«Хресчен сасси» 8 (2846) № 03.03.2021
«Фермер шкулĕ» – малашлăх çулĕ
Чăваш патшалăх аграри университетĕнче савăнăçлă лару-тăрура «Фермер шкулĕ» уçăлчĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тата яваплă ытти çын хутшăнчĕç.
Раççейри 15 регион телекĕпер мелĕпе çыхăнăва тухрĕ. Вĕсем пилотлă çак проектпа маларах та ĕçлеме тытăннă.
«Фермер шкулĕ» — Раççей ял хуçалăх банкĕн вĕрентӳ проекчĕ. Ял хуçалăх министерствин, регионсен, аслă шкулсен, пысăк бизнеспа фермерсен АПК валли кадрсене хатĕрлемелли майсене пĕрлештерекен пĕрремĕш площадка шутланать вăл. Проект тĕллевĕ — ял хуçалăхĕнче бизнес йĕркелесе ăна тупăшлă тытса пыма вĕрентесси, пулăшасси. Чăваш Енре «Çĕнĕ технологипе сыр тăвасси», «Çырла туса илесси», «Теплицăри пахча çимĕç» специальноçсене алла илме пулăшĕç.
Çак кунсенче «Фермер шкулĕнче» 20 çын вĕренме пуçларĕ. Вĕсем «Фермер хуçалăхĕнчи агробизнес» программăпа килĕшӳллĕн Чăваш патшалăх аграри университетĕнче пĕлĕве тӳлевсĕрех ӳстерĕç.
— Фермерсене вĕрентсе хатĕрлемелли çул-йĕре тухăçлăха тата бизнес пуçламашкăн майсем пуррине кура суйласа илнĕ. Сăмахран, халĕ пирĕн сыр, чăкăт хатĕрлесе кăларакан нумай. Вĕсем кашниех уйрăм, хăй тĕллĕн ĕçлеççĕ. Çакăн пек вĕрентнипе пĕрлехи технологи хатĕрлеме тата пĕрле вăй хурса пахалăха лайăхлатма, чи кирли, производство калăпăшне пысăклатма пултаратпăр, — терĕ Олег Николаев.
«Раççей ял хуçалăх банкĕ» общество правленийĕн председателĕ Борис Листов пĕлтерĕшлĕ пулăма хутшăннисене телекĕпер урлă саламланă май çакна палăртрĕ:
— Пирĕн тĕллев — çынсене ялта хăйсен бизнесне пуçарма, аталантарма майсем туса парасси. Ĕçлес кăмăллисем чылай. Анчах пĕлӳ, хăнăху çителĕксĕрри çакна тума чăрмантарать. Ял хуçалăхне пысăк квалификациллĕ специалистсем, отрасле тухăçлă аталантаракансем, çĕнĕлĕх илсе кĕрекенсем кирлĕ. Раççей ял хуçалăх банкĕшĕн фермер — тĕп клиент тата партнер. Çавăнпа эпир вĕсене пулăшма тăрăшатпăр. Банк «Фермер шкулĕнчен» вĕренсе тухакансен чи лайăх бизнес-планĕсене пурнăçа кĕртме те хутшăнасшăн.
Банкăн Чăваш Енри филиалĕн директорĕ Ирина Письменская республикăна пилотлă 15 регион шутне кĕртсе проекта пурнăçлама пулăшакансене тав турĕ. Шкул АПК отрасльне опытлă кадрсемпе тивĕçтерĕ. <…>
Лариса НИКИТИНА.
♦ ♦ ♦
«Гала», «терра», «кураж», «аван»…
«Тепĕр тĕллев — çĕр улми ӳстерекен регион ятне тавăрасси. Управсем, тирпейлекен цехсем туни çак культурăна аталантарма çĕнĕ майсем уçать», — тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырура.
Мартăн 4-5-мĕшĕсенче Шупашкарта «Контур» комплексра регионсен хушшинчи XIII «Çĕр улми — 2021» куравĕ иртет. Ăна йĕркелекенсем — ЧР Ял хуçалăх министерстви, А.Г. Лорх ячĕллĕ хуçалăхăн Пĕтĕм Раççейри ăслăлăх-тĕпчев институчĕ, «Агро-Инновацисем» хысна унитари предприятийĕ.
Пĕлтерĕшлĕ мероприятие хутшăнакансен йышĕ çулсерен ӳссех пырать. ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх, кăçал Раççейри 23 регионти, Беларуçри 85 компани курава хутшăнассине çирĕплетнĕ. Вĕсем — çĕр улми, вăрлăх туса илекенсем, удобренипе, ӳсен-тăрана хӳтĕлемелли хатĕрсемпе, техника, технологи, оборудовани хатĕрлесе кăларакансемпе тивĕçтерекенсем. Курава хамăр тата ют çĕршыври 100-е яхăн çĕр улми вăрлăхне тăратмалла. Ятарлă площадкăра «иккĕмĕш çăкăра» çитĕнтерме кирлĕ ял хуçалăх техникипе, оборудованипе паллашма май пулĕ.
«Контур» комплексра республикăри хуçалăхсем вăрлăх сутмалла. Суту-илĕве тĕрлĕ репродукциллĕ 30 ытла сорт тăратнă. Çав шутра хамăр çĕршывра туса илекен 19 сортне те. Унта çĕннипе пĕрлех анлă сарăлнисем те пур. Куравра «зекура», «бонус», «гулливер», «невский», «ирбитский», «фрителла», «кураж», «винета», «гала», «ред скарлетт», «терра», «жуковский ранний», «чайка», «вымпел», «ариэль», «василек», «аван» тата ытти сорта туянма пултарĕç. Сăмах май, «аван» сорта хамăр республикăрах хатĕрлесе кăларнă, 2017 çултанпа тĕрĕслеççĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх, технологие пăхăнса ĕçлесен вăл 1 гектар пуçне 45-50 тонна тухăç парать. Крахмал шайĕ — 13-15%. Ăна нематода, фитофтороз, ытти чир-чĕр ытлашши сиенлеймест. <…>
Лариса НИКИТИНА.
♦ ♦ ♦
Поэзи хăвачĕ - пурнăç тĕрекĕ
Канаш районĕнчи Шуркасси ялĕнче пурăнакан Николай Агакова вулакансем пĕлеççех. Унăн сăввисем, материалĕсем «Хресчен сассире» час-часах кун çути кураççĕ. Николай Михайлович хаçатпа вунă çул ытла çыхăну тытать.
Николай Агаков хăй ĕмĕрĕнче тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă: юхан шыв порчĕн машинистĕнчен пуçласа «Сормовский» совхозри хăрушсăрлăх енĕпе ĕçлекен инженер таранах. Хăй каланă тăрăх, пурнăç тăршшĕпе 10-12 специальноçпа вăй хунă. Çавна май тавра курăмĕ те анлăланнă.
Вăл платник ĕçне ăста. Ачаранах йывăçран тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр каскаланă. Шăнкăрч вĕллисем ăсталама юратнă. Хăй вăхăтĕнче ял çыннисене чӳрече хашакĕ, алăк, çуна туса панă. Халĕ те пулăшу ыйтма пыракан пур. Унсăр пуçне Николай Михайлович тĕрлĕ çимĕç, улма-çырла çитĕнтерме юратать. Улмуççисене хăех сыпать, ку тĕлĕшпе те ял-йыша пулăшать. Пахча çимĕç вăррисене те хăех хатĕрлет. <…>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Кĕтмен парне
Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕ çывхарнă май хĕрарăмсенчен уявпа çыхăннă асра юлнă самантсене ыйтса пĕлтĕмĕр.
Юлия КИСЕНКО, Вăрмар районĕнчи «Агроресурсы» пĕрлешĕвĕн директорĕ:
— Темиçе çул каялла, мартăн 8-мĕшĕнче, ир-ирех шăнкăрав янăраса кайрĕ. Алăка уçрăм та палламан çын тăрать. Мана хут тăсса пачĕ те: «Алă пусăр, сирĕн валли илсе килтĕм», — терĕ. Хайхискер алла шăнăçайми коробка тыттарчĕ. Унта — пысăк та илемлĕ торт. Тутлăскерпе кӳршĕсемпех хăналантăмăр. Кĕтмен парнепе Мускаври ĕçтешĕм, юлташăм савăнтарнă иккен. Уявра çывăх çынсенчен ăшă, ырă сăмахсем кĕтетĕп. Хĕрарăмшăн çакă нимрен хаклă.
Регина КУБАЙКИНА, Чăваш Ен телерадиокомпанийĕн корреспонденчĕ:
— Мартăн 8-мĕшĕнче чи асра юлнă самант — пулас мăшăрăм качча тухма ыйтса çĕрĕ парнелени. Çулсерен уявра çак асамлă саманта ăшшăн аса илетпĕр. Хĕрарăмсен кунĕ пирĕншĕн çемье чăмăртаннипе те çыхăннă-çке.
Юратнă мăшăр илемлĕ чечек çыххи парнелени, тутлă апат хатĕрлесе вырăн çине илсе пыни кăмăл-туйăм çĕклет. Çак кун кил-тĕрĕшри ĕçсене ытларах хăй пурнăçлать. Ачасемпе пĕрле торт, тутлă апат-çимĕç хатĕрлет. Кунĕпех пĕрле савăнатпăр, уяв яланах хаваслă иртет. Çавнашкал самантсем асран тухмаççĕ. «Мăшăрăм кăçал кăмăла мĕнпе çĕклĕ-ши?» — тесе халех шухăшлатăп. <…>
Лариса НИКИТИНА ыйтса пĕлнĕ.
♦ ♦ ♦
Чăваш поэзийĕн амăшĕ
Чăваш наци вулавăшĕнче Раиса Сарпи поэтесса 70 çулхи юбилейне уявларĕ. Çавна май «Сире савса, юратса…» музыкăпа литература каçĕ иртрĕ.
Библиотека ĕçченĕсем хатĕрленĕ куравра ентешĕмĕрĕн кĕнекисемпе, сăн ӳкерчĕкĕсемпе, тĕрлĕ документпа паллашма май пулчĕ. Раиса Сарпи — поэтесса, прозаик, драматург, куçаруçă. Вăл 50 ытла сăвă-юрă, калав, пьеса пуххисен, 400 ытла юрă сăввисен, сцена çине кăларнă теçеткене яхăн пьеса авторĕ. Пĕрремĕш сăвви 14 çулта чухне «Шăллăм ылханĕ» ятпа «Авангард» Патăрьел районĕн хаçатĕнче пичетленнĕ.
Раиса Сарпине Чăваш наци вулавăшĕн директорĕ Роза Лизакова, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн илемлĕх ертӳçи, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев, Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ Валерий Алексеев тата ытти хăна саламларĕç.
«Вулавăша хамăн иккĕмĕш кил вырăнне хуратăп. Ăна халалласа сăвă та çырнă. Эпир унпа пĕр вĕренпе çыхăннă. Пĕр-пĕрне туртса пырса хамăр халăха пĕлӳ тӳпине çĕклетпĕр», — пуçларĕ хăйĕн калаçăвне Раиса Сарпи.
«Сарпи пĕрре кăна, иккĕмĕш Сарпи пулман, пулмасть те. 2018 çулхи январĕн 16-мĕшĕнче эпĕ Çеçпĕл Мишши фончĕн директорĕ ячĕпе Раиса Сарпи «Чăваш Республикин халăх поэчĕ» ятне илме тивĕçлĕ тесе çырупа тухрăм, документсене çурса пăрахрĕç. Тепĕр хут çыратпăр. Мĕншĕн тесен Раиса Васильевна хăйĕн пурнăçне, пĕтĕм вăй-халне пин проценчĕпех тăван халăха, унăн культурине халалланă», — терĕ Валери Туркай ăна саламланă май. <…>
Николай СМИРНОВ. Шупашкар районĕ, Атăльял.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...