Комментировать

15 Фев, 2021

Укçа уйăрĕç

Раççейĕн Промышленноçпа суту-илÿ министерстви промышленноçа аталантармалли вырăнти программăсене пурнăçлама укçа уйăрĕ.

Федераци министерстви суйласа илнĕ 25 регион шутне Чăваш Ен те лекнĕ. Программăсене конкурс витĕр кăларнă. Вĕсене пурнăçлама вырăнти бюджетран та субсиди уйăрма палăртнă. Мускав укçи пирки калас тăк, пирĕн тăрăха 61 миллион тенкĕ килĕ.

www.hypar.ru

Вера ТИТОВА хатĕрленĕ.

Рубрика: