Комментировать

21 Авг, 2014

Çамрăксене пил пачĕç

Изумруд туя пĕрле пурăнма пуçланăранпа 55 çул çитсен паллă тăваççĕ. Ăна кĕтсе илме хĕрÿ юрату, чăтăмлăх, ăнланулăх, тимлĕх кирлĕ. Çак сăмахсене Çĕнĕ Чалкасси ялĕнче пурăнакан Михаил Матвеевичпа Нина Константиновна Матвеевсем пиркиех каланăн туйăнать. Вĕсен кун-çулне тишкерсен чăннипех те çапла иккенне тĕшмĕртетĕн.

Михаил Матвеевич нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ. Ашшĕ - райпо склачĕн заведующийĕнче, амăшĕ колхозра ĕçленĕ. 1948 çулта çичĕ класс пĕтерсен Киров облаçĕнче вăрман каснă. Часах çар хĕсметĕнче тăма вăхăт çитнĕ. Виçĕ çул Памир тăвĕсем çинче çĕр-шыв чиккине сыхланă. Салтак тумне хывсан автомеханика вĕреннĕ. «Родина» колхозра механикра тăрăшнă, тракторсен бригадине ертсе пынă, тĕп инженерта вăй хунă. Темиçе çул хуçалăхри профсоюз комитечĕн председателĕн ĕçĕсене тунă. Вун пĕр çул Çĕнĕ Чалкасси ял Канашĕн пуçĕнче тăнă. Тивĕçлĕ канăва 1995 çулта Канашри ял строительствин комбинатĕнче ĕçлесе тухнă. Унăн ĕçне Хисеп грамотисемпе, хаклă парнесемпе палăртнă.

Нина Константиновна Кивĕ Ахпÿрт ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Шаккăл вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухсан пĕлĕвне Канашри педагогика училищинче ÿстернĕ. Хĕрĕх çула яхăн Çĕнĕ Чалкасси шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентнĕ. Пенси çулне çитсен те шкула каякан сукмака тата икĕ çул такăрлатнă. Унăн ĕçри хастарлăхне «РСФСР халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» паллăпа, «Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ятпа палăртнă. Грамотăпа диплом шучĕ те сахал мар.

Михаил Матвеевичпа Нина Константиновна мĕн пĕчĕкрен нимĕнле ĕçрен те ютшăнман, пурнăç тути-масине çамрăклах ас тивнĕ. Иккĕшне те амăшĕ пăхса ÿстернĕ, ашшĕсем Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин çапăçу хирĕнчен таврăнайман. Пĕрремĕшĕн çемйинче - пилĕк, иккĕмĕшĕн тăватă ача ÿснĕ. Матвеевсем ывăлпа хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Геннадийпе Елена ашшĕпе амăшĕн тăрăшулăхне курса хăйсем те яваплă çынсем пулса ÿснĕ. Иккĕшĕ те Канашра ĕçлесе пурăнаççĕ, çемьеллĕ. Хальхи вăхăтра Андрей, Ирина, Марина, Оля, Юля мăнукĕсем тата кĕçĕн мăнукĕ Валерия Михаил Матвеевичпа Нина Константиновнăшăн чи пысăк пуянлăх.

Район администрацийĕн граждан тăрăмĕн акчĕсене çыракан пайĕ «Ăрусен тĕл пулăвĕ» ятпа хăйне евĕр уяв ирттерчĕ. Ăна пайăн тĕп эксперт специалисчĕ Ирина Морозова йĕркелесе-ертсе пычĕ. Уявăн тĕп сăнарĕсем Матвеевсем пулчĕç. Вĕсем хăйсен пурнăçĕпе паллаштарчĕç, Ирина Петровна панă ыйтусене хуравларĕç. Михаил Матвеевичпа Нина Константиновнăна çемьеллĕ пурнăçăн хисеплĕ юбилярĕсен районти кĕнекине кĕртрĕç, район администрацийĕн пуçлăхĕн В.Софроновăн саламлă çырăвне пачĕç.

Юбилярсене ачисем, мăнукĕсем, тăванĕсем, Çĕнĕ Чалкасси ял тăрăхĕн тĕп специалисчĕ Л.Алексеева пĕр çулпа алла-аллăн тытăнса утма пуçланăранпа 55 çул çитнĕ ятпа саламларĕç, чечек çыххисем парнелерĕç, Г.Зиновьев ертсе пыракан «Çăлкуç» ансамбль илемлĕ чăваш юррисем шăрантарчĕ.

Çак кунах Аслă Мами ялĕнчи И.Николаевпа А.Анисимова ятсăр пÿрнисене çĕрĕ тăхăнса çĕнĕ çемье тĕвĕленнине пĕлтерчĕç. Иванпа Анжелăна пĕрлешнĕ ятпа саламлама килнисен йышĕ зал тулли пулчĕ. Михаил Матвеевичпа Нина Константиновна çамрăк мăшăра хăйсем пекех нумай çул пĕрле пурăнма ырлăх-сывлăх, такăр çул сунчĕç.

Виталий АЧЧА.

Канаш районĕ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.