Комментировать

29 Янв, 2021

«Хыпар» 8-9 (27741-27742) № 29.01.2021

ЫРĂ ТĔСЛĔХ

Канаш районĕнчи «юмах тĕнчи» илĕртет

Çапла палăртаççĕ «Фазенда» кану кĕтесĕнче пулса курнисем

Хальхи вăхăтра хулара пурăнакансенчен нумайăшĕ унăн тулашĕнче канма тăрăшать. Шăв-шавран, кулленхи хĕвĕшÿрен ывăннисем яла кайса уçă сывлăшпа, çут çанталăк илемĕпе киленесшĕн. Ял пурнăçĕн лайăх енĕсене хăйсем туйса курасшăн. Канаш районĕнчи Сухайкасси ялĕ çывăхĕнче Сергей Прокопьев предприниматель йĕркеленĕ «Фазенда» кану кĕтесĕ — шăпах çакăн пек тĕллев лартнă çынсем валли.

Çулла çеç мар, хĕлле те лайăх

«Фазенда» питĕ хитре тăрăхра вырнаçнă, юнашарах — пĕве. Кунта канма килекенсем тăраниччен шыва кĕме те, пулă тытма та пултараççĕ. Меллĕрех пултăр тесе пляж та йĕркеленĕ. Сергей Прокопьев каланă тăрăх, çакăн валли Йĕпреç районĕнчен юхан шыв хăйăрне 4 КАМАЗ турттарса килнĕ. Пĕвере тĕрлĕ пулă тытма пулать: карп, шурă амур, толстолобик, карас. 3-4 килограмли лексен çынсем калама

çук савăнаççĕ. Çулла ирхи 3-4 сехетре килсе ларакан йышлă. Вăлта çуккисем ăна кану базинче тара илме пултараççĕ. Кимĕпе, катамаранпа тăраниччен ишме-ярăнма майсем пур.

Кунта канмашкăн лайăх условисем йĕркеленĕ: беседкăсем, шашлăк ăшаласа çиме мангалсем, мунча… Кăмăл пуррисем милĕкпе çапăннă хыççăн пĕвере шыва кĕме пултараççĕ. Пĕлтĕр мунча çумĕнче чан тунă. Унти шыва вутă çунтарса ăшăтаççĕ, çавăнпа чана çанталăк сивĕ тăнă вăхăтра та кĕрсе ларма пулать. Милĕкпе çапăнса тухакансем çапла тăваççĕ те! Пĕлтĕр канмалли пĕр зонăна пысăклатнă, камин туса вырнаçтарнă. «Каминра вут çуннине пăхма кăмăллатăп, ун пек чухне чунра ăшă та лăпкă», — тет нумайăшĕ. Çак «кăмакарах» шашлăк ăшалама пулать.

Виçĕ пысăк пÿлĕмлĕ хăна çуртĕнче çĕр каçма çеç мар, темиçе кун пурăнма та аван: кашни пÿлĕмрех — пысăк телевизор, душ, туалет… Пĕрремĕш хутра юбилейсем, корпоративсем, ытти уяв ирттерме пулать. Кунтах мăшăрланакансем те /вырăсла: выездная регистрация/, тăванĕсемпе юлташĕсене туй кĕрекине пухакансем те, пурнăçри чи паллă çак уяв хыççăн тепĕр кунхине килекенсем те пур. Çанталăк ăшă тăнă вăхăтра пĕве çинчи беседка нихăçан та пушă мар. Спорта кăмăллакансем волейболла выляççĕ. Канмалли кашни зонăрах музыка центрĕ вырнаçтарнă: мĕнле юрă-кĕвĕ килĕшет — тархасшăн. Юрлама та, ташлама та юрать. Ирхине кайăксен юррипе вăранма епле аван! «Фазенда» территорийĕнче таса та хăтлă, çуллахи вăхăтра хитре чечексем куçа илĕртеççĕ. Ырă шăрши тата мĕн тăрать?

Хĕлле те питĕ илемлĕ кунта! «Фазенда» территорийĕнче лартнă чăрăшсемпе туйăсем ăмăртмалла тенĕ пек çитĕнеççĕ. Çĕнĕ çул умĕн вĕсене хитрелетеççĕ, çавăнпа тавралăх тĕттĕмленсен тĕрлĕ çутăпа çуталаççĕ. Чăн-чăн юмах тĕнчи тейĕн! Конькипе ярăнма юратакансем валли кашни çулах каток хатĕрлеççĕ. Йĕлтĕрпе чупас килет-и?

Тархасшăн. Ачасем вара кунĕпех «ватрушкăпа» ярăнма хатĕр. Конькие те, йĕлтĕре те, «ватрушкăна» та вăхăтлăха усă курмашкăн кунтах илме пулать. Ачасем тенĕрен — шкулта вĕренекенсем «Фазендăна» класпа килеççĕ. Кĕçĕнреххисем валли кунта ача-пăча лапамĕ пур. Хулара çуралса унтах пурăнаканнисем вара сурăхсемпе путексене, чăх-чĕпе курса тĕлĕнеççĕ, апат çитерсе савăнаççĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри çак чĕр чунсене пĕрремĕш хут курать-çке! Лайка тата алабай ăратĕнчи йытăсемпе, нимĕç овчаркипе ачасем çеç мар, аслисем те хаваспах сăн ÿкерĕнеççĕ. Ника, тĕслĕхрен, çынсем ыйтсан урине парать. Вăйлăскер ачасене çунашкапа туртса çÿреме те пултарать.

«Фазендăра» тĕне ĕненекенсем валли шыва кĕмелли ятарлă вырăн та пур. Кашни çулах Кăшарнире кунта пачăшкă килет, кĕлĕ ирттерет. Унтан кăмăл пуррисем шыва кĕме пултараççĕ. Çапла, «Фазендăра» çемьепе те, юлташсемпе те, пысăк йышпа та канма лайăх. Кашни ушкăн кунта хăйне килĕшнине тупма пултарать. Тĕплĕнрех «Фазендăн» Инстаграмри страницинче паллашма пулать.

Пулă тытма та права кирлĕ

Сергей Прокопьев çак кану кĕтесне 6 çул каялла йĕркеленĕ. Малтанлăха çемьпе канмалли вырăн тăвас шухăш çеç пулнă унăн. Пĕве çумĕнче вырнаçнă лаптăка сутни пирки ăна юлташĕсем пĕлтернĕ. Сергей Васильевич килсе пăхнă та — ăна килĕшнĕ, çавăнпа ку вырăна хăтлăх кĕртме тĕллев тытнă. Çав тери нумай ĕçлеме тивнĕ. Прокопьевсем лаптăка хыт хураран, хăй тĕллĕн ÿсекен вĕренерен тасатнă, çĕре

тикĕсленĕ. Пĕвене тасатса тĕрлĕ пулă янă. Çемье пуçне мăшăрĕпе ачисем, хунямăшĕ нумай пулăшнă. Сергейăн пиччĕшĕ Петр Васильевич тивĕçлĕ канăва тухнăранпа тăванне пулăшать: пĕр эрне тăван килĕнче, Патăрьел районĕнче, пурăнать, тепĕр эрне — Канаш тăрăхĕнче. «Малтан çемьепе канма тесе беседка турăмăр. Унтан юлташсем килме пуçларĕç. Вĕсем ыйтнипех мунча хăпартрăмăр. Каярахпа хăнасене çĕр каçма пултăр тесе икĕ хутлă çурт тума тытăнтăмăр», — çак ĕçе мĕнле пуçăнни пирки ыйтсан каласа кăтартрĕ предприниматель. Сăмах май, ăна мăшăрĕпе хĕрĕсем халĕ те пулăшаççĕ, çавăнпа вĕсен çемье бизнесĕ теме пулать.

Кану вырăнне пуянлатсах, анлăлатсах пынине кура унта юлташĕсем çеç мар, туристсем те килме тытăннă. Хамăр республикăран çеç мар, ытти хуларан та. Чикĕ леш енчен çитнĕ туристсем те пулса курнă. Дюссельдорфран çитнĕ нимĕçсем, тĕслĕхрен, кунта ятарлă права илмесĕрех пулă тытма юранинчен питĕ тĕлĕннĕ. Вĕсем патĕнче малтан 2 уйăхлăх ятарлă курсра вĕренмелле, унтан тин çынсене çакнашкал ирĕк параççĕ иккен. Сергей Прокопьев çул çÿреме юратать, чикĕ леш енче те, çав шутрах Германире те, пĕрре мар пулнă вăл, çавăнпа унти хăйне евĕрлĕхсене аван пĕлет. Европа, Ази, Хĕвел тухăç çĕршывĕсене те çитсе килнĕ вăл. Кирек ăçта кайсан та çав тăрăхри кану базисен ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланать. Килĕшнĕ опытпа хăйĕн патĕнче усă курма ăнтăлать.

Чылай вăхăт строительте ĕçленĕ Сергей Васильевич пĕр кун та ахаль лармасть. Кану базинче чухне кулленех мĕн те пулин тума тăрăшать. Хуçалăх çирĕп пултăр тесен кулленех пĕр пăта та пулин çапмалла теççĕ вĕт. Пĕлтĕр вĕсем пысăкрах терраса тума пуçланă, никĕс янă. Канма килекенсен автомобилĕсене лартмалли «стоянкăна» анлăлатнă. Пысăкрах банкет залĕ, хăнасем валли тепĕр çурт та хăпартас тĕллев пур. Ташă каçĕсем ирттермешкĕн пĕрлехи пысăк вырăн тăвасшăн. Кивĕ шыв башнине юсаса çĕнетсе çав вырăнта фотозона йĕркелесшĕн. Йăлтах — канакансен меллĕлĕхĕшĕн, хăтлăхĕшĕн. <...>

Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

♦   ♦   ♦

ПИРĔН ÇУМРИ ТĔРĔÇĔ

Наталия ЗАХАРОВА-КУЛЬЕВА: Тĕпченĕçемĕн ытларах ыйту çуралать

Аллăмра «Эреветлĕ эрешсем» сăрлав кĕнеки, шкул çулне çитмен тата пуçламăш классенче вĕренекен ачасене чăваш тĕрри-эрешĕн илемлĕ тĕнчипе паллаштараканскер. Авторĕ — Чăваш тĕррин музейĕн ăслăлăх ĕçченĕ Наталия Захарова-Кульева. Унта мĕн хушнине аслисем вуласа парсан çак кăларăм шăпăрлансене тăван халăхăн мĕн авалтан килекен тĕрĕ ăсталăхне çăмăллăнах алла илме пулăшĕ. Кĕнекен юлашки страницисенче чăваш тĕррипе танлаштарма вырăс тата тутар халăхĕсен эрешĕсене те панă. Тĕрĕ тата ытти пирки Наталия Ивановнăран хăйĕнчен ыйтса пĕлер.

– Санăн иртнĕ çул кун çути курнă кĕнекÿ пирки сăмах пуçариччен хăвăнпа тĕплĕнрех паллашас килет.

– Комсомольски районĕнчи Анат Тимĕрчкассинче çуралса ÿснĕ эпĕ. Аттепе аннен пиллĕкмĕш, кĕçĕн, хĕрĕ. Пĕчĕк чухнех мана тум, тĕрĕ хăй патне туртатчĕç. Пуканесене тумлантарма юрататтăм. Анне çеç мар, аппасем те ăста тĕрлетчĕç. Чăваш тĕррине мар, хĕреслине тата яка тĕрре. Анне тĕрлĕ çĕрте вăй хучĕ: çул тума хутшăнчĕ, сĕт пуçтарчĕ. Каярахпа, Шупашкарти чăлхапа трикотаж фабрикин филиалне ялта уçма шут тытсан темиçе хĕрарăма, вăл шутра аннене те, тĕп хулана вĕренме ячĕç. Вара вăл филиалта пенсие тухичченех закройщицăра ĕçлерĕ. Атте ĕмĕр тăршшĕпех колхозра водительте тăрăшрĕ. Шел, вăл 62 çултах çĕре кĕчĕ. Халĕ анне ялта пĕчченех пурăнать. Паллах, эпир ун патне час-часах кайса çÿретпĕр.

– Пĕчĕк чухне кам пулас теттĕн?

– Художник пулас килетчĕ. Ÿкерме юрататтăм. Тум енĕпе ĕçлекен художниксем те пуррине пĕлсен модельер пулас ĕмĕт вăй илчĕ. Аслă классенче ытти профессипе те кăсăклантăм. Журналист ĕçĕ те илĕртетчĕ. Учитель пулас ĕмĕтпе те пурăнаттăм. Çапах аттестат илсен И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ÿнерпе графика факультетне çул тытрăм, анчах вĕренме кĕреймерĕм, мĕншĕн тесен экзаменра композицие çуллă сăрăсемпе тĕрĕс сăнлаймарăм. Тĕрĕссипе, пирĕн шкулта рисование ятарлă пĕлÿ илнĕ педагог вĕрентмен. Хам тĕллĕн çеç ÿкеркеленĕ. Çулталăка ахаль ирттерес мар тесе Шупашкарти строительство техникумне кайса кĕтĕм. Унта черченипе вăйлă вĕрентеççĕ тенине илтнĕччĕ. Художник пуласшăн-çке…

– Тепĕр çулĕнче те унтах çул тытрăн-и?

– 1993 çулхи çуркунне анне «Хыпар» хаçатăн пĕр номерне тыттарчĕ. Унта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче çĕнĕ специализацисемпе вĕрентме пуçласси пирки çырнăччĕ, культурологи енĕпе те ушкăн пуçтарма палăртнă. Çав ушкăна лекекен студентсене чăваш тумĕ çинчен тĕплĕнрех вĕрентесси пирки те каланăччĕ. «Шăпах сан валли ку», – терĕ анне. Унăн шухăшĕпе килĕшрĕм. Экзаменсене ăнăçлă тытса университетра вĕренме пуçларăм.

– Çапла, асăннă факультетра культурологи кафедрине уçса ятарлă ушкăн йĕркеленĕччĕ.

– Эпĕ шăпах çав студентсен шутĕнче пултăм. Пирĕн ушкăнран пĕрисем занятисем хыççăн ташлама çÿретчĕç, теприсем – халăх юррисене юрлама, виççĕмĕшсем тĕрĕ-эреш, тум енĕпе ăс пухнă. Çав вăхăтра Халăх пултарулăхĕн çуртĕнче Мария Симакова тĕрĕ лабораторине ертсе пыратчĕ. Эпĕ ун патне практика занятийĕсене çÿреттĕм. Валентина Минеевăпа та çыхăну тытаттăм. Теорие Алексей Трофимов, Николай Егоров ĕçĕсем тăрăх вĕренсе пынă. Çапла чăваш тумĕпе, эрешĕпе тата ытларах кăсăкланма пуçларăм.

Пухнă пĕлÿ малашнехи ĕçре пулăшрĕ-и?

– Питĕ кирлĕ пулчĕ. Курс, диплом ĕçĕсем çырма хама интереслентерекен чылай материал пухнăччĕ. Çĕнĕ информаци шыранă май Моисей Спиридонов хваттер-музейĕнче ĕçлекен Валентина Минеевăпа паллашнăччĕ. Вăл кайран, ĕçлеме пăрахсан, хăйĕн вырăнне хăварчĕ. Çулталăкран Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн ал ĕç искусствин пайне куçарчĕç. Унта Геннадий Иванов-Орков искусствоведпа юнашар тăватă çула яхăн ĕçлерĕм. Геннадий Николаевич ку енĕпе аталанма питĕ пулăшрĕ. Унтан шăпа Наци музейне илсе çитерчĕ. Ăслăлăх секретарĕнче, этнографи пайĕнче вăй хутăм. 2014 çул вĕçнелле Тĕрĕ музейне уçас тĕллевпе ĕçлеме пуçларăмăр. Тепĕр çулхине хамăр уçнă музее куçарчĕç. <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   ♦

ТИРПЕЙЛЕКЕН ПРОМЫШЛЕННОÇ

2020 çула ÿсĕмпе вĕçленĕ. Плансем кăçал пĕлтĕрхинчен пысăкрах

Республикăри мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсенчен тырă чи нумай йышăнакан «Чувашхлебопродукт» акционер обществин коллективĕ хăйĕн пĕлтĕрхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ тата 2021 çул валли çĕнĕ тĕллевсем лартнă. Предприяти иртнĕ çула еплерех кăтартусемпе вĕçленĕ? Обществăн генеральнăй директорĕ Юрий Степанов хуравлать.

— Эпир хуçалăхсен ертÿçисене час-часах аса илтеретпĕр: предприятие çулталăкра апатлăх тырă самаях — 170 пин тонна, çав шутра тулă — 155 пин, ыраш 15 пин, кирлĕ. Унтан çуллен тĕрлĕ продукци 128 пин ытла тонна /çăнăх 126 пин тата кĕрпесем 2 пин/ туса кăларатпăр. Общество 2020 çулта хуçалăхсенчен тырă 176 пин тонна е 2019 çулхинчен 8% нумайрах туянчĕ. Вăл производствăна туллин тивĕçтерме май пачĕ. Предприяти пĕлтĕр тĕрлĕ продукци 130 пин тонна е 2019 çулхинчен 3% ытларах туса кăларчĕ: тулă çăнăхĕ — 117 пин /103%/, ыраш çăнăхĕ — 11 пин /103%/, кĕрпесем 2 пин тонна /101%/. Пирĕн производство çуллен ÿсет. Иртнĕ вунă çулта маларахри тапхăртинчен продукци чи нумай туса кăлартăмăр.

— Юрий Витальевич, вăл еплерех сутăнать?

— 2020 çулта 129 пин тонна е виçĕм çулхинчен 2% нумайрах сутрăмăр: тулăран авăртнă çăнăх 117 пин /103%/, ыраш çăнăхĕ — 10 пин /96%/, кĕрпесем 2 пин тонна /102%/. Продукци сутса общество счетне 2 миллиард та 560 миллион тенкĕ е 2019 çулхинчен 12% ытларах кĕчĕ.

«Чувашхлебопродукт» иртнĕ ĕмĕрте нумай çынна ĕçпе тивĕçтернĕ. Ку чухне мĕнле?

— Эпир халĕ 436-ăн. Пĕлтĕр предприяти кашни çын пуçне тупăш 5 миллион та 873 пин тенкĕ е 2019 çулхинчен 9% ытларах ĕçлесе илнĕ. Вăл мĕн пур шайри бюджетсене налук-тÿлев питĕ нумай — 247 млн тенкĕ, çав шутра таса тупăшран республика бюджетне дивидент 41 млн, куçарнă.

Республикăри хуçалăхсенчен тырă туянассипе, вырăнти халăха çăнăх-кĕрпепе тивĕçтерессипе «Чувашхлебопродукт» пĕлтерĕшĕ пысăк, ку ыйтупа вăл — стратегиллĕ предприяти. Çав конвейера пĕр талăка та чарса тăратма юрамасть. Ăна кал-кал ĕçлеттерессишĕн общество умне мĕнле тĕллевсем лартрăр?

— Ĕç тухăçне ÿстерме, материалсемпе техника никĕсне тĕреклетме, конкуренцие çĕнтерекен про-дукци туса кăларма кашни çулах пурнăçламашкăн йĕркелÿпе техника мероприятийĕсем палăртса хуратпăр. 2020 çулта кăна тĕп фондсене модернизацилеме коллектив ĕçлесе илнĕ 37 млн ытла тенке явăçтартăмăр. Сăмахран, общество филиалĕнче — Шупашкар элеваторĕнче — апатлăх ырашран каш-ни талăкра 60 тонна продукци хатĕрлекен линие ĕçе кĕртрĕмĕр.

Инвестици проекчĕсем 2021 çулхи планра та пур. Пĕрремĕшĕ — предприятин тепĕр филиалне /Канаш элеваторне/ туса пĕтерессипе çыхăннă. Вăл 16,4 пин тонна тырă йышăнмалăх, унта паха вăрлăх хатĕрлемелли лини те пулĕ. Ăна хуçалăхсен сĕнĕвне шута илсе тăвасшăн. Иккĕмĕшне Шупашкар элеваторĕнче пурнăçа кĕртме — кашни талăкра 600 яхăн тонна апатлăх тулăран тĕрлĕрен продукци туса кăларакан технологи линине модернизацилесе производствăна 20% ÿстерме — палăртрăмăр. Предприятие капитализацилеме 2021 çулта — 381 млн, ку шутра хамăр ĕçлесе илнĕ 131 млн, айккинчен 250 млн тенке явăçтарасшăн.

Шупашкар элеваторĕнче кăçал тырра сивĕре упрама тытăнтăмăр. Вăл тĕшĕри биологи активлăхне пĕчĕклетет. Сывлăша У2-УЗБ-50 установкăпа сивĕтсе температурăна минус шайĕнче тăрататпăр. Çак меслет тырра консервацилесе чĕрĕлле тытма май парать. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦

АШШĔН ПИЛĔ

Владимир ТИМОФЕЕВ: Хăнасем килсен те ăс-тăна аталантаракан вăйăсене вылятпăр

«Çемьеллĕ пулсан мăшăрпа ятлаçса пурăнас марччĕ», — ача чухнех çапла палăртса хунă «Чăваш Ен» патшалăх телерадиокомпанийĕн информаци программисен службин шеф-редакторĕ Владимир Тимофеев. Вулаканăм асăрхарĕ пулĕ: хаçата «Ашшĕн пилĕ» рубрика кĕртрĕмĕр. Ку ярăмра ашшĕсен пурнăçри пĕлтерĕшĕ пирки сăмах пуçарăпăр, вĕсен шухăш-кăмăлне пĕлĕпĕр, вăйлисен, пултаруллисен опычĕпе паллаштарăпăр.

Володя, эсĕ — оптимист. «Яланах лайăх пулать» девизпа пурăнатăн. Эльвирăна качча илнĕ чухне те йăлтах лайăх пулассине шаннă-и?

— Эпир Эльăпа студент çулĕсенче çÿреме пуçларăмăр. 3-мĕш курсра вĕреннĕ чухне пĕрлешрĕмĕр. Эпир, тĕрĕссипе, пурте оптимист. Эпĕ ун чухне пурнăç мĕнле пуласси пирки шухăшланă-ши? Калама йывăр. Анчах халĕ пĕлетĕп: темĕнле пулсан та лайăххи çинчен кăна шухăшламалла. Ĕнерхи иртнĕ, ăна тавăраймăн. Ыран пулать-и, пулмасть-и — ăна пĕлместпĕр. Çавăнпа паянхи кунпа пурăнмалла, çак саманта хисеплемелле. Пирĕн кăмăла çут çанталăк, таврари çынсем туяççĕ. Лайăххи пирки шухăшласан тĕнче те çавăн пек хуравлать. Пурнăçра, паллах, йывăрлăхсăр пулмасть. Вĕсем вăхăтлăх кăна. Тен, вĕсем санăн та мар? Çавăнпа ырри çинчен шухăшласа пурăнас килет.

— Пурнăçунта çемье мĕнле вырăн йышăнать?

— Тĕп вырăнта вăл. Ун хыççăн — ĕç. Вăхăт питĕ хăвăрт иртет. Пурнăçа илемлетес, кăсăклăрах тăвас тесе ытлашши шухăшламастпăр эпир. Шăплăха юрататпăр. Пирĕн килте шăплăх хуçаланать. Халăхпа ĕçленĕрен килте канас та килет. Ытлашши ниçта та тухса çÿреместпĕр. Канмалли кун-сенче эпир килте пĕрле пулма кăмăллатпăр. Пирĕншĕн вăл — чи лайăх кану. Кашниех хăйĕн юратнă ĕçĕпе аппаланать: кам телевизор пăхать, кам кĕнеке вулать. Виççĕмĕшĕ — компьютер умĕнче. Тăваттăмĕшĕ — «телефонра». Пĕри — диванăн пĕр пуçĕнче, тепри — тепĕр пуçĕнче. Виççĕмĕшĕ — тепĕр пÿлĕмре. Çавăн пек канатпăр. Ăс-тăна аталантаракан вăйăсене пĕрле вылятпăр. Кĕçĕн ывăл-шăн уйрăмах интереслĕ вĕсем. Хăнасем килсен те вăхăта тĕрлĕ вăйă выляса ирттеретпĕр.

— Çемйĕрте кам хуçа?

— Нимĕн те уйăрмастпăр, нимĕн те пайламастпăр. Ку енĕпе пирĕн çемьере — чăн демократи. Мăшăрăмпа иксĕмĕр те пĕр вырăнта ĕçлетпĕр. Пĕр вăхăтра тухса каятпăр, пĕр вăхăтра таврăнатпăр. Килти ĕçсене те пĕрлех тăватпăр. Кам хыçалтине, кам малта пынине мĕн пăхмалли унта?

Эсĕ «Мехел» конкурса ертсе пыраттăн. Ачусем унта хутшăннă-и?

— Шел те, хутшăнман. Çав тери илемлĕ проектчĕ вăл. Ăна Чăваш патшалăх филармонийĕпе пирĕн телекомпани йĕркеленĕччĕ… Ачасене пуçтарасси, вĕсене хатĕрлесси — çăмăл мар. Унта куçа ку-рăнман ĕç нумай. Эпир телевизорпа курни — пĕтĕмлетĕвĕ, айсбергĕ кăна.

Ачусем мĕнпе интересленеççĕ?

— Асли Руслан — 19 çулта, Ленинград облаçĕнче хĕсметре тăрать, связист. Унччен Шупашкарти апатлану технологийĕпе коммерци техникумĕнче вĕренчĕ. Унтан туризм енĕпех И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне кĕчĕ. Иртнĕ кĕркунне ăна салтака илчĕç. Ача чухнех ташлама çÿретчĕ. Халĕ те пăрахман çак киленĕçе. Хальхи ташăсемпе кăсăкланать. Калинин районĕн пултарулăх çуртĕнчи Ольга Дианисова ертсе пыракан «Контрасты» ушкăнран уйрăлмасть. Иккĕмĕш ывăл Арсений 2-мĕш гимназире 7-мĕш класра вĕренет. Вăл — 13- ре. Самай вăхăт каратэ секцине çÿрерĕ. Хăмăр пиçиххи илнĕччĕ. Кайран ачан кăмăлĕ улшăнчĕ те çÿреме хистемерĕмĕр. Халĕ Арсений компьютерпа кăсăкланать.

Ашшĕ пулни мĕнлерех кăмăл- туйăм вăратать?

— Паллах, ывăлсен ашшĕ пулни — пысăк телей.

Ывăлсене мĕнле воспитани паратăр?

— Ачашăн чи пахи — ашшĕ- амăшĕн ырă тĕслĕхĕ. Ывăлăмсем эпир мĕнлине, вăл е ку лару- тăрура хамăра епле тытнине курса тăрасса шанатăп. Хальлĕхе вĕсен тĕллевĕ — пĕлÿ илесси, вĕренсе тухса лайăх çын пуласси. Кам вăл — лайăх çын? Чи малтанах — çынна усал туманни, ырă сунаканни. Манăн шухăшпа, çакă та çителĕклĕ ку тĕнчере. Çын япалине нихăçан та ан тытчăр. Эпĕ Вăрнар районĕнчи Туçи Мăрат ялĕнче çуралса ÿснĕ. Эля — Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи Пĕчĕк Этментен. Эпир ачасене икĕ ялне те илсе çÿреме тăрăшатпăр. Аннем пурăнать. Шел, атте çулталăк пуçламăшĕнче пирĕнтен яланлăхах уйрăлчĕ — хĕрĕх кунĕ те çитеймен-ха. Ку таранччен çемье тулличчĕ: ачасен аслашшĕ- асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ пурччĕ. Вĕсем пурри воспитани парас ĕçре ырă витĕм кÿрет. Эпĕ пысăк çемьере çитĕннĕ. Эпир аттепе аннен улттăн: 3 хĕрпе, 3 ывăл. Эпĕ — тăваттăмĕшĕ. Хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче яла ытларах çÿреме тăрăшатпăр. Калăпăр, çĕр улми лартнă, кăларнă вăхăтра.

— Ывăлусем мăшăрупа иксĕр те паллă, халăх çинчи çынсем пулнине епле йышăнаççĕ?

— Ун пирки ятарласа калаçнă- ши? Вĕсем, паллах, эпир телевиденире, радиора ĕçленине, сцена çине тухнине пĕлеççĕ. Аванах йышăнаççĕ пек. «Ямастпăр, ан кайăр, килте ларăр», — темеççĕ.

Аçупа аннÿ мĕнле сĕнÿ-канаш пани пурнăçра пуринчен ытла кирлĕ пулчĕ?

— Аттепе анне — ялти ĕç çыннисем. Вĕсем шутсăр хытă ĕçлеттернĕ темĕп. Йышпа тумалли ĕçе яла-нах пĕрле тунă-ха, анчах выльăх- чĕрлĕхе аттепе анне хăйсемех пăхнă. Атте тракторист пулнă, хуçалăхра ĕçленĕ. Кирек епле çĕр ĕçĕ те йывăр ĕç. Канмалли кунсем те пулман, яланах ĕçреччĕ. Вăл, паллах, ывăннă. Çав кун-çула вăл пире сунасшăн пулман ĕнтĕ. «Ачамсем, ман пек мар, ручка-кăранташ тытакан çынсем пулăр», — тетчĕ каçхи апата лармассерен. Тен, çавăнпах халĕ эпир пурте тенĕ пекех хулара. Кĕçĕнни Саша кăна Вăрнарта. Аттен ĕмĕчĕ пурнăçа кĕчĕ: пурте — вĕреннĕ çынсем. Хамăн ачасене те вĕрентес килет. Дипломĕ кирлĕ пулать-и, пулмасть-и — вĕренмеллех. Кĕçĕн ывăл Арсений математикăна питĕ юрататчĕ. Çитĕнĕвĕсемпе хамăра та тĕлĕнтеретчĕ. Халĕ ÿснĕ май кăштах улшăнчĕ. Çитĕнсен кам пулĕ-ши? Тен, инженер? Тен, компьютер енĕпе кайĕ? Тухтăр та пултарас килет. Çемьере тухтăр пулсан питĕ аван-çке.

Ачасем пĕчĕкрех чухне интереслĕрехчĕ-и пурнăç? Е халĕ-и?

— Вĕсем пĕчĕк чухне кăсăклăрахчĕ пуль. Ун чухне мĕнле пулсан та вăхăта ачапа ытларах ирттернĕ. Вăл вăхăтра вĕсен калаçăвĕ, хусканăвĕ интереслĕрех. Ăна сăнаса, курса, савăнса тă-ратăн. Халĕ вĕсем йăлтах хăйсем тĕллĕн тăвасшăн — пирĕн пулăшу ун пекех кирлĕ мар. Çапах кашни вăхăт хăйне евĕрлĕ.

— Паянхи кун эсир ывăлăра çартан хăтарма та пултарнă. Салтака мĕншĕн ярасах терĕр?

— Хам та хăй вăхăтĕнче Мускав облаçĕнче хĕсметре тăтăм, связист пултăм. Университета вĕренме кĕрсен салтак ячĕ тухрĕ те — йышăнтăмăр. Мĕншĕн каяс мар? Тăтăр ача салтакра, хăйне лайăхрах пулĕ. Çара кайни нихăш енчен те япăх тумасть.

Аçун ĕмĕчĕ пурнăçланнă. Халĕ эсĕ — кăранташ-ручка тытакан çын. Пурнăçра хăвăн вырăнна тупнăн туйăнать-и?

— Чăваш чĕлхин вĕрентекенĕ Роза Яковлевна мана шăл тухтăрне кайма сĕннĕччĕ… Врач пу-лаймарăм, çапах журналистикăра хама вырăнта пек туятăп. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦

ЧИРКŸ ÇУЛĔПЕ

Турăш пушарта çунман

Чăваш Енре — 7 мăнастирпе 245 чиркÿ. Вĕсенчен кашниех хăйне евĕрлĕхпе, историпе уйрăлса тăрать. Çапах туристсене, Турра ĕнене-кенсене мĕн кăтартма пулать-ха пирĕн? «Чиркÿ çулĕпе» ярăмра шăпах çак ыйтăва тишкерĕпĕр, паллă храмсене пĕрле «çитсе курăпăр». Калас сăмаха вара Шупашкарти чи авалхи храмран — Введени соборĕнчен — пуçлăпăр. Унпа пире кунта ĕçлекен Вениамин Пегасов протоиерей паллаштарчĕ.

— Введени соборĕ — Шупашкарти кăна мар, Чăваш çĕрĕ çинчи чи аслă та чи чаплă храм. Çав вăхăтрах вăл федераци пĕлтерĕшлĕ палăк та. Истори çăл куçĕсенче палăртнă тăрăх, 1555 çулхи çу уйăхĕнче Шупашкара Хусанпа Сĕве хулисен пĕрремĕш архиепископĕ Гурий килнĕ. Вырăнти влаçпа курса калаçнă хыççăн Атăлăн çÿллĕ çыранĕ çинче Введени соборне лартма пилленĕ. Малтан чиркĕве пиртен кăна карса тунă, каярахпа пĕр престоллă йывăç храм çĕкленĕ. Унти тĕп вырăнта Владимирти Турă Амăшĕн турăшĕ пулнă. Унпа Гурий храма тата Шупашкар хула-крепоçне тумалли вырăна сăвапланă. Иконостас пысăках пулман. Пуринчен хакли Гурий святитель парнеленĕ турăш пулнă. Кунсăр пуçне Персирен е Хĕвел анăç Европăран илсе килнĕ турăш пулни паллă. 1949 çулта тухнă пушарта йывăçран тунă собор çунса кайнă. Тĕлĕнмелле те, анчах унта Владимирти Турă Амăшĕн турăшĕ упранса юлнă, — каласа кăтартрĕ Вениамин атте соборпа паллаштарнă май.

Кунта пилĕк тăрăллă храмсăр пуçне пĕр куполлă чан çапакан вырăн та /колокольня\ пур. Юнашарах — священниксем пурăннă çурт. Коммунистсен вăхăтĕнче унта больница пулнă, халĕ кунта — вырсарни шкулĕ, библиотека, столовăй. Тепĕр енче — Епархи пулнă çурт. Унта пĕр вăхăт çынсем пурăннă. Халĕ çав вырăнта владыка лармасть, бухгалтери, казначейство, складсем вырăн тупнă. Кунсăр пуçне сарай, гараж пур.

— Собора 1651 çулта çĕкленĕ. Ăна хута янăранпа кăçал 370 çул çитрĕ, — калаçăва тăсрĕ Вениамин Пегасов протоиерей. — Хусан митрополичĕ Симон çуннă храм вырăнне чулран собор çĕклеме хушнă. Çапла майпа ăна кирпĕчрен тата шурă чулран тунă. Строительство ĕçĕсене Чул-хулари маçтăрсем ертсе пынă, вырăнти каменщиксем ĕçленĕ. Малтанах тĕп престоллă храма хăпартнă. 1957 çулта хутса ăшăтаканнисене хута янă. Сылтăм енче — Радонежри Сергий, сулахайра Турă çынни Алексий ячĕллисем. Кĕçех соборпа юнашар колокольня çĕкленнĕ. Виçĕ ĕмĕр ларнă хыççăн Введени соборĕ 1773 çулта тухнă пушарта шар курнă. Сăмах май, ун чухне хулара нумай çурт, чиркÿсем çунса кĕленнĕ. Введени соборĕн тăрри çуннă. Çавăнпа чиркĕве çĕнетме тивнĕ. Совет тапхăрĕнче Шупашкарта пĕртен-пĕр Введени соборĕ ĕçленĕ. Ытти чиркĕве пăснă, хупнă е урăх учреждени уçнă. 1939-1943 çулсенче кăна кунта ÿнер галерейи вырнаçнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче собор настоятелĕ Сталин патне телеграмма янă. Унта Чиркÿ канашĕ, хулари тĕне ĕненекенсем оборона фондне 136200 тенкĕ куçарнине пĕлтернĕ. Çак укçапа Дмитрий Донской ячĕллĕ танк колонни тунă. Сталин Введени соборĕн Чиркÿ канашĕн председательне тав туса телеграмма янă.

Вениамин атте каласа кăтартнă тăрăх, иконостаса Чулхула маçтăрĕсем тунă. Ăна иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче çĕнетнĕ. Введени соборĕнчи Владимирти Турă Амăшĕн турăшĕ чи хаклисен шутне кĕрет. Ăна 16-мĕш ĕмĕрте ÿкернĕ, кĕмĕлпе, ылтăнпа илемлетнĕ. Вăл чиркÿре сулахай енче вырнаçнă. Çăлавçă турăшне Хусан тата Сĕве митрополичĕ Тихон парнеленĕ. Ăна кĕмĕлпе, ахах-мерченпе капăрлатнă. Виççĕмĕшĕ — Смоленскри Турă Амăшĕн турăшĕ. Ăна вара Грузи патши Арчил 1687 çулта панă. Тăваттăмĕшĕ — Хусанти Гурий, Варсонофий тата Герман çветтуйсен турăшĕ. Собор картишĕнче Шупашкарти архиерейсем Иларий /Ильин\ тата Вениамин /Новицкий\ яланлăхах канлĕх тупнă. Введени соборне архитектура енĕпе Мускав Кремлĕнчи Успени соборĕ пек тунă. Вăл сăртра, маларах Шупашкар крепоçĕ вырнаçнă тĕлте, çĕкленнĕ. Введени кафедра соборĕ пирки паян Чăваш çĕрĕн тĕн центрĕ теме пулать. Архитектура палăкне пăхса, упраса тăраççĕ. Иртнĕ çул чиркÿ таврашĕнчи асфальт çула çĕнетнĕ. Халĕ просфор пĕçермелли çурта хăтлăх кĕртеççĕ. Введени соборне Шупашкара килекен туристсенчен чылайăшĕ çитсе курать. Искусствоведени кандидачĕ Антонина Мордвинова чылай çул тĕпчесе «Шупашкар хулинчи Введени соборĕ» монографи кăларнă. Революциччен храм çинчен Алексей Некрасов искусствовед та çырнă. Ăна иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче чиркÿ искусствине аталантарнăшăн репрессиленĕ. Çавăн пекех храм историне Илия /Карлинов\ тĕпченĕ. Унăн статйи Мускав патриархийĕн журналĕнче пичетленнĕ. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦

ЮРИСТ ПУЛĂШАТЬ

Укçа пухаççĕ…

Шкулта ашшĕ-амăшĕнчен час-часах укçа пуçтараççĕ. Манăн шухăшпа, çакă саккунпа килĕшсе тăмасть. Вĕренÿ заведенийĕнчи çакнашкал йĕркесĕрлĕх пирки ăçта пĕлтермелле?

Анатолий АНДРЕЕВ, Канаш хули.

Ульяна ИВАНОВА, Чăваш Республикин юристсен союзĕн председателĕн заместителĕ:

Вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ шкула укçа панине икĕ тĕрлĕ ăнланма пулать. Пĕрремĕшĕ — ыр кăмăллăх тÿлевĕсем. Иккĕмĕшĕ — вăйпа пухаканни е ыйтса илекенни. Саккунпа килĕшÿллĕн ашшĕ-амăшĕ хăйсен ирĕкĕпе вĕрентÿ организацине ятарлă килĕшÿ çирĕплетсе укçан пулăшу пама пултарать. Документра çав укçапа шкулăн мĕн тĕллевпе усă курмаллине палăртмалла. Ыр кăмăллăх нухратне урăх сăлтавпа пĕтерме юрамасть. Укçа паракан тăкаксем пирки информаци ыйтса илме пултарать.

Çапла вара ашшĕ-амăшĕ хăйсен ирĕкĕпе парсан кăна шкулăн вĕсенчен укçа илме ирĕк пур. Кунсăр пуçне тата килĕшÿ çирĕплетесси пирки манмалла мар. Унсăрăн вĕрентÿ организацийĕсен ĕçченĕсен ĕçĕ саккунсăр шутланать. Шкул ирĕксĕрлесе укçа пухни пирки ашшĕ-амăшĕн прокуратурăна пĕлтерме ирĕк пур.  <...>

www.hypar.ru

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.