Комментировать

24 Фев, 2021

«Хресчен сасси» 7 (2845) № 24.02.2021

Таса шыв, субсиди…

Çак кунсенче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, «Единая Россия» партин «Раççей ялĕ» проектăн регионти координаторĕ Сергей Павлов республикăра пурăнакансемпе ял территорине аталантарассине онлайн мелпе сӳтсе яврĕç. Ял тăрăхне аталантарасси çивĕч тăрать. Ĕçлеме, пурăнма условисем туса парсан çамрăксем те тăван тăрăхрах тымар ярĕç. Хальлĕхе вара татса паман ыйту, ялсенче пурăнакансене пăшăрхантараканни пайтах-ха. Çакă онлайн калаçура та сисĕнчĕ.

«10 çул таса шывсăр нушаланатпăр, çăлти, пĕвери шыв пăтранчăк. Лавккаран вĕçĕм туянма укçа та çитмĕ», — пĕлтерчĕç Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Пĕчĕк Этменте пурăнакансем. «Вырăнти влаçри çынсем патшалăх программисемпе усă курманни, ыйтăва татса паманни тĕлĕнтерет. «Ял территорине комплекслă майпа аталантарасси» федераци программине хутшăнма çулсерен конкурс йĕркелетпĕр. Шыв ыйтăвĕпе кашни çулах 100-е яхăн проект пурнăçа кĕртетпĕр.

Халăх пуçарăвĕпе те усă курма май пур. Районта 20 млн тенкĕлĕх проект хатĕрленĕ, экспертиза тухмалли кăна юлнă. Пĕлтерĕшли — конкурса хутшăнма ĕлкĕресси. Кăçал унта çĕнтерсен те проекта 2022 çулта çеç пурнăçа кĕртме пултараççĕ», — палăртрĕ Сергей Артамонов.

Çывăх вăхăтра Хĕрлĕ Чутай районне çитсе лару-тăрупа вырăнта паллашассине, çак ыйтупа ытти çул-йĕр шырамаллине каларĕ вăл. «Патшалăх программисемпе çулсерен республикăра 3 пин ытла проект пурнăçланă, çав шутра 800 ытла — халăх пуçарăвĕпе», — терĕ министр. Хăш-пĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ çăмăллăхсемпе усă курса халăх пурнăçне лайăхлатма тăрăшманни шухăшлаттарать.

«Иртнĕ çул программăна кĕме проект хатĕрленĕ. Вăл апрельте хатĕр пулмалла. Ăна кăçалах пурнăçлама пулать-ши?» — ыйтрĕ Красноармейски районĕнчи Владимир Долгов.

Вице-премьер ăна проектпа экспертиза тухмаллине, 2022 çулта кăна программăна кĕртнине пĕлтерчĕ. Çавăнпа проектсене малашлăха пăхса хатĕрлемелле. Документсăр федераци министерствинчен укçа ыйтаймăн, патшалăх программисене хутшăнаймăн. Муниципалитетăн общество обћект проектне хатĕрлеме нухрат çитменрен иккĕмĕш çул укçа уйăраççĕ. Февралĕн 10-мĕшĕнче заявкăсем йышăнма пăрахнă ĕнтĕ. Çывăх вăхăтра çĕнтерӳçĕсем паллă пулĕç.

Кăçал та муниципалитетсен инфратытăмне аталантарма тĕрлĕ обћекта хута кĕртмелле. Ун валли бюджетран 75 млн тенкĕ уйăрма палăртнă.

Халăха шыв башнисем юхăнса çитни те пăшăрхантарать. Вĕсене мĕнле çĕнетмелле? Сергей Геннадьевич Ял хуçалăх министерствин «Яла комплекслă майпа аталантарасси» программине кĕме, Строительство министерствинчен пулăшу ыйтмашкăн шыв тытăмне, çав шутра башньăна юсама, проектсем хатĕрлеме, экспертиза тухса конкурса тăратма сĕнчĕ. Çавăн пекех халăх пуçарăвĕпе ыйтăва татса пама май пур. Ку программăпа укçан пĕр пайне патшалăх, ыттине çынсем е предприяти хывать. Шăмăршă районĕнче вара тинех пăр вырăнтан тапраннă. Ку тăрăхра шыв пăрăхне хывма укçа уйăрнă. Апла çывăх вăхăтра ĕçе тытăнĕç. <...>

Лариса НИКИТИНА.


«Чун хӗлхемӗ пирте пурах»

Чăваш Енри Агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсен союзĕн черетсĕр суйлав конференцийĕ иртрĕ.

Тĕп ыйту — союзăн çĕнĕ ертӳçине суйласси. Паянхи лару-тăрăва шута илсе конференцие видеоçыхăну мелĕпе йĕркелерĕç.

АПК ветеранĕсен пĕрлешĕвне малтан — Василий Шадриков, каярахпа Петр Ивантаев чылай çул ăнăçлă ертсе пынă. Шел, Петр Васильевич иртнĕ çул пурнăçран уйрăлчĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов министерствăн ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ, отрасльти çитĕнӳсемпе çитменлĕхсем пирки сăмах хускатрĕ. «Пушă выртакан çĕрсем пире пурсăмăра та пăшăрхантараççĕ. Çивĕч çак ыйтупа эпир çине тăрсах ĕçлетпĕр. Ку енĕпе ятарлă программа пур, унсăр пуçне хисеплĕ ветерансем те канăç памаççĕ», — терĕ вăл. Сергей Геннадьевич малашне те вĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлессине каларĕ.

АПК ветеранĕсем канăç паманнине Чăваш патшалăх аграри университечĕн ректорĕ Андрей Макушев та палăртрĕ.

«Сирĕн сĕнӳ-канаш, критика ял хуçалăх кадрĕсене хатĕрлес ĕçре те çине тăрса вăй хума хистеççĕ», — терĕ Андрей Евгеньевич. Малашне те районсене тухса тĕрлĕ канашлу, тĕлпулу ирттернĕ чухне аксакалсемпе тачă çыхăну тытмаллине пĕлтерчĕ.

«Эпир çитменлĕхсене çеç палăртасшăн мар, сире ĕçре пулăшса пырасшăн», — сăмах илчĕ Александр Самылкин ветерансен çулленхи ĕçне пĕтĕмлетнĕ май. Çулсем иртнĕçемĕн ватăсен вăй-халĕ чакать. Вĕсене çуралнă кун е ытти уявпа килĕсене кайса саламлани те пысăк савăнăç. Е тата пурнăçран уйрăлнă сумлă ветерансен ячĕпе асăну хăми уçмаллине, ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви пулăшнипе ял-хулара пурăнакан ветерансене вăхăтра сиплессине… — çак ыйтусене хускатрĕ АПК пĕрлешĕвĕ.

Видеоконференцие хутшăннисем Александр Петрович сăмахне ырласа йышăнчĕç. Малашнехи ĕçре пĕрлешĕвĕн вырăнти организацийĕсене тимлĕх уйăрма ыйтрĕç.

Видеоçыхăнăва мĕн пур район ветеранĕсем хутшăнчĕç. Хăйсене канăçсăрлантаракан ыйтусене хускатрĕç вĕсем. Сăмах май, «Хресчен сасси» хаçата юратса вулани çинчен те каларĕç. Çакнашкал сĕнӳ те пачĕç: мĕншĕн асăннă хаçат çумĕнче АПК ветеранĕсен союзĕн уйрăм кăларăмне йĕркелес мар?

Çак пĕрлешӳре тăракансен ĕç опычĕ калама çук пысăк. Паянхи кун унта совет саманинче ял хуçалăхĕн тĕрлĕ предприяти-организацине ертсе пынă пуçлăхсем кĕреççĕ. «Ял хуçалăхĕнче вăй хунисем — уй-хирте е фермăра тар тăкнă-и, çул-йĕр тунă-и е потребкоопераци тытăмĕнче тăрăшнă-и — пурте Тăван çĕршыва малалла аталантарас, пурнăçа лайăхлатас тесе ырми-канми ĕçленĕ. Чунри хĕлхем пирте паянхи кунчченех упранать. Çамрăксене пулăшмашкăн, ĕç опычĕпе паллаштармашкăн — ветерансене шăпах çав туйăм хистет», — терĕ Александр Самылкин. <...>

Мария МАРЕЕВА.

♦♦♦


Шартлама сивӗре вăрман каснă

1941 çулхи кĕркунне нимĕç фашисчĕсем Мускав патне çывхарнă. Çавна май çĕршыв регионĕсенче хӳтĕлев чиккисем тума пуçланă, çав шутрах Чăваш Енре те.

Пирĕн республикăра унăн тăршшĕ 380 çухрăма тăсăлнă. Шартлама сивĕре алă вăйĕпе 5 млн кубла метра яхăн çĕр чавнă. Çак ĕçе 170 пин ытла çын, нумайăшĕ 17 çулсенчи çамрăксем тата хĕрарăмсем, хутшăннă. Вĕсенчен пĕри — Мария Московская /хĕр чухнехи хушамачĕ — Сидорова/.

Мария Михайловна 1926 çулта Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршă ялĕнче колхозник çемйинче çуралнă. Сакăр çул тултарсан шкула кайнă. 4-мĕш класран вĕренсе тухсан колхозра аслисемпе тан ĕçлеме тытăннă.

1941 çулхи кĕркунне ăна Улатăр хулине хӳтĕлев чиккисем тума илсе кайнă. Мария Московская вăрман каснă çĕре лекнĕ. Каламасăрах паллă, ун чухне пурнăç çăмăл пулман. Çынсем сивĕ баракра, палаткăсемпе хӳшĕсенче пурăннă. Ăшă тумтир çитмен, алса тулĕ, çăматă, атă-пушмак йывăр ĕçпе часах çĕтĕлнĕ. Анчах терт-нушана пăхмасăр çынсем малаллах талпăннă, çĕнтерĕве çывхартассишĕн канмалли кунсенче те ĕçленине аса илет Мария Михайловна.

1942 çулта вăл тăван яла таврăннă, колхоза ĕçе вырнаçнă: акнă, çумланă, кĕлте çыхнă, вăрман кăларнă. Хĕллехи вăрăм каçсенче фронт валли алсиш-нуски çыхнă. Ялти вăй питти арçынсем фронта кайнăран пĕтĕм йывăрлăх хĕрарăмсен, ватăсемпе ачасен хулпуççийĕ çине тиеннĕ. Вăрçă хирĕнче темиçе хут та асаплăрах пулнине тылри çынсем лайăх ăнланнă. Çавăнпа та вăй çитнĕ таран фронта апат-çимĕç, ăшă тумтир ăсатнă. Выçлăхне те, сиввине те пайтах тӳснĕ вĕсем.

1943 çулта Мария Михайловна Георгий Димитриевичпа çемье çавăрнă. Вĕсем ултă ачана кун çути парнеленĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван колхозра тăрăшнă.

«Инкек куçа курăнса килмест», — теççĕ ваттисем. Шел те, Георгий Димитриевич 37 çултах çут тĕнчерен уйрăлнă. Анчах инкек çакăнпа кăна вĕçленмен, вĕсен тăватă ачин пурнăçĕ татăлнă. <...>

Карина СТЕПАНОВА, Анастасия ЛЬВОВА, 9-мĕш класра вĕренекенсем. Карапай Шăмăршăри вăтам шкул.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.