Комментировать

21 Авг, 2014

ШĂНА КĂМПИНЕ ТИРКЕС МАР

Вăрмана кайсан шăна кăмпине наркăмăшлă тесе тапса сирпĕтетпĕр. Тĕрĕс мар тунине ăнланатăп-ха. Шăна кăмпи сиплевре пулăшнине час-часах илтетĕп. Анчах унпа хăçан тата мĕнле усă курмаллине пĕлместĕп. "Сывлăхра" темиçе рецепт пичетлесен аванччĕ.

В.ГРИГОРЬЕВА.
Етĕрне районĕ.
  • Шалкăм çапсан, ревматизм, радикулит, ишиас аптратсан шăна кăмпин шлепкине хăймапа çурмалла илсе çăрмалла. Хутăша ыратакан вырăна хумалла.
  • Шăна кăмпине целлофан хутаçпа сивĕтмĕше хумалла. 2 кунран вакласа кĕленче савăта ямалла, кăмпана 1 сантиметр хупламалăх шурă эрех хушмалла. 2 эрнене сивĕтмĕше лартмалла. Унтан сăрăхтармалла. Шĕвекпе кашни кун ыратакан вырăнсене сăтăрмалла.
  • 2-3 шăна кăмпине вакламалла, тин вĕренĕ 2-3 литр шыва ямалла. Шĕвек кăштах сивĕнсен унта тăвар пухăннипе ыратакан ал-урана чиксе лармалла. Вăл компресс хума та лайăх.
  • Шыçă чирĕпе аптрасан шăна кăмпин пашалăвĕпе усă кураççĕ. 100 грамм хурт-хăмăр карасне эмальленĕ савăта хурса вăйсăр çулăм çинче ирĕлтермелле, çулăм çинчен илмесĕрех 10 миллилитр шăна кăмпи настойки ярса лайăх пăтратмалла. Хутăш кăштах сивĕнсен унран пашалу хатĕрлесе ыратакан тĕле хумалла. Çиелтен ал шăллипе витмелле, çăм тутăрпа çыхмалла. Компреса 1,5-2 сехет тытмалла. Процедурăна кунне 2-3 хут тумалла.

Асăннă рецептра усă курмалли настойкăна çапла хатĕрлеççĕ. Хĕрлĕ чĕрĕ шăна кăмпин шлепкисене 3 литр кĕрекен кĕленче савăта çăтă тултарса хупăлчапа витмелле. 1,5 уйăха тăпра ăшне 70 сантиметр тарăнăш чавса лартмалла. Нÿхрепе те лартма юрать. Унтан темиçе хут марля витĕр сăрăхтармалла та тăрăлма лартмалла. Тăрăлнă хыççăн тĕпĕнчине пăтратмасăр урăх савăта ямалла. 3 пай шĕвек пуçне 1 пай спирт хушмалла.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.