Комментировать

11 Мар, 2021

«Чăваш хĕрарăмĕ» 9 (1186) № 11.03.2021

 ЫЙТĂМ

Кÿренĕве ăшра тытма йывăр

Çăварни эрни хĕрсех пырать. Çуркуннене кĕтсе илнипе çыхăннă уява вĕçленĕ май вырсарни кун пĕлĕш-тăванран каçару ыйтма манар мар — çакă та çирĕпленнĕ йăла-йĕрке-çке. Хальлĕхе вара вулакансенчен ыйтса пĕлер-ха: пурнăçĕнче кам кама мĕнле айăп-çылăхшăн е кӳрентернĕшĕн каçарнă?

ТАИСИЯ, 41 çулта, Сĕнтĕрвăрри районĕ:

— Пурнăçра тĕрлĕ лару-тăру сиксе тухать. Иккĕмĕш сыпăкри шăллăм кăткăс самантра кивçен укçа ыйтрĕ. Чăн та, ун чухне хăйĕн ĕçлесе илме, мана çийĕнчех тавăрса памашкăн май çукчĕ. Эпĕ, çемьене тăрантарассишĕн яваплăха упăшкаран та ытларах туйма хăнăхнăскер, васкатмарăм. Анчах пĕр çул иртрĕ, иккĕ… Пĕчĕкех мар укçана тавăрса памалли çинчен шăллăм манчĕ тейĕн. Парăм çинчен шахвăртса каламан та мар, анчах пирĕн çемье ытлă-çитлĕ пурăннине асăрхаканскер хыпсах çунни курăнмарĕ. Кӳренĕве ăшра тытса пурăнма питĕ йывăр, çавăнпа тахçанах каçарнă та — пулни-иртнине маннă.
Анне çĕре кĕриччен унран пуриншĕн те каçару ыйтса юлайманшăн чунтан пăшăрханатăп. Шел, чирĕ тăрук пусрĕ çав…

МАРИЯ, 51 çулта, Çĕрпӳ районĕ:

— Мăшăрăмпа пурăннă чухне эпир вăрçăнса та курман. Куç ӳкерчĕç тейĕн — упăшка урăх хĕрарăмпа явăçса кайрĕ. Нихăçан та мĕскĕнлен¬ме хăнăхманскер уйрăлма шухăш тытрăм. Хĕрĕме ашшĕпе, урăххипе çемье çавăрнăскерпе, курнăçма, ун патне кайма чарман, чармастăп та. Пĕр тăрăхрах пурăннăран тĕл пулмасăр май килмест, хама яланах лăпкăн тытма тăрăшатăп. Чунăмра эпĕ ăна каçарнă. Ачасене пултарулăх енĕпе аталанма пулăшатăп. Ушкăна мăшăр пулнă арçыннăн ывăлĕ те çӳрет. Пĕчĕкскер нимĕншĕн те айăплă мар, вăл мана хисеплени-юратнине сисетĕп. <...>

Ирина ИВАНОВА, Марина ТУМАЛАНОВА ыйтса пĕлнĕ.

♦   ♦   ♦


СĂМАХ ПАРĂР-ХА

Саккуна пăссан... йĕрке çирĕпленет

Раççейре Патшалăх пĕрлехи экзаменĕсене пурнăçа кĕртме тытăннăранпа кăçалхи нарăс уйăхĕнче 20 çул çитрĕ. 2001 çулта шкултан вĕренсе тухакан ачасен пĕлĕвне çакнашкал мелпе тĕрĕслеме эксперимент йĕркелеме йышăннă. Сăнава чи малтан хутшăнакан регионсен шутне Мари Элпа, Якутипе, Самар тата Ростов облаçĕсемпе пĕрле Чăваш Ен те кĕнĕ. Ун чухне пилотлă хутлăхсенче шкулпа сыв пуллашакан 30 пин ытла çамрăк çĕнĕ йышши тĕрĕслев витĕр тухнă.

Малаллахи çулсенче тĕрлĕ предметпа ППЭ содержанине хатĕрленине, экзамена йĕркелес мелсене шыранине асăнмалла. Çапла майĕпен йĕркеленсе пынă та пĕлӳ шайне пахаламалли çĕнĕ «калăп». 2009 çулта Раççей Федерацийĕн «Вĕрентӳ çинчен» саккунне тӳрлетӳсем кĕртнĕ май ППЭне шкултан вĕренсе тухакан яш-хĕршĕн пăрăнми /обязательный/ тĕрĕслев пек палăртнă.

Тĕрлĕ çĕршывра патшалăх экзаменĕсене пĕрлехи йĕркепе ирттернине хамăр патра ырă йăлана çавăрма шухăшланин сăлтавĕ мĕнре-ха? Массăллă информаци хатĕрĕсенче вăл коррупцие хирĕç кĕрешессипе çыхăннине пĕлтеретчĕç. Çакăн çинчен вăл вăхăтра Раççейре вĕрентӳ ведомствине ертсе пынă Владимир Филиппов пирĕн тăрăха ĕçлĕ визитпа килсен калани те асрах. Çамрăксем аслă шкула вĕренме кĕнĕ чухне тӳнтерле ĕç сахал мар пулса иртнине, пысăк хуласенчи сумлă заведенисене центртан аякра пурăнакансем питĕ сахаллăн лекнине чылайăшĕ ас тăватех. ППЭ 20 çулхи историне тишкернĕ май лару-тăру тӳрех лайăхланнă тесе çирĕплетме те пултараймастпăр паллах. Экзамен тытакансене телефонпа тĕрĕс хуравсем пĕлтересси анлă сарăлнăччĕ. Ун хыççăн ыйтусемпе ĕçсем интернета сăрхăнса кĕрес юхăм пуçланни те манăçман. Тĕрĕслев ирттерес йĕркене çирĕплетсех пыма тивнин сăлтавĕсем тĕрлĕ. Йĕркене пăхăнассипе пĕрлех экзаменри ыйтусем те кăткăсланнине чылай эксперт палăртать.

2020 çулта тĕнчере сарăлма тытăннă пандеми Патшалăх пĕрлехи экзаменĕсене пĕлтерĕшлĕ улшăнусем кĕртрĕ. Вĕсене аслă шкула вĕренме кĕрес тĕллевлисем кăна тытрĕç. Аттестата экзамен пĕтĕмлетĕвĕсене кĕртмерĕç. Тĕрĕслев пункчĕсенче чир-чĕр сарăлас хăрушлăхпа çыхăннă сыхлав йĕркине пăхăнма тиврĕ. Информаци тĕрлĕ çăл куçĕнче кампани пур тапхăрне йĕркелеме çĕршывĕпе 12 пин медицина ĕçченне явăçтарни çинчен çырчĕç. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


ВЫЛЬĂХ-ЧĔРЛĔХ

Сурăха кăрчанкă ерсен

Сурăха кăрчанкă ерсен унăн ӳчĕ кĕçĕтет, кушăрхать, пăсăлнă вырăнта хулăнланать. Ӳт вĕрĕлнĕ çĕрте çăмĕ йăлтăртатма пăрахать. Каярахпа çав вырăнта çăм тăкăнать. Асăннă амакпа ытларах путек шар курать. Çитĕннĕ сурăх кĕçĕтнине хыçкаланса, йăваланса ирттерет, чирлеттерекен сăвăса шăлĕпе çыртса вĕлерме те пултарать.

Выльăха кăрчанкăран сиплеме ансатах мар. Халăхра сарăлнă меслетсенчен пĕри — табак пĕçернĕ шывпа «чăпăл тăвасси». Çакăн валли хуранра шыв вĕретмелле. 12 литр пуçне 400-500 грамм табак тата пĕр ывăç кĕл хушмалла. Ирĕлчĕке пĕр талăк тăрăлтарса лартмалла. Çăра кофе тĕслĕ шыва кĕлетке тăрăх янă хыççăн хытă кĕсен çемçелсе хăйпăнса ӳкет, сăвăс вилет. Пилĕк кунран асăннă ĕçе çĕнĕрен туса ирттермелле. Сурăха тикĕт супăнĕпе çусан аван. Кĕсенленнĕ вырăнсене креозотпа йĕтĕн çăвĕн хутăшĕнчен хатĕрленĕ маç сĕрни сурансене хăвăртрах сипленме пулăшĕ.

Анна СТЕПАНОВА, ветеринар. Çĕрпӳ районĕ.

♦   ♦   ♦


СĂВĂ СĔВЕМĔ

Чĕкеç Люççи — чăвашăн пултаруллă хĕрарăм сăвăçисенчен пĕри. Вăл Канаш районĕнчи Вăрман Енĕш ялĕнче çуралнă, И.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. 1993 çулта унăн пĕрремĕш, 2002 çулта — иккĕмĕш, 2004 çулта виççĕмĕш кĕнеки пичетленсе тухнă. Çавăн пекех вăл сăввисене вулакан патне вырăсла та уйрăм кĕнекен çитернĕ. Пĕтĕмпе авторăн ултă кĕнеки кун çути курнă.

Чĕкеç Люççи — çамрăксен Альберт Канаш, пултарулăх анинче ăнăçлă ĕçленĕшĕн Алексей Талвир ячĕллĕ литература премийĕсене тивĕçнĕ.

Пултаруллă сăвăçăн хайлавĕсене вырăсла, турккăлла, удмуртла, тутарла куçарнă. Сăввисем тĕрĕк халăхĕсен литература антологийĕнче пичетленнĕ.

Чĕкеç Люççи хăй те тĕрлĕ халăх поэчĕсен ĕçĕсене чăвашла нумай куçарнă. Вăл тăрăшнипех А.Исаакян, О.Шираз /эрмен/, Идаят /азербайджан/, К.Латыпа /тутар/, Я.Купала /белорус/ хайлавĕсем вулакан патне чăваш чĕлхипе çитнĕ.

Чăваш халăх писателĕпе Юхма Мишшипе пĕрле грузинсен аслă поэчĕн Шота Руставелин «Тигр тирĕпе витĕннĕ паттăр» поэмине тăван чĕлхене куçарнă. Поэма уйрăм кĕнекен кун çути курнă.

Эп юрататăп пурнăçа

Эп юрататăп пурнăçа,
Çак çутă тĕнчене.
Тăнлатăп савăк çăл куçа,
Сăнатăп тӳпене.
Чун савăнать хĕвел тухсан —
Сар кайăк юрласан.
Пин-пин чечекĕ хумхансан,
Шур хурăн кашласан.
Эп юрататăп пурнăçа.
Телей килсе тухсан
Çынпа пайлатăп савнăçа
Пурне те ыр сунса. <...>

Материалсемпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.