Комментировать

11 Фев, 2021

Çамрăксен хаçачĕ 5 (6353) № 11.02.2021

 Чăваш пуканисене океан леш енче те кăмăллаççĕ

ÇĔНĔ ШУПАШКАРТА ПУРĂНАКАН СВЕТЛАНА ВЛАДИМИРОВА ЧĂВАШ НАЦИ ТУМĔЛЛĔ ПУКАНЕСЕМ ÇĔЛЕНĔ. ВĔСЕНЕ МАСМАК ТĂХĂНТАРТНĂ, МĂЙ ÇЫХХИ ÇАКНĂ. УНТАН ЯТСЕМ ТЕ ТУПĂННĂ: ИЛЕМПИ, НАРСПИ, САЛАМПИ…

 Вĕсемпе калаçать

Декрет отпускĕнче ларакан Светлана патне пĕлĕшĕ пукане йăтса пынă. «Çакна хам çĕлерĕм, эсĕ сăрласа илемлетме пулăшаятăн-и?» — ыйтнă Света ÿкерме кăмăлланине пĕлсе. «Тĕлĕнмелле… Хăй çĕленĕ», — пуканене çавăркаланă май ăшĕнче çапла шухăшланă çамрăк хĕрарăм. Интернета кĕнĕ те... Пĕлĕшне пукане сăрласа илемлетме пулăшнă Светланăшăн урăх тĕнче уçăлнă. Алăпа темĕн те ăсталама пулать-çке-ха! Çынсен пуканисене курса хавхаланнăскер ĕçе пикеннĕ те текех пăрăнайман. Унăн ĕçĕсем çынсене килĕшнине ăнланнă вăл, тăтăшах туянаканнисем те тупăннă. Çĕнĕ шухăшсем çуралсах пынă, Света вĕсене пурнăçа кĕртнĕ.

Малтан 36 çулти хĕрарăм ахаль пуканесем çеç çĕленĕ. Вăхăт иртсен чăваш наци тумĕ «тăхăнтартма» пуçланă. «Пирĕн культура хăйне евĕрлĕ, интереслĕ. Ăна асăрхамасăр май çук», — палăртрĕ Светлана. Вăл чĕр чунсем те çĕленĕ. Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан ал ăстисем унăн ĕçĕсене пысăк хак панă. Анчах ăна пуканесем ытларах илĕртнĕ. Вăл вĕсене йĕтĕн пусмаран, çĕр мамăкран çĕлет. Çÿçне тĕрлĕ материалтан тăвать. Малтанах çип, çăм туяннă. Халĕ ытларах чухне качака çăмĕнчен хатĕрленĕ çÿç илет, ун пек пуканесем хитререх курăнаççĕ. Вĕсен капăрлăх та пур: масмака, мăй çыххине шăрçаран тунă.

Пĕлтĕр Светлана тĕлĕнмелле пукане хатĕрленĕ, ăна тăм евĕр материалтан ăсталанă. Кунашкал ĕçе хăвăртах тăваймăн, пуканене духовкăра типĕтмелле, ятарлă температурăна пăхăнмалла. Вăл, пусмаран çĕленипе танлаштарсан, урăхларах курăнать. Светланăн чи хаклă ĕçĕ çак пукане. Çамрăк хĕрарăм ăна сутман, килĕнчех упрать. Амăшне 6 çулти ывăлĕ те пулăшать. Вăл пукане çĕленине сăнасах тăрать.

«Санăн миçе пукане?» — ыйтаççĕ Светланăран ал ăстисем. Вĕсене ятарласа шутламан вăл. Чылайăшне сутнă ĕнтĕ, хăшĕ- пĕрне ал ĕçĕсен лавккине панă, çывăх çыннисене парнеленĕ. Вăл ĕçĕсене килте упрама тăрăшмасть. «Вăхăт иртсен, калăпăр 2-3 çултан, çынсем эпĕ парнеленĕ пуканене халĕ те упранине калаççĕ те савăнатăп. Вĕсене çынсен кăмăлне çĕклессишĕнех çĕлетĕп. Хам валли кăна хатĕрленĕ пулсан хальччен хваттер пуканесемпе тулĕччĕ-тĕр», — йăл кулчĕ ăста. Унăн юратнă пуканисем пур. Сăмахран, саккаспа çĕленĕскер ытармалла мар пулса тухнă, ăна хăйĕн валли хăварас килнĕ.

Светлана пуканесемпе калаçма юратать. Малтан ун пек пулман, вăл çакна ытти ăстаран вĕреннĕ. «Манăн илемлĕскерсем», — çапла каласан кăмăлĕ те çĕкленет. Кайран вăл вĕсене ят пама тытăннă. Шупашкарти 65-мĕш шкулта тăрăшакан Светлана Инстаграмри страницинче ĕçĕсен сăн ÿкерчĕкĕсене вырнаçтарать. Çавна май унăн пултарулăхĕпе Раççейĕн тĕрлĕ хулинче пурăнакансем кăна мар, чикĕ леш енчисем те паллашма пултараççĕ. Эстонире чăваш музейне йĕркеленĕ Ираида Захарова çыхăнăва тухса 10 пукане хатĕрлеме ыйтнă. Чикĕ леш енче туянас текенсем татах тупăннă. Халĕ чăваш пуканисем океан хĕрринчи утрав çинче «пурăнаççĕ».

Пукане çĕлеме вĕрентес тĕллевпе онлайн курс йĕркеленĕ Светлана Владимирова тĕрлĕ курава хутшăнать. Мускавра çулленех ал ăстисем пуçтарăнаççĕ. «Искусство. Пуканесем» курава Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен çитеççĕ. Çак куравăн шайĕ питĕ пысăк, унта пурте хутшăнаймаççĕ. Светлана паллă ал ăстисен ĕçĕсене курса, вĕсене тытса пăхса савăннă. «Унта хама ачалăха таврăннăн туйрăм», — палăртрĕ вăл. Пĕлтĕр ăна Эстоние курава хутшăнма чĕннĕ, анчах пандемие пула унта вĕçеймен.

Мускава çитесшĕн

Светлана яланах çĕннине пĕлме, аталанма ăнтăлать. Пукане çĕленĕ вăхăтрах вăл тĕрлĕ ăсталăх класне хутшăнать. Иккĕмĕш аслă пĕлÿ илмешкĕн Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтне вĕренме кĕнĕ. Профессипе вăл — педагог-психолог, ют чĕлхесене те ăса хывнă. «Ачаранпах юрлама кăмăлланă эпĕ, кружока çÿренĕ. Ку енĕпе пĕлÿ мĕншĕн илесшĕн пултăм-ха? Сасса лайăхлатас, профессионал пек аталанас килет», — ăнлантарчĕ Светлана. Вăл эстрадăпа джаз уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Халĕ джаз юррисене шăрантарать. Ку уншăн — пурнăçĕнчи çĕнĕ тапхăр, мĕншĕн тесен хальччен унашкаллисене юрламан вăл. <...>

Ирина КОШКИНА.

 

♦    ♦     ♦

 

 Савнине уявра тĕлĕнтерес тесе…

Пĕр-пĕрне юратакансем çакна, паллах, куçран пăхсах туяççĕ. Иккĕленместпĕр: савнă çын ăшă сăмах каланинчен, ыталанинчен хаклăраххи çук. Çапах пĕр-пĕрне юратакансем туйăмĕсене парне урлă та кăтартаççĕ. «Çамрăксен хаçачĕн» вулаканĕсем Çветтуй Валентин кунĕнче илнĕ, ĕмĕрлĕх асра юлнă парнесем пирки каласа кăтартрĕç.

 Кĕнеке хушшинчи парне

Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар обществин Чăваш Енри уйрăмĕн аслă инструкторĕ Галина Никитина пĕр çулхине мăшăрĕнчен Владиславран пач кĕтмен парне илнĕ: юрату романĕ! Епле-ха капла? Вăл упăшкине унашкал кĕнеке вулама юратманни пирки пĕрре мар каланă-çке-ха. «Питĕ интереслĕ. Кĕнекери кашни страницинех вуласа тух», — Владислав çапла калани суран çине тăвар сапнăнах туйăннă. Çапах Галина чăтнă, кăмăлсăрланнине кăтартман, ăшĕнче вара тарăхнă.

Çав кун Владислав кунĕпех мăшăрне вăрттăн сăнанă, пĕр сăмах та шарламан. Галя вара кĕнекене вулама васкаман, ăна каç енне çеç алла тытнă. Пĕр страница вуланă, теприне… Ак тамаша! 14-мĕш страницăна çитсен чĕре евĕр открытка тухса ÿкнĕ. Унта мăшăрĕ ăна юратнине пĕлтернĕ. «Тепĕр страницăра — парне», — тесе çырнă çав листа çинех. 15-мĕш страницăна уçсан укçа тухнă. «Хăвăн мĕн илес килет — çавна туян», — тесе çырнă Владислав. Шÿтлеме питĕ ăста иккен вăл!

Чăваш эрешĕллĕ кулон

Светлана Константинова, «Кĕмĕл Чăваш Ен» проект авторĕ, шăпа пÿрнĕ çын хапха умнех килнине хăй курса ĕненнĕ. Вырăс каччин Андрейăн Шупашкара килмелли сăлтав тупăннă. Светланăна вăл ăнсăртран тĕл пулнă, тÿрех куç хывнă.

«Хĕрĕн кăмăлне епле çавăрмалла?» — пуç ватнă каччă. Аякран килнĕскер Шупашкар урамĕсемпе уçăлса çÿренĕ. Хĕрлĕ тÿреме çитсен чăваш символĕсемпе илемлетнĕ чул патне пынă, ăна кăсăкланса сăнанă, кашни эрешне тишкернĕ. «Шанчăклăх. Пĕрлĕх. Юрату» символне уйрăмах килĕштернĕ. Андрей унашкаллине кĕмĕлтен хатĕрлеме, ăна чăваш хĕрне Светланăна парнелеме шухăшланă. Малтан вăл ÿкерчĕкне хатĕрленĕ, унтан темиçе ювелирпа канашланă. Шăп та лăп нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕ валли, Юратакансен кунĕ тĕлне, парне хатĕр пулнă. Унтанпа 5 çул иртнĕ. Светлана вара çав кулон а т ы т са паянхи кун та ăшă туйăмсен авăрне путать. Ун чухне чунĕнче сăмахпа ăнлантармалла мар туйăм пулнă: савăнăç, тĕлĕнÿ… Çакăн хыççăн Светланăн проект çуралнă: халĕ чăваш каччисен савнă хĕрне кĕмĕлтен ăсталанă чăваш эрешĕ парнелеме май пур. Ку проекта пуçарни Андрейшăн та хăйне евĕр парне пулнă. Йăлтах унăн кулонĕнчен пуçланнă-çке-ха.

Ку романтика малалла тăсăлать. Андрейпа Светлана мăшăрланнă. Хут уйăрттарма ятарласа Питĕр хулине кайнă, чап-чап уйăхĕнчи çул çÿрев вĕсен асĕнче ĕмĕрлĕхех юлĕ.

Пĕр ещĕк улма-çырла

Спортсменăн кулленех сывă пурнăç йĕркине пăхăнмаллине, тĕрĕс апатланса вăй пухмаллине шута илсе-тĕр Николай мăшăрне Олесьăна Юратакансен кунĕнче пĕр ещĕк улма-çырла парнеленĕ. Унта киви, пан улми, мандарин, иçĕм çырли пулнă. Кусем — Олеся юратакан çимĕçсем.

Николай хăй те улма-çырла кăмăллать, ăна пĕрмай ещĕкĕ-ещĕкĕпех туянать. Савнине те çавăн пек парнепе савăнтарма шухăшланă вăл. «Ăна иксĕмĕрех пĕр эрне çирĕмĕр», — пытармарĕ армрестлинг енĕпе çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвакан Олеся Михайлова /хĕр чухнехи хушамачĕ Игнатьева/. Пĕрлешиччен Николай ăна Çветтуй Валентин кунĕнче чÿлмекре ÿсекен хризантемăпа савăнтарнă /хĕр çак чечеке килĕштернине хăех каланă/. Кайран мăшăрлансан çемье пуçĕ кил-тĕрĕш пирки ытларах шухăшлама тытăннă ахăртнех: уявра савăт-сапа, хуçалăхра усă курмалли япаласем парне-ленĕ. Олеся та упăшкине тĕлĕнтерме тăрăшать. Уявра пицца пĕçернĕ, çиеле çу çырлисем вырнаçтарса «Уявпа, юратнă çыннăм» тесе çырнă. Тепрехинче шашлăка, симĕс хăяра турилкке çине чĕре евĕр вырнаçтарнă. «Тутлă», — тесе çинĕ нумай калаçма юратман Николай.

Кунран та ытларах Олеся ача çуратма кайсан тĕлĕннĕ, хĕпĕртенĕ. Пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче унăн палатине Николай илсе пынă тюльпансем илем кÿнĕ. «Сирĕн, мĕн, паянах уяв пуçланнă-им?» — шÿтленĕ тухтăрсем. Романтика туйăмĕсене кăтартма нумай калаçма та кирлĕ мар ав.

Пылак плакат

Екатеринăпа Артем Раськинсен нарăсăн 14-мĕшне паллă тума икĕ сăлтав пур. Пĕрремĕшĕнчен, Юратакансен кунĕ. Унсăр пуçне çак кун кил хуçи кун çути курнă.

Савнисем пек çÿренĕ вăхăтра вĕсем пĕр-пĕрне хăйне евĕр парне парса саламланă. Пĕр çулхине Екатерина юратнă çынна мĕнле тĕлĕнтермелли пирки интернетра вуланă та тÿрех лавккана вĕçтернĕ. Унăн хăйне евĕр плакат хатĕрлеме шухăш çуралнă, ку ĕçе хăвăртах пурнăçланă вăл. Студентка лавккаран темĕн те пĕр йăтса тухнă. Пулас мăшăрне хытă юратнине палăртас тесе тĕрлĕ шăккалат туяннă. Вĕсене ватман çине çыпăçтарнă, унта ăшă сăмахсем çырнă, тутлă шăршăллă духи тыттарнă. Ватман çине çыпăçтарнă кашни пылак çимĕç мĕне те пулин пĕлтернĕ. Артем чи юратнă çын пулнине сĕткен ячĕ кăтартнă. «Киндер» хĕр унран ача çуратма ĕмĕтленнине палăртнă. Унпа Марс çине те вĕçме хатĕррине пĕлтерсе çавнашкал ятлă шăккалат çыпăçтарнă, вĕсен пĕрлехи пурнăçĕ çутă пулассине тĕрлĕ тĕслĕ канфет пĕлтернĕ. Тĕлĕннĕ Артем плаката киле йăтса кайса стенаран çакнă. Анчах пылак плакат çине нумай вăхăт пăхса ларайăн-и? Артем чăтайман, шăк-калатсене пĕрерĕн-пĕрерĕн çисех шурă ватман пушанса юлнă.

Алăпа ăсталанă чĕре

Шупашкарта пурăнакан Людмила Александрова шкулта вĕреннĕ чухне Çветтуй Валентин кунĕнче валентинкăсем ăсталанă, ăшă сăмахсем çырса тус-тантăшне парнеленĕ. Хĕрачасем вĕсене парта çине кăларса хунă та камăн мĕн чухлĕ пулнине шутланă, чи хитрисене палăртнă. Пулас упăшки те Людмила патне чĕре евĕр открыткăсем вĕçтернĕ. Унсăр пуçне нарăсăн 14-мĕшĕнче хăйне евĕр чечек çыххипе савăнтарнă.

«Юратакансен кунне уявлассине йăлана кĕртрĕмĕр. Чи тутлă торт туянатпăр та çемьепе сĕтел хушшинче вырнаçатпăр. Юрату яланах пылак пултăр тетпĕр-çке. Пĕр-пĕрне саламласа парнесем паратпăр. Пĕлтĕр хĕрĕм тĕлĕнмелле валентинкăпа савăнтарчĕ. Хăма татăкĕ çине пĕчĕк пăтасем çапнă. Вĕсем çине хĕрлĕ тата кĕрен тĕслĕ çипсем карнă та икĕ чĕре пулнă. Маншăн чи хăйне евĕрлĕ, асра юлмалли парне пулчĕ ку. Валентинкăна ача хăйĕн аллипе ăсталани паха», — пĕлтерчĕ Людмила. Парнене вăл ĕçри пÿлĕмре вырнаçтарнă. Халĕ икĕ чĕре хĕллехи шартлама сивĕре ăшăтать, хавхалану кÿрет. «Пирĕн тăрăхра хĕл вăраха тăсăлать. Романтиксен уявне пусăрăнчăк кăмăла сирес тесе паллă тăватпăр, пĕр-пĕрне юратнине палăртатпăр», — терĕ валентинкăсем йышăнма кăмăллакан Людмила.

Укçаран тунă аппликаци

Канаш районĕн хĕрĕпе каччи Радăпа Дмитрий Тимофеевсем çулсем иртнĕçемĕн юрату çирĕпленнине, вăйланнине ĕненеççĕ. 2010 çулта туй кĕрлеттернĕ çамрăксем пĕр- пĕрне тĕлĕнтерме пĕлеççĕ, уявсене хăйне евĕр паллă тума тăрăшаççĕ. Спортпа, юрă-кĕвĕпе туслă мăшăр темĕн те шухăшласа кăларать. Тĕслĕхрен, Тимофеевсем çул çÿреве тухма кăмăллаççĕ, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне çитсе кураççĕ. <...>

Асра юлнă парнесем пирки Ирина АЛЕКСЕЕВА, Ирина КОШКИНА, Ольга КАЛИТОВА ыйтса пĕлнĕ.

 

♦    ♦     ♦

 

 Пуля çĕлĕкне, шăлаварне шăтарнă

Елчĕк районĕнчи Яманчÿрелти кашни ачах çак ялта çуралса ÿснĕ Артем Базарнов пирки пĕлет. Сержант фронтран янă çырăвĕсене тĕрлĕ мероприятире вуласа параççĕ. Вĕсем ялти библиотекăра упранаççĕ.

 Çуралнă ывăлне курайман

«Ку çырусем пирĕн килте пулнă, кайран атте Иван Базарнов асăнмалăх тесе вулавăша парса хăварнă, — каласа кăтартрĕ Артем Базарновăн мăнукĕ Татьяна Васильева. — 5 çыру упранса юлнă. Иккĕшне лайăхах вулама пулать. Фронта кайиччен асатте колхозра ĕçленĕ, ахаль-махаль çын кăна пулман-тăр, мĕншĕн тесен çырăвĕсенче кашни сăмахне питĕ ăслă-тăнлă çавăрттарса çырнă».

Вăрçă пуçланнă вăхăтра Артем Данилович 25-ре çеç пулнă. Вăл фронта кайсан килĕнче ашшĕпе амăшĕ, çамрăк арăмĕ Надежда, 3 çулти хĕрĕ Лида юлнă. Надиш /мăшăрне çапла чĕннĕ/ тепĕр ача кĕтнĕ. «1942-мĕш çулти апрелĕн 23-мĕшĕнче ырă куна ырласа, шурă хута хуратса, атте, анне, мăшăрăм Надиш, хĕрĕм Лида, сире чунтан-вартан юратса питĕ пысăк командирски хĕрÿллĕ салам яратăп. Ырлăхпа-сывлăхпа пурăнма сунатăп. Салам калăр кÿршĕ-аршăсене, тăвансене. Хамăн пурнăç пирки çырса пĕлтерем-ха: 1942 çулхи апрелĕн 13-мĕшĕнче вăрçа кĕтĕмĕр, нимĕçсене хăваларăмăр. Пульăсем шултăра çумăр çунă пек шăхăрчĕç. Самолетсенчен вĕçĕмсĕр бомба пăрахрĕç. Çапах та çапăçуран ăнăçлă тухрăмăр, пĕрин урине çеç осколка амантрĕ. Манăнне те сулахай пĕçĕри шăлавара, пуçри çĕлĕке шăтарса кайнăччĕ, анчах çăкăр çимелĕх тата пурăнмалăх кунăм вĕçленмен иккен-ха.

Лида хĕрĕме лайăх пăхăр, ан хĕнĕр. Апат вакă çиет тесе ан вăрçăр. Анне, эсĕ ăна выляма илсе кай, çавăтса çÿре, шыва е пусса ан кайтăр. Сантали е пушмак çĕлесе парăр, çĕтĕк ан çÿретĕр. Лида, маттур хĕрĕм, аван ÿс. Тата çакна та çырам-ха. Май уйăхĕнче Надиш çăмăлланмалла. Чипер çăмăллансан кĕçчина тăвăр. Çуллахи кун юр-варне укçалла илмелле мар, сăра е эрех туса хурăр. Сире мĕнле йывăр пулсан та хальхи вăхăтра пырса пулăшаймастăп. Ку тарана çитсен те сиртен çыру илеймерĕм. Пурнăçра тем те пулнă: вăрçăннă та, кÿрентернĕ те пулĕ. Каçарăр», — çырнă арçын çапăçу хирĕнчен. Артем Данилович ялти хыпарсемпе те интересленнĕ: «Колхозра кам мĕнле вырăнта ĕçлет? Кам-кам çара кайнă? Улма акрăра, шăтăкран кăлартăра? Колхозран миçе пăт тырă илтĕр? Хăш бригадăра ĕçлетĕр? Çырса ярăр. Сиртен çыру чăтаймасăр кĕтетĕп».

Часах чăваш арне килĕнчен янă çырура савăнăçлă хыпар пĕлтернĕ: унăн ывăл çуралнă. Шел, ăна курайман вăл, 1942 çулхи çурлан 4-мĕшĕнче Тверь облаçĕнчи Зубцов районĕнчи Погорелое Городище ялĕнче пулнă çапăçура пурнăçĕ татăлнă. Тăхăр кун маларах çемйи унран çыру илнĕ, юлашки пулнă вăл. Артем Данилович çемйине юратнине пĕлтерсе яланхиллех хĕрÿллĕ салам вĕçтернĕ. «Халĕ манăн Ванькка ывăлăм пур, эпĕ ăна курман та-ха», — çак йĕркесене шăрçаланă чухне, ахăртнех, хурланнă вăл. Салтак çемйипех ÿкерĕнсе сăн ярса пама ыйтнă. Ун патне çитнĕ-и вăл е çук-и — паллă мар. «Атте, анне, Надиш, Лидапа Ваньккана аван пăхăр. Çиес çăкăр пулсан эпĕ таврăнатăпах, ун чухне питĕ аван пурăнăпăр. Эпĕ паян сывă-ха, ыран мĕн пулассине пĕлместĕп», — вĕçленĕ çырăвне ялти хыпарсене çырса яма ыйтса. Юлашкинчен: «Алă тытас вырăнне алă пусатăп», — тенĕ. Сержант Надиша ашшĕ-амăшне хисеплеме ыйтнă.

«Асанне асатте пирки каланине астăватăп. «Кавалерист пулнă вăл, лашапа çÿренĕ», — тетчĕ. Çак çырусене ачасемпе мăнуксене вуласа панăччĕ, асăнмалăх сăн ÿкерчĕк турăмăр. Библиотекăна çÿрекен ачасем те вĕсемпе паллашаççĕ. «Çакăн пек çырнă-и?» — çавнашкал ыйтусем параççĕ вĕсем. Хальхи ăру çыру çырма хăнăхман та вĕсемшĕн кăсăклă», — пĕлтерчĕ Татьяна Ивановна. Вăл аслашшĕн шăпи пирки мĕн те пулин çĕнни пĕлме тăрăшать. Нумаях пулмасть пиччĕшĕ шăнкăравласа тĕлĕнмелле хыпар пĕлтернĕ. Артем Данилович Базарновăн ячĕ-шывĕ Мускав çывăхĕнчи пĕр палăк çинче пур иккен. Ăна çĕршывăн тĕп хулинче тĕпленнĕ тăванĕсем курнă-мĕн. Халĕ Татьяна Васильева кун пирки тĕплĕнрех тĕпчесе пĕлесшĕн.

Хĕрсене те салтак юрри юрласа ăсатнă

Çак ялти вулавăшра ĕçлекен Надежда Обожгеевăн та хаклă тупра пур. Вăл тăван килне, Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпана, кайсан вăрçăра аманнă салтаксене сипленĕ тăванĕн Софья Салминан пĕртен-пĕр çырăвне тупнă, ăна библиотекăна упрама панă.

«Пĕчĕк чухне эпир ăна-кăна пĕлмен çав, виç кĕтеслĕ çырусемпе почтальонла выляттăмăр», — кулянса калаçрĕ Надежда Васильевна. Софья Хрисановна — ашшĕн аппăшĕ. Хĕрарăм ун пирки тĕрлĕ çĕрте информаци пуçтарнă, ветеранăн ачисенчен ыйтса пĕлнĕ. «Унăн ячĕ вăрçа кайнисене халал-ласа лартнă ялти палăк çинче çукчĕ. Халĕ çак ĕçе çĕнĕрен йĕркелесе çырса хучĕç», — пĕлтерчĕ библиотекарь.

Вăрçă пуçлансан Лаш Таяпари арçынсем фронта тухса кайнă. Ялти виçĕ хĕре те повестка тыттарнă. Çак йышра 21 çулти Софья Салмина /хĕр чухнехи хушамачĕ Емельянова/ пулнă. Çынсем ăна Суйкка тесе чĕннĕ. Канашра фельдшера вĕренсе тухнă пике тантăшĕсемпе Машăпа, Гальăпа фронта кайма хатĕрленнĕ. Çав вăхăтри çынсем çакна халĕ те астăваççĕ: хĕрсене салтак юрри юрласах лашапа ăсатнă. Пикесем тутăрĕсене вĕлкĕштерсе пынă.

Суйкка — çемьери иккĕмĕш ача. Тăватă хĕрпе пĕр ывăл çитĕннĕ вĕсем. Чи кĕçĕнни — Василий, Надежда Обожгеевăн ашшĕ. Софья Хрисановна Рокоссовский генерал ертсе пынă çурçĕр-хĕвел анăç фронтне лекнĕ. Госпитальте медицина службин старшини пулнăскер аманнă салтаксене çапăçу хирĕнчен пĕрре мар сĕтĕрсе тухнă. Кун пирки вăл упранса юлнă пĕртен-пĕр çырăвĕнче те асăннă. Ăна 1944 çулхи çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче çырнă: «Сывă-и, юратнă тăвансем, малтанах сире çамрăк чĕрен хĕрÿллĕ саламĕпе саламлатăп. Ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатăп. Юратнă атте, анне, пĕртен-пĕр шăллăм Василий, эпĕ сиртен питĕ аякра тăратăп. Çыру çырнăччĕ, илнĕ-и эсир ăна, пĕлместĕп. Пирĕн госпиталь Латвинче Краслава ятлă хулара вырнаçнă. Хамăн çамрăк пурнăçра тем нушине те курма тÿр килчĕ: йывăр аманнă салтаксене, çунса кĕлленнĕ çуртсене. Кунта вара питĕ илемлĕ. Ем-ешĕл садсем, пахчасем, чечексем нумай лартса ÿстереççĕ. Хула варринче Западная Двина шыв юхса выртать. Шыва кĕме çÿретпĕр. Халĕ эпĕ питĕ хытă ишме вĕрентĕм. Хăвăр мĕнле пурăнатăр? Тăвансем, аппасем, кукамайсем сывлăхпа тăраççĕ-и? Веçех çырса пĕлтерĕр. Çак кунсенче пирĕн госпиталь малалла куçса каять». Çак çырурах Суйкка йăмăкĕ Римма хаçат вуланипе е вуламаннипе кăсăкланнă: «Вуламастăр пулсан вулăр. Юлашки вăхăтра пирĕн çарсем питĕ вăйлă малалла куçса пыраççĕ, фашистсене çĕмĕрсе, хуçса пыраççĕ. Эпир вара вĕсен хыççăн аманнă салтаксене сыватса пыратпăр».

Софья Хрисановнăна, телее, шăпа тăван тăрăхне таврăнма пÿрнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50- мĕш çулĕсенче вăл çемйипе Новосибирск хулине пурăнма куçнă.

Ирина КОШКИНА.

 

♦    ♦     ♦

 

«Мунча кĕнĕ çĕртен чупса тухрăмăр та пеме тытăнтăмăр»

«Чĕрĕ-сывă, служба пырать», — кĕске çыру çеç çыраттăм яла. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă атте ултава тăрă шыв çине кăларчĕ. ИЛ-18 самолет Афганистанран лăк тулли вĕçсе тухрĕ. Бортра — чирлисем, суранланнисем. Фергана хулинчи госпитальте йышăнмарĕç — Ташкента вĕçме тиврĕ. Больницăра пурин валли те вырăн çитмерĕ, урамра йĕркеленĕ палатăсенче те вырттарчĕç. 3 уйăх сиплентĕм. Тăвансене кулянтарас мар тесе кун пирки пĕлтермерĕм. Атте конверт çинчи пичете тишкернĕ, эпĕ госпитальте выртнине пĕлнĕ. Кăшт вăй илсен отпуск парассине систерчĕç, яла каймашкăн вăй пухма сĕнчĕç. Эпĕ килĕшмерĕм. Тăвансемпе тепĕр хут сыв пуллашса Афганистана таврăнма йывăр пулĕччĕ», — хăрушă вăхăта аса илчĕ Муркаш районĕнчи Тури Панкли ялĕнче пурăнакан Сергей Кириллов.

«Ăшă вăрманта» шăннă

Унăн ачалăхĕ ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман. Вăтам пĕлÿ илсен совхоз председателĕ Сергея чĕнсе илнĕ те водитель прави пулмасан та трактор шанса панă. Анчах каччă нумай ĕçлеймен, 18 тултарсан салтака кайма ят тухнă. Муркаш районĕнчи çар комиссариатĕнчен вăл Литвари Рукла хулине çул тытнă. 6 уйăхран çамрăк боецсен курсĕ вĕçленнĕ. Взвод командирĕ Сергей Велин лейтенант чăваш каччипе кăмăллă пулнă. «Санра çут çанталăк панă ен пур, эсĕ — çар çынни», — тенĕ. Чи лайăх курсантсене вăл çĕршыв умĕнчи тивĕçе Беларуçри 357-мĕш сывлăш десанчĕн полкĕнче пурнăçлама сĕннĕ. Çапла Сергей Иванович десантсен дивизине лекнĕ.

Сергей Кириллова канлĕ пурнăç тĕлĕкре çеç курăннă. Салтаксем ир-ирех ура çине тăрса çар ăсталăхне вĕреннĕ. Десантниксем чаçе каçхи 10-11 сехетсĕр те таврăнман. Раштавăн 13-мĕшĕнче взвода тревогăпа çĕкленĕ. «Рота, под±ем! Сирĕн мирлĕ пурнăç вĕçленчĕ!» — кăшкăрнă командир. Çак сăмахсем Сергей Кирилловăн асĕнче ĕмĕрлĕх çырăнса юлнă. Салтаксем мĕн пулса иртнине ăнланнă — Афганистанра вăрçă пыни пирки вĕсем унчченех илтнĕ. Унта яриччен десантниксене тĕплĕн хатĕрленĕ. Аэродромран инçех мар пĕчĕк вăрман пулнă. Салтаксем ăна хăйсен хушшинче «Ăшă вăрман» тенĕ. Сайра ÿсекен йывăçсем витĕр вĕрекен çилтен хÿтĕлемен. Десантниксем юртан тунă ÿплесенче выртса тăнă, чăрăш турачĕсем çинче çывăрнă. Хăшĕ-пĕрин алли-урине тăм илнĕ. Каярахпа палаткăсем илсе килнĕ, анчах хĕлле унта та ăшă тăман.

Çĕнĕ çул умĕн, раштавăн 26-мĕшĕнче, çар комплекчĕсене валеçнĕ. Самолетра хушу янăранă: «Афганистана вĕçетпĕр!» «Тимĕр кайăк» Баграм хулинчи аэродрома анса ларнă. Сергей Кириллов вăрçă тутине çав кунах туйнă. Взвод аэродром еннелле çул тытсан каçхи тÿпере темĕн ялкăшнă. Вулкан сирпĕннĕ евĕр курăннă. Совет салтакĕсен самолечĕ ту çине çапăнса сирпĕннĕ иккен. Бортра 3 бензовоз, 30 десантник пулнă.

«Пирĕн Баграмран Кабула çитмеллеччĕ. Каçхине çула тухма хатĕрлентĕмĕр. Çул çинче зенит батарейисене асăрхарăмăр. Вырăнтан хускалсан зениткăсене пирĕн еннелле çавăрчĕç. Пĕрремĕш каçах вут-çулăм айне пултăмăр. Çапăçура вĕсене тĕп турăмăр. Сержантсен шкулĕнче çур çул хатĕрленни пулăшрĕ ахăртнех. Экстремаллă лару- тăрура çухалса каймастăмăр, мĕн тумаллине пĕлеттĕмĕр», — малалла калаçрĕ Сергей Кириллов. Взвод çыхăну пунктне хураллама пуçланă. Çĕнĕ çула салтаксем казармăра мар, окопра кĕтсе илнĕ.

Пурнăçпа вилĕм хушшинче

Вилĕм кашни кунах юнашар çÿренĕ. Пĕррехинче батальон çар операцине пурнăçлама кайнă. Ту хĕррипе пынă чухне техника моторĕ чăхăмланă. Автомашина чутах ахрат çырмине анса кайман. Рота командирĕ пулăшу кĕтме хушнă.

«Йĕри-тавра шăп. Батальон колоннин сасси илтĕнми пулчĕ. Тăшман килес пулсан экипаж хÿтĕленме хатĕр тăчĕ. Ирхине танк çитрĕ. Вăл автомашинăна туртса кăларчĕ те колоннăна хăваласа çитес тесе вĕçтертĕмĕр. Авдарра аул çывăхĕнчи çапăçура чутах çут тĕнчепе сыв пуллашаттăм вĕт. Ман умра Сергей Сапрыкин салтак пыратчĕ. Тăрук пулеметран шатăртаттарма пуçларĕç. Умри десантник ÿкрĕ, пуля унăн урине лекрĕ. Суранран юн пĕрĕхрĕ. Аманнăскере айккинелле сĕтĕртĕмĕр. Пирĕн гранатометчик тĕл персе душмана шăплантарчĕ. Çав çар операцийĕ хыççăн пурне те награда илме тăратрĕç. Анчах медальсем паттăрсене шыраса тупаймарĕç», — калаçăва малалла тăсрĕ Сер-гей Кириллов.

Сергей Кириллов — çемьере пĕртен-пĕр ывăл. Умĕнхисем — хĕрсем. Взводри салтаксем уншăн тăван пекех пулса тăнă. Урине амантнă Алексей Суворов сержантăн госпитальтен тухсан службăна вĕçлеме май пулнă. Анчах вăл киле таврăнман, взводпа тĕл пулма васканă. «Атьсем, сирĕнсĕр мĕнле-ха?» — тенĕ Алексей тусĕсене ыталаса. Арçын ыратнине кăтартман, ыттисемпе тан çапăçнă, взводпа пĕрлех Афган çĕрĕ çинчен тухнă.

«Ытла çамрăкчĕ çав эпир. Çĕнĕ çĕре вырнаçаттăмăр та унта хăтлăх кĕртеттĕмĕр. Пĕр провинцире плац, спорт лапамĕ турăмăр. Чулсенчен мунча хăпартрăмăр, ăна тентпа картăмăр. Шел, ăшшипе чун каниччен киленеймерĕмĕр. Мунча хутрăмăр, милĕкпе çапăнтăмăр. Тăрук çывăхра пеме пуçларĕç. Мунча кĕнĕ çĕртен чупса тухрăмăр та позицие йышăнтăмăр, хирĕç петĕмĕр», — аса илчĕ Сергей Иванович.

Выçă ачасене шеллесе

Тусен хушшинче моджахедсене хатĕрлекен центр пулнă. Ăна пĕрре мар штурмланă, анчах яланах ăнăçсăр вĕçленнĕ. Десантниксен умне çирĕп тĕллев лартнă: позицие тĕп тумалла. Çапăçу ирхине пуçланнă. Пулемет шатăртаттарнине пула Совет салтакĕсем çĕр çумне лапчăннă. Огнемет ăна тĕп тăвайман. Петр Магдалина ротăна çăлнă — пулеметчике лектернĕ. Маларах разведка пĕлтернĕ тăрăх, Амберта 200 çын пытаннă. Анчах ку чăнлăхпа пĕр килмен: çĕр айĕнчи хуларан темиçе хут ытларах çын тухнă. Десантниксем тĕллеве пурнăçланă, Амбера илнĕ.

«Николай Данилиди операцирен таврăннă вăхăтра йывăр суранланчĕ. Колоннăпа пыраттăмăр. Аул çывăхĕнче пăшалтан пенĕ сасă илтĕнчĕ. Пĕр ушкăн снайпера шырама кайрĕ. Вĕсене пулăшма иккĕмĕш ушкăн йĕркеленчĕ. Ăна Николай ертсе пычĕ. Тăшман тарма хăтланчĕ. Юн çинчи йĕр тăрăх çурт картишне кĕтĕмĕр. Пирĕнпе пулнă афган салтакне персе вĕлерчĕç, унтан иккĕмĕшĕ суранланчĕ. Снайпер Николая лектерсен пĕтĕм çурта тĕплĕ тĕрĕслерĕмĕр. Данилидие алă çинче йăтса тухрăмăр, вертолет чĕнсе илтĕмĕр. Госпитальте десантникăн чĕри тапма чарăннă», — хурланса аса илчĕ Сергей Иванович.

Чуна çÿçентерекен ÿкерчĕк кашни утăмрах пулнă. Аулсенчи халăх чухăн пурăннă. Ачасем Совет салтакĕсене курсанах алă тăснă, «Русский, хлеба дай», — тесе ыйтнă. Выçăпа шăпăрлансем çÿп-çап контейнерĕсенче чакаланнă, апат юлашкисене шыранă. Салтаксен кутамккинче те темех пулман — хытса кайнă çăкăр татăкĕпе печени çеç. Чăваш каччи ачасене шелленĕ, кĕсйинчи вак укçана кăларса тыттарнă.

Кинемей те макăрнă

1981 çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче взвод Афганистанран вĕçсе тухнă. Салтаксем служба пуçланнă вырăна, Беларуçе, таврăннă. Хушăва алă пуснă, киле кайма вăхăт çитнĕ. Анчах десантниксем пĕр-пĕринпе сыв пуллашма васкаман. Афган çĕрĕ тăванлаштарнă туйăм вăйлă пулнă. Салтаксем пĕр кинемей патĕнче пÿлĕм тара тытнă. Уйрăлмалли вăхăт çитсен ватă çын та макăрнă, тăван ывăлĕсене ăсатнăн хурланнă. Рота старшинине Сергей Кириллова çар ĕçне малалла тăсма, çар училищине çул тытма сĕннĕ. Чăваш каччи хирĕç пулман, анчах ялта пурăнакан ашшĕ-амăшне шелленĕ. Вăл — тĕпкĕч-çке. <...>

Ольга КАЛИТОВА.

 

♦    ♦     ♦

 

Çурчĕ те, амăшĕн капиталĕ те çук

Ачине пĕччен ÿстерекен хĕрарăм пĕр самантра нимсĕр юлнă

«Мяу! Мяу!» — ирхи 4 сехетрех кăшкăрнă Анастасия Мартыновăн юратнă кушакĕ. Пĕр эрне каялла йытăпа çапăçнăскер уколсем тунă хыççăн сывалнăпа пĕрех пулнă, çав кун вара каллех япăхланнă, сĕлеке юхтарма тытăннă. Настя ăна нимпе те пулăшайман, 7 сехетре кухньăна кĕрсе пăхнă çĕре кушакăн кĕлетки хытнă. Вĕсем çырăнмасăр пурăнакан упăшкипе Димăпа анкарти хыçĕнче кушака пытарнă та Çĕмĕрлене ĕçпе тухса кайнă.

 Çав кун, пĕлтĕрхи юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче, Настьăн чунĕ ырă мара сиснĕ тейĕн. Темшĕн унăн çула тухас килмен. Юратнă кушакĕ вилни те кăмăлне хуçнă. «Тен, паян каяр мар», — тенĕ вăл Димăна. Лешĕ хирĕçленĕ. Çÿлти хăватсем те тытса чарасшăн пулнă вĕсене ахăртнех. Дима телефонне килте манса хăварнă. «Каялла таврăнар мар-ха, ку — япăх паллă», — тенĕ çамрăк арçын.

Çĕмĕрлене çитсен вĕсем Настьăн амăшĕпе тĕл пулнă, почтăна кĕрсе машинăна газ хатĕр-хĕтĕрĕ лартнăшăн кредит тÿленĕ. Ĕçĕсене пĕтернĕ çеç — Димăн амăшĕ шăнкăравланă. Çурт çунать иккен!

— Вăл эпир тухса кайсан 15-20 минутранах тĕтĕм тухнине асăрханă. Мунча хутса янă е кăвайт чĕртнĕ тесе шухăшланă, çавăнпа малтанах сисчĕвленмен. Ачана анне патĕнче хăвартăмăр та яла вĕçтерсе çитрĕмĕр. Пушарнăйсем килнĕччĕ ĕнтĕ. «Сÿнтернин усси çук. Мачча тăрринче пăчкă кĕрпи», — терĕç вĕсем. Пушарнăйсем каçхи 8 сехетчен çулăмпа кĕрешрĕç. Çĕрле каллех хĕмленме тытăнчĕ. Икĕ кун çунчĕ. Çавăн чухне килтех юлнă тăк, тен, пÿрте сыхласа хăварайăттăмăр. Çулăм тухнине асăрхасанах сÿнтерееттĕмĕр пуль», — çав куна аса илчĕ 22 çулти Анастасия Мартынова. Çурт пысăк пулнă. Йывăç пÿрте тултан кирпĕчпе купаланă.

Настьăпа Дима хут уйăрттармасăр пурăннă. Ача кĕтнĕ вăхăтра, 2019 çулта, çамрăксем уйрăм çурт туянасси пирки ĕмĕтленме тытăннă. Укçа пухайманран ăна кредитпа илме шухăшланă. 2020 çулта йышăннă саккун вĕсене питĕ савăнтарнă. Пĕрремĕш ачашăн амăшĕн капиталне парасси пирки пĕлсен çăмăллăнах сывласа янă. Ара, ку укçапа /амăшĕн капиталĕ 466 пин тенкĕпе танлашнă/ ялта çурт туянма пулать-çке-ха.

Пĕлтĕрхи нарăс уйăхĕнче Фефания çуралнă. Çамрăксем Етĕрне районĕнчи Екатериновка ялĕнче /Димăн ашшĕ-амăшĕ унта пурăнать/ çурт туяннă. Документсене вĕсем юпа уйăхĕнче çеç хатĕрлесе пĕтернĕ пулин те пурăнма маларах, çĕртме уйăхĕнче, куçнă.

— Çурта малтан 1 миллион тенкĕпе сутма лартнăччĕ, кайран хакне чакарчĕç — 700 пин тенкĕ. Çапах илекен пулман. Вара арçын ăна пире 500 пин тенкĕпе сутма килĕшрĕ. Укçине халĕ те парса татман-ха, нарăсăн 14-мĕшĕччен тепĕр 30 пин тенкĕ тÿлемелле. Анчах сутуçă телефонне тытмасть, — малалла каласа кăтартрĕ Настя. — Шикленет-тĕр. Амăшĕ вилсен пÿртри электричество пралукĕсене улăштарнă. Анчах ку ĕçе профессионал электрик туман. Тул енче алюмини пралуксем пулнă, шалта — пăхăр. Эпĕ, пĕччен хĕрарăм, мĕн ăнланатăп ĕнтĕ? Хăй вăл унта пурăнман, килсе тĕрĕсленĕ çеç, электричествăпа усă курман. Амăшĕн капиталĕпе туянтăмăр пулин те пÿрте, унти условисене никам та пырса тĕрĕслемерĕ. Юрист сутуçа суда пама е укçан пĕр пайне каялла тавăрса пама пулать-и тесе унпа хирĕçмесĕр калаçма сĕнет. Анчах мĕн тумаллине пĕлместĕп, унта çĕр лаптăкĕ пур-çке-ха. Ăна çухатас килмест. Выльăх-чĕрлĕх те унтан, вĕсене хальлĕхе Димăн амăшĕ пăхать. Сарайра пĕр сурăх, кроликсем, чăх-чĕп юлнă.

Настя пĕчĕк хĕрĕпе Çĕмĕрлере хваттер тара тытса пурăнать. Халĕ ачин ашшĕпе пĕрле мар вĕсем. «Хĕлле пирĕн хутшăнусем арканаççĕ, кайран каллех пĕрле пурăнма тытăнатпăр. Çапла виçĕ çул пулчĕ. «Хĕллехи синдром», — шÿтлесе те пăхрĕ Настя.

Планшет, ноутбук, хĕреснамăшĕ парнеленĕ ылтăн эрешсем, машина илнĕ кредитшăн тепĕр уйăхра тÿлемелли 26 пин тенкĕ… — йăлтах çунса кайнă. Анастасия çав кун Çĕмĕрлене машинăпа йăпăртлăха çеç кайса килетпĕр тесе çÿхе тăхăнса тухнă: майка çийĕн кофта, шăлавар, кроссовка. Çак тумтир вĕççĕн çеç тăрса юлнă вăл. Юрать-ха, пулăшакансем тупăннă. Фефания валли япаласем килсе панă. Кăшт пухнă укçапа хĕрĕ тата хăйĕн валли тум туяннă.

Çамрăксем пĕрле пурăнма тытăнсан майĕпен кил-çурта хăтлăлатнă, йăлара усă курмалли техника туяннă. Холодильнике, газ котелне кредитпа илнĕ. Вĕсем çук ĕнтĕ, кивçене вара кашни уйăхрах тÿлемелле. Тара тытнă хваттершĕн уйăхсерен 6-7 пин тенкĕ кăларса хумалла. Ашшĕ-амăшĕ юнашарах пурăнать, май килнĕ таран пулăшать.

Настя чĕр чунсене питĕ юратать. Унăн хваттерĕнче Шотланди йăхĕнчи икĕ кушак çури пурăнать. Пĕрне парнеленĕ, теприне хăй илнĕ. Екатериновкăра та унăн виçĕ çура пулнă, шел, вĕсем çунса кайнă.

— Мĕн пĕчĕкрен пăхса ÿстернĕ Маша ятлă сурăха, ашне юрататăп пулин те, пусса çиме хал çитмест. Путек чухне пÿрте чупса кĕретчĕ, амăшĕ пăхманран ĕмкĕчпе сĕт çитертĕмĕр. Кроликсем те алла хăнăхнă, мана курсанах чупса тухаççĕ. Нумаях пулмасть çăвăрларĕç. Икĕ йытă пур, вĕсем те хальлĕхе унтах, — Настя чĕр чунсем пирки калаçма питĕ юратать. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

www.hypar.ru

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.