха вăрлăх хатĕрлеме хутшăннă. Анастасия выльăх-чĕрлĕх, уйрăмах ĕне, пăхма кăмăлланă. Çавăнпах вăл колхоз правленийĕ йышăннипе ялти сĕт-çу ферминче ĕçе кӳлĕннĕ. Паллах, ун чухне мĕн пур ĕçе алă вĕççĕн пурнăçланă. Анастасия Лепешкина доярка нимĕнле йывăрлăхран та пăрăнман. Хăйне шанса панă ĕнесене лайăх пăхнă.

Колхоз правленийĕ хĕрĕн ĕçри пултарулăхне асăрханă. Кĕçех Мăн Сĕнтĕрти выльăх-чĕрлĕх пăхакансен шкулне пĕр уйăхлăх вĕренме янă.

— Пĕлӳ илнĕ чухне пире ырă хыпар пĕлтерчĕç: Чăваш Республикине Ленин орденĕ панă май 1936 çулхи нарăс уйăхĕнче Чулхула облаçĕнче колхозниксен V съездне ирттереççĕ. Ял çыннисен хушшинче спорта аталантарас тĕллевпе унта мĕн пур районтан йĕлтĕрпе килессине йĕркелеме йышăннă. Çакна ырларăмăр. Анчах Чулхула инçетре вырнаçнă. Унта йĕлтĕрпе çитмешкĕн чăтăмлăхпа вăй-хал тата çирĕп сывлăх кирлĕ. Çавăнпа инçе çула тĕплĕн хатĕрлентĕмĕр, ăмăртусем ирттертĕмĕр. 10 çухрăма чупса хĕрачасенчен эпĕ мала тухрăм. Асăнмалăх йĕлтĕр парнелерĕç. Каччăсенчен Явăльня ялĕнчи Иван Игнатьев ăмăртусенче хастарлăхпа палăрчĕ. Унпа иксĕмĕр Чулхулана йĕлтĕрпе каякансен ушкăнне кĕме пултартăмăр, — ăшă кăмăлпа каласа паратчĕ Анастасия Лукияновна.

Съезда Муркаш районĕнчен 29 делегат хутшăннă. Шартлама сивве пăхмасăр вĕсем Етĕрне хулине тĕрĕс-тĕкелех çитнĕ. Чăваш Енрен пурĕ 400-ĕн кайнă. Йĕлтĕрçĕсен сывлăхне больницăра тĕрĕсленĕ.

— Пире кашни ял патне çывхарсанах колхозниксем хăйсен çывăх тăванĕсем пекех ăшшăн кĕтсе илетчĕç. Ас тăватăп-ха, пĕр кинемей: «Эсĕ, хĕрĕм, тутăрна çиеле курăнмалла çыхсам», — шӳтлерĕ. Пурте пуçа калпак тата пĕр евĕрлă çи-пуç тăхăннăран каччăсемпе хĕрсене пĕр-пĕринчен уйăрма çукчĕ, — аса илетчĕ вăл.

Ялсем витĕр тухса, анлă уйсемпе çырмасем урлă каçса делегатсем Лысково хулине çитнĕ. Вĕсене хваттерсене çĕр каçма кĕртнĕ. Каçхине клубра концерт кăтартнă, хула çыннисене чăваш юрри-кĕввипе савăнтарнă. Куракансем вĕсен пултарулăхне ырласа йышăннă. <...>

Александр ШАРИКОВ. Муркаш районĕ.

♦   ♦   


Тинĕс — чĕркуççи таран, çул — çатма пек

Камшăн тетĕр? Паллах, урах мар çыншăн. Эрех-сăрапа виçесĕр айкашма юраманни пирки тăтăшах çыратпăр-калаçатпăр, анчах та унăн серепине лекекенсен йышĕ ӳссех пыни куç кĕрет.

…Урамра йыттăмпа чиперех уçăлса çӳреттĕм. Çурт кĕтессинчен машина çаврăнса тухрĕ. Ун чухне кустăрмаллă урхамахсемпе питех кăсăкланмастăм та, маншăн транспорт хаклавĕ пĕрре пулнă: шурă е хура, хĕрлĕ е симĕс… Çавăнпа маркине те, номерне те тишкерес шухăш пулман. Пырать машина хăй çулĕпе — пытăрин. Халĕ кашни самантрах çул çинче çилпе ăмăртса вĕçтереççĕ те вĕсем, кама тĕлĕнтерĕн? Тахăш самантра машина пирĕн çинелле çул тытрĕ. Нимĕн те ăнланмасăр йытта хам еннелле туртатăп. Машина вара ун çинелле кĕрсех пырать. Юрать, хăвăртлăхĕ пысăк мар. Тата — эпир унăн çулĕ çинче те мар, пире бордюр уйăрса тăрать. Çавна пăхмасăр, эпир малалла утнă май, çӳлеллех тапаланать танк евĕр тискер курăнаканскер. Аптранипе чарăнсах тăтăм. Машина та хускалмасть. Мĕн кирлĕ пирĕнтен? Паллакан тес — çапла хăтланас çук… Сых ятне тесе йытăпа çаврăнтăмăр та каялла таплаттартăмăр. Машина велосипед мар, вăртти-вартти пируэт тăваймĕ. Хайхискер тапранчĕ те малалла хускалчĕ. Хыçра кĕмсĕр-кемсĕр шатăртатнине пула шартах сиксе çаврăнса пăхатăп — хайхи машина çул варринчен пăрăнса айккинче тăракан транспорт хатĕрĕсене хирет кăна. Пĕрне, теприне, виççĕмĕшне… Çул айккине лартнă пур машинăна та аяккинчен шăйăрса тухнă хыççăн чарăнса тăмасăр ура-мăн анат вĕçнелле çул тытрĕ хайхи. Эпĕ çăвар карăлнипе ним тума пĕлмен хушăра машинăсенчен пĕринчен водитель сиксе тухрĕ, ÇÇХПИ уйрăмне шăнкăравлама пуçларĕ: «Темĕнле ӳсĕр, машинăсене ватрĕ, килĕр…» Темиçе çул каялла пулса иртнĕ çак ӳкерчĕк паян та куç умĕнче тăрать. Аса илсен чун çӳçенет, хăвăртлăхĕ пысăк пулнă тăк мĕнпе вĕçленетчĕ çав кун?..

Руль умне ӳсĕрле ларакан, шел те, сахал мар. Хăйсен пурнăçĕ пирки мар, ыттисенни пирки те шухăшламаççĕ. Вĕсен хушшинче должноçри çынсем те, халăхра паллă «çăлтăрсем» те пур. Чăваш эстрадинчи шоумен пирки акă кахал кăна калаçмарĕ-тĕр пĕр вăхăт. Регион Правительствине /!/ ертсе пынă çын та руль умĕнче ӳсĕрле çакланнă. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен хушшинче те тупăнать ун пекки. Йĕркелĕх хуралçисем хăйсем те, шел те, саккуна уяманни тăтăшах тенĕ пек тĕл пулать. Юлашки тĕслĕхре ку — ШĔМ управленийĕн Шупашкар хулинчи уйрăмĕн следователĕ. Пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче вăл Çĕнĕ Шупашкарта Renault Sandero рулĕ умне ларнă, машинăна хускатса тухсан çулпа пĕр еннелле пыракан LADA Granta тата Hyundai Tucson автомобильсене пырса тăрăннă. Медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма хирĕçленĕскер полици ĕçченĕ пулни палăрнă. Чăн та, çав самантра вăл ĕçре шутланман. Анчах та çакă тӳрре кăлармалли сăлтав-и вара? ШĔМ сотрудникĕсем палăртнă тăрăх, малтан лару-тăрăва тĕпчесе уçăмлатĕç, унтан следователĕн ĕçрен кайма тивесси куç кĕрет. Çакна çирĕплетсех калама пулать, мĕншĕн тесессĕн ку тытăмра йĕркене пăсакансене пуçран шăлмаççĕ. Пĕр уйăх маларах кăна полицире ĕçлекен тепĕр сотрудника пула çул çинче инкек сиксе тухнă. Пакунлă хĕрарăм автомашинипе ачана çапса хăварнă та вырăнтан тарса çухалнă. Чăн та, вăл ӳсĕр пулнине çирĕплетмен. Çапах та ĕç вырăнĕпе сыв пуллашма тивнĕ унăн. <...>

Маргарита ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


Уçă ыйтусем - уçă хуравсем

Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче регион ертÿçи ВКонтакте тата Инстаграмсоциаллă сетьсенче тÿрĕ эфира тухрĕ.

«Хисеплĕ ентешĕмсем…» Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев, хăнăхнă йăлапа, халăхпа социаллă сетьсенче тӳрремĕн хутшăннă май çапла чĕнни хăех калаçу уççăн пуласса палăртрĕ темелле. Олег Алексеевич яланхи пекех кашни ыйтăва тĕплĕ хуравлама тăрăшрĕ. Вăл е ку ведомствăпа çыхăннисене уçăмлатмашкăн яваплă органсене тӳрĕ эфиртах хушу пачĕ. Каласа хăвармалла, çынсемпе çапла майпа регион ертӳçи хальхинче 1,5 сехет çурă майлă хутшăнчĕ. Çак вăхăтра министерствăсенчен хуравсем пыма та пуçланине палăртрĕ.

Чи малтан — "сухаллисем"

Çакăн йышши ыйту-хурав формата сăнанă май вырăнти влаç, ведомство органĕсем çителĕклĕ ĕçлесе çитерменни тăтăшах сисĕнет. Регион ертӳлĕхĕ патне влаçăн аяларахри сыпăкĕсем татса пама вăй çитереймен — полномочие кура — ыйтусем кăна çитмелле пек. Тĕрĕссипе вара хальхинче те муниципалитет шайĕнчи кăткăслăхсене те тишкерме тиврĕ. Калăпăр, мĕншĕн Муркаш урамĕсене юртан тасатмаççĕ, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Çичĕпӳртре ФАП пур — ĕçлекен çук, Шупашкарта 14-мĕш троллейбус маршрутне улăштарма шантарнăччĕ… Олег Алексеевич хăй те муниципалитетсен шайне палăртрĕ, çапах та ыйтусене хурав¬сăр хăвармарĕ.

Пĕр тĕл пулуран теприне, пĕр тӳрĕ эфиртан теприне куçакан сухаллă ыйтусенчен пĕри, Олег Николаев ăна чи ыраттараканни тесе палăртрĕ, — Çĕнĕ Шупашкарпа Шупашкар транспорт çыхăнăвĕ. Реформа тахçанах пырать темелле, анчах шăпах çак ыйтăва çитес вăхăтрах татса пама шантармаççĕ. Олег Николаев çакăн сăлтавне тĕплĕн ăнлантарчĕ. Тĕп вырăнта — пассажир хăтлăхĕ, хăрушсăрлăхĕ, маршрут хуçисен прависем… Çын пĕрре тӳлесех кирлĕ çĕре çитме пултартăр тесен нумай фактора шута илме тивет. Унсăр пуçне требованисем те çĕнелнĕ. Палăртнине йăлт пурнăçлама вăхăт кирлĕ. Хальлĕхе Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче, Кӳкеçре тата Муркашра пулса иртĕç улшăнусем. Вĕсем вара транспорт çӳрес çирĕп интервалпа, маршрут хуçисемпе водительсем пассажирсене «хăвалама» пăрахассипе çыхăннă. Каярахпа ытти районта та улшăнĕ лару-тăру.

Ача ӳстерекен çемьесен, паллах, ыйту нумай çуралать. Пĕчĕккисене сĕт юр-варĕпе тивĕçтересси пирки пăшăрханакансен суйлама ирĕк пур: е укçан тивĕçмелле пулăшăва, е малтанхи пекех ятарлă кухня урлă илме пулать шăл çемми апата. Амăшĕн капиталĕн республикăри пайне, ахăр, улшăнусем кĕтеççĕ — унсăрăн саккун тухас умĕн çуратса ĕлкĕрнисем çăмăллăхсене тивĕçеймеççĕ. Çавăн пекех нумай ачаллă çемьесене тата тăлăхсене пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерес тĕлĕшпе те лару-тăру çăмăл мар. Олег Николаев пысăк йышлисен ыйтăвĕсене хăйĕн куçĕнчен вĕçертменнине палăртрĕ. Çывăх çыннисен хӳтлĕхĕсĕр юлнисене вара малашне ятарлă сертификатпа тивĕçтерме палăртнă. Хăшĕ-пĕри тахçанах ӳссе ура çине тăнă ĕнтĕ, апла тăк тивĕçлĕ статуспа усă курса тата хăй пухнине хушса вăл пысăкрах лаптăклă кĕтес туянма пултарать. <...>

Маргарита ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


Çĕр пÿрт урайĕнче выртса вăй пухнă

1941 çулхи çĕртме уйăхĕ… Нимĕç фашисчĕсем пирĕн çĕршыва вăрçăпа сĕмсĕррĕн тапăнса кĕнĕ. Вăй питти арçынсем Тăван çĕршыва хӳтĕлеме тухса кайнă. Тăшман Мускав патнеллех çитсен унăн малаллахи çулне пӳлес тесе хӳтĕлев чиккисем тума тытăннă. Чăваш Енре те ятарлă сооруженисем хатĕрлеме йышăннă. Пĕр тĕллевпе кар тăрса ĕçе пуçăнакансен йышĕнче — хĕрсемпе хĕрарăмсем, ватă арçынсем, çул çитмен çамрăксем.

Манăн анне Нина Александрова, Элĕк районĕнчи Тавăт ялĕнче çуралнăскер, вăрçă пуçланнă вăхăтра 17 тултарнă. Ялти хĕрарăмсемпе пĕрле вăл та окоп чавма хутшăннă.

— Сăр шывĕ хĕррине ĕçлеме каймалли çинчен ял канашĕн председателĕ килсе каларĕ, — анне аса илĕвĕ хăлхарах. — Аттепе анне çамрăклах вилчĕç, эпир, виçĕ хĕрĕ, тăлăха тăрса юлтăмăр. Йăмăксене ача çуртне илсе кайрĕç. Эпĕ, 13 çулта çывăх çынсемсĕр юлнăскер, пускилсем пулăшнипе, ял-йыш хӳттипе пĕчченех пурăнтăм.

Окоп чавма каймашкăн хутаçа хам тунă çĕнĕ çăпата, тăла, икĕ мăшăр алсиш, икĕ мăшăр чăлха кунчи, çăм нуски, икĕ çавра çăкăр, çĕр улми, кĕрпе чикрĕм. Мăн аки типĕтнĕ икĕ çавра чăкăт парса ячĕ. «Часах çаврăнса çитеймĕн. Япалусене улăштарса тăхăн. Йĕпеннисене типĕтме çак», — вĕрентсе каларĕ вăл çула тухас умĕн.

Икĕ лашапа сакăр хĕрарăм тухса кайрăмăр ялтан. Çĕр пӳртре пурăнма тиврĕ. Нарсем пурин валли те çитменрен урайне хыр, чăрăш лăссисем пăрахса çывăраттăмăр. Çав çул питĕ сивĕ пулчĕ. Ăшă тум çителĕксĕрччĕ. Çире — сăхман, сурăх çăмĕнчен çыхнă кипке, урара — çăпата. Окопне 2 метр тарăнăш, 5 метр сарлакăш чавмаллаччĕ. Тул çутăличчен пуçласа каçчен ĕçлеттĕмĕр.

Шартламана пăхмасăр кунĕпе кĕреçепе, калунпа шăннă çĕре чавнă. Нормăна яланах ирттерсе тултарнине калатчĕ анне. Çырмасенче чул та кăларнă. Вĕсемпе траншея, блиндаж, дзот тунă çĕрте усă курнă.

— Сивве пула чылайăшĕн питне тăм илетчĕ. Алсиш, сăхман арки пăрлансах ларатчĕç. Вăйлă шăннăран çул çитмен çамрăксем, хĕрсем чирлетчĕç, вилни те пулнă. <...>

Любовь КОНСТАНТИНОВА. Элĕк районĕ.

♦   ♦   ♦


Купăс - чун уççи

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Николай Дмитриев пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче — Хĕрарăмсен пĕтĕм тĕнчери кунĕнче — çуралнă.

«Çакăншăн питĕ вăтанаттăм. «Хĕрача, хĕрача...» — этемлĕхĕн черчен çуррине уявпа саламланă кун çут тĕнчене килнине шута илсе витлетчĕç тантăшсем. Куççульленни те пулнă. Каярах, кĕнеке, кино тĕнчипе кăсăкланма пуçласан, тавра курăм сарăлчĕ. Паллă çынсем те пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче çуралнине пĕлсен чунăм лăпланчĕ.

Мана анне Çĕмĕрле районĕнчи Хутар ялĕнчи больницăра çуратнă. Ун чухне 7 хĕрача тата эпĕ — арçын ача — çут тĕнчене килнĕ. Килте икĕ хĕр çитĕннĕ. «Енчен те виççĕмĕшне те хĕрача çуратсан сана больницăран илсе тухмастăп», — çăмăлланма хатĕрленекен хĕрарăма те шӳтлесе, те чăнласа асăрхаттарнă атте.

Эпĕ 1 сехет те 20 минутра сасă панă. Ирхине анне ял администрацине шăнкăравласа мăшăрĕпе Алексей Григорьевичпа çыхăнтарма ыйтнă. Ун чухне телефон патне атте мар, асанне чупса пынă. Вăл киле ырă хыпар илсе çитернĕ. Атте савăнăçне шăнăçтараймасăр ăна йăтса илнĕ. Унтан колхоз ферминчен ăйăр кӳлсе ывăлне курма вĕçтернĕ. Йăх тăсакана çитермешкĕн аннене 6 катлет парса хăварнă», — калаçу пуçларĕ сцена ăсти.

Дмитриевсем кивĕ пӳртре пурăннă. Николай çут тĕнчене килсен çĕнĕ çурт çĕклеме пуçланă. Ăна шăпах ун ячĕпе хăпартнă. «Манăн та ывăл пур», — хавхаланнă кил хуçи.

М.Щепкин ячĕллĕ Театр аслă училищинче вĕреннĕ вăхăтра профессорсем студентсене çуралнă кунпа асăнмалăх япала парнелессине йăлана кĕртнĕ. «Николаша, эсĕ çут тĕнчене хăçан килнĕ?» — сăмах пуçарчĕç манпа. Пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче çуралнине каларăм. «Шӳтлетĕн-и?» — ĕненесшĕн пулмарĕç вĕрентекенсем. Паспорт кăтартрăм», — йăл кулать Николай Дмитриев.

«Чĕнсен — пыратăп...»

Хĕр чухне — хĕрĕх, каччă чухне аллă теççĕ-и-ха? Çапах авланма шухăш тытсан Николай Дмитриевпа хăйне евĕрлĕ лару-тăру сиксе тухнă. Вăл савнийĕ патне качча тухма ыйтса çыру янă. «Артист — шанчăклă çын мар», — мăшăрланма хирĕçленине çапла сăлтавланă хĕр. Çакăн хыççăн авланас шухăш тĕтре майлах сĕвĕрĕлнĕ. Хĕрсемпе калаçнă, анчах малашлăхра пĕрле пуласси темшĕн илĕртмен ăна.

«Хĕрлĕ Чутай районĕнче Николай Булаткинпа Валентина Ситовăн туйĕнче купăс каларăм. Çавăн чухне хитре пĕр хĕре куç хыврăм. «Унăн савнийĕ пур ахăр», — шухăшлатăп хам. Çапах юнашар тăрса сăмах чĕнме хал çитертĕм. Паллашрăмăр, уçăлса çӳрерĕмĕр. Шупашкарта тĕл пулма калаçса татăлтăмăр», — сăмах çумне сăмах çыпăçать.

Ун чухне Николай Дмитриев студент каникул иртнине те сисмен. «Лена, Мускава пыратăн-и?» — ыйтнă каччă савнийĕнчен уйрăлма вăхăт çитсен. «Эсĕ чĕнсен пыратăп», — хуравланă хĕр. Вăл, чăнах, çĕршывăн тĕп хулине куçнă. Ун валли общежитире пӳлĕм уйăрнă. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

Материалсемпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.