Комментировать

20 Авг, 2014

Усал та шелсĕр

Уголовлă çак ĕç материалĕсемпе паллашсан чун çÿçенет. Çын тени мĕнешкел усал та шелсĕр пулма пултарать иккен...

Следстви комитечĕн Канашри пайĕ уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ ĕнтĕ, ăна тишкерме суда ярса панă. Чăн та, хальлĕхе айăплă çамрăксенчен пĕри кăна суд умне тăрать.

Преступлени пĕлтĕрхи юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче каçхине пулнă. Икĕ каччă Канаш хĕрринчи кану заведенийĕнчен хула варрине лартса каятпăр тесе хĕре улах вырăна илсе кайнă. Чĕмпĕр еннелле каякан автотрасса хĕрринчи вăрман тăрăхĕнче чарăннă. Хĕре хывăнма хушнă.

Мĕскĕн путсĕрсенчен вĕçерĕнсе тарма пултарнă, çул çине чупса тухса груз турттаракан пысăк фурăна чарнă, кабинăна кĕрсе ларнă. Анчах каччăсем грузовике хăваласа çитнĕ, çула пÿлсе ăна чарнă. Хĕре кабинăран сĕтĕрсе кăларнă. Çÿллĕ çĕртен ÿкнĕ май унăн ури хуçăлнă. Çакă та ясар кăмăлпа авăрланнă çамрăксен хĕрхенÿ туйăмне вăратайман. Йывăр суранланнăскере вĕсем хăйсен машинине лартнă, вăрман тăрăхне каялла таврăннă. Каччăсенчен пĕри /вăл ăçтине палăртман-ха - шыраççĕ/ хĕре мăшкăлланă.

Çакăн хыççăн ури ыратаканскере, хăй тĕллĕн утайманскере вырăнти больница патне илсе çитернĕ, асфальт çине пăрахса хăварнă, хăйсем тарнă. Хĕр больницăн йышăну пÿлĕмĕ патне шуса çитме пултарнă, юрать-ха, ăна васкавлă медпулăшу ĕçченĕсем асăрханă - шала илсе кĕнĕ.

Канаш районĕнчи Кивĕ Ахпÿрт ялĕн 23 çулти çамрăкĕ кĕçех суд тенкелĕ çине ларĕ. Унпа пĕрле преступлени тунă, хĕре мăшкăлланă юлташĕ тĕлĕшпе уголовлă ĕç материалĕсене тепĕр производствăна уйăрнă. Пакунлисем ăна тупасси пирки иккĕленмеççĕ. Паян мар тăк ыран çакланатех - тивĕçлипе явап тытĕ.

 

Николай ДМИТРИЕВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.