Комментировать

3 Фев, 2021

«Хыпар» 10 (27743) № 03.02.2021

Сăвăма ÿстереççĕ – тупăш нумайрах илеççĕ

Патăрьел районĕнчи «Красное Знамя» ял хуçалăх производство кооперативĕнче сăвăма çуллен хăпартаççĕ. 2020 çулта кашни ĕнерен вăтамран 6700 килограмм е виçĕм çулхинчен 200 кг нумайрах сĕт сунă. Операторсем кăçал 7000 кг сăвасшăн. Сăвăма мĕнле майпа хăпартнă-ши?

— «Красное Знамя» — ăратлă ĕне выльăх пăхса çитĕнтерекен хуçалăх, — терĕ ЯХПК председателĕ, Раççей тата республика ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Петр Никифоров. — Сĕт лайăх антаракан тынасене хамăр тата Чăваш Енри хуçалăхсем валли хатĕрлетпĕр. Сăвăма ÿстерме паха апат кашни çулах çителĕклĕ хатĕрлетпĕр. Чăн та, вăл йăтăнса выртман çул пирĕн хуçалăхра та пĕрре çеç мар пулнă. Сăмахран, 1990 çулсенче, çĕршыв рынок экономикипе пурăнма тытăнсан, ĕне выльăх рационĕнчен силоса кăларса пăрахма сĕнчĕç. Унăн тутлăхĕ пирки иккĕленчĕç, ăна хурлакан та сахал марччĕ. Нумай хуçалăхра çитерме пăрахрĕç. Ăна ĕне умĕнчен пĕр кунлăха та татмалла мар.

Куккурус тĕшшинче сăвăма ÿстерме пулăшакан тĕрлĕ тутлăхлă элемент чылай. Çавăнпа силос нумай хатĕрлетпĕр. Кооперативра нумай çул çитĕнекен курăкран паха сенаж та çителĕклĕ хываççĕ. Вăл чылай çул каяллахинчен лайăхрах.

— Хуçалăхра курăка вырса вĕтетнĕ хыççăнах турттарсаупрама хуни те пулнă, — аса илет Петр Николаевич. — Тракторпа таптаттарнă хыççăн шывĕ капланса тăратчĕ, кайран йÿçĕхетчĕ. Тĕрĕссипе, çав апата сенаж теме юраман. Халĕ ăна пач урăхла хыватпăр: курăка вырса хунă хыççăн кушăхтарса тунари нÿрĕк хисепне кирлĕ чухлĕ пĕчĕклететпĕр. Вăл норматива тивĕçтерсен çеç управа хума турттаратпăр. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ хатĕрленĕ.

 

♦   ♦    ♦

 

Ташăсем хут çинче кăна ан юлччăр

Хăйне евĕрлĕ çак пултарулăха упраса хăварас, ăна ламран лама куçарса пырас тĕлĕшпе Мошкасси ялĕнчи «Сурпан» ташă ансамблĕ хастар тăрăшать. Вăл 2014 çулта ялта çĕнĕ культура çуртне хута ярсан йĕркеленнĕ. «Мошкассинче ĕлĕкех клуб пулнă. Ача чухне унта çÿренисем халĕ те куç умĕнчех. Мĕн чухлĕ кино пăхман-ши тата? Билет илме укçа пулман-ши? Киномеханик киличчен сцена айĕнче пытанса лараттăмăр. Кино пуçлансан тухнă. Инди фильмĕсене кăтартатчĕç. Кайран клуба Çĕньялти шкул çумне куçарчĕç. Çынсем кăмăлсăрланса калаçатчĕç: «Пире клуб кирлех. Яланах пулнă вăл. Пухусем ирттерме те, пушă вăхăтра пухăнса ларма та çурт çук», — çапларах пуçланчĕ «Сурпан» коллектив ертÿçипе Наталья Васильевăпа пуçарнă калаçу. Тĕрĕсрех, Надеждăпа. Акă мĕнле ăнлантарчĕ вăл хăй икĕ ятлă пулнине: «Аттe Наташа ята питĕ юратнă, мана çак ята парасшăн пулнă. Анчах та пачăшкă чиркÿрe кунашкал ят çук тесе тĕне кĕртсен Надeжда тенĕ, ял канашĕн журналĕнче те çаплах çыртарнă. Апла пулин те атте мана Наташа, хăш-пĕр чухне Наталья тeтчĕ. Ун хыççăн пуртe çапла чĕнмe пуçланă».

Халăх ыйтни харама кайман. Кĕçех Мошкассинче клуб çĕкленсе ларнă. Çĕнĕ çуртра тĕрлĕ кружок ĕçлемелле! «Хам ку енĕпе специалист пулнă май манăн тÿрех шухăш çуралчĕ: ташă коллективĕ йĕркелемелле», — тет Надежда Викторовна. Çапла «Сурпан» чăмăртаннă. «Мĕншĕн «Сурпан» ят панă?» — ыйтмасăр чăтаймастăп.

«Чăвашсем ыр суннă чухне: «Сурпан пек вăрăм ĕмĕр пултăр теççĕ». Пирĕн коллектив кун-çулĕн те вĕçĕ ан пултăр. Эпир ĕçлеме пăрахсан çамрăксем пирĕн ĕçе малалла тăсчăр», — ăнлантарчĕ Надежда Викторовна.

Коллектива Мошкассинче пурăнакансем çÿреççĕ. Эльвира Альмешкина, Динăпа Кристина Зубковăсем, Татьянăпа Регина Моткинăсем, Ирина Харитонова, Татьяна Гаврилова, Алена Кудряшова, Инна Кириллова, Татьяна Еремеева, Тамара Владимирова, Пимен Васильев, Виталий Павлов... Пĕринчен тепри маттур вĕсем, ăста, пултаруллă, ĕçчен. Кашниех çемьеллĕ, ачисем те пур, пысăк хуçалăх тытаççĕ, йышлă выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Апла пулин те пултарулăх валли те вăхăт тупма хевте çитереççĕ.

«Сурпан» хăйсен тăрăхĕнчи ташăсене ытларах кăтартать. Композицисене Надежда Викторовна хăех хатĕрлет. Ăна манăн поэтпа танлаштарас килчĕ. Сăвăç пуçа килнĕ йĕркесене хăвăртрах хут çине эрешленĕ пекех Надежда Викторовна та ташă схемисене çав самантрах ÿкерсе хума тăрăшать. Шухăш вара кирек хăш вăхăтра та çуралма пултарать. Ку енĕпе ятарлă пĕлÿ илнĕрен уншăн ташă лартасси кăткăс мар.

Ĕçĕсем чăннипех те илĕртÿллĕ пулса тухаççĕ. Акă, тĕслĕхрен, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине халалланă «Вăрçă илсе кайнисем» ташă чуна пырса тивет. Композици сюжечĕ «А зори здесь тихие» кинори пилĕк хĕрпе тата комиссарпа çыхăннă... Питĕ хурлăхлă кĕвĕ илтĕнет. Палăк тейĕн: пилĕк хĕр, вĕсемпе юнашар комиссар тăрать. Çур çеккунтран «Катюша» юрă янăраса каять. Хĕрсем хаваслă ташлаççĕ, комиссар шÿтлет... Унтан татах хурлăхлă кĕвĕ каять. Çынсем каллех палăк пек пулса тăраççĕ. Çак ташă салтаксем айванла вилĕмпе пурнăçран уйрăлнине сăнарлать...

«Пир илемĕ» ташă вара чăваш çынни пир тĕртнине, ун çине тĕрĕ хунине, сурпан туса пуçа çыхнине кăтартса парать. Пир тĕртекенсен ролĕнчи Алевтина Ивановăпа Роза Харитонова ташшинче чăн пурнăç курăнса тăрать. «Аххаяс» вара — питĕ çепĕç ташă. Унти кĕвĕ, ташăçăсен хусканăвĕсем чун-чĕрене ачашлăхпа, ăшăлăхпа çавăрса илеççĕ. «Сурпан» репертуарĕнче тата «Ĕç-хĕл ташши», «Сăрнай ташши», çамрăксен «Сарпике» ташши, «Вăйăра» ташă пур. Çавăн пекех вĕсем тутарсен ташшипе те сцена çине тухаççĕ.

...Тĕрĕссипе, Надежда Викторовна пурнăçне çак пултарулăхпа çыхăнтарасси пирки шухăшламан. «Пирĕн анне ташлама юратнă. «Вăййа тухсан хĕрсем: «Рита, Куçма пек ташласа пар-ха! Иван мучи пек ташла-ха!» — тесе халтан яратчĕç», — каласа кăтартатчĕ. Çынсен хусканăвĕсене туса кăтартма пĕлнĕ вăл. Çавă мана куçнă-ши?» — тет вăл. Анчах та амăшĕ ялти ăста ташăçă пулнă пулин те ку ăсталăх ăна малашлăхра кирлĕ пуласси пирки тĕшмĕртмен. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

 

♦   ♦    ♦

 

Приговор итлеме хатĕрленет

Çĕнĕ Шупашкарта спорт шкулĕн директорĕн заместителĕ приговор итлеме хатĕрленет.

Ăна коррупцишĕн — службăри ултавшăн — айăплаççĕ. Следстви тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, 2018 çулхи раштавра заместитель спорт шкулĕн директорĕн тивĕçĕсене пурнăçланă май ултав çулĕ çине тăнă. Пăр керменти юсав ĕçĕсене туллин пурнăçламаннине пĕлсе тăнă çĕртех тивĕçлĕ акта алă пуснă. Документа ĕненес тĕк подряд организацийĕ пĕтĕм ĕçе вĕçленĕ. Çав организаци ертÿçи директор заместителĕн юлташĕ пулнă — çавăнпа ăна ырă тунă, чăннипе вĕçлемен ĕçсемшĕн 50 пин тенкĕ ытла куçарса панă.

Саккуна пăснине СУ следователĕсем хула прокуратурипе пĕрле тупса палăртнă. Уголовлă ĕçе Çĕнĕ Шупашкар судне тишкерме панă.

Николай КОНОВАЛОВ.

 

♦   ♦    ♦

 

 80 пиншĕн – штраф: 800 пин тенкĕ

Шупашкарти нумай хваттерлĕ çурт строительстви тĕлĕшпе автор надзорне пурнăçлакан коммерци организацийĕн управляющийĕн приговорĕ вара паллă ĕнтĕ. Унăн тĕслĕхĕ те — коррупци ретĕнчен.

Следстви органĕсем пухнă материалсене суд управляющие айăпламашкăн çителĕклĕ тесе хакланă, арçынна УК 204 статйипе /коммерци енĕпе сутăнни/ айăпласа условнăй майпа 2 çуллăха ирĕксĕр хăварма йышăннă. Тата 800 пин тенкĕлĕх штрафланă. Çавăн пекех унăн икĕ çул ертÿçĕ должноçĕсене йышăнма юрамасть.

Следстви тата суд çирĕплетнĕ тăрăх, пĕлтĕрхи авăн уйăхĕнче Шупашкарти нумай хваттерлĕ çурт строительствине сăнаса тăракан организаци управляющийĕ тата тĕп конструкторĕ строительство фирмин гендиректорĕнчен 80 пин тенкĕ илнĕ. Паллах, ăна ахальтен тÿлемен. Çурт строительствинчи ĕçсене — конструкцисене арматурăсемпе çирĕплетнине — ĕнентермелле, çак тата ытти ĕçе йышăнмалла пулнă. Управляющи тивĕçлĕ акта алă пуснă.

Укçана вăл хăйĕн аллипе илмен, тÿлеве ямăт укçашăн çунаканскерĕн мăшăрĕн банк карточки çине куçарнă. Апла пулин те преступлени çиеле тухнă.

Николай КОНОВАЛОВ.

 

♦   ♦    ♦

 

Ултав мелĕсем çĕнелеççĕ

Шалти ĕçсен министерстви ют укçана контактсăр майпа вăрлакансем ултавăн çĕнĕ меслетне алла илни çинчен пĕлтерет. Ятарлă программăпа усă курса вĕсем çынсене хăйсем право хуралĕн органĕсенчен шăнкăравланине ĕнентереççĕ.

Çак кунсенче Шупашкарта харăсах темиçе çын полицирен пулăшу ыйтнă. Хăйсем каланă тăрăх, банкри шут çинчи укçа управлăхĕ хăрушлăхра тесе шăнкăравлакансене малтанах ĕненмен. Анчах ултавçăсем вĕсен иккĕленĕвне сирме пултарнă. Ятарлă программа, цифрăсен кирек мĕнле комбинацийĕпе усă курса шăнкăравлама май параканскер, пулăшнă. Преступниксем вăй тытăмĕсен абонент номерĕсенчен шăнкăравланă, хăйсемпе çав органсен должноçри çыннисем тесе паллаш-тарнă. Ĕненмесен хайхи номерсене çав вăй тытăмĕсен интернетри сайчĕсенчи телефон номерĕсемпе танлаштарса пăхма сĕннĕ. Çапла вара çынсен иккĕленĕвне сирсе вĕсенчен банк карточкисен реквизичĕсене ыйтса пĕлме пултарнă. Кăтартăвĕ хурлăхлă — граждансем пысăк укçа çухатнă.

ШĔМ черетлĕ хут асăрхаттарать: банк карточкин реквизичĕсене — номерне, виçĕ цифрăран тăракан вăрттăн кода, смс-пароле — никама та пĕлтерме юрамасть. Енчен те укçăра урăх шут çине куçарма сĕнеççĕ тĕк — пĕлĕр: сире улталасшăн! Иккĕленетĕр пулсан карточкăн тÿнтер енче кăтартнă «хĕрÿ лини» номерĕпе шăнкăравлăр.

Николай КОНОВАЛОВ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.