Комментировать

1 Фев, 2021

Çул çинче вилекенсен йышĕ ÿснĕ

Çул çинче çынсем аманнипе вĕçленнĕ инкексен шучĕ çулталăк пуçланнăранпа пирĕн республикăра 65-пе танлашнă, е 12,2 процент чакнă.

Чăваш Ен Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх автоинспекцийĕн управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Геннадий Чурбанов пĕлтернĕ тăрăх, авари йышĕ чакнă пулин те вилекенсен шучĕ нумайланнă. Чи анлă тĕл пулакан инкексем – хирĕç çул çине тухса кайни, машинăсем пĕрне-пĕри çул паманни, инçĕше кирлĕ пек тытса пыманни, трасса урлă каçакансене ирттерменни, автомобильсем хăвăртлăха ÿстерни.

Çула тивĕçлипе тытса тăманран 14 авари пулнă. Вĕсенче 16-ăн аманнă, 1 çын вилнĕ. Общество транспорчĕ инкеке виçĕ хутчен лекнĕ.

Вера ЭВЕРККИ хатĕрленĕ.

www.hypar.ru Фото гибдд.рф/r/21

Рубрика: