Комментировать

4 Мар, 2021

Çамрăксен хаçачĕ 8 (6356) № 04.03.2021

Кастингра сасси, ури чĕтренĕ

ТĔРĔС АПАТЛАННИ, СПОРТА ЮРАТНИ ТАТА АКĂЛЧАН ЧĔЛХИНЕ ВĔРЕННИ ĂНА ÇИТĔНӲСЕМ ТУМА ПУЛĂШАÇÇĔ. СĂМАХ — «ÇĔНĔ ШУПАШКАР ПИКИ», «ЧĂВАШ ЕН ВИЦЕ-ПИКИ», «ТУСЛĂХ ПИКИ» ЯТСЕНЕ ÇĔНСЕ ИЛНĔ ДАРИНА ЛЯБУКОВА ПИРКИ. ВĂЛ ПĔРРЕМĔШ ХУТ ХУТШĂНСАНАХ КОРОНĂНА ТИВĔÇНĔ.

Чăвашла пĕлни пулăшать

Дарина Лябукова Патăрьел районĕнчи Упамса ялĕнче çуралса ӳснĕ, Турхан шкулĕн сукмакне такăрлатнă. «Вăхăт питĕ хăвăрт шăвать. Ачалăх хыçа юлнине сиссе те юлаймарăм. Шкул пурнăçĕ интереслĕччĕ. Пĕрремĕш вĕрентекен Нина Пантелеймоновна пире пурнăçăн анлă çулĕ çине тăма пулăшрĕ. Тăван чĕлхене юратма хистекенĕ, чăваш çыравçисемпе поэчĕсен пултарулăхĕпе паллаштараканĕ — Валентина Анатольевна. Вăл каланă сăмахсен пĕлтерĕшне çитĕнсен питĕ лайăх ăнлан-тăм. Тăван чĕлхене пĕлни халĕ мана питĕ пулăшать. Чăваш наци телерадиокомпанийĕнче ĕçлекен редактор интервью илнĕ чухне чăвашла çăмăллăн калаçрăм», — вĕрентекенсене ăшшăн аса илчĕ пике.

Паллах, Даринăн пурнăçĕнче çывăх çыннисем те пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Амăшĕ уншăн юлташ та, тĕрек те, шанчăк та. «Вăл сăпайлă, чунĕ ăшă, кăмăлĕ ырă, çынпа тарават, ĕçчен… Мускавра ĕçлет пулин те кирек хăçан та сĕнӳ-канашпа пулăшать, йывăр чухне чуна йăпатать. Манăн пичче пур. Вăл Рязаньти çар генералĕ В.Ф. Маргелов ячĕллĕ сывлăш десанчĕн гварди аслă училищинче вĕренет. Вĕсем аннепе иккĕшĕ мана хавхалантарса пыраççĕ», — çывăх çыннисем пирки каласа кăтартрĕ Дарина.

Ачасене юратать

9-мĕш класс пĕтерсен Дарина Шупашкарти медицина училищине фармацевта вĕренме кĕнĕ. Ку профессие вăл амăшĕпе канашланă хыççăн суйланă. Пике çак утăма тунăшăн пĕрре те ӳкĕнмест. Унăн шухăшĕпе, вăл пурнăçне питĕ пĕлтерĕшлĕ ĕçпе çыхăнтарнă. Дарина студент çулĕсем мĕн тери хăвăрт иртнине сис¬се те юлайман. Вăл пĕлтĕр диплом илнĕ.

Пĕчĕк чухне Дарина воспитатель профессине килĕштернĕ. Çакă ачасене юратнипе çыхăннă. Яла килсен урамра чупакан шăпăрлансене ытараймасăр сăнать. Ачасем те ун патне туртăнаççĕ. Çитĕнсен вара вăл медсестра пулма ĕмĕтленнĕ. Çакă та ăна медицина çулне суйлама хĕтĕртнĕ.

Шăпа хăех илсе çитернĕ

Пĕлтĕр Дарина интернетра «Çĕнĕ Шупашкар пики» илем конкурсĕн кастингĕ пирки вуласа пĕлнĕ. Анчах малтан ялта çуралса ӳснĕскер хула хĕрĕсемпе танлашма йывăр пулассинчен хăранă. Çапах вăл хăйне тĕрĕслесе пăхма шут тытнă. Çывăх çыннисем те унăн шухăшне ырланă. Дарина телевизорпа кăтартакан кăларăмсенче, интернетра модельсем хăйсене сцена çинче мĕнлерех тытнине сăнанă.

Унччен маларах троллейбусра пĕр палламан хĕрарăм Даринăпа калаçу пуçарнă. Вăл унра модель сăн-питне асăрханине пĕлтернĕ. Çак пулăма аса илсен хĕр иккĕленме пăрахнă, илем конкурсне хатĕрленме тытăннă. <...>

Любовь ПЕТРОВА.

♦   ♦   


Качча каясшăн, кĕпер тăвасшăн…

Мĕн пирки ĕмĕтленет çут çанталăкăн черчен пайĕ?

Хĕрарăм мĕн пирки ĕмĕтленет? Телей курма-и? Тен, ылтăн айне пулма? Е чăн-чăн юрату авăрне путма? Кашнин — хăйĕн хуравĕ. Пушăн 8-мĕшĕ умĕн тĕрлĕ ӳсĕмри хĕр-хĕрарăмран ĕмĕчĕ пирки ыйтса пĕлтĕмĕр.

Тухтăр дипломне илесшĕн

Студенткăсене мĕнле ĕмĕтсем çунатлантараççĕ-ха? И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетĕнче 1-мĕш курсра вĕренекен Татьяна Никандрова мĕн пĕчĕкрен тухтăр пулма ĕмĕтленнĕ. Çак тĕллев патне талпăннă вăл: мĕн пур предметпа тăрăшса вĕреннĕ, тĕрлĕ олимпиадăна хастар хутшăннă. Экзаменсене ăнăçлă тытсан Таня тăван тăрăхрах аслă пĕлӳ илме шухăшланă. Вырăс чĕлхин олимпиадинче виççĕмĕш вырăн çĕнсе илни ăна университета вĕренме кĕме çăмăллăх панă.

«Ĕмĕт пурнăçланчĕ. Халĕ эпĕ — медицина факультечĕн пĕрремĕш курс студенчĕ. Вĕренме çăмăл мар. Паллах, педагогсем вĕрентнине ăса хывсан, киле парса янă ĕçсене яланах тата вăхăтра пурнăçласан йывăрлăхсем сиксе тухмаççĕ. Паян тумалли ĕçе ырана хăвармалла мар. Пĕр ĕмĕте пурнăçларăм, халĕ тепринпе çунат-ланатăп. Манăн тухтăр дипломне илес килет. Эпĕ суйланă çул çăмăл мар. Анчах йывăрлăхсене çĕнтерме вăй-хал çитеретĕпех», — тепĕр ĕмĕчĕпе паллаштарчĕ Етĕрне районĕн пики. Малтан вĕренсе çын пулма, унтан харпăр пурнăçа йĕркелеме палăртнă вăл. Кăçал Татьяна уявра амăшне чечек çыххи парнелесе савăнтарасшăн, йăмăкне вара канцтовар туянса парасшăн.

«Супер асанне»

Пĕр ĕмĕр хыçа хăварнă хĕрарăм мĕн пирки ĕмĕтленет? «Атте мана вĕренме ямарĕ, качча памарĕ», — терĕ 101 çулти Гликерия Романова. 1919 çулхи çĕртмен 19-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Мăн Шĕвĕш ялĕнче çуралнă Гликерия Степановнăн çамрăклăхĕ вăрçă çулĕсенче иртнĕ. Хĕрача шкула çӳреме юратнă, химипе биологи предмечĕсене уйрăмах кăмăлланă. 7 класс пĕтернĕ кинемей халĕ те инфузорипе хламидомонода пирки каласа кăтартаять, йӳçексен формулисене астăвать. Учительсем пултаруллă хĕре малалла вĕрентесшĕн пулнă, анчах хĕрача ашшĕн çирĕп сăмахĕнчен иртеймен — сӳс арлама кайнă. Çемьене тăрантармалла-çке. Гликерия Романовăн савни пулнă. Учителе вĕреннĕ каччăн салтака кайма ят тухнă. Нумай та вăхăт иртмен — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Каччă çапăçу хирĕнче ĕмĕрлĕхех выртса юлнă. Хĕр çухатăва йывăррăн чăтса ирттернĕ. Анчах макăрса ларма вăхăт пулман, тылра ĕç вĕресе тăнă. Гликерия Степановна Сăр хĕррине окоп чавма кайнă, вăрман каснă. Пĕрре ăна колхоз председателĕ чĕнсе илнĕ те пăрчăкан пек ĕçчен пулнăшăн мухтанă, кладовщик ĕçне шаннă. Пурнăç тăршшĕпех колхозра тăрăшнă кинемей ял-йыш хисепне çĕнсе илнĕ.

Вăрçă чарăннă. Хĕре килĕштерекенсем те тупăннă. Пĕр каччă çураçма çитнĕ. Анчах Гликерия пĕрремĕш савнине манайман. Ашшĕ те ирĕксĕр качча паман, «Мана пăхакан кирлĕ», — тенĕ. Авланма хатĕрленнĕ каччă çирĕп кăмăллă арçын сăмахĕнчен иртмен. Çапла Гликерия Степановна качча тухман, ĕмĕрне пĕчченех ирттерет. Халĕ вăл шăллĕн хĕрĕсемпе пурăнать. Тăванĕсем ăна «супер асанне» теççĕ. 100 çултан иртсен те кинемейĕн шӳтлес туйăмĕ чакман. «60-а çитсен 6-ри ача ăсĕ кĕрет теççĕ, мана 2-ри ача ăсĕ кĕчĕ пуль», — тет кинемей. Вăл хаçат, кĕнеке вулать, кун йĕркине çирĕп пăхăнать. Гликерия Степановна чи пысăк ĕмĕчĕ пурнăçланайманшăн çеç — учитель пулайманшăн — кулянать. Урăх нимшĕн те пăшăрханмасть. <...>

Хĕрарăмсем мĕн пирки ĕмĕтленнипе Любовь ПЕТРОВА, Ирина КОШКИНА, Ольга КАЛИТОВА кăсăкланнă.

♦   ♦   ♦


ВУТРА ÇУННĂ ÇАМРĂКЛĂХ

Кĕрхи кун çăпати салансан çарран утнă

Ялта ăна Юля аппа тесе чĕнеççĕ. Паспортра вара — Лидия. Ашшĕпе амăшĕн ачисем пĕчĕклех умлăн-хыçлăн вилнĕ. Усрава илнĕ Лидия та вилесрен шикленнĕ, çавăнпа ăна урăх ятпа чĕннĕ.

«Пирĕн çурт çук ĕнтĕ»

Лидийăна 4 уйăхра чухне Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Малти Чиперуй ялĕнчи Ефимпа Мария Трофимовсем хăйсен хӳттине илнĕ. Лидăна илсе киличчен вĕсен темиçе уйăхри пепки вилнĕ. Мария Яковлевна усрава илнĕ пĕчĕк хĕрне кăкăр сĕчĕпех ӳстернĕ. Ун çумне усал çыпăçасран ăна урăх ятпа чĕнес тенĕ. «Шкулти учитель мана Иулита тетчĕ. Çавăн пек ятпах вĕренсе тухрăм. Техникум пĕтерсен, диплом илнĕ чухне, завуч патне пытăм та: «Эпĕ Иулита мар, паспортра Лидия», — терĕм». «Хĕрсем ят улăштарма юратаççĕ çав», — пулчĕ хурав», — аса илчĕ 93 çула пуснă Лидия Карпова.

Трофимовсен Лидăна усрава илнĕ хыççăн умлăн-хыçлăн тепĕр икĕ хĕр çуралнă. Клавдипе Валентина, телее, чиперех ӳснĕ. Йыш хушăннă хыççăн çемьене тепĕр инкек килнĕ. Темиçе çурт урлă вырнаçнă хуçалăхра пу¬шар тухсан çулăм кӳршĕри çуртсем çине те куçнă. Харăсах темиçе кил çуннă, Трофимовсен пӳртне те «хĕрлĕ автан» ярса илнĕ. «Ачана пăх», — ашшĕпе амăшĕ 5-ри Лидăна çапла каласа пушар сӳнтерме чупнă. Хĕрача йăмăкне çавăтса урам тăрăх куççуль юхтарса утнă. «Пирĕн çурт çук ĕнтĕ», — хурланнă пĕчĕкскер пĕр касри хĕрарăмпа калаçнă чухне. Лешĕ те хĕрачапа пĕрле макăрнă.

Çемьен пĕчĕк хура пӳртре пурăнма тивнĕ. Çĕннине 10 çул ытла лартнă. «Аттепе анне колхоза кĕменччĕ, мĕншĕн тесен ун чухне халăх Турăран питĕ хăранă. Колхоза кĕриччен хăйсем тĕллĕн ĕçлетчĕç. Пурнăç питĕ йывăрччĕ. Аттепе анне тăрăшса ĕçленипе кăна ура çине тăчĕç», — каласа кăтартрĕ кинемей. Ашшĕ пĕрмай вăрман кăларма çӳренĕ. Колхоза кĕрсен пурнăç кăштах çăмăлланнă, анчах патшалăха налук тӳлемелле пулнă: 100 килограмм какай, 100 литр сĕт, 100 çăмарта… Трофимовсен пушар хыççăн хуралтăсем пулман, вĕсем выльăх усрайман. Налукне мĕнпе тӳлемелле? Кил хуçи агент килмессерен ĕçлесе илнĕ мĕн пур укçине кăларса панă. Анчах нухрачĕ те яланах пулман. Пĕррехинче каллех налук пуçтарма килнĕ, «Санăн укçа пур вĕт, пар», — çапла каланă кил хуçине. «Укçа пулнă тăк çак хура çуртра пурăнмăттăм», — агента вăрçса кăларса янă Ефим Трофимов.
Лидия кӳршĕ Кайри Чиперуй шкулне 4 çул чупнă. Уринче — çăпата. Тăхăнмалли пулман, пушар хыççăн — пушшех те. Малалла вĕренме хĕрача Турханкасси шкулне çул тытнă. Пĕррехинче, ун чухне юпа уйăхĕ пулнă, утнă чухне çăпати саланнă. Хĕрача ăна хывса хулпуççи урлă çакнă, малалла çарран утнă, урокра та çавăн пекех ларнă. «Урăх çарран ан кил», — çапла каласа сыв пуллашнă учитель. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   ♦


ТĔЛĔНМЕЛЛЕ!

Урамра çӳреççĕ… хир сыснисем, пăшисем

Чантăрта пурăнакансем хир сыснисене курма хăнăхнă. Кĕркунне пахчана килсе чаваççĕ, тавралăх шурă юрпа витĕнсен те вĕсем вăрмана çул тытман. Хир сыснисем ял çывăхĕнчех пурăнаççĕ, ним пулман пекех хуçаланаççĕ. Çакна интернетра анлă сарăлнă видео та ĕнентерет. Кил хуçи вите алăкне уçать те хир сыснисем чупса тухаççĕ. Пĕрре, иккĕ, виççĕ… вун виççĕ!

Шупашкарта апат шыраççĕ

Тискер чĕр чунсене видео ӳкернĕ çынна ӳпкелекенсем те тупăннă. Арçын хир сыснисене çăкăрпа илĕртнĕ имĕш. Кил хуçи тунмасть, чăнах та, вĕсене шелленипе çăкăр паркаланă. Тискер чĕр чунсем ав апат çитернĕ вырăна астуса юлнă та... пĕрмай каялла таврăнаççĕ. Кил хуçи аптăранă: кĕтмен «хăнасенчен» мĕнле хăтăлмалла?

Хир сыснисене çынсем Шупашкар урамĕсенче те курнă. Кĕркунне пĕр кĕтӳ çул урлă каçнине ӳкернĕ видео нумайăшне тĕлĕнтернĕ. Тĕп хуламăрти «Садовый» микрорайонта та, çырмара, хир сыснисене час-часах асăрхаççĕ. Йытăпа уçăлса çӳрекенсен тăрук тискер чĕр чун сиксе тухасран чун çук. Малтанах Спартак урамĕнче пурăнакансем каçсерен йытăсем мĕншĕн антăхса кайса вĕрнине тавçăрман. Ача-пăча лапамĕнче тискер чĕр чунсен йĕрне асăрхасан тин ăнланнă. Çав урамра çĕр груши /топинамбур/ ӳсет иккен. Хир сыснисене çак ӳсен-тăран илĕртнĕ. Вĕсем пылак çимĕçе юратсах çиеççĕ. Спар¬так урамĕнче пурăнакансем çуркунне кĕтмен «хăнасем» таврăнасран шикленеççĕ. Вĕсем самаях сăтăр тăваççĕ: йывăç тымарĕсен патĕнчи тăпрана йăштаççĕ. ЧР Çут çанталăк министерстви лару-тăрăва куçран вĕçертмест. Специалистсем хир сыснисем хуланалла туртăннине апат шыранипе сăлтавлаççĕ.

«Лакрей вăрманĕ» паркра, Гузовский ращинче юмансем ӳсеççĕ. Хир сыснисем унта йĕкел çиме пыраççĕ. Зоологсем ĕнентернĕ тăрăх, пĕлтĕрхи ăшă хĕл те чĕр чунсен тĕнчине те витĕм кӳнĕ. Вăрман «хуçисем» юр нумай чухне çул çӳреве тухмаççĕ. Пĕлтĕрхи ăшă хĕлле хир сыснисем лайăх ĕрченĕ, çурисем хăвăртах вăй пухса тĕрекленнĕ. Çавăнпа вĕсен йышĕ палăрмаллах ӳснĕ.
Тискер чĕр чунсем хулана килнинче этем айăпĕ те пур. Апат-çимĕç юлашкисене тăкма юраман вырăна ывăтаççĕ. Юрать-ха, юлашки 15 çулта республикăра хир сысни çынна тапăннă тĕслĕх пулман. Специалистсем ăнлантарнă тăрăх, çак чĕр чун хăйне хӳтĕлес тесе тапăнать. Ами çурасен хутне кĕрсе çынна суранлатма пултарать. Тискер чĕр чунсем хулана ан килччĕр тесе вăрманта ятарласа апатланмалли вырăнсем йĕркелеççĕ. Анчах çакă çителĕклĕ-ши? Чантăрта пурăнакансем каç кӳлĕм килтен тухма шикленеççĕ. Урамра хир сыснисем килти пекех çӳреççĕ-çке-ха.

Кашкăр ахальтен тухмасть

Канаш районĕнчи Карăклăра тата Юмансарта пурăнакансем канăçа çухатнă. Нумаях пулмасть çак ялсен çывăхĕнче тăватă ураллă туссен кĕтĕвне асăрханă. Те кашкăрсем, те çапкаланчăк йытăсем… Шкул автобусĕнчен ӳкернĕ видеора социаллă педагог сасси илтĕнет: «Кашкăрсемех пуль! Вĕсем ушкăнпа çӳреççĕ. Пĕр йĕрпе пыраççĕ! Курăр-ха, мĕнле хăвăрт чупаççĕ!» Видеона интернетра хĕрӳ сӳтсе явнă. Тарăн юр тăрăх вăрăммăн сиксе пыракан чĕр чунсем кашкăрсем пулнине ĕнен-терекен те пур. Анчах сунарçăсем çак шухăшпа килĕшмен.

«Сăмах мĕн пирки пулнине тавçăртăм, — терĕ тӳрех «Акар» питомник директорĕ Леонид Князев калаçу пуçарсанах. — Тукмак хӳресем ытларах Патăрьел, Шăмăршă, Йĕпреç районĕсенчи вăрмансенче пурăнаççĕ. Кашкăр — ăслă чĕр чун. Вăл ахальтен вăрмантан тухмасть. Кĕтӳ, чăнах та, пĕр йĕрпе пырать. Çавăнпа сунарçăсене вĕсен шутне палăртма хĕн. Канаш районĕнче кашкăрсем мар, килсĕр-çуртсăр йытăсем çӳренĕ тесе шухăшлатăп. Вĕсен тыткаларăшĕ урăхларах. Ушкăнпа çӳрекен кĕрт йыттисем çынна тапăнма пултараççĕ. Çывăхри ялсенче пурăнакансен асăрхануллă пулмалла». <...>

Ольга КАЛИТОВА.

♦   ♦   ♦


«Килте эпĕ генерал пекех, сцена çинче пăлханатăп»

Унашкалли республикăра ку таранччен пулманччĕ-ха! «Çамрăксен хаçачĕ» кăларăм çĕнĕ ятпа тухма тытăннăранпа 25 çул çитнине тата Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне халалласа нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнче сăвă вулакансен «Поэзи баттлĕ» конкурсне ирттерчĕ. Аса илтерер: пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче «Çамрăксен хаçачĕ» 95 çул тултарчĕ.

20 çул ытла çырăнать

«Вулакансем «Çамрăксен хаçатне» килĕштереççĕ, кашни номерне чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Çамрăксен пурнăçпа тан утмалла. Çавăнпах хаçат ĕçченĕсен çынсене илĕртес тĕллевпе çĕнĕ конкурссем шухăшласа кăлараççĕ. Шăпах «Поэзи баттлĕ» — республика шайĕнче çĕнĕ форматпа йĕркеленнĕ пĕрремĕш мероприяти. Вăл ăнăçлă иртессе шанатăп», — терĕ «Хыпар» Издательство çурчĕн тĕп редакторĕн заместителĕ Дмитрий Моисеев конкурса пухăннисене ăнăçу сунса.

Баттла 8 çын хутшăнма кăмăл турĕ. Шел те, вĕсенчен пĕри çеç, юниорсен хушшинче армрестлинг енĕпе Европа чемпионки Олеся Михайлова, тĕрлĕ сăлтава пула килеймерĕ. Конкурсçăсем икĕ командă-на пайланчĕç. Малтан вĕсем ушкăнра тупăшрĕç. Чи хăюлли, сцена çине пĕрремĕш тухса сăвă вулаканĕ Николай Еллин пулчĕ. Патăрьел районĕн каччи И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче 2-мĕш курсра вĕренет. Вăл «Хыпар» Издательство çуртĕнче тухса тăракан хаçат-журналпа туслă, статьясем çырать. Шел, конкурса илемлĕ чăваш кĕпи тă-хăнса килнĕ пĕртен-пĕр каччă тепĕр тапхăра куçаймарĕ. Жюри членĕсем ыйтнипе вăл куракансене хăй çырнă тепĕр сăввипе паллаштарчĕ.

Патăрьел районĕнчи Кивĕ Катек ялĕнче пурăнакан Галина Солдато¬ва ир-ирех çула тухса редакцие чи малтан килсе çитрĕ. Вăл «Çамрăксен хаçатне» 20 çул ытла çырăнса илнине пĕлтерчĕ. «Кĕçнерникун çитессе чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Почта уйрăмĕпе юнашарах пурăнатпăр та маши¬на килессе чӳречерен пăхса тăратăп. Чи малтан хаçата хам алла илетĕп. «Юратупа наркăмăш» кăларăмран ву-лама тытăнатăп та кашни страницине тĕплĕн тишкеретĕп. Хаçачĕ питĕ кăсăклă, «Тепĕр пĕр страница та пулин ма хушмаççĕ-ши?» — тесе шухăшлатăп вара. Сканворда ывăл шĕкĕлчет. Ыйтусен хуравĕсене хăвăртах тупать», — каласа кăтартрĕ чăваш тумĕ тăхăнса килнĕ 65 çулти Галина Николаевна. Вăл Петĕр Хусанкайăн «Таня» поэмин сыпăкне вуларĕ.

Арина Галкина Комсомольски районĕнчи Анат Тимĕрчкасси ялĕнче çуралса ӳснĕ. Техникум пĕтернĕ хĕр çитес çул Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтне вĕренме кĕресшĕн. Конкурс пирки вăл «Çамрăксен хаçачĕн» Инстаграмри страницинче вуласа пĕлнĕ. Унта хутшăнма кăмăл пурри пирки тӳрех шăнкăравласа пĕлтерчĕ. Арина пилĕк сăвă вĕренсе килнĕ, вĕсенчен иккĕшне хăй çырнă. Вăл куракансемпе жюри членĕсене сăвва чун витĕр кăларнипе, çав вăхăтрах çепĕç те лăпкă сасăпа вулама пултарнипе тыткăнларĕ.

Анастасия Сидорова И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче 2-мĕш курсра вĕренет. Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпа ялĕнче çуралса ӳснĕскер ача чухнех сăвă çырнă, чăвашлăхпа çыхăннă конкурссене хутшăнма кăмăлланă. Анастасия сăвăсене ирĕклĕ, уçăмлă вуларĕ. Çавăнпах вăл финала тухма пултарчĕ. <...>

Любовь ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


МĔНЛЕ ПУРĂНАТĂН, ХУСАХ?

«Юратман, хама та юратма ирĕк паман»

«Коля 57-ре, пĕрре те авланман, сăвăсем çырать», — терĕç Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Малти Чиперуй ялĕнче пурăнакансем. «Апла ку романтик!» — тӳрех шухăш мĕлтлетрĕ пуçра. Тăпăл-тăпăл, типтерлĕ курăнакан çурт умĕнче чарăнтăмăр. Кунта хусах пурăнать теме те çук. Шала кĕрсен пушшех те тĕлĕнтĕмĕр. Йăлтах тап-таса, урай вĕр çĕнĕ çатма пек çуталать.

— Кунта майра пур пуль сирĕн? — çапла ыйтмасăр чăтаймарăмăр.

— Халь февраль кăна-ха, майра паллă пулать, — сăмах патне кивçене каймарĕ Николай Романов. Кур-ха, ку хусах романтик кăна мар, шӳтлеме те ăста иккен. Пирĕн калаçу малалла сыпăнчĕ:

— Эсир миçере?

— Аннерен ыйтман.

— Эсир кунтах çуралнă-и?

— Çук, больницăра.

— Больницăран ăçта илсе тухнă сире?

— Киле.

— Килĕ ăçта?

— Кунта.

Аптăрамалла ку хусахпа, шӳтлес енĕпе Петросянран та ирттерет. Николай Романов çак ялтах çуралса ӳснĕ, шкула çӳренĕ, унтан Сĕнтĕрвăрринче техникум пĕтерсе вăрман хуçалăхĕнче ĕçленĕ, кабель заводĕнче вăй хунă. 1994 çулта ăна инвалидноç панă, ун хыççăн вăл ĕçе çӳреме пăрахнă.

Çӳллĕ те тĕреклĕ хул-çурăмлă арçын çине пăхсан вăл чирпе нушаланать теме çук. Чир шкулта вĕреннĕ чухне палăрма тытăннă. Çулсем иртнĕçемĕн вăйлансах пынă. Ача чухне ашшĕ-амăшĕ ку амака сисмен. 4-7-мĕш классенче Николай тăрук хăвăрт, çур метр, ӳснĕ. 9-10-мĕш классенче шкулти линейкăра ыттисенчен çӳллĕ пулнăран вăл пукан çинче ларнă. Ун чухне вăл 190 сантиметр таран ӳснĕ, тек çитĕнмен.

— Тухтăрсем кĕлетке пысăк, чĕре вара пĕчĕк пулнине, çавна май ĕçлесе çитерейменнине каларĕç. Çамрăк чухне больницăра тăтăшах, нумай вăхăт выртаттăм. Халĕ те кашни 2-3 уйăхра Шупашкара тухтăр патне çӳретĕп, эмелсене улăштарсах тăраççĕ. Çавăнпах-тăр чир питĕ вăйлă аптăратмасть, — малалла калаçрĕ Николай.

— Мĕншĕн вара авланмарăр?

— Чирлĕ. Хĕрсем пăхмаççĕ.

— Вырăнпа выртакан сусăр мар вĕт-ха…

— Çынна ма нуша кăтартас? Юратман, хама та юратма ирĕк паман.

— Килĕшекен хĕрсем пулнах ĕнтĕ.

— Вĕсем халь пуçран тухса ӳкнĕ ĕнтĕ.

— Чĕрере юлаççĕ-çке…

Николай юрату пирки калаçма юратмасть. Сăввисенче те вăл ку туйăма ытлах сăнламасть. Хусах мĕн пирки çырма кăмăллани каламасăрах паллă — сăввисем шӳтлĕ пулса тухаççĕ. <…>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

Материалсемпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.