«Хыпар» 26 (27759) № 16.03.2021
Сивĕ хĕл асăрхануллăрах пулма вĕрентĕ-и?
Кăçал çанталăк ытти чухнехинчен чылай сивĕрех тăчĕ. «Чăн-чăн хĕлле çапла пулмалла», — текенсем çакăншăн савăнчĕç ахăртнех. Анчах шартлама сивĕ пулни чылай пăтăрмах кăларса тăратать çав.
Специалистсем палăртнă тăрăх, çакна пула çынсем шăнса тата сĕрĕм тивнипе вилнĕ тĕслĕх нумайланнă. ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, кăçал пирĕн республикăри «васкавлă медицина пулăшăвĕн» бригадисем шăннă-тăм илнĕ 174 пациент патне кайнă, çав шутран 4-шĕ шăнса вилнĕ. Республикăри ГКЧС пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕрхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа кăçалхи нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕччен 101 çын шăнса вилнĕ. «Пурнăçран уйрăлнисенчен нумайăшне килĕнчен инçех мар тупнă, вĕсенчен ытларахăшĕ эрех ĕçни паллă пулнă», — пĕлтернĕ республикăри ГКЧС ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Николай Иванов ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев нарăсăн 15-мĕшĕнче ирттернĕ канашлура. Олег Николаев инкексем ытларах чухне çынсем хăйсем тимлĕхе çухатнипе, яваплăха туйманнипе пулнине палăртнă.
Кăçал пушар та ытларах тухнă. Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунĕнчех Вăрмар районĕнче алхаснă вут-çулăмра 6 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, çав шутран 3-шĕ — ача. Малтанхи вунă кунра 35 пушар тухнă, вĕсенче 11 çын вилнĕ, 2 суранланнă. Уяв кунĕсенче хура çак «статистикăпа» пирĕн регион Раççейре малти вырăнта пулнă. Кун пирки хыпарласа, асăрхануллăрах пулма чĕнсе халăха МЧС тытăмĕ çине-çинех СМС-пĕлтерӳсем ячĕ. Паллах, унтанпа çирĕп мерăсем йышăнса, профилактика мероприятийĕсем ирттерсе лару-тăрăва ырă енне кăштах улăштарма май килнĕ. Çапах ку лăпланса лармаллине пĕлтермест.
Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, кăçал икĕ уйăхра пирĕн республикăра 189 пушар тухнă: пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 33 тĕслĕх нумайрах. Шел те, çанталăк сивĕ чухне вут-çулăм алхаснă тĕслĕх ытларах пулнă. Нарăс уйăхĕн 22-23-мĕшĕсенче сывлăш температури 32-35 градусран та сивĕрех пулнине нумайăшĕ астăвать ахăртнех. Çав икĕ кунра республикăра 13 пушар тухнă, 5 çын вилнĕ. Çанталăк сивĕ чухне çынсем килĕнче ăшăтмалли хатĕрсемпе усă кураççĕ, кăмакине вăйлăрах хутаççĕ. Хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмасан инкек тухасси те часах. Вут-çулăм алхаснин сăлтавĕсем çакна çирĕплетеççĕ те. Электрохатĕрсемпе усă курмалли йĕркене пăхăнманран пирĕн регионта пуш уйăхĕн 12-мĕшĕ тĕлне 61 пушар тухнă. Кăмакасемпе усă курмалли правилăсене пăснăран — 67. Вутпа асăрханусăр пулнăран «хĕрлĕ автан» 35 хутчен алхаснă, çав шутран 17 тĕслĕхре — çынсем пирус туртнăран. Сăмах май çакна та палăртса хăвармалла: кăçалтан кил-çурта хутса ăшăтмашкăн заводра хатĕрленĕ тимĕр кăмакана çеç вырнаçтарма юрать.
Тĕп управленире ĕçлекенсем кăçал чи нумай «çунакан» районсене те палăртнă: Канаш районĕ — унта кăçал 12 пушар тухнă /пĕлтĕр çак тапхăрта — 3/, Пăрачкав — 11 /3/, Комсомольски — 8 /3/. Вут-çулăма пула çынсем Вăрмар районĕнче — 6 /1/, Пăрачкав районĕнче — 5 /1/, Шупашкар хулинче — 5 /0/ ытларах вилнĕ. Пĕтĕмпе пушарсенче 27 çын пурнăçран уйрăлнă.
Специалистсем пĕлтернĕ тăрăх, «хĕрлĕ автан» нумайрах чухне çĕрле алхасать. Çынсем çывăрнă май тĕтĕм шăршине туймаççĕ, çавăнпа вăхăтра вăранаймаççĕ, урама тухаймаççĕ. Тĕтĕм-сĕрĕме пулах вилеççĕ. Çапла ан пултăр тесен МЧС тытăмĕнче вăй хуракансем килте пушар пирки автономлă майпа пĕлтерекен ятарлă хатĕр вырнаçтарма сĕнеççĕ. Çав хатĕр темĕнле хаклах та мар /500 тенкĕрен пуçласа/. Вĕсем тĕтĕм-сĕрĕм тухма пуçласанах сасă пама тытăнаççĕ. Ку сасса илтсе çывăракан çын вăранать, пушартан вăхăтра çăлăнма пултарать. Шел, çакна паянхи кун темшĕн нумайăшĕ шута илесшĕн мар. <...>
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.
♦ ♦ ♦
Çуркунне кая юлса килни юлхавланмалли сăлтав мар
Пĕлтĕр республикăра ку вăхăтра техника уя тухнă ĕнтĕ — пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче уйрăм хуçалăхсенче калчасене апатлантарма пуçланă. Кăçал уй-хирте юр тарăн. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăвăн кун йĕркинче çуракине хатĕрленес ыйту пулчĕ те — калаçу шăпах çанталăк тĕлĕнтермĕшĕсене палăртнинчен пуçланчĕ.
Пĕлтĕр çак вăхăтра уйраччĕ
Çапла, пĕлтĕр çуркунне ир килнĕ, кăçал, ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх, пуш уйăхĕ хăнăхнă йĕркерен чылай уйрăмрах — сивĕрех. Юр та нумайрах çунă. Тепĕр тесен, хĕл тăршшĕпех юлашки çулсенчи вăтам кăтартуран самай сивĕрех пулнă. Уй-хирти юр хулăнăшĕ те нормăран 15-16 сантиметр пысăкрах-мĕн. Çавна май, Сергей Геннадьевич шучĕпе, техника уя пуш уйăхĕн вĕçĕнчен маларах тухасси иккĕленӳллĕ.
Акнă-сухаланă анасен лаптăкĕ кăçал 550 пин гектарпа танлашмалла — иртнĕ çулхинчен 2 пин гектар ытларах. Çурхи культурăсем çитĕнмелли лаптăксем — 290 пин гектар. Çав шутра тĕп пайне, 54% яхăн, тĕш тырă культурисем йышăнмалла. Кĕрхи калчасем аван хĕл каçнă — вĕсен пысăк лаптăкĕсем пĕтес, çĕнĕрен акма тивес хăрушлăх çук. Вăрлăх та çителĕклĕ. Минерал удобренийĕсене хуçалăхсем паянхи кун тĕлне пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен икĕ хут ытларах хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Министр вĕсем палăрмаллах — 11-40% таран — хакланнине пăшăрханса палăртрĕ. Ял хуçалăх продукцийĕн хакĕсем аван пулнине кура хуçалăхсен кассинче укçа пулнă, çавăнпа вĕсем им-çам туянма пултарнă, удобрени туса кăларакансем вара çийĕнчех çакăнпа усă курас тенĕ — хăйсен продукцийĕн хакне ӳстернĕ. Телее, Апат-çимĕç фончĕ удобренисене пĕчĕкрех хаксемпе чылай туянса хума ĕлкĕрнĕ — хальлĕхе саппас пур.
Шел, хресчене пăшăрхантараканни татах пур: топливо та хакланнă — 4,5% чухлех. Инфляципе шайлашуллă теме пăхаççĕ те — ку ял хуçалăх отраслĕн йывăрлăхĕсене сирмест вĕт. Апла пулин те хуçалăхсем малаллах талпăнаççĕ-ха. Çакна вĕсем техника ытларах туянни те çирĕплетет. Калăпăр, 64 трактор туяннă. Çулталăк каялла ку кăтарту чылай пĕчĕкрех пулнă — ун чухне техника паркне çĕнĕ 26 трактор пуянлатнă.
Олег Николаев çанталăка кура кăçал уй-хирти ĕçсене кĕске тапхăрта пурнăçлама тивесси пирки каланă май çивĕч мĕн пур ыйтăва васкавлăн татса пама хатĕр пулмалли пирки асăрхаттарчĕ. Юлхавланма юрамасть, юлнă вăхăтпа çуракине тата тĕплĕнрех хатĕрленме усă курмалла.
Утăм малалла, утăм каялла…
Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăрлач-нарăс уйăхĕсенчи кăтартăвĕсене экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов пĕтĕмлетрĕ. Кулянтараканни — промышленноç производствин индексĕ чакни, вăл 97,1% шайĕнче. Ял хуçалăхĕ — иртнĕ çул пуçламăшĕнчи шайрах. Чăн та, сĕт суса, çăмарта туса илесси пысăкланнипе пĕрлех аш-какай производстви чакни палăрать — 11% чухлех пĕчĕкленнĕ. Строительство та чакнă, çапах пурăнмалли çурт-йĕр тăвассипе çыхăннă кăтартусем аванланни сисĕнет. Ĕç укçи хушăннă — уйăхри вăтам виçе нарăсра 31 пин тенкĕпе танлашнă. Пăшăрханмалли тепĕр пулăм — инвестицисен калăпăшĕ палăрмаллах чакни. Вăл 52,4 миллиард тенкĕ шайĕнче — 24% чухлех пĕчĕкленнĕ. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Самана таппи – социаллă сетьсем урлă
Массăллă коммуникаци мелĕсем паян чăннипех анлă та — республика ертӳлĕхĕ вĕсемпе туллин усă курать. Эрнекун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăра пурăнакансемпе социаллă сетьсем урлă çыхăнса «тӳрĕ линие» тухрĕ. Çак меле вăл çынсемпе хутшăнмалли, вĕсене пăшăрхантаракан ыйтусене пĕлмелли лайăх май тесе хакларĕ.
Шкулсем, ачасем
Ыйту нумаййине кура Олег Николаев вĕсенчен чылайăшне уйрăм темăсене пĕрлештерсе хуравларĕ. Калаçу шкулсен строительствин теминчен пуçланчĕ.
Çивĕчлĕх пуррине Олег Алексеевич питĕ лайăх пĕлет. Республикăра 8 пине яхăн ачан çав-çавах икĕ сменăпа вĕренме тивет-ха. Çавна май, паллах, çĕнĕ шкулсем тумалла. Тĕп хулан Университет, Сад, «Лента» микрорайонĕсенче, Çĕнĕ Шупашкарта тата Кӳкеçре пулмалли шкулсене кăçал тума тытăнаççех.
Çав вăхăтрах чылай шкул çурчĕ кивĕ. 50% ытла юхăннисене пурне те çитес 5 çулта йĕркене кĕртме палăртнă. Авари пулма пултараканнисем те пур. Федераци шайĕнчи тĕрлĕ программăна хутшăнса вĕсен вырăнне те çитес çулсенче çĕнĕ шкулсем тăвасшăн.
Нумай ачаллă çемьесене — çĕр лаптăкĕпе, çав территорисене инфратытăмпа тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтăва та регион ертӳçи туллин хуравларĕ. Республикăра çĕр лаптăкĕ илес кăмăл пуррине 16 пин ытла çемье пĕлтернĕ. Вĕсенчен 9 пинĕшне çĕр панă. Çав шутран 3 пин лаптăкра пĕтĕм коммуникаци пур — шывран пуçласа газ таран. Анчах нумай ачаллă çемьесем çак çулсенче çĕкленĕ çуртсен шучĕ ытла та пĕчĕк, нумай лаптăкпа вуçех усă курмаççĕ. Çавăнпа, Олег Алексеевич шучĕпе, çĕр лаптăкĕ вырăнне çемьесем укçан саплаштару илмелли йĕрке вырăнлă пулмалла. Кăмăл пуррисем укçан илччĕр. Çакă бюджета йывăрлăх кӳмĕ — çав лаптăксене инфратытăмпа тивĕçтерес пулсан пурпĕр нумай тăкакланмалла. Ачасем тенĕрен, Олег Николаев вĕсем валли тӳлевсĕр сĕт кухни йĕркелессине те сивлемест. Унччен çавнашкал кухньăсем ĕçленĕ — усăллă пулмалла.
Транспорт, хлор
Хăнăхнă ыйту — Çĕнĕ Шупашкарпа Шупашкар хушшинчи пассажирсене илсе çӳрекен транспортпа çыхăннă нуша. Çынсем ларса кайма май çукки пирки пĕлтереççĕ. ЧР Пуçлăхĕ çитес çулхи транспорт реформи çивĕчлĕхе сирессе шанать. Чи малтанах маршрутсен сетьне кирлĕ пек йĕркелемелле. Тепĕр енчен, çыннăн пĕрре тӳлесе кирлĕ çĕре тӳрех çитмелли майсем пулмалла. Пысăк мегаполиссем, çав шутра Мускав та, ку ыйтăва татса панă ĕнтĕ, Шупашкар агломерацийĕнче те çакна тӳрре кăлармалла.
Çĕнĕ Шупашкарсемех унта çине-çинех хлор шăрши сарăлнăшăн пăшăрханаççĕ. Уголовлă ĕç пуçарни пирки пĕлеççĕ, анчах çакă та пулăшмасть пулас… Олег Алексеевич химиксен хулинче çак ыйтупа хăй те ятарласа пулнине çирĕплетрĕ. Ку, ун шучĕпе, пĕр-пĕр предприятире сиенлĕ хутăшсене атмосферăна тӳррĕн кăларнипе сăлтавланман. Çав хутăшсем канализаци сечĕсенче капланаççĕ пулас, вăхăт-вăхăтпа вĕсене юхтарса яраççĕ… Усал шăршă çăл куçне тупса палăртайман-ха, шырав ĕçне тĕплĕ пурнăçлас тĕллевпе уголовлă ĕç пуçарнă. Шăршă химкомбинатран, БОСран тухмасть — унта йĕркене пăхăнни пирки Олег Николаев иккĕленмест. Айăплисене тупса палăртасса вăл çирĕп шанать — шăршă сирĕлмеллех.
Химиксен хулинченех килнĕ тепĕр ыйту тĕлĕшпе вара пĕтĕмпех уçăмлă, айăпли те паллă. Астăвăм аллейине пысăк укçа хывса çутатса тăмалла тунă, анчах унта çав-çавах тĕттĕм иккен. ЧР Пуçлăхĕ пытармарĕ: унта усă курнă электропроводсен хулăнăшĕ тивĕçтермест — çӳхерех, çавăнпа çутă приборĕсем ĕçлемеççĕ. Çĕнĕрен тума тивет… Шăпах çакнашкалли ан пултăр тесе ĕнтĕ республикăра саккассене пурнăçлассине централизацилес çул çине тăнă, ку малашне унашкал пăтăрмахсенчен сыхланма пулăшĕ. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Чирлĕ ачасен пурнăçĕ тенкĕпе виçĕнет
«Пулăшăр! Кашни асамçă 13 тенкĕ парсан ачана çăлса хăваратпăр! Пĕчĕк çын нушинчен пăрăнса ан иртĕр! Эсир — пирĕн юлашки шанчăк! Пĕр тенкĕ те, вунă тенкĕ те пĕлтерĕшлĕ, хаклă...»
Çакăн евĕрлĕ чĕнӳсем, пĕлтерӳсем социаллă сетьсенче вĕçĕмсĕр сике-сике тухаççĕ. Вĕсене вулатăн та — тунсăх туйăмсем чун-чĕрене пăчăртаççĕ. Пин-пин ача ырă çынсем пулăшасса кĕтет. Пĕчĕкскерсен малашнехи пурнăçĕ вĕсем паракан вунă е çĕр тенкĕрен килет... Çут тĕнчене тин çеç килнĕскерсем çав тери асапланма мĕн айăпа кĕнĕ-ши? Кун пирки шухăшласа каятăн та çавнашкал тĕрĕсмарлăхсем пурришĕн тарăхатăн. Чуна пушшех те тăпăлтараканни — чире сиплеме май пурри, анчах çакă пĕтĕмпех укçа-тенкĕпе çыхăнни. Ашшĕ-амăшĕн, шел те, чылай чухне пысăк укçа çук. Ирĕксĕрех ырă çынсене шырама тивет. Телее, пур-ха вĕсем пирĕн хушăра. Тата сахалах та мар. Кам нухратпа, кам ырă сăмахпа — çапах пулăшаççĕ...
Иртнĕ çул мана та çавăн пек пысăк чун-чĕреллĕ çынсемпе паллашма тӳр килчĕ. Шел те, пирĕн республикăра та йывăр чир асап кăтартакан ача сахал мар. Вĕсене пулăшу парассине ыр кăмăллăх фончĕсем хăйсем çине илнĕ. Çав организацисем çемьесене ачасене сиплеме укçа-тенкĕ пухас, реабилитаци хатĕрĕсемпе тивĕçтерес, психологи пулăшăвĕ парас тĕлĕшпе тата ытти енĕпе тăрăшаççĕ. «Ыр кăмăллăх чĕрере пулмалла. Мана пĕчĕкрен çынна пулăшма вĕрентсе ӳстернĕ, хамăн ачасене те çапла пулма хăнăхтаратăп», — тенĕччĕ пĕр калаçу вăхăтĕнче ачасене пулăшакан «Сострадание» ыр кăмăллăх фончĕн ертӳçи Олег Яшков.
Инкеке лекнĕ çынна ырă тăвас, йывăрлăхра алă парас тени чунĕнче вĕресе тăни Олег Яшкова çак çул çине илсе çитернĕ те ĕнтĕ: 2013 çулта вăл ыр кăмăллăх фондне уçнă. Кун евĕр организацисене тупăш илес тĕллевпе йĕркелемеççĕ /çапах аякка кайиччен каласа хăвармаллах: пуяс тĕллевпе счетсем уçса суя историсем шухăшласа кăларакансем те çук мар паллах, çавăнпа укçана куçариччен çынсен фонд ĕçне-хĕлне тишкермеллех/. Унта ĕçлекенсем чун ыйтнипе, чĕре хушнипе ыттисене ырă тăваççĕ. Кунашкал пĕрлĕхсенче тăрăшакансем укçасăр вăй хураççĕ, тĕп ĕçрен пушă вăхăтра кунта килеççĕ.
Тĕпрен илсен, ыр кăмăллăх ĕçĕ волонтерсем çинче тытăнса тăрать. Вĕсем ачана сиплеме укçа-тенкĕ пухассине йĕркелеççĕ, чирлĕ ача пирки информаци сараççĕ, ырă кăмăллă çынсене шыраççĕ тата ытти вун-вун тĕрлĕ ĕç пурнăçлаççĕ. Тĕллевĕ вĕсен пĕрре — чирлĕ ачана сипленме, чире парăнтарма майсем туса парасси.
«Пулăшу ыйтасси мĕн таран йывăррине хам пĕлетĕп, — тенĕччĕ Светлана Чернова волонтер. — Мăнука тухтăрсем питĕ хăрушă диагноз лартрĕç. Ăна çăлса хăварма вунă миллион тенкĕ ытла кирлĕ пулчĕ. Ырă çынсем пулăшнипе чире çĕнтертĕмĕр. Çавăн хыççăн эпĕ пурнăçран, уйрăмах ачан кун-çулĕнчен, хаклăраххи нимĕн те çуккине ăнлантăм. Халĕ хам та çынсене пулăшатăп». Ксения Яшкова волонтер та ыр кăмăллăх этем чунне кăтартакан паллă тесе шухăшлать: «Кирек кам та пулăшма пултарать. Эпĕ çак принципа тĕпе хурса пурăнатăп. Пулăшу ыйтаканран, уйрăмах пĕчĕк ачана пырса тивет пулсан, мĕнле пăрăнса иртĕн-ха?»
Олег Яшков каласа кăтартнă тăрăх, чирлĕ ачасене пулăшакан йышлă. Вĕсен хушшинче шалупа е пенсипе кăна пурăнакансем те, пысăк организации-предприяти тытса тăракансем те пур. Пĕррехинче пĕр завод ертӳçи Шупашкарти хĕрача валли 50 пин тенкĕ илсе килнĕ. Çавна май пĕр кунрах ачана сиплеме кирлĕ чухлĕ виçене пухса çитернĕ. Тĕрĕссипе, кунашкал тĕслĕх фонд историйĕнче темиçе те пулнă. «Унашкал çынсем хăйсен ячĕсене те каласшăн мар. «Мĕн тав тумалли унта, — теççĕ. — Май килнĕ чухне пулăшатпăр», — каласа тĕлĕнтерчĕ фонд ертӳçи. Паллах, пурин те унашкал майсем çук. Тепĕр чухне тем пек пулăшас тесен те укçа-тенкĕ çитсе пыманни ура хурать.
Ачасен нуши-тертне чĕре патне илекен çынсем пурри темрен ытларах савăнтарать. Самана улшăннă май этем чун-чĕри те хытса пырать тенине час-часах илткеленĕрен тепĕр чухне ырă кăмăллă çынсем тупăнассăн та туйăнмасть. Анчах чунсем çав териех мăкалса çитмен иккен-ха. Каллех Олег Яшковпа калаçни асăма килет. «Йывăр чир хыççăн çирĕплетнĕ реабилитаци курсне тӳлесе пулăшакансем те, сусăрсем валли кӳме туянакансем те, эмелпе тивĕçтерекенсем те пур. Пĕррехинче пĕр çын Чехирен Шупашкар ачи валли хаклă эмел туянса почтăпа ярса панăччĕ». Швецире, ытти ют çĕршывра та тупăннă çавнашкал çынсем. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
«Юр çине пуçран пыйтă тăкăнатчĕ»
Манăн архивра кӳршĕре пурăннă Ольга Яшмейкинăн аса илĕвĕ упранать. Унăн хăйĕн пурнăçĕнче темĕн те курма тивнĕ.
Ольга Павловнăн ашшĕне, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Вăрманкасра пурăннă Павел Михайлова, колхозсем тунă вăхăтра кулаксен шутне кĕртсе Тагила яма йышăннă. «Манăн асаттепе асанне иккĕшĕ те тăлăх пулнă, нуша курса çитĕннĕскерсем кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçленĕ. 5 ача çуратса ӳстернĕ, 3 ывăлне те асатте çил арманĕ лартса панă. Унăн алли ылтăн пулнă. Аттепе анне 12 ачана кун çути парнеленĕ, вĕсенчен 8-ăшĕ пурăннă, эпĕ — чи кĕçĕнни», — каласа кăтартнăччĕ Ольга Павловна. Вăл аса илнĕ тăрăх, çемье кил-çурт лартнă, лашапа ĕне витисем, мунчапа кĕлет тунă. Çил арманĕ тупăш панă. Икĕ ĕнепе икĕ лаша, йышлă сурăх усранă. Ялсенче колхозсем тума пуçласан Михайловсен выльăх-чĕрлĕхне туртса илме шутланă. Пĕррехинче, уяв кунĕнче, амăшĕ икерчĕ пĕçернĕ, ачисем сĕтел хушшине çиме ларсан пӳрте пĕр ушкăн çын кĕрсе тăнă та кил хуçине тĕксе илсе тухса кайнă. «Эсĕ пуян, пире халех 40 пин ылтăн тата 40 пин кĕмĕл укçа пар», — тесе ăна саламатпа хĕнеме пуçланă. Хĕп-хĕрлĕ пулса шыçăнса кайичченех хĕненĕ. Кăшт вăхăт иртсен çемьене пӳртрен кăларса яма, вĕсен вырăнне чухăнсене вырнаçтарма хушу кăларнă. Выльăхĕсене те илсе кайнă. Кил хуçипе аслă ывăлне тĕрмене хупнă. Çулла вара çемьене тавар вакунĕпе Тагила ăсатнă. Унта нушаланса пĕр хĕл каçнă хыççăн кил хуçи арăмĕ пĕр хĕрĕпе Ульккапа тăван ялне таврăннă. Кăштахран ашшĕ те килнĕ, темиçе ачине Тагилтах хăварнă. Кулаксен шутне кĕртнĕскерсен нуши-тертне нумай курма тивнĕ. «Тăраниччен çисе те кураймарăм», — куççульне шăлатчĕ Оль¬га Павловна. 1937 çулта ашшĕне кулак йăхĕ тесе каллех тĕрмене илсе кайнă, вăл Улатăр тĕрминчех вилнĕ. Унăн ырă ятне 1989 çулта тавăрнă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă çул Улькка 17 тултарнă. Ялти хĕрсемпе вăл Саланчăк патĕнче çул тунă. Ăна ытти çамрăкпа пĕрле Сăр хĕррине окоп чавма та илсе кайнă. Штанаш ял тăрăхĕнчи Вăрманкасран Анна Макарова, Зоя Триковская, Мария Кассирова, Екатерина Михайлова, Перасковья Кассирова, Мария Семенова тата ыттисем темиçе лавпа Пантьăк ялне çитнĕ. Унта вĕсене хваттерсене вырнаçтарнă. Кашни пӳрте — темиçен: выртма-тăма мар, утма та вырăн çук, урайĕпех çын йăшăлтатнă. Кăмака çинче хуçисем выртса тăнă. «Ватка тумтирĕн аркисем шăнса ларатчĕç, сăхман типсе çитейместчĕ. Алсишсене саппас пултăр тесе темиçе те илсе кайнă-ха, анчах кунĕпе кĕреçе тытнипе вĕсем часах çĕтĕлетчĕç. Çăпатасем шăнса ларатчĕç, каçхине хваттере таврăнсан унăн кантри ирĕлессе кĕтме тиветчĕ. Шăннă кантрана салтма май çукчĕ, вăл тӳрех татăлса каятчĕ. Çăпата кантри яваканни те çук, кантрине явма курăс та, сӳс те çук. Çăпата ирччен лайăх типсе çитейменрен тепĕр кунне урама тухсанах вăл хытса ларатчĕ, урана аран-аран шутарса утма тиветчĕ», — чунне уçнăччĕ Ольга Яшмейкина. <...>
Галина ЗОТОВА. Хĕрлĕ Чутай районĕ, Штанаш.
♦ ♦ ♦
Пенсие тухнăранпа пилĕк кĕнеке кăларчĕ
Анне Рита Степановна — лара-тăра пĕлмен пенсионер, «Хыпарăн» общество корреспонденчĕ. Ăна Сĕнтĕрвăрри районĕнче нумайăшĕ пĕлет.
Вăл хаçатсенче пирĕн тăрăхри çынсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен статья час-часах пичетлет. Хăйĕн шăпипе вара «Хыпарта» пĕрре те паллаштарман. Пирĕн анне те ырă ĕç нумай тунă. Вăл шкулта физикăпа математика вĕрентнĕ çĕр-çĕр ача кайран çĕршыв аталанăвне пысăк тӳпе хывнă. Хуракассинчи вăтам шкула кĕмĕл медальпе пĕтернĕскер И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физикăпа математика факультетĕнче вĕренсе учитель пулас тĕллевне пурнăçланă. Вĕрентекен çулне суйлама ача чухне шкулла выляни, иккĕмĕш сыпăкри тăванĕ Зоя Щеглова педагог, ятарлă пĕлӳ илсе специалист пулса тăнă ытти тăванĕ витĕм кӳнĕ.
Пиллĕкмĕш курсра вĕреннĕ чухне аннен Çатракассинчи вăтам шкулта темиçе уйăх ĕçлеме тӳр килнĕ. Пĕрремĕш урока ирттериччен ăна Елизавета Самарина педагог ырă сунса çапла каланă: «Лайăх учитель пулассишĕн пĕтĕм вăйна хурса тăрăш». Хăйĕн методика литературине парнеленĕ. Рита Степановна 1962-2001 çулсенче Хуракасси шкулĕнче физика, математика, астрономи тата ĕç предмечĕсене вĕрентнĕ, физика кружокĕпе эрни-каçĕнче хушма пĕлӳ панă. Ачасем предмета кăсăклансах шĕкĕлченĕ, физика задачисене шутланипе пĕрлех пĕлĕве район олимпиадинче тĕрĕслеме хатĕрленнĕ, çут çанталăк саккунĕсене вĕрентекен наукăпа, материпе, унăн тытăмĕпе, куçăм-пулăмпа, трансформаци еккипе паллашма пулăшакан ансат приборсем ăсталанă, кинофильмсем кăтартнă. Анне «Çамрăк кинодемонстратор» кружока та ертсе пынă. Унта çӳренĕ 166 ача республика фильмотекинче экзамен парса кино кăтартма ирĕк илнĕ.
Рита Степановна учительсен курсĕнче физикăпа математика теорине тишкерсе пĕлĕвне пĕрмай ӳстернĕ. Анчах ачасене лайăх вĕрентме вăл та çителĕксĕр. Хамăр шкулти учительсемпе çеç мар, республикăрисемпе те хутшăнмаллине, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашмаллине пĕлсе тăнă. 1989 çулта физика учителĕсен пĕрремĕш фестивальне /Шупашкарти 46-мĕш шкулта иртнĕ/ хутшăнса ачасене предмета вĕрентмелли çĕнĕ методикăна алла илнĕ. «Педагог стажĕ пысăкчĕ пулин те ăсталăха ӳстерсех тăмаллине лайăх ăнланаттăм, — аса илет вăл. — Фестивальтен таврăннă чухне пуçра çĕнĕ тĕллевсем тĕвĕленчĕç». Анне вунă фестивале хутшăннă. «Вĕсем вĕрентекенсен квалификацине пысăклатма май пачĕç», — тет халĕ. <...>
Татьяна МИХАЙЛОВА. Сĕнтĕрвăрри районĕ, Хуракасси.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...