Çамрăксен хаçачĕ 7 (6355) № 25.02.2021
Офицер пулма ĕмĕтленет
ЕГОР ЗУБОВ 1945 ҪУЛТА МУСКАВРА ИРТНӖ ҪӖНТЕРӲ ПАРАДНЕ ХУТШӐННӐ АСЛАШШӖПЕ МӐНАҪЛАНАТЬ.
ПУРНӐҪНЕ ҪАР ПРОФЕССИЙӖПЕ ҪЫХӐНТАРАССИ ҪАКӐНПА ТА ҪЫХӐННӐ. ВӐЛ ХӐЙ ТЕ МУСКАВРИ ПАРАДА
ИКӖ ХУТЧЕН ХУТШӐННӐ. КУРСАНТ ПИРӖНПЕ ПАРАШЮТПА 23-МӖШ ХУТ СИКНӖ КУН КАЛАҪРӖ.
Кашни çулах — донор
Егор Зубов Рязаньти çар генералĕ В.Ф.Маргелов ячĕллĕ сывлăш десанчĕн гварди аслă училищинче виççĕмĕш курсра вĕренет. Вăл 1995 çулта Узбекистанра Ташкент облаçĕнчи Чирчик хулинче çуралнă. 2003 çулта Ангрен хулинчи 14-мĕш шкул сукмакне такăрлатма пуçланă. Тепĕр çулах вĕсем çемйипе ашшĕн Александр Зубовăн çуралнă тăрăхне, Патăрьел районĕнчи Турхан ялне, куçса килнĕ. Егор унта 2-мĕш класа çӳреме тытăннă. Вăл тантăшĕсемпе хăвăртах туслашнă, чăваш чĕлхине ăса хывма пуçланă. Арçын ача ыттисенчен тĕл пулнă кашни çыннах сывлăх суннипе, ырă кăмăлĕпе, вĕренес туртăмĕ пысăккипе уйрăлса тăнă. «Турханта пурăннă çулсем манăн асра ĕмĕрлĕхех çырăнса юлчĕç. Атте çуралнă ялта чăннипех те ĕçчен, тарават çынсем кун кунлаççĕ», — терĕ Егор чăваш ялĕнче пурăннă çулсене аса илнĕ май.
2009 çулта Зубовсен çемйи Краснодар крайĕнчи Ейск хулине пурăнма куçнă. 9-мĕш класс пĕтерсен Егор экзаменсене ăнăçлă тытнă, Ейскри пулă промышленноçĕн техникумне вĕренме кĕнĕ. Унта вăл механик-техник профессине алла илнĕ. Пушă вăхăтра тренажер залне çӳренĕ. Студент кашни уйăхрах донор пулса юн панă.
Егор вĕренӳре «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пынăшăн стипенди илсе тăнă. Физика предметне вăл уйрăмах кăмăлланă, оптикăпа фотоника кафедрин лабораторийĕнче практика тухнă. Çуллахи каникулта каччă совхозра вăй хунă, тыр-пул пухса кĕртме пулăшнă. «Краснодар крайне куçсан каллех çĕнĕ вырăна хăнăхма тиврĕ. Кунта питĕ ăшă. Азов тинĕсĕ юнашарах. «Чи лайăх вырăн — Краснодар крайĕ» — тенипе килĕшетĕп. Ку тăрăха эпĕ çав тери юратрăм: канма та, пурăнма та лайăх», — терĕ 26 çулти Егор Зубов.
Аслашшĕпе мăнаçланать
2015 çулта Егор салтака кайнă. Вăл Новороссийск хулинче сывлăш-десант çарĕнче службăра тăнă. Шăпах хĕсметре чухне каччăн офицер пулас ĕмĕт çуралнă. Вăл хăйĕн пурнăçне çар профессийĕпе çыхăнтарма шухăшланă. Егор тепĕр çултан контракт мелĕпе юлмашкăн заявлени çырнă.
Çавăн чухнех Рязаньти сывлăш çар десанчĕн училищине вĕренме кĕмешкĕн документсем пухма тытăннă. 2017 çулта ăна абитуриентсен сборне чĕннĕ. Шел те, ППЭре балл сахалрах пулнипе Егор вĕренме кĕреймен. Çапах çамрăк пуç усман, репетиторсем тытса экзаменсене тĕплĕн хатĕрленнĕ, тепĕр çулхине каллех кирлĕ хутсене пухса çар училищине ярса панă. Çу уйăхĕнче ăна экзаменсене тытма йыхравланă. 2018 çулхи утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче комисси членĕсем ырă хыпар пĕлтернĕ: «Егор Александрович Зубов, эсир вĕренме кĕнисен списокĕнче». «Тахçантанпах кĕтнĕ хыпара илтсен мĕн тери савăннине халĕ сăмахпа каласа та кăтартаймастăп. Çывăх çыннăмсем маншăн хĕпĕртерĕç. Аннен кĕллине Турă илтрех. Çак çула суйлама манăн асаттен, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕн, Мускавра 1945 çулта иртнĕ Çĕнтерӳ парадне хутшăннă Николай Зубовăн паттăрлăхĕ хистерĕ. Ачалăхăмри пилĕк çула Турханта ирттерме пӳрнĕшĕн хĕпĕртетĕп. Асаттепе ларса калаçнăшăн, унăн кăкăрĕ çинчи медалĕсемпе орденĕсене тытса курнăшăн савăнатăп. Вăл вăрçăра кашни утăмра пурнăçпа вилĕм хушшинче тăнине халĕ эпĕ лайăх ăнланатăп. Асатте вăрçă çинчен каласа пама юратмастчĕ. Вăл кашни çулах çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче медаль-орденне çакса, костюм тăхăнса шкул ачисем кăтартакан парада пăхма тухатчĕ.
Çĕнтерӳ кунĕнче сенкер экран умне вырнаçса вăрçă çинчен кинофильмсем пăхатчĕ. Çавăн чухне унăн чунĕнче мĕнле кăмăл-туйăм хуçаланнине эпир пĕлместпĕр. Асаттепе мухтанатпăр. Хамăн ачасене те тăванăм паттăрлăхĕпе паллаштарăп. <...>
Любовь ПЕТРОВА.
♦♦♦
Инкек хыççăн çĕнĕрен пурăнма хăнăхнă
Сусăр ывăлĕпе Мускавран таврăннă Татьяна Колесниковăна хăрушă хыпар пĕлтернĕ — çурт-йĕрĕ тĕппипех çунса кĕлленнĕ. Пушартан пĕр ĕнине çеç илсе тухма ĕлкĕрнĕ. Шанчăклă йытти те çулăмран тарайман. Колесниковсен çĕнĕ хуралтăсем çĕклеме тивнĕ. Шел, кил хуçи чаплă та капмар çурта кĕреймен.
Ялтан тухса курман
Татьяна Колесникова Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Турханкассинче çуралнă. Вăл ĕçпе пиçĕхсе ӳснĕ, ашшĕ ялта хисеплĕ çын пулнă. Иван Васильевич Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче радист тивĕçне пурнăçланă, Мускав çывăхĕнче çапăçнă. Яла таврăнсан ăна бухгалтер ĕçне шаннă. Хĕрĕ Татьяна унăн çулĕпех утнă, бухгалтера вĕренсе тухнă. Фронтовик темиçе çул каялла çĕре кĕнĕ.
Унăн 7 тĕпренчĕкĕ чĕрĕ-сывă, ашшĕн сумлă ятне асра тытаççĕ. Пысăк çемьере пĕр-пĕрне хавхалантарма, йывăрлăхра алă пама хăнăхнă. 20 çул каялла Татьяна Ивановнăна умлăн-хыçлăн темиçе инкек çапса хуçнă. Тăванĕсем пулăшнипе çеç вăл йывăрлăхсене парăнтарма пултарнă.
Геннадипе Татьяна Колесниковсем икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса ӳстернĕ. 2001 çулта вăтаммин пурнăçĕ чутах татăлман. Алексей Сĕнтĕрвăрринчи 28-мĕш професси училищинчен вĕренсе тухнă. Техникăпа часах пĕр чĕлхе тупнă каччă нимĕнле ĕçрен те пăрăнман. Норильскра пурăнакан иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕ ăна ĕçлеме чĕннĕ. Пурнăç çулĕ çине çирĕппĕн тăма ĕмĕтленнĕ Алексей нумай шухăшламан — аякри хулана çул тытнă. 23-ри каччă строительство фирмине вырнаçнă. Анчах чăваш яшĕ нумай та ĕçлеймен — яла усал хыпар çитнĕ. Утă уйăхĕнче ял тăрăхĕн администрацине Норильскри больницăран шăнкăравланă. Унти тухтăр Алексей Колесниковăн тăванĕсене шыранă, часрах килме ыйтнă. Вăл мĕн пулса иртнине уçăмлăн каламан. Колесниковсем вăхăта сая ямасăр Норильска ача кĕтекен хĕрне яма шут тытнă. Анчах кĕç-вĕç çуратма хатĕрленекене самолета лартман. Унăн таврăнма тивнĕ.
«Унччен эпĕ ялтан тухса курман. Пĕлĕшĕн ывăлĕпе Норильска çул тытрăмăр. Мускавран самолетпа вĕçрĕмĕр. Ют хулара кĕтсе илчĕç, больницăна çитерчĕç. Палатăна кĕтĕм те клеенка сарнă кравать çинче Алеша выртнине куртăм. Хăй çарамас. Алли-урине çыхса хунă, пуçне бинтпа чĕркенĕ. Инçе çула ăсатнă чухне çывăх çыннăмсем ача умĕнче куççуль кăлармалла мар тесе хушса ячĕç. Тăр пĕччен выртакан ывăла курсан чун хурланчĕ. Хӳтлĕхсĕр юлнă кушак çури евĕр туйăнчĕ вăл. Палатăра ман валли вырăн хатĕрлерĕç. Çапла больницăра 2 уйăх пурăнтăм. Медицина аппарачĕсемпе ĕçлеме, ывăла зонд урлă çитерме, гастростомăна тасатма вĕрентĕм», — иртнине куç умне кăларчĕ амăшĕ. Алексей алли-урине хускатайман. Унăн пуçĕнче çăмарта пысăкăш икĕ шăтăк пулнă. Медицина ĕçченĕсем унăн пурнăçне çăлса хăварнă.
10 уйăхран тин Татьяна ывăлĕпе тăван тăрăха таврăннă. Вĕсене пысăк ушкăн кĕтсе илнĕ. Хĕрарăм халăх нумаййăн пухăннинчен тĕлĕннĕ. Киле мар, йăмăкĕн хваттерне çул тытсан чĕринче иккĕленӳ çуралнă.
Çывăх çыннисем унран темĕн пытарнăн туйăннă. Мĕн пулса иртнине упăшкин аппăшĕ пĕлтернĕ: кĕркунне Колесниковсен çурт-йĕрне пушар тĕп тунă.
Кăшман кăларнă кун
«Норильскран шăнкăравласах тăраттăм. Ялти пурнăç пирки ыйтсан кĕскен: «Чиперех», — тетчĕç. Пĕррехинче çеç йăмăкăм ĕне хăçан пăруламалли пирки ыйтрĕ. Эпĕ ăна пӳрт стени çине çыпăçтарнă календарьте палăртнăччĕ. Çурт-йĕр тĕппипех çуннине пĕлмен-çке. Наччасра калаçăва урăх еннелле пăратчĕç, ывăла часрах ура çине тăратма ыйтатчĕç. Пушар сăлтавĕ халĕ те паллă мар. Çулăм çур çĕр иртни икĕ сехетре ялкăшма тытăннă. Инкек пулнă кун тăванăмсем кăшман кăларнă, ăна тĕп сакайне антарнă. Упăшка кăмака хутнă, выльăх валли кăшман пĕçернĕ. Кунĕпе ĕçлесе ĕшеннĕскерсем лăпкăн хуп турттарнă. Кăмака хыçĕнче çывăрнă анне çĕрле вăраннă, пиçнĕ кăшман шăршине туйнă та тепĕр еннелле çаврăнса выртнă. Ял халăхĕ çулăм ялкăшнине асăрхасан чупса çитнĕ, килтисене вăратнă. Упăшка выльăх-чĕрлĕх патне труççи вĕççĕн тухса чупнă. Çăвăрланă сысна, сурăхсем çунса кайнă. Пĕр ĕнене çеç кăларнă. Анне пушар тухнине пĕлсен пуçĕ айĕнчи минтерне йăтнă та алăк еннелле чупнă. Кĕçĕн ывăлăм Саша документсем упраннă сунтăха йăтса тухнă. Кайран телевизор илме кĕнĕ, анчах ун патне çитеймен. Кирпĕч çуртран хăрăмланнă стенасемпе кăмака çеç тăрса юлнă», — каласа кăтартрĕ Татьяна Ивановна. Колесниковсен куççульне юхтарнă пушар ял халăхне халĕ те калаçтарать. Чылай чухне çулăм пĕр çĕртен тухса вăй илет. <...>
Ольга КАЛИТОВА.
♦♦♦
Çăкăр татăкĕ чиксе тухнăшăн пĕр буханка çисе янă
«Пушмак ыраттарать-и? Тăвăр пушмак çук, тĕрĕс мар ура çеç пулать», «Траншейăна карта патĕнчен тытăнса кăнтăрлаччен чавмалла», «Отбой!» команда пулсан таврана каç сĕмĕ çапать», «Кĕрепле илĕр те шăлма тытăнăр!» — çапла шӳтлеççĕ салтаксем. Службăра тăракансен — хăйсен саккунĕсем.
Юлашки вăхăтра «асаттелĕх» пирки ытлах калаçмаççĕ, вăл иртнĕлĕхре юлнă. «Çамрăксен хаçачĕн» вулаканĕсен йышĕнче ăна курнă çынсем пур. Мĕнех, пĕрле аса илер çав самантсене.
Апат çисе тăранайманнипе
Валерий НИКИТИН, культура çурчĕн хормейстерĕ:
— Вĕренӳре сержантсен шкулĕнче пултăм. Çулталăк — Инçет Хĕвел тухăçĕнче, тепĕр çул Çурçĕр Кавказра пултăм. Киле старшина званийĕпе таврăнтăм. Манăн шухăшпа, салтакра аслисем çамрăккисене «вĕрентни» лайăх. Малтанхи çур çул кăна чăтма йывăр пулчĕ. Çурçĕр Кавказа куçарсан çăмăлрах килчĕ, унта чăваш ытларахчĕ. «Асаттесем» хăйсен тăрăхĕнчен килнĕ салтаксене пулăшса пыратчĕç. Вара лешсем хăйсене «асатте» пекех тытатчĕç. Вĕренӳ вăхăтĕнче лăпках пурăнтăмăр. Кайран, урăх çĕре куçарсан, аслисем пире урай çутарма тытăнчĕç. Пĕр истори каласа парам. Пирĕн патра Шупашкартан килнĕ каччă пурччĕ. Килсенех апат çисе тăранаймастчĕ. Пĕррехинче çав салтак столовăйран кĕсйине çăкăр татăкĕ чиксе тухрĕ. Çакна «асаттесем» асăрхарĕç. Ăна кравать çине выртса пĕр буханка çăкăр çисе яма хушрĕç. Вăл ăна çисе яриччен пире отжимани тутарчĕç.
«Манăн кĕве ăçта?»
Евгений САТЛАЙКИН, суд приставĕ:
— Ун чухне пĕрле служба тăракан тусăмпа нарядраччĕ. Çур çĕр иртни икĕ сехет, питĕ çывăрас килет! Тус шкапа хуп турттарма кĕрсе ларчĕ, эпĕ пукан çинчех Морфей ытамне путрăм. Унччен те пулмарĕ — урамра рота командирĕ кăшкăрашни илтĕнчĕ. Манăн тус шкапра çывăрнине курчĕ те ăна нарядран кайма, ротăна таврăнма хушрĕ. Эпĕ вырăнтах ларса юлтăм. Кайран ротăра дежурнăй пулнă салтак интереслĕ пулăм пирки каласа кăтартрĕ. Рота командирĕ çур çĕр иртни икĕ сехетре: «Манăн кĕве ăçта? Кĕве ăçта? Кĕве-е-е!» — тесе темиçе хут та кăшкăрнă иккен. Дежурнăй нимĕн ăнланмасăр тăнă, 7кайран ĕç-пуç мĕн пирки пынине пĕлнĕ. Наряд тăнă тусăм ротăна чупса çитсен командир çӳлти тумне хывнă та шкапа ывăтнă. «Эсĕ кĕве вĕт, çи», — тесе салтака та унта кĕрсе ларма ыйтнă. Ку веçех — шкапра çывăрнине пула… <...>
Салтакри пурнăçпа Ирина АЛЕКСЕЕВА, Ирина КОШКИНА, Ольга КАЛИТОВА кăсăкланнă.
♦♦♦
Кивĕ çĕлĕкне манăннипе улăштарасшăнччĕ
Хусантан Волгограда çӳрекен пуйăсран Саратовра ансанах пире, Чăвашри 40 çамрăка, автобуса лартрĕç те çатма пек тикĕс çулпа Атăл хĕррине илсе кайрĕç. Вокзалпа юнашар тӳремре салху сăнлă Чернышевский палăкне çеç астуса юлма ĕлкĕртĕм эпĕ. Ăна патша вăхăтĕнчи социал-демократа сума суса лартнă.
Пĕр сехет ытларах иртсен часовой пире йĕплĕ пралуклă алăка уçса кĕртрĕ. Стройпа çӳремелли плац çине ура ярса пуссанах пирĕн çула «стариксен» ушкăнĕ пӳлчĕ. «Шух!» — терĕ вĕсенчен пĕри Улатăр каччине Савельева алла çыхмалли сехете сĕнсе. Ку улăштармаллине пĕлтернĕ иккен. «Старикăн» сехетне самолетпа пропеллер ӳкерчĕкĕсемпе илемлетнине курсан пирĕн ентеш хăйĕнне самантрах вĕçертсе тыттарчĕ. Тимлĕрех тинкерчĕ те йĕпписене ӳкернине ăнланчĕ. Çапла пĕрремĕш кунах улталанчĕ присяга тытма та ĕлкĕрейменскер.
«Стариксемпе» паллашу кунпах вĕçленмерĕ-ха. Пĕри хăйĕн тĕссĕрленнĕ кивĕ çĕлĕкне манăннипе улăштарма пикенчĕ. Юрать-ха, упăтенни пек çăмлă аллине аяккалла сирме ĕлкĕртĕм. «Ротăна пырсан пурпĕр хывса илетĕп», — терĕ вăл. Тавах Турра, ăна текех хăрах куçпа та курма тӳр килмерĕ: присяга тытсан мана урăх подразделение куçарчĕç.
Карантинра та, çамрăк салтак курсĕнче те хăш-пĕр тĕлĕнтермĕшсемпе «паллашма» тиврĕ. Малтанлăха кивĕ йывăç казармăна вырнаçтарчĕç. Теплерен сĕтел-пукан купаланă пӳлĕме кĕтĕм те урайĕнче выртакан: «Работа не может быть грязной, только совесть. И.В.Сталин», — тесе çырнă тусанланнă плаката асăрхарăм. Çав кунах мана ентешпе пĕрле мунчана вак-тĕвек ĕçпе аппаланма ячĕç. Пукан çине тăрса арпусран та пысăк люстрăна эрешмен картинчен тасатма тиврĕ. «Работа не может быть грязной…» — аса илтĕм «халăхсен аслă çул пуçĕн» сăмахĕсене.
Кĕрхи çумăрпа йĕпеннĕ плац çине стройпа утма хăнăхма илсе тухрĕç. «Стариксем» те пур. Батальон командирĕ Муслимов кама та пулин ăс кĕртсе илес шухăшпа малти шеренга умĕпе утрĕ. Кĕçех чарăнчĕ те: «Рядовой Мудак, ко мне!» — терĕ. «Рядовой Мудак по вашему приказанию прибыл!» — сылтăм аллипе саламларĕ те комбат умĕнче юпа пек хытса тăчĕ пачах урăх хушаматлăскер. <...>
Александр МОКИН.
Шупашкар хули.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...