Комментировать

3 Мар, 2021

Тăван Атăл, 2 №, нарăс, 2021 çул

«ТĂВАН АТĂЛ» — 90 ÇУЛ

Тарăн суха касси

90 çул каялла, тен, шăпах нарăс уйăхĕн вĕçĕнчи кунĕсенче тăван чăваш сăмахне хаклакан, килĕштерекен пирĕн асатте-кукаçисемпе асанне-кукамайсем, эсир, хисеплĕ вулаканăмăрсем, халĕ, çак самантра, «Тăван Атăл» журналăн çĕнĕ кăларăмĕпе паллашнă майлах çĕнĕ, тин çеç пĕрремĕш кун çути курнă журнала алла илнĕ. Пĕр вăхăт ăна алăра çавăркаласа тĕсенĕ пулĕ-ха ĕнтĕ, типографин сĕвĕрĕлсе те пĕтме ĕлкĕреймен шăршине астивнĕ, журналăн ятне ăс-тăнăн тахăш çӳлĕкĕнче упранса юлтăр тесе сыпăкшарăн пĕр-икĕ хутчен те вуланă та-и: «Тă-рак-тăр», «Трактăр»... /ун чухне çапла çырнă — А.Т./ Çак самантран пирĕн тăван литературăшăн, илемлĕ сăмахлăхăн аталанăвĕшĕн, историйĕшĕн çеç мар, пĕтĕмĕшле наци культуришĕн, чăваш çыннин пурнăçĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ çĕнĕ тапхăр пуçланнă.

Çĕнĕ тапхăр тенине кунта палăртарах каламалла. Паллах, пирĕн литературăн пуçламăшĕ 1931 çултанпа çеç мар. Чăваш çыравçисен хайлавĕсене пичетлесе тăнă журналсем «Трактăрччен» чылай маларах та тухса тăнă. Чĕмпĕр хулинче — «Атăл юррисем», «Чĕмпĕрти чăвашла çыракансен ушкăнĕ кăларакан шурнал» /вăл вăхăтра чăваш çырулăхĕнче янăравлă хупă сас паллисемпе усă курман/ тесе палăртнă ăна хуплашкара. Иртнĕ çул Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕ тата кунта тухса тăракан «Канаш» хаçат çумĕнчи чăваш çыравçисен «Шевле» литература пĕрлешĕвĕ йĕркеленипе журналăн 100 çулхи юбилейне анлăн уявларĕç. Шел, икĕ кă-ларăма кăна тăсăлнă ĕмĕрĕ. Ку, ахăртнех, пуçаруçи, никĕслевçи, Алексей Порфирьевич Прокопьев-Милли, Чĕмпĕр кĕпĕрнин халăх вĕрентĕвĕн пайĕнче тата чăваш халăх вĕрентĕвĕн практика институтĕнче ĕçленĕскер, 1922 çулта Шупашкара куçса килнипе те çыхăннă пулĕ. Тен, тĕп сăлтавĕ — Милли большевик мар, эсер /социал-революционер/ пулни, журнал халăх хушшинче урăх идеологие сарасран, урăх политика тăвасран асăрханнă. Хусанти чăваш çыравçисем 1928 çулта «Утăм» кăларма пуçлаççĕ, «Шурăмпуç» ятли те пулнă вĕсен. Самар хулинче «Вăтам Атăл», Пушкăртра «Хĕрлĕ Урал» тухаççĕ, Шупашкарта, Чăваш автономи облаçĕн тĕп хулинче, «Сунтал» пулнă. Вăл — эпир пурте лайăх пĕлекен, 2004 çулчченех килĕштерсе вуланă «Ялав» журнал.

1920 çулта Чăваш облаçне, кăшт каярах автономи республикине туса хунă хыççăн унччен Чĕмпĕрте, Хусанта Самарпа Ĕпхӳ, ытти хула-вырăнта туса пынă чăваш ĕçĕ чăвашăн тĕп хули пулса тăнă Шупашкара куçать. Урăх хутлăхсенче çуралса ӳснĕ, пысăк литература тăвас ĕмĕт-тĕллевлĕ çыравçăсем те çĕнĕ республикăна туртăнма, «Сунтал» тавра чăмăртанма пуçлаççĕ.

«Трактăр» альманахăн пĕрремĕш кăларăмĕнчи умсăмахра ăна Аркадий Золотов пысăк хак парать: «Çичĕ çул ĕлĕкрех /1924 çулхи июньре/ тухма пуçланă «Сунтал» ку таранччен пĕртен-пĕр литература журналĕ пулса тăрса чăваш пролетари литературин юхăмне ӳстерсе, вăйлатса пырас ĕçре питĕ пысăк вăй пулса тăчĕ. «Сунтал» çинче чăваш пролетари литератури шăранса пиçĕхсе пырать».

Аркадий Золотов хăйĕн умсăмахне «Çӳлерех сыпăкра» ят панă. Эппин, çĕнĕ журнал чăваш литературине тата та çӳллĕрех шая хăпартма тивĕççине палăртать: «Чăваш литератури социализм тăвас ĕçри хăвăртлăхсенчен кая юлса пырать. Ун çинчен 4-мĕш съезд та уççăн каласа хăварчĕ. Пирĕн каяюлнăлăх эпир паянхи ыйтусене пĕтĕм сарлакăшпех çавăрса илейменнинче çеç те мар, эпир вăл ыйтусене шухăш енчен те, илемлĕх енчен те, çивĕчлĕх енчен те политикăпа культура тĕлĕшпе ӳссе пыракан вулакана кирлĕ пек тарăн çутатса парайманнинче. Паллах, хальхи вăхăтра вулакана лăпăр-лапăр, çиелтен шăйăрттарса çырнă произведенисемпе, пуçа çӳле каçăртса Парнас тăвĕ çинчен «вĕрентсе» çырнă халтурăллă япаласемпе çыхăнтарма çук. Пролетари идеологиллĕ, чăн-чăнах илемлĕ, ĕç халăх массине кĕрешĕве чĕнсе хаваслантаракан произведенишĕн кĕрешесси пирĕн паянхи тĕп лозунгсенчен пĕри пулса тăрать».

Чăваш пролетари писателĕсен ассоциацийĕн /ЧППА/ 4-мĕш съезчĕ 1930 çулхи çурла уйăхĕнче иртнĕ. Йышăнăвĕнче палăртнă тăрăх, «…чăваш литературин ӳсĕмĕн çӳлерехри сыпăка хăпарса пынин пуçламăшĕнчи литература юхăмĕн историри çĕнĕ тапхăрне пуçласа яракан съезд пулса тăчĕ. Чăваш пролетари литературин юхăмĕ çĕнĕ тапхăра кĕрсе кайрĕ, социализмшăн хастаррăн кĕрешекен ĕç халăх хушшинчен çĕнĕрен çĕнĕ вăйсем илсе массăллă юхăм пулса пырать». Çак съездрах чăваш литератури социализм тăвас ĕçри хăвăртлăхсенчен кая юлса пынине пĕтерес, çĕнĕ пурнăç палăрăмĕсене, çĕнĕ самана çыннисен сăнарĕсене халăх патне çитерсе анлăрах сарас тĕллевпех çĕнĕ литература журналĕ кăларма йышăннă.

А.Золотов умсăмахĕнченех: «Совет çĕршывĕ социализм тапхăрне кĕрсе кайнă вăхăтра пысăк улшăнусене, вăл майпа çивĕчленсе кайнă класс кĕрешĕвне илемлĕ произведенире чăн-чăнах тĕрĕс, тарăн, илемлĕ çутатса парасси, ĕç халăхне социализмшăн кĕрешме хаваслантаракан произведени парасси — çăмăл ĕç мар, вăл пире питĕ тăрăшса тăвас ĕçе пĕтĕм чĕререн хавасланса, рабочи класăн пысăк пултаруллă вăйне ĕненсе ĕçлеме хушать. /…/ Çак журнал ĕнтĕ пирĕн çӳлерехри сыпăка куçнă чăваш литературине тата сарлакан, тарăннăн, хăвăрттăн ӳссе пыма çул уçса памалла».

Паллах, вăл вăхăтра кирек мĕнле хаçат-журнал кăларма пуçлани те пĕтĕмпех политика, идеологи тĕллевĕсемлĕ пулнă. Умсăмах авторех çырать: «Коммунистсен партийĕ ертсе пынипе чăваш пролетари литератури хаяр класс çапăçăвĕнче сарлакăшпе те, тарăнăшпе те ӳссе пырать».

«Трактăр» журналăн та, паллах, çав идеологи «хĕç-пăшалех» пулмалла ĕнтĕ. Çапах та чи кирли-хакли — çĕнĕ журнал тухма пуçлани, чăваш çыравçисене пичетленме çĕнĕ каçалăксем уçăлни, вулакан валли — тăван чĕлхе, тăван сăмах сывлăшĕ ытларах пулни.

Пĕрремĕш номерте пичетленнĕ хайлавсенчен уйрăмах Василий Краснов-Аслин «Тăвалла» романне палăртмалла. Хальхи самана тӳнтерлĕхĕ советсен тапхăрĕнчи литературăна хăй али витĕр кăларма хăтланать те, çапах та унашкал романсем пĕр-пĕр историллĕ тапхăр е идеологи анлăхĕнче çеç шăнăçса тăмаççĕ. Чăваш прозин ылтăн çӳпçине кĕнĕ хайлав вăл. <...>

Арсений ТАРАСОВ, «Тăван Атăл» журнал редакторĕ.

♦   ♦   ♦


«Çапса аркатмалла сăпса йăвисене»

«Трактăрăн» /«Тăван Атăл»/ пĕрремĕш номерĕ тухма пуçланăранпа 90 çул çитнине палăртса иртнĕ кăрлач уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче «Тăван Атăл» журнал — чăваш культурин анлăхĕнче» «çавра сĕтел» тавра пысăк калаçу пулчĕ. Унта хутшăннă филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Юрий Артемьев профессор, И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университечĕн доценчĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Николай Осипов, 2014-2019 çулсенче журнал редакторĕ пулнă Василий Кервен сăвăç, хальхи журналта «Литература. Самана. Çыравçă», «Литература викторини» ярăмсене йĕркелесе пыракан, калавсемпе пьесăсем, юптарусем тăтăш пичетлесе тăракан Владислав Николаев çыравçă тата çак йĕркесен авторĕ «Тăван Атăлăн» чăваш литературин хальхи вăхăтри аталанăвĕшĕн мĕн пĕлтерĕшлĕ пулни, пĕтĕмĕшле наци культуринчи вырăнĕ пирки шухăшларĕç.

Вĕсем библиотекăна кăрлачăн шăпах çак кунĕнче пуçтарăннин хăйĕн сăлтавĕ пулчĕ — «Трактăр» альманаха кун çути кăтартасшăн тăрăшнă çамрăк /25-35 çулсенче çеç пулнă!/ хастарсенчен пĕри — Аркадий Золотов çыравçă — çуралнăранпа 120 çитрĕ. «Трактăрăн» пĕрремĕш кăларăмне хатĕрлекенсем Василий Краснов-Асли, Никифор Ваçанкка, Иван Илларионов — Йăван Мучи тата Мĕтри Ваçлейĕ пулнă. А.Золотова ушкăнăн ертӳçи, «Тăван Атăл» журнала никĕслекенĕ теме юрать. Шел, пирĕн литературăн пулас пурнăçĕшĕн, малашлăхĕшĕн хăйĕн ĕмĕрĕ кĕске пулнă пулин те чылай пархатарлă ĕç туса хăварнă çыннăн ячĕ манăçа тухнăпа пĕрех халĕ. Вăл чăвашсен тĕп хаçачĕн «Канашăн» ĕç-хĕлне йĕркелесе пынă, «Сунтал» журнала редакциленĕ, Чăваш çыравçисен пĕрлĕхĕн ертӳçи те, Чăваш АССР Искусство ĕçĕсен управленийĕн пуçлăхĕ те пулнă.

Вулаканшăн А.Золотовăн пархатарлăхне кăтартакан çак пĕр тĕслĕх те кăсăк пулмĕ-ши? Чăваш ӳнерĕн пуçламăш тапхăрĕ пирки каланă чух Моисей Спиридонов, Никита Сверчков чăваш ӳнер Патриархĕсемпе халĕ пĕрле асăнакан Юрий Зайцевăн ячĕ А.Золотовпа И.Максимов-Кошкинскин пĕрлехи пуçарăвĕсĕр пирĕн ӳнер историне яланлăха кĕрсе юлĕччĕ-ши? Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче çуралса ӳснĕскер, турăшсем ăста ӳкернĕскер çамрăклах Мускава тухса кайнă та паллă художниксем патĕнче ĕçлесе пурăннă. 1920 çулсенче фотоĕçпе кăсăкланма пуçланă, кĕçех вăл тунă сăн ӳкерчĕксем тĕрлĕ журналта пичетленме тытăннă. Чăвашра кун çинчен те, унăн пысăк ăста пулас таланчĕ пуррине те никам та пĕлмест. Ахăртнех, хăй те сĕмленмен. <...>

Никифор ВАÇАНККА.

♦   ♦   ♦
 


Юлашки журнала сиктермесĕр вулаканăн сăнав-сĕнĕвĕсем

Татсах калаймастăп, чунăмăра çут çанталăк хывнă чăвашла пуплевĕн кĕвви-çеммипе тути-техĕмĕ мĕн кĕçĕнрен вĕри вучах пек шалтан хĕрӳлентерсе тăнăран-и, шкул çулне çитнĕренпех илемлĕ çырулăх маншăн — чун çăкăрĕ те, ырăпа усал чиккине кăтартакан компас та, илемпе ăс- хакăл çăл куçĕ те, асамлă вăрттăнĕпе сыватакан эмел те... Тинех ĕнтĕ, çак çулсенче, ăс-тăн тĕтрисем сирĕлмелле пек. Анчах та... асту сана! Тăван сăмах ăрăмçисен çимĕçне яш чухнехинчен те чăтăмсăррăн кĕтетĕн, пичетленнине пĕрне вуласах пыратăн. Вуласа тухсан хам шухăша çийĕнчех вулакан патне çитересси ĕлĕкхи пек çăмăллăн та алхапăллăн пулса пыраймасть. Çынсем каланине, хакланине пур чухне те чăна килекен сăмах вырăнне картма хăнăхманран нумай-нумай ниме тăман япала вулама тивет. Чăн та ĕнтĕ, кунта професси хăнăхăвĕ çине таянмасăр ĕç тухмасть, вулама тесе алла тытнă хайлавсен тăхăрвунă проценчĕ пуçламăш хутьенрех хăй пирки пĕлтерет: вуламалла-и малалла е вăхăта сая яма, кăмăла йӳçетсе яма кирлĕ те мар-и?

Çĕнĕ ĕмĕре кĕнĕ тапхăрта илемлĕ çырулăх журналĕсене — «Ялава», «Капкăна», «Ликпа» «Киле» — хупнисĕр пуçне куçа курăнакан урăх «çитĕнӳсемех» тăваймарăмăр курăнать эпир пичет ĕçĕнче. Çак тӳнтерле ĕç-пуç мĕнлерех пулса иртнине, хăш-хăш чиновник аллипе тунине хам куçпа курса хăлхапа илтнĕ çеç мар, тăван чĕлхепе эстетика культурине çакăн пек пысăк инкек-сиен кӳрекенсене хирĕç тăма, хăш-пĕр ăнланса çитеймен пуçлăхсене ăнлантарма, ӳкĕте кĕртме нумай хутчен /усăсăр!/ хăтланса пăхнине мĕншĕн пытармалла вулакансенчен? Пĕлччĕр вĕсем те. Журналсене упраса хăварма укçа-тенкĕ ӳкĕтлени-кĕлмĕçленнине, тĕрлĕ инстанцие çырусем ăсатнине аса илсен йывăр шухăшсен авăрне çĕнĕрен путатăн. Хамăр наци ĕçĕшĕн яваплă çынсен чунĕсенче чăвашлăх курăм-туйăмĕ тумлам та çуккине, вĕсен карьерăсăр пуçне урăхла ăнтăлу пулма та пултарайманнине, тавра курăмĕсен анлăшĕ клуб заведующине /каçарччăр мана хăйсен ĕçне чунтан юратса тăрăшса ĕçлекенсем/ валли чухлĕ çеç пулнине курса-ăнланса илни паян кунчченех чĕре суранне пирчеме памасть. <...>

Юрий АРТЕМЬЕВ, тĕпчевçĕ, профессор, филологи ăслăлăхĕн докторĕ.

♦   ♦   ♦


Тăван çĕр туртăмĕпе

Лаврентий Таллеров — иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш çулĕсенче чăваш çынни каçса кайса вулама пуçланă писатель. Астăватăп-ха, Шупашкартан яла таврăнсан вулама юратакансем калаçăва чи малтан «Çăлтăр витĕр çул курнать» романран пуçлатчĕç. «Ялавра» пичетленсе пыраканскерне журналăн çĕнĕ номерĕ тухиччен темскере кĕтнĕ пекех кĕтнĕ ĕнтĕ вĕсем. Хайлавăн тĕп геройĕсен малашнехи пурнăçĕ, кун-çулĕ пирки ыйтса пĕлме тăрăшатчĕç. Таса чăваш чĕлхипе сăнарлăн, ĕненмелле, чуна тыткăнламалла, хумхантармалла çырнăшăн хăйсем ăна тав туни çинчен пĕлтерме хушса яратчĕç, пултаруллă çав халапçă ăçта çуралса ӳснипе кăсăкланатчĕç, романĕ кĕнекен тухсан куна та унăн «Хурăн шывĕ» кĕнекипе юнашар килти библиотека çӳлĕкĕ çине савăнсах вырнаçтарăпăр тетчĕç. «Çăлтăрĕ» вара Лаврентий Васильевичăн 1983 çулта тин уйрăм кĕнекен çитрĕ вулакансем патне.

Нумай утмалла пулнă пурнăç çулĕпе, çĕршер кун-çĕр тертленме тивнĕ авторăн хăйĕн анлă та пысăк ĕçне халăха парнеличчен. Унччен ĕнтĕ вăл «Юхать юханшыв», «Сăпка юрри» кĕнекесемпе палăрнăччĕ. «Хĕвелçаврăнăш — ылтăн çӳç» повеçĕ те яка, аван вуланатчĕ.

Пурнăç çулĕ вара Лаврентий Васильевич Таллеровăн Аслă Каçал /1939 çултанпа — Комсомольски/ тăрăхĕнчи Нĕркеçре пуçланнă. Вăл 1929 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Çĕнĕ Кипеçри вăтам шкулта, Тутар Республикинчи Елабугăри библиотека техникумĕнче вĕреннĕ. Хастарлăхне кура хĕрӳ чун-чĕреллĕ çамрăка комсомол райкомне ĕçлеме илеççĕ. Çырас туйăмĕ аталанса пынă май ăна районти «Октябрь ялавĕ» хаçата куçараççĕ.

Пуçласа эпĕ унпа çав вăхăтра Аслă Каçалра паллашнăччĕ. Йĕпреçри «Çĕнтерӳшĕн» хаçатра редакторта ĕçленĕ май кам мĕнле хаçат кăларнине питĕ тишкерес килетчĕ. Районсемпе хуласенче кăларакан хаçатсен хушшинче вара Таллеровăн «Октябрь ялавĕ» ялан чи вăйлă виçĕ хаçат шутĕнчеччĕ. Редакцисем туслă çыхăну тытатчĕç. Çапла эпĕ те Аслă Каçала вăрман урлă каçса ăста редактора куртăм. Уçă кăмăлĕ, çамрăк çыравçăсемшĕн тăрăшни, хăйĕн ăсталăхĕ тыткăнларĕ. Çак лайăх енсене эпĕ чылай кайран, хам «Тăван Атăлра» унăн заместителĕнче ĕçленĕ çулсенче, тата аванрах туйрăм. Ĕçлеме аванччĕ унпа. Шанатчĕ вăл пире. Чĕлхе ăсталăхĕпе, çыравçă маçтăрлăхĕпе, ĕçйĕркелӳ мелĕсене лайăх пĕлнипе хăй çумне туртатчĕ.

Паллах, этемĕн ĕçри ырă енĕсем тӳрех тупăнмаççĕ, пурнăç сунталĕ çинче туптанса çирĕпленеççĕ. Райхаçат редакторĕнче, вăл вăхăтра парти райкомĕн бюро членĕнче, «Коммунизм ялавĕ» хаçат редакцийĕн пай пуçлăхĕнче, журнал редакторĕнче, нумай-нумай обществăлла ĕçре шăварăнса çитнĕ унăн ĕç таланчĕ, çав хушăрах илемлĕх пултарулăхĕ те пурнăçрах туптаннă. Очеркистран паллă романиста çитме, «Чăваш халăх писателĕ» хисеплĕ ята чăннипех илме тивĕç çитерчĕ Лаврентий Таллеров. 1976 çулта ăна СССР Писателĕсен союзĕн членне илнĕ. Вăл — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Журналистăн, писателĕн ĕç сĕтелĕ сăнарлăхпа, çĕнĕ геройсемпе пуян. Ĕçлет ывăнма пĕлмен çыравçă, чăваш халăхĕ валли çĕнĕрен те çĕнĕ калав, повесть, роман шăрçалать. Унăн пултарулăхĕ — пурнăç, тĕнче курăм чăнлăхĕпе, сăнарлăхĕпе, тăван çĕрĕн пуянлăхĕ пек пуян чĕлхипе хăйевĕрлĕ анлă çăлтăр тĕнчи.

Иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш-сакăр вуннăмĕш çулĕсенче те унчченхи пекех социализмла ăмăртура пĕр-пĕр ĕç коллективне е уйрăм çынна çав тери ырласа мухтав тăвĕ тăрне вĕçтерсе ярасси çирĕп йăлараччĕ. Çав юхăма Йĕпреç районĕнчи «Трудовик» колхозпа унăн ертӳçи Антон Григорьевич Шордеев та кĕрсе ӳкнĕччĕ. Шуркасси хресченĕ хăйне евĕр çынччĕ. Райком бюровĕнче, район канашĕнче, хăйсен патĕнче пĕрле пулса калаçнă, тавлашнă, савăннă хушăра эпĕ унăн çĕр туртăмлă кăмăл-туйăмне сăнаса, ăша хывса пыраттăмччĕ. Çирĕп кăмăллă хресченĕн ертӳçи вун сакăр çул хушшинче пысăк упакассисене çăкăрлă турĕ, ура сыртарчĕ. Пуçарулăхĕ те, кутăнлăхĕ те, çураçулăхĕ те пĕрлехчĕ ĕнтĕ. Парти райкомĕпе район канашĕн ĕçтăвкомне ертсе пыракан талантлă Николай Григорьевич Лермонтов тата Алексей Васильевич Турханов пулăшнипе Шордеев хăйĕн ылтăн çăлтăрне тытма пултарчĕ, ЧАССР Аслă Канашĕн депутачĕ пулчĕ. 1973 çулта ăна Социализм Ĕçĕн Геройĕн ятне пачĕç. <...>

Владимир КУЗЬМИН.

♦   ♦   ♦
 


Чăваш чĕлхин грамматикине пăсма пуçлани хăратать

Чăваш чĕлхин хальхи саманари йывăрлăхĕсене хăйĕн чунĕ çине тиенĕ çак çынна Турри чăтăмлăхне те, вăй-хăватне те панă. Вăл харсăр та, хăюллă та. Чăваш Енрен çĕр-çĕр çухрăм аякра çуралса Шупашкара килсе чăваш чĕлхин вĕрентĕвĕн паянхи çул-йĕрне палăртса ертсе пыма хăюллă, харсăр çын пулмалла. Паллах, пултаруллă та. Вăл пулман тăк чăваш чĕлхи вĕрентĕвĕ епле çул-йĕрпе кайĕччĕ-ши? Ун вырăнне ун пекех ĕçĕсене тĕплĕ тăвакан тепĕр çын тупăнĕччĕ-ши? Çак ыйтусем валли хурав халĕ, унран интервью илнĕ хыççăн, пушшех тупаймастăп. Ман иккĕленĕве сиссех-ши — вăл паян та Ватсаппа каларăш ярса пачĕ: «Кашни кун лайăх пулаймасть, анчах та кашни кунăн мĕн те пулин лайăххи пур». Çын пирки те калама пу-лать иккен çакна: «…Кашни çыннăн мĕн те пулин лайăххи пур». Хăйĕн ĕçĕпе пĕр самант та кăсăклă пулма пăрахман Юрий Виноградов çак кунсенче 75 çул тултарчĕ. Çапла, çак кунсенче: те пĕлтĕрхи раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнче темелле, те кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче – каллех ыйту. Тепĕр тесен, чĕлхе пĕлĕвçи, тĕпчевçи, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин Вĕрентӳ институчĕн наука аслă ĕçтенĕ тав сăмахне кашни кун тивĕç.

– Юрий Михайлович, эпĕ пĕлнĕ тăрăх, эсир учитель çемйинче çуралса ӳснĕ. Сирĕн аçăр географи, хими, зоологи вĕрентнĕ теççĕ.

– Çемьере пурте учитель пулман. Анне икĕ çул кăна вĕреннĕ. Ман пата çырусем пысăк сас паллисемсĕр, пăнчăсемсĕр яратчĕ. Тарăн пĕлӳ илеймен пулсан та ăслă-тăнлăччĕ. Атте, чăнах та, çамрăкранах учительте ĕçленĕ – ĕмĕрĕ тăршшĕпе.

– Аçăр – Васильев Михаил Степанович. Эсир Степанов та мар, Васильев та мар. Мĕншĕн Виноградов?

– Тĕрĕссипе, эпĕ декабрĕн 28-мĕшĕнче çуралнă. «Çĕнĕ çулччен виçĕ кун маларах кун çути куртăн», – тетчĕ анне. Ун чухне атте 23 тултарнă çамрăк çын пулнă, пĕрремĕш ача çуралнипе савăннă. «Ялта Васильев нумай, ялĕ те Васильевка ятлă. Васильевпа чарăнса тăрас мар, мĕнле те пулин хушамат тупмалла», – тесе шутланă. Унăн юлташĕсем секретарьте, председательте ларнă. Вĕсем Соловьев хушамат та сĕнсе пăхнă. Ун чухне вырăссен Виноградов текен паллă юрăç пулнă. Унăн хушаматне вара мана панă.

Эпĕ Пушкăрт Республикинче Маккар районĕн Йĕкенпуç /Васильевка/ ялĕнче çуралнă. Пирĕн ялтан инçех мар тусем хушшине кĕрсен Йĕкен текен шыв пуçланать. Йĕкен юхсан-юхсан Шур Атăла кĕрет. Маккар ялĕ вара — пушкăрт ялĕ. Унта хăй вăхăтĕнче район центрĕ пулнă тетчĕç. Халĕ пысăк çуртсенчен больница кăна юлнă. Кайран район центрĕ кӳршĕ Петровское ятлă вырăс салине куçнă. <...>

Юрий ВИНОГРАДОВ.

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.