Кÿршĕсен укçа уйăрмалла
Канаш-Сергач /Чул хула облаçĕ/ маршрутпа пуйăс пассажирсене нумай çул турттарнă. Ăна пĕтерчĕç те çул çÿреме йывăрланчĕ. Каялла хăçан тавăрĕç?
Н.ПЕТРОВ.
Канаш хули.
РФ Транспорт министерствин 2010 çулхи 311-мĕш хушăвĕпе килĕшÿллĕн чукун çул транспортне темиçе регион территорийĕнчи хула таврашĕнче çÿретессине тупăш унта мĕн чухлĕ ĕçлесе илнине тĕпе хурса йĕркелеççĕ. Çавăнпа Канаш-Сергач маршрута тавăрассине Чул хула облаçĕ хыснаран укçа уйăрсан çеç татса пама пулать. Вăл хуласене пуйăс транспорчĕпе тивĕçтерекен «Содружество» тата Чул хула облаçĕн транспорт департаменчĕн килĕшĕвĕ вăйран тухнăранпа, 2013 çултанпа, хупăннă. Кăçал тăсман. Çавăнпа пуйăс Канашран Çĕмĕрлене çеç çитет. ЧР Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерстви Канашран Княжиха станцийĕ урлă Сергача пуйăс çÿретес тĕллевпе облаçăн транспорт департаментне çырупа тухнă. Анчах вăл Чул хула хыснинче укçа çителĕксĕртен çул çÿреве субсидилеме май килменнине пĕлтернĕ.