Комментировать

17 Фев, 2021

«Хресчен сасси» 6 (2844) № 17.02.2021

Çĕр улми куравĕ

Мартăн 4-5-мĕшĕсенче Шупашкарти «Контур» суту-илÿпе курав центрĕнче регионсен хушшинчи 13-мĕш курав иртет.

Пĕлтерĕшлĕ мероприятие ытти регионран та представительсем хутшăнмалла. Унта яланхилле ĕçлĕ тĕлпулусем, «çавра сĕтелсем» йĕркелеме палăртнă. Çĕр улми вăрлăхне те сутĕç. Хулара, ялта пурăнакансемшĕн паха вăрлăх туянма, пысăк тухăçлă сортсемпе паллашма май пулĕ.

Курава ют çĕршыври тата Раççейри селекцири çĕр улми сорчĕсене кăтартмалла. Стенд çинче, этикеткăра кашнин пирки туллин çырса кăтартни пулмалла. Иртнĕ çул куравра 20 тонна çĕр улми вăрлăхĕ сутнă. <...>

 

♦     ♦      ♦

 

Пулас профессие – ачаранах

«Ял хуçалăхĕнче ĕçлеме килĕшет»

Агропромышленноç комплексне кадрсемпе тивĕçтересси уйрăмах çивĕч тăрать. Çакна тĕпе хурса 2016 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ, ЧР Ял хуçалăх министерстви, Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерстви, районти вăтам шкулсен администрацийĕсем пулăшнипе ятарлă программа — «Специализированные классы естественнонаучного и инженерного направлений» /«Агрокласс»/ — йĕркеленĕ. Унăн тĕллевĕ — АПК отраслĕ валли кадрсем шкултанах хатĕрлеме тытăнасси, пулас профессипе паллаштарса ăна алла илме пулăшасси. 2016-2017 çулсенче программăна пурнăçланă май республикăри пилĕк районта агроклассем йĕркеленĕ. 2017 çулта вара мĕн пур районта уçăлнă.

2016-2020 çулсенче агроклассене 1633 вĕренекене йышăннă. Ку тапхăрта 1095 çамрăк икĕ çуллăх курсра пĕлÿ илнĕ. Çакна палăртмалла: агрокласа çÿрекен йыш çултан-çул ÿссе пырать. 2020-2021 вĕренÿ çулĕнче вĕсенче 538 яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç пĕлÿ илет. Çав шутра вуннăмĕш класра — 241, вун пĕрмĕшĕнче 297 çамрăк. Чăваш патшалăх аграри университечĕ шкул ертÿçисемпе килĕшсе ятарлă программа йĕркеленĕ. Унта математика, физика, биологи предмечĕсене тарăннăн ăса хываççĕ. Университет преподавателĕсем шкулсенче е ZOOM урлă дистанци мелĕпе вĕрентеççĕ. Ытти вăхăтра ачасем дистанци мелĕпе заданисем, тестсем пурнăçлаççĕ. Çулсерен январь уйăхĕнче вун пĕрмĕш классем биологипе, физикăпа, математикăпа, обществознанипе куçăн майпа пĕлĕвне тĕрĕслеççĕ. Кăçалхи тĕрĕслевре Патăрьелти 2-мĕш /Патăрьел районĕ/, Тракри /Красноармейски/, Хуракассинчи /Сĕнтĕрвăрри/, Тури Ачакри /Етĕрне/ шкулсем палăрнă. Конкурс комиссийĕн йышăнăвĕпе агрокласри чи лайăх вĕренекенсене палăртнă. 10 çамрăк январь-май уйăхĕсенче университетран стипенди илсе тăрĕ.

Агроклассем университет пурнăçĕнчен те юлмаççĕ. Наука, пултарулăх енĕпе палăраççĕ, студентсен наукăпа практика конференцийĕсене, ытти мероприятие хастар хутшăнаççĕ. Вĕсем волонтерсен «Агро-Выбор» общество организацине те кĕнĕ. ЧР Ял хуçалăх министерствин ĕçченĕсемпе, АПК ветеранĕсемпе, район администрацийĕсенче, аграри университетĕнче, предприятисенче вăй хуракансемпе волонтер ĕç-хĕлне пурнăçлаççĕ. Агрокласра

вĕренекенсене пулас профессие суйлама тата ăна лайăхрах ăнланма пулăшмашкăн АПК предприятийĕсене экскурсисене илсе каяççĕ. Çак тапхăрта вĕсем Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче, Вăрнарти сĕт типĕтекен заводра, Чăвашçăкăрпродуктĕнче, Шупашкарти «Вавилон» макарон-кондитер фабрикинче, Муркаш районĕнчи «Путь Ильича», Шупашкар районĕнчи «Ольдеевская» агрофирмăсенче, Елчĕк тăрăхĕнчи «Прогресс» пĕрлешÿре тата ытти çĕрте пулса ĕç-хĕлпе паллашнă. Шкултан вĕренсе тухас умĕн аграри университечĕн администрацийĕ ачасемпе, ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулать, ыйтусене татса парать. <...>

Лариса НИКИТИНА.

 

♦     ♦      ♦

 

Шанăçа çухатар мар

Февралĕн 21-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери чĕлхе кунĕ. Ăна 2000 çултанпа ЮНЕСКО сĕннипе паллă тăваççĕ.

Эпир çак уява тăван чăваш чĕлхемĕрĕн шăпишĕн çĕнĕ утăмсем, ĕçсем тума май паракан сăлтав пек йышăннăччĕ. Тĕрĕссипе, ун чухне çапла шухăшлама майсем те пурччĕ. Чăваш тĕнчинче ырă улшăну чылай пулнăччĕ. «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн шкулсенче, ытти вĕренÿ заведенийĕнче тăван чĕлхене вĕрентес ĕçе йĕркелесе янăччĕ.

Çак тапхăр çĕнетÿ çулĕсемпе пĕр килнĕччĕ. Аса илер: Чăваш чĕлхин кунне шăпах çав çулсенчи — 1992 çулхи апрелĕн 9-мĕшĕнчи — йышăнупа килĕшÿллĕн паллă тума пуçланă. Кунне те ăнăçлă суйласа илнĕ: апрелĕн 25-мĕшĕ — халăхăмăра çутта кăларнă Иван Яковлев çуралнă кунĕ. Çав тапхăртах Чăваш наци конгресĕ йĕркеленнĕ.

Историрен çакă паллă: сахал йышлă халăхсен чĕлхисем аталаннă тепĕр самант — наци интеллигенцине аркатнă репрессичченхи 10-15 çул. Унăн пирвайхи çулĕсем шăпах Çеçпĕл Мишшипе çыхăннă. Ирĕке тухнă халăхсем /çав шутра чăвашсем те/ хăйсен тăван чĕлхине тымарлантарма пуçланă. Патшалăх та чĕлхе политикине ăнăçлă тытса пынă. Чăваш чĕлхипе ĕçре те, патшалăх тытăмĕнче те усă курнă. Тăван чĕлхе вăйне кăвар чĕреллĕ Çеçпĕл Мишши акă мĕнлерех шаннă: «Вăхăт çитĕ. Чăваш чĕлхи те тимĕр татĕ. Çивĕч пулĕ. Хĕрнĕ хурçă пек пулĕ. Вăхăт çитсен — чăваш юрри те илтĕнсе кайĕ. Таса пĕлĕте, çут тĕнчене, хĕрлĕ хĕвеле савса юрлĕ вăл. Чăваш юрринче таса пĕлĕт çумĕнчи тăри юрри илтĕнĕ: Чăваш юрринче тинĕс хумĕ шавлĕ, вăрман кашлĕ, вĕçĕ-хĕррисĕр улăхсем симĕсленсе выртĕç. Авалхи хуйхă сасси илтĕнмĕ, телей куç умне тухса тăрĕ. Атăл хĕрри тăрăх тĕнче кĕсле сассипе янраса тăрĕ — çакă чăваш юрри пулĕ. Чăваш чĕлхи кăвар пулĕ, хĕрнĕ хурçă пулĕ!»

Поэт сăмахĕсем шухăша яраççĕ. Çапла пултăр тесе эпир паян мĕн тăватпăр-ха? «Чĕлхесем çинчен» саккун та, ăна пурнăçа кĕртмелли тĕллевлĕ программа та пур пирĕн. Вĕсене пурнăçа кĕрт те нимĕнле çивĕч ыйту та пулмĕ темелле. Анчах çапла-и?

Юлашки çырав кăтартăвĕсене илсе пăхар-ха. Унпа килĕшÿллĕн Раççейре 1435,9 пин чăваш пурăнать. Çав шутран хулара пурăнакан йăхташсенчен 1-2 проценчĕ кăна хăйсен пепкисемпе чăвашла калаçать. Икĕ çырав хушшинче республикăра пурăнакансен йышĕ 5 процент чухлĕ чакнă, çав вăхăтрах тăван чĕлхепе калаçакансем — 14 процент.

Наци шăпи, патшалăхăмăрăн малашлăхĕ тÿррĕнех халăх йышĕпе, шучĕпе çыхăннă. Çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен тăван чĕлхене çухатса вырăсланас туртăм халĕ те вăйлă. Тĕнчере глобализаци вăй илни, çĕршыври пасар йĕрки — чăн пулăмсем. Вĕсем сахал йышлă халăхсен чĕлхисене çăтса яракан хăватсем. «Икĕ культура диалогне» чăвашсем кăмăлтан йышăннă. Ĕмĕртен вырăс халăхĕпе, финн-угорсемпе, мăсăльмансемпе пурăнма хăнăхнă. Анчах паян та чăваш чĕлхи çав халăхсен чĕлхипе пĕр тан шая та лараймасть хăрушлăх пĕтмен-ха.

Тĕслĕх кирлĕ-и? Шкулсенче чăваш чĕлхи, литература сехечĕсене чакарни, чăваш наци лицейне хупни, шкул программинчи наципе регион компоненчĕсене Мускав ирĕк панинчен те сахалрах йĕркелени, чăваш шкулĕсенчи 11-мĕш класра ятарлă сочинени-экзамена пăрахăçлани тата ытти те — пĕтĕмпех тăван халăхăн Раççейри, тĕнчери статусне чакарасси патне илсе пыраççĕ... <...>

Надежда ГЕОРГИЕВА.

 

♦     ♦      ♦

 

Джогинăри туй

1964 çулта Иркутск облаçĕнчи Братск хулинчен тăван тăрăха таврăнма шухăшларăм. Çула май Тайшет районĕнчи Шиткино ялĕнче пурăнакан тете патне кĕрсе тухас терĕм.

Тайшет станцине 24 сехет иртсен çитрĕм. Ыйха хăваласа вокзалта каллĕмаллĕ уткаласа çÿретĕп. Çамрăк хĕрпе ватăрах арçын сак çинче лараççĕ. Вĕсен таврашĕнчен иртнĕ май арçын: «Вокзалта çĕр каçма кăмăллах мар çав. Темле çын та пур. Акă çакăскер пирĕн умран миçе хутчен иртсе кайрĕ ĕнтĕ», — терĕ чăвашла. Эпĕ чарăнтăм та: «Мĕншĕн ун пек шухăшлатăр? — терĕм. — Эпĕ çывăрасшăн мар, ыйха вĕçтеретĕп».

Хайхискерсемпе калаçса кайрăм. Вĕсем Шиткинăранах иккен. Ашшĕ — Василий Лукин, хĕрĕ — Надя. Ывăлĕ Геннадий тетепе пĕрле вăрман хуçалăхĕнче ĕçлет. Лукинсем Комсомольски районĕнчи Чурачăк ялĕнчен куçса кайнă.

Хĕрне Надьăна килĕшнĕ, туя хатĕрленеçç ĕ. Туйне Джогино ялĕнче тăваççĕ. Каччи Василий — çав ялтан. Сăмах май, унта чăвашсем пурăнаççĕ. Кулак тесе айăпланă хыççăн унта лекнĕ вĕсем. Лукинсем мана та туя чĕнчĕç. Ăна лайăх хатĕрленнĕ. Пĕтĕм ял халăхĕ хутшăнчĕ унта. Çамрăксем урамра савăнаççĕ, ваттисем — пÿртре. Сĕтел апат-çимĕçпе авăнать.

Ман куçа çĕнĕ купăс тĕл пулчĕ. Ăна калакан тупăнмарĕ. Çавна май эпĕ ăна алла илтĕм. «Тăвансем, хăтаăхлачăсем, — терĕм. — Туя туй пек тăвар-и? Туй юррине юрлар-и?» Сĕтел хушшинчи хĕрарăмсем ура çине тăчĕç. «Эсĕ — чăваш-и?» — тесе тĕлĕнчĕç. «Чăваш, — хуравларăм эпĕ. — Атьăр, туй юрри юрлатпăр. Вун ик улма йывăç, ай, пĕр тĕпрен…»

Хĕрарăмсене юрлаттартăм, ташлаттартăм. Килĕшрĕм пулас эпĕ вĕсене. «Эсĕ авланнă-и? Мăшăрланман пулсан манăн хĕр пур. Паянах туй туса паратпăр», — теççĕ пĕри те тепри. <...>

Александр ЛЕОНТЬЕВ, Патăрьел районĕ, Патăрьел ялĕ.

 

♦     ♦      ♦

 

Тăлăха тăвăл хуçайман

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кашни çын чĕринче тарăн йĕр хăварнă. Куççуль, хуйхă-суйхă, пысăк çухату тÿссе ирттернĕ халăх.

Умра — виç кашкăр

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Уплер ялĕнче çуралса ÿснĕ тылпа ĕç ветеранĕ Антонина Давыдова та хура-шурне пĕчĕклех чылай тÿснĕ. Унăн ачалăхне ирсĕр вăрçă татнă. Ашшĕ-амăшĕн хÿттинче ăшăнса пурăнайман хĕрача. Ашшĕ çамрăклах сусăр тăрса юлнă, амăшĕ вара вăрçă пуçланиччен кăшт маларах вилнĕ.

Антонина ун чухне ялти шкулта 4-мĕш класра вĕреннĕ. Çывăх çынни пурнăçран уйрăлсан хĕрачана вĕренме пăрахтарнă. «Пĕр эрне аннешĕн макăртăм, вăйран кайнипе утайми пултăм, — аса илет вăл.

— Йывăр чир ураран ÿкерчĕ ăна, ниепле те вăй илеймерĕ. Çимелли пулман. Вăл вилессе пĕлнĕ пулсан хамăн татăка парăттăм. Виçĕ пĕртăван тăлăха юлтăмăр. Эпĕ асли пулнăран пĕтĕм йывăрлăх ман çине тиеннĕ. Хуçалăха тытса пыма мана шаннă. Çавна май пахча çимĕç лартса ÿстернĕ, выльăх-чĕрлĕх те пăхнă. Хĕрарăм ĕçне пĕтĕмпех эпĕ пурнăçланă. Хамах çăкăр пĕçернĕ. Малтан атте вĕрентетчĕ, кайран хăнăхрăм. Уплер ялĕнче кирпĕч çапакан артель пурччĕ. Пушă вăхăт тупăнсанах укçа ĕçлесе илес тĕллевпе унта чупнă. Кăмакаран вĕри кирпĕч кăларса йăтнăшăн пире те, ача-пăчана, мăн çынпа танах тÿлетчĕç. Канăç курмасăр малалла талпăннă.

Вăрçă пуçланнă вăхăтра эпĕ 15 çулсенчи хĕрача пулнă. Вăй питти арçынсене пурне те фронта илсе кайрĕç. Ял хуçалăхĕнчи ĕç хĕрарăмсемпе мучисем, ачасем çине тиенчĕ. Мана та çамрăк тесе хĕрхенсе тăман, 15 çултах лаша шанса панă. Суха тумалла-и, тырă акмалла-и е сухапуç тытса çĕр улми лартмалла-и — пур ĕçе те вăхăтра пурнăçлама тăрăшнă.

1941 çулхи кĕркунне питĕ сивĕ пулчĕ. Колхоз уйĕнчи çĕр улми тăпра айĕнчех шăнчĕ. Пĕтĕм ял халăхĕ, çав шутра ачасем те, алла кĕреçе, лум, пуртă йăтса хире тухрăмăр. Шăннă пулсан та çĕр улмине уя хăварас темен. Тăпрана çавăрса хурсан  «иккĕмĕш çăкăра» алăпа хăйпăтаттăмăр. Ал-ура шăнса кÿтетчĕ. Çапах никама та хĕрхенекен пулман.

Çĕр улмине хĕл каçа Сĕнтĕрвăрринчи спирт заводне лашапа турттарнă. Пĕр ĕç пĕтсен тепри тупăнсах тăнă. Тырă леçме Канаша та яратчĕç. Çĕр улмине вакуна тиеме сахал мар турттарнă. Эпĕ хамăн ĕçе пĕлсе тунă, нихăçан та кутăнлашман. Ир пуçласа çĕрлеччен хамăн утран юлман. Метеор ятлăччĕ вăл, мана итлетчĕ. Çула тухсан мĕн чухлĕ нуша курман-ши?

Лашасем те питĕ ырханччĕ. Вĕсене те апат çитсе пыман. Çавна май тулли лава утсем аран туртнă. Хĕрхеннĕрен хăвалама хăяймастăм. Пĕррехинче тырă леçсе таврăннă чухне çынран самаях кая юлтăм. Ытти лав маларах кайма ĕлкĕрнĕччĕ. Лаша пĕччен утнине курса пирĕн ума виçĕ кашкăр тухса тăчĕ. Метеор хартлатма тытăнчĕ. Выçăскерсем куçĕсене ялтăртаттарса тăраççĕ. Турта хушшинчи лашана вĕсем çисе яма пултарасси пирки шухăшларăм. Часрах тăвармалла. Хăранипе алă чĕтрет. Таçтан вăй пухăнчĕ. Лашана питĕ хăвăрт тăвартăм та хам утланса лартăм. Пушăпа çурăмĕнчен çапрăм. Ут, сехри хăпнăскер, кĕçенсе илчĕ. Икĕ уран чĕвен тăрса кашкăрсен умĕнченех тапса сикрĕ. Сывламасăр тенĕ пек малалла сиккипе пырать. Лешсем апатсăр юлнине туйса кăмăлсăррăн уласа ячĕç, пирĕн хыççăн хăвалама тапратрĕç. Метеор та пĕтĕм вăйран чупать, кашкăрсем те юлмаççĕ. Хăваласа çитессĕн туйăнать. Тем вăхăтран çăткăн чĕр чунсем пирĕнпе танлашрĕç, лаша çийĕн сикме тытăнчĕç. Чун юлмарĕ,туртса антарассăн туйăнать. Ларса пынă çĕртех алă çитнĕ таран кашкăрсене енчен енне пушăпа чашлаттаратăп. Çавăн чух çăлăнасса шухăшламанччĕ. Кашкăр мăшкăлĕ пулатпăр пулĕ терĕм. Сехре хăпнипе сас тухнă таран кăшкăратăп. Ман сасса илтсе маларах кайнисем çаврăнса килчĕç, пире вилĕмрен çăлчĕç. Юрать-ха, лаша çинче чĕрне йĕррисем çеç юлчĕç. Унăн тирне çурса яма вăй çитереймен. «Пĕр-пĕринчен кая юлма юрамасть», — тесе асăрхаттарнине нихăçан та манса каймастăп. Çакăн хыççăн эпĕ ушкăнран пĕрре те юлман. Хĕрхенсен те лашана хăвалаттăм».

Нуша хыççăн нуша

Çак сăмахсене кинемей паян куççульпе аса илет. Хĕл ларсан Йĕпреç тăрăхне 3 çул вăрман касма кайнине каларĕ. «Кире вăрманне кайнă. Касса антарнă йывăçа татса паракансем пулнă. Эпир хатĕр вутта вакун валли кашни кун лашапа турттарса тăнă. Ир пуçласа каçчен вăрмантан тухман. Хăш-пĕр каç утмалла мар нумай юр çуса лартатчĕ те нуша кăтартатчĕ. Ура питĕ шăнатчĕ. Тăхăнмалли нимех те пулман, çăпата сырнă. Çире фуфайка пулнă. Чĕркуççи шăннипе тутăрпа чĕркесе çыхаттăм. Кĕпе арки йĕпенсе пилĕк таран пăрланатчĕ. Улăштарса тăхăнма та пĕлмен пулĕ. Тен, улăштармалли те пулман. Сивĕ çанталăкра шăнса ĕнтĕркеттĕмĕр. Тепĕр чух çĕр каçипе çи-пуç типсе çитейместчĕ. Çулла вара Атăл леш енне торф кăларма яратчĕç. Унта та пире ырри кĕтмен. Хĕвел хытă пĕçертетчĕ, вăрăм туна тарăхтаратчĕ. Тĕрĕссипе, ачалăхра та, çамрăк чухне те савăнайман. Халĕ вара çăтмахри пекех пурăнатăп. Уйăхран уйăха пенси параççĕ. Мĕн çиес килет — çавна çиетĕп. Эпир курнă нушана эсир ан курăр», — вĕçлерĕ хăйĕн калаçăвне 95 çул тултаракан Антонина Ивановна. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

 

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.