Çамрăксен хаçачĕ 3 (6351) № 28.01.2021
Сцена çине лаша утланса тухайман
Владислав Стальский Шупашкарта çуралса ÿснĕ, 59-мĕш шкулта вĕреннĕ. Тĕлĕнмелле те, 2019 çулта «Раççей студентлăхĕн пĕрремĕш вице-мистерĕ» ята тивĕçнĕ Вячеслав Краснов та унтах ăс пухнă. Юридици факультетĕнче культйĕркелÿçĕре тăрăшаканскер ăмăрту пирки пĕлсенех Владислава чĕнсе илнĕ. Пандемие пула пултарулăх ăмăртăвне дистанци мелĕпе ирттерме палăртнă. 42 регионти 72 студент финала лекессишĕн тупăшнă. Вĕсенчен 18-шĕ иккĕмĕш тапхăра кĕнĕ, çав шутра — Владислав та. Çамрăксем пуларулăхĕпе паллаштарнă, дефилене хутшăннă, ăс-тăн çивĕчлĕхне кăтартнă. Саратовра иртнĕ финала чи пултаруллă 5 студента чĕннĕ. Çав йыша Владислав та лекнĕ.
«Пытармасăр калатăп: питĕ пăлхантăм. Тăван университет, республика чысне хÿтĕлемелле-çке», — пĕлтерчĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн юридици факультетĕнче вĕренекен Владислав. Спортпа туслă каччă хăвăртах хăйне алла илнĕ. Пулас юрист регбипе, армрестлингпа, ишессипе кăсăкланать. Вăл 2019 çулта армрестлинг енĕпе иртнĕ Чăваш Ен чемпионатĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Унсăр пуçне хоккейла вылять, университетра иртекен мероприятисене хутшăнать. Пулас юрист ашшĕ-амăшĕн ĕнси çинче лармасть. Владислав вĕреннĕ вăхăтрах ĕçлеме май тупнă.
Каччă конкурса хатĕрленнĕ май пултарулăхне пур енлĕн уçса паракан номер хатĕрлеме шут тытнă. Сцена çине ухă йăтса тухнă, сăвă вуланă чухне тĕл персе ÿкернĕ чĕрене лектернĕ. Унтан чиперккепе танго ташланă. Номер вĕçĕнче Владислав шурă урхамах утланма палăртнă. Студентсем лашине те тупнă, ăна Саратова илсе кайма хатĕр пулнă. Анчах конкурс йĕркелÿçисем шухăша ырламан.
«Нихăçан та» сăмахпа усă ан кур», — тет анне. Яваплăхран хăрамастăп. Хама шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшатăп», — пĕлтерчĕ Владислав. Каччă сăмахĕсене çилпе вĕçтермест. Унăн пушă вăхăт çукпа пĕрех. Спорт залĕнчен тухсанах аллине кĕнеке тытать, унтан ĕçе васкать. Пулас юрист илемлĕ кинофильм курса канать, капланнă шухăшсене пĕр тĕвве пухать. <...>
Ольга КАЛИТОВА.
♦ ♦ ♦
МАНĂН АППА ОКОП ЧАВНĂ
Ашшĕ панă пиншак вилĕмрен çăлнă
Ĕни вилсен Александр Александров какайне сутма Шупашкара кайнă. Килне пушă алăпа çитмен вăл, пиншак йăтса килнĕ. Ăшне мамăк вырăнне сÿс тултарнă. Вăрçă тухнă çул Сăр хĕррине окоп чавма кайнă хĕрне Плакие çав пиншак сивве чăтса ирттерме пулăшнă, вилĕмрен çăлнă.
Килте ларса курман
Александровсен çичĕ ача пулнă. Йăван пĕчĕк чухнех пурнăçран уйрăлнă. Тепĕр ывăлĕ Микулай 1940 çулхи кĕркунне салтак атти тăхăннă. Ăна тăван килне таврăнма пÿрмен: нимĕç фашисчĕсем çĕршыва тапăнсан вăл çапăçăва пĕрремĕш кĕнĕ салтаксен ретĕнче пулнă. Аманнăскер яла çыру вĕçтернĕ: «Эпĕ халĕ госпитальтен сипленсе тухрăм, каллех вăрçа каятăп». Кун хыççăн унран тепĕр икĕ-виçĕ çыру килнĕ. Вăрçă вĕçленнĕ, анчах Микулайран сас-хура пулман. Тепĕртакран вăл хыпарсăр çухалнине калакан хут çитнĕ. Çывăх çыннисем вăл ăçта пуç хунине пĕлмен.
Сăр хĕрринче окоп чавмалли пирки хушу тухсан колхоз председателĕ Александровсем патне çитсе тăнă. 17-ри Пелагейăн та ĕçе хутшăнмалла-мĕн. «Аппа хăйĕн ÿсĕмĕнчи çамрăксемпе пĕрле çула тухнă. Сăр хĕррине çуранах утнă. Лашапа леçекен пулман. Эпĕ, 13- ри ача, çынсем кĕрхи тумпа, чы-лайăшĕ сăхманпа, ĕçлеме кайнине астăватăп. Юрать, пирĕн атте сÿс тултарнă пиншак туяннăччĕ, усă пулчĕ унран. Арçын тумĕ пулсан та Плаки ăна тăхăнса кайрĕ. Çавăнпах аптăрамарĕ пуль, шăнса вилесрен çăлăнса юлчĕ. Унпа пĕрле окоп чавма кайнă тантăшĕ Уках сăхманпа пулнă та вăрçă çулĕсенче чирлесе вилчĕ», — каласа кăтартрĕ Плакин йăмăкĕ, Муркаш районĕнчи Хурăнкассинче пурăнакан Елена Степанова. Хĕл кунĕсенче вăйлах нушаланнă, 30-40 градус шартлама сивĕре шăннă çĕре чавнă. Плаки ăна лумпа катнине каласа кăтартнă. Вăйлă ĕçленипе тарланă, кайран шăннă. Хĕр киле каймасăр баракра пурăннă. Виçĕ уйăх нушаланса ĕçленĕ хыççăн тин яла таврăннă вăл. Анчах йывăрлăхсем кунпа та вĕçленмен: çамрăка Атăл леш енне вăрман касма янă. Плаки арçынсемпе тан ĕçленĕ, каснă йывăçсене Атăлпа юхтарнă. «Хамăр та шыва кĕрсе ÿксе йывăç айне пулаттăмăр. Ĕç вĕçленсен киле икĕ кун утаттăмăр. Ирхине бригадир алăкран шаккаса вăрататчĕ: каллех ĕçлеме каймалла. Эпĕ килте ахаль ларса курман», — аса илсе каласа кăтартнă Пелагея Александровна. «Унăн пĕр канăç та пулман çав», — хурланса калаçрĕ йăмăкĕ. Плаки сÿс заводĕнче ĕçленĕ. Çавăнта вăл аптăранă, юнлă сурма пуçланă. Ахăртнех, йывăр ĕçлени витĕм кÿнĕ. Унтан хĕре Шупашкара кантăр вăрри аллама янă. Хăть ăçта ĕçлесен те Пелагейăн сăн ÿкерчĕкĕ хисеп хăми çинче çакăнса тăнă. Терт-нушине чылай чăтма тивнĕ пулин те Турри вăрăм ĕмĕр пилленĕ ăна. Вăрçă вĕçленсен Пелагея качча тухнă, Элĕк районĕнчи Сатлайккă каччипе Софрон Ивановпа вăл Вырăс Сурăм пасарĕнче паллашнă. «Хампа тантăш каччăсем вăрçăра пуç хучĕç», — Плаки çывăх çыннисене çапла каланă. Çавăнпа хĕрсем е ватă хусахпа, е кĕçĕнрех яшпа çемье çавăрнă. Мăшăрĕ унран тăватă çул кĕçĕнрех пулнă. 92 çулччен пурăннă Пелагея икĕ ачипе упăшкине хура тăпрапа хупланă. Пукравра çуралнăскер çав кунах пурнăçран уйрăлнă. Юлашки сывлăшĕ тухичченех нуша курма тивнĕ унăн: 89 çулта пĕççине хуçнă, кÿмепе çÿренĕ, кайран вырăнпах выртнă.
«Уках хурăнĕ»
Еленăран икĕ çул аслă Агафйăн шăпи синкерлĕ пулнă. 15 çулти хĕре ытла çамрăк пулнине пăхса тăман — вăрçă тухсанах Иваново облаçне торф кăларма янă. Хурăнкассинчен Укахвипе пĕрле Хветли пынă, Анатри Панкли ялĕнчен — Ульха. Ольга колхоз председателĕн хĕрĕ пулнă, ашшĕ çын начар сăмах каласран, кăмăлсăрланасран шикленнипех хĕрне торф кăларнă çĕре янă. Ывăлне ФЗОна ăсатнă. Кайран каччă тăван ялне таврăнсан ашшĕне килĕнчен кăларса янă. Арçын пĕччен хĕрарăм патне киле кĕнĕ. Ахăртнех, ывăлĕ ашшĕне хытах кÿреннĕ.
«Уках торф кăларнă çĕртен чирлесе таврăнчĕ. Унăн чĕркуççи таран шывра ĕçлеме тивнĕ. Хулĕ шыçнăччĕ, çапах ĕçлерĕ. Архангельск облаçне ярассипе хăратрĕç те чирлĕ аппа Çĕмĕрле районне, Атăл леш енне, вăрман кăларма тухса кайрĕ. «Çак вăрман манран юлмасть пуль», — пĕрмай çапла калатчĕ. Вăл вилсен çамрăксене вутă турттармашкăн яма пăрахрĕç», — аса илчĕ 92 çулти Елена Александровна. Пĕр хĕллехи кун хĕр Атăл леш енне пĕчченех вутă пухма кайнă. Каялла таврăннă чухне лашипе çырмана аннă, хĕрĕн ури шывра йĕпеннĕ. Урхамаха урăх çулпа илсе килме тивнĕ. «Киле çитрĕ те Укахăн пăрлă çăпати уринчен шăнкăлт! тухса ÿкрĕ», — хальхи пек астăвать йăмăкĕ. Агафья авăн çапма нумай кайнă, ир-ирех ĕçе васканă, çĕр çывăрмасăр лашапа тырă турттарнă. Çавна пулах вăл вăйсăрланнă, апат çинĕ вăхăтра канса курманскерĕн аллинчи çăкăр татки тухса ÿкекен пулнă. Кайран Укахви вырăнпах выртнă, амăшĕ тата йăмăкĕ Елена ăна виличчен виçĕ çул пăхса пурăннă. Елена çав вăхăтра фермăра ĕçленĕ. Аппăшĕ йывăрлансах çитсен ĕçе кайма пăрахнă. «Ырă кураймарĕ, куç умĕнчех пĕтрĕ. Пĕрмай макăратчĕ. Ăна йăтса тăрататтăм. Вилес умĕн ун умĕнчен каймарăм», — 24 çултах пурнăçран уйрăлнă пĕртăванĕн юлашки кунĕсене куç умне кăларчĕ Елена Степанова.
Агафья Александровăн телейсĕр те нушаллă пурнăçне хайлавра сăнланă. Юрий Скворцов çыравçăн «Уках хурăнĕ» повеçĕ — шăпах ун пирки, тĕп сăнарăн ятне те улăштарман. Паллă писатель хăй те Муркаш районĕнчи Хурăнкассинчен. Вăл Александровсен чи кĕçĕн хĕрне Зойăна качча илнĕ. Зоя Александровна пĕлтĕр пурнăçран уйрăлнă.
Çăл куçран выртса шыв ĕçнĕ
Вăрçă çулĕсенче çемьере инкек хыççăн инкек пулнă. Хĕр пĕвне кĕнĕ Акулина куçне хупнă. «Вăл ман хыççăн çуралнă, виçĕ çул кĕçĕнрех. Çи-пуç çукчĕ те ĕçлеме тухса кайрĕ. Шăрăх çанталăкра çул тума янă ăна. Анне йăмăка тăварланă аш парса ячĕ. Акулинăн ăна çисен çăварĕ типнĕ. Вăл çăл куçран выртсах шыв ĕçнĕ. Пуç мимине шыв кайнă иккен, çемьеленмесĕрех вилчĕ», — пĕлтерчĕ ап-пăшĕ Елена. Вăрçă вĕçленнĕ çул ашшĕ сарăмсăр вилни те çемьене çапса хуçнă. «62 çулта кăначчĕ вăл. Салтакра 6 çул пулнă, граждан вăрçине хутшăннă. «Лашасене карта урлă сикме вĕрентеттĕм», — тетчĕ. 17 çултах аттесĕр юлтăм», — аса илчĕ Елена Александрова. Вăл хăй те пайтах ĕçлесе нуша курнă: вăрман кăларма çÿренĕ, ферма сурăхĕсене пăхнă. Вăрçă çулĕсенче çĕр улми çисе хĕл каçнине аса илчĕ. Миххи-миххипе курăк пуçтарнă, ăна çăнăхпа хутăштарса амăшĕ апат пĕçерсе çитернĕ. «Тăраниччен çăкăр çимесĕрех вилетпĕр- ши?» — çапла каласа макăрнă амăшĕ. <...>
Ирина КОШКИНА.
♦ ♦ ♦
ИНКЕК
«Духовкăри чăх шăршине пула сĕрĕме туймарĕç-ши?..»
Каç кÿлĕм Муркаш районĕнчи Анатри Панклири Юрий Иванов кил картишĕнче йыттине апатлантарнă чухне шăрт-шарт тунă сасăсем илтнĕ. Урама тухса пăхнă та вĕсенчен инçех мар пурăнакан кÿршĕсен çурчĕ çуннине курнă. Вăл часрах фуфайка тăхăнса пушар вырăнне васканă.
«Карта юпи те лартса курман»
«Эпĕ килнĕ чухне 7-8 çын пуçтарăннăччĕ. Хирĕç пурăнакан кÿрши Нина «01» номерпе шăнкăравланă. Çынсем кил хуçисене чĕннĕ, кăшкăрнă — сасă паракан пулман. Пушарнăйсем час çитеймерĕç: пĕри — 30, тепри 40 минутран килчĕç. Çунакан çурта витрепе шыв сапса сÿнтерме те, патне пыма та май çукчĕ — çулăм карса илнĕччĕ. Кĕреçепе юр сапкаларăмăр. Малтан веранда енĕ çунчĕ. Кĕреçепе кил картишне кĕтĕмĕр, юр ывăтрăмăр. Каялла урам алăкĕпе тухаймарăмăр — çулăм вăйлăччĕ. Карта урлă каçма тиврĕ. Пушарнăйсем килнĕ çĕре çуртăн тăрри талккăшпех çунатчĕ. Ăна тимĕрпе витнĕччĕ. Çурчĕ питĕ кивĕскерччĕ вĕсен», — хăрушă саманта куçĕ умне кăларчĕ Юрий. Пушара сÿнтернĕ хыççăн вилесене картишне илсе тухсан: «Икĕ арçын», — тенĕ МЧС ĕçченĕсем. Вилесене палăртмашкăн Юрий Иванова кĕме сĕннĕ. «Арçынсем мар кусем, амăшĕпе ывăлĕ: Вальăпа Олег», — палласа илнĕ кÿрши. 59-ти Валентина Дмитриева çÿçне кĕске кастарнăран арçын пек курăннă ахăртнех. Тепĕртакран виççĕмĕш вилене илсе тухнă. Вăл çырма леш енчи урамра пурăнакан Луиза Семеновăн ÿчĕ пулнă. «Пушарнăйсем вут-кăвара тĕппипе парăнтарнă тĕле çур çĕр иртрĕ. Сÿнтереççĕ кăна — çулăм тепĕр хут хыпса илет… Кун пекки темиçе хутчен те пулчĕ. Шывне вак касса пĕверен илчĕç. Çулсене хырнăччĕ, кĕрсе тухма чăрмав пулмарĕ. Çулталăк пуçланнăранпа пирĕн ялта иккĕмĕш пушар тухрĕ. Дмитриевсен килĕ çуниччен пĕр эрне маларах вăрман çумĕнчи урамри пÿрт шар курчĕ. Хуçисем ăшăтмалли хатĕр çутса хăварнă пулас, хăйсем хулана кайнă», — каласа кăтартрĕ Юрий Иванов.
Çулталăк пуçланчĕ кăна-ха. Республикăра хăрушă пушарсем çине-çине пулса иртрĕç, вĕсенче çынсен пурнăçĕ татăлчĕ. Кăрлачăн 1-мĕшĕнче Вăрмар районĕнче «хĕрлĕ автан» 3 ачапа 3 хĕрарăма тĕп туни пирки эпир çырса кăтартрăмăр ĕнтĕ. Кăрлачăн 11-мĕшĕнче каçхи 7 сехет тĕлĕнче тухнă пушар вырăнне те, Анатри Панкли ялне, çитрĕмĕр. Çуннă пÿртпе юнашар Анна Григорьева мăшăрĕпе пурăнать: «Сехре хăпнăччĕ, юрать, çил пирĕн еннелле пулмарĕ. Пушар мăрьерен тухнă терĕç. Кăмакана пăхса тăмалла, тăм сĕрмелле. Çурчĕ те вĕсен Кĕтерне патша вăхăтĕнчи, Атăл пĕвеленĕ чухнехи. Кивĕ пÿртре мĕн ăшши пултăр? Çавăнпа кăмакана вăйлах хутатчĕç. Шартлама сивĕре ирхине те, каçхине те вутă çунтаратчĕç. Çĕнĕ пÿрт тума-и вĕсем? Хăйсен ĕмĕрĕнче карта юпи те лартса курман! Тахçан сарайĕ лăпсăр! йăтăнса анчĕ те Кĕркури мучи /Вальăн кукашшĕ/ урăххи туса лартрĕ. Пÿрчĕ те кукашшĕ лартнăскерех. Валентинăн хĕр чухнехи хушамачĕ — Григорьева. Вăрманкаса качча кайрĕ те Дмитриева пулчĕ. Кайран уйрăлса каялла килчĕ. Ывăлĕ Олег тĕрмерен тухса курман. Вăрă ĕçĕпе пĕрмай çакланатчĕ. Юлашки çулсенче пахчинче хăйсем лартмастчĕç. Валя çын патĕнче касу пăхатчĕ, хуçи хăйĕн тракторĕпе вĕсен пахчине сухаласа çĕр улми лартса паратчĕ. Валя хăех çумлатчĕ-ха. Мĕн каласси пур, урă кунĕ сахалччĕ. Выльăх-чĕрлĕх тытман вĕсем, йытă кăначчĕ. Ăна халĕ Юрка тăрантарать. Кÿршĕсемпе питех хутшăнса кайман. Эпир эрех ĕçместпĕр те вĕсем пире юратмастчĕç», — пытармарĕ Анна аппа. Олег пĕлтĕр çулталăк вĕçĕнче тĕрмерен тухнă. Ирĕкре пурăнма пуçланă кăна темелле. Вĕсен ушкăнне Луиза, çемьеллĕ хĕрарăм, епле пырса çакланнă-ха?
Сухан леçме кайсан
Луизăпа Валентина касу пăхнă чухне туслашнă. Ку тĕслĕхре: «Пулăç пулăçа аякранах курать», — тени вырăнлă. Эпир туссене хамăра кура суйлатпăр-çке.
«Луиза питĕ йăрă хĕрарăмччĕ. Килте лара-тăра пĕлместчĕ. Валя патне сухан леçме кайрĕ те ырă кăмăлне пула пуçне çирĕ», — ăнлантарчĕ пире унăн упăшки Валерий Семенов. Вăл Шупашкарта вахта мелĕпе ĕçлет, çав вăхăтра хулара пурăнать. Вахта вĕçленсен яла таврăнать. Ывăлĕ, 30 çулти Стас, хĕр тупайман-ха, авланман, Мускава шапаша çÿрет. Эпир килнĕ чухне вăл та килтехчĕ. Вĕсем ĕçе кайсан 50-ри Луиза пĕччен пурăнман. Шкула çÿрекен мăнукĕ унăн чунне йăпатнă. Ачан амăшĕ Оксана /Семеновсен хĕрĕ/ Шупашкарта ĕçлесе пурăнать, яла час-часах килет.
«Анне çав кун ирхине яшка пĕçерчĕ, япала çурĕ. Валя аппана сухан леçсе пама каяссине пĕлтерчĕ. Вĕсем патĕнче вăл 1-2 кун каялла пулнă та сухан çуккине пĕлнĕ. Унччен чылай вăхăт унта кайманччĕ вăл. Эпĕ те аннепе пĕрле утрăм. Килте никам та çукчĕ, кичемччĕ. Атте ĕçреччĕ, Оксана ывăлне каникулта хăйĕн патне хулана илсе кайнăччĕ. Дмитриевсен пÿртне кĕтĕмĕр. Олег кăмака хутатчĕ. Пÿртре тĕтĕм тата духовкăра пиçекен чăх шăрши сарăлнăччĕ. Электродуховка кăмакана хирĕçех ларатчĕ. «Кĕçех пиçет», — терĕ Олег. Хăй лавккана эрех патне тухса кайрĕ. Вăл килсен эпир пÿлĕмре хăналантăмăр. Олегпа тĕпеле тухса кĕтĕмĕр. Вăл ман умра кăмакана виçĕ хутчен вутă пăрахрĕ. «Кун чухлех ан хут-ха», — терĕм. Ара, тĕтĕм-сĕрĕм куçа çирĕ. Пирус туртма урама чĕнтĕм. Эпир ларнă пÿлĕм алăкне хупнăччĕ те сĕрĕм шăрши унта çукчĕ. Кайран эпĕ киле кайрăм. Манпа пĕрле Олег та урама тухрĕ. 17 сехет те 40 минутра анне патне йăмăк Оксана шăнкăравланă. «Çиччас киле каятăп», — тенĕ анне. Анчах вăл тата тепĕртак ларнă. Капла пуласса пĕлнĕ тĕк, паллах, аннене çавăтсах илсе тухăттăм, хăвармăттăм. Эпĕ хам та вĕсемпе юлса вилме пултарнă-çке. Мана никам та унтан хăваласа яман. Турă умĕнче темĕнле тивĕç пурах ĕнтĕ манăн, çавăнпа хăтăлса юлтăм пулĕ», — каласа пачĕ Стас. Киле çитсен вăхăт нумаях та иртмен — ун патне кÿрши шăнкăравланă, Вальăсен пÿрчĕ çуннине пĕлтернĕ.
«Эпир Луизăпа 30 çул пĕрле пурăнтăмăр, темĕн те курнă, чăтса ирттернĕ», — терĕ хурлăхлăн Валерий Семенов. Ватлăхра арăмсăр юлма çăмăл мар. Кăрлачăн 13-мĕшĕнче вĕсем Луизăна сивĕ тăпрапа хупланă.
Тĕтĕмпе наркăмăшланнă
59-ти Валентинăпа 39-ти Олег Дмитриевсене пытарас тĕлĕшпе йывăрлăхсем сиксе тухнă: вĕсен тăванĕсем пулманран ку ĕçе Йÿçкасси ял тăрăхĕн администрацийĕ хăйĕн çине илнĕ. Ял çыннисенчен укçа пуçтарман. Шăтăк чавмашкăн ялти арçынсем кайнă. Кăрлачăн 14-мĕшĕнче ял-йыш амăшĕпе ывăлне автан авăтман яла ăсатнă.
Виççĕшĕнчен пĕри те пулин мĕншĕн тухайман-ши çуртран? Следстви версийĕ тăрăх, вĕсем пурте сĕрĕмпе наркăмăшланса вилнĕ. Луизăн ÿтне кравать патĕнче урайĕнче тупнă, аллинче телефон пулнă. Шел, шăнкăравласа пулăшу ыйтма ĕлкĕреймен вăл.
«Луиза 3-4 уйăх эрех ĕçменччĕ. Хальхинче тем чăтаймарĕ… Тепĕр чухне эрнипех урăлмастчĕ, анчах «шип- шивуйччĕ», нимĕн те пулман ăна. Халь 1 кун ĕçрĕ те çемйине çакăн пек хуйхă кăтартрĕ. Хăй питĕ ĕçчен те тирпейлĕччĕ, усал марччĕ. Питĕ шел», — терĕç ялта.
— Мĕн ятпа чăх пĕçерсе çиме шухăшланă Олег çав кун? — ыйтрăм Стасран.
— Ун чухне вăл хăйĕн ĕçĕсемпе Муркаша кайса килнĕ, чăх туяннă. Çавăн шăршине пула сĕрĕме уйăраймарĕç пуль…
— Эсир Олегпа унччен те хутшăннă-и?
— Калаçкалаттăмăр. Вăл тĕрмерен таврăнсан Мускавра ĕç тупрĕ. Хуралçăра тăрăшрĕ.
— Судпа айăпланнă пулсан та хуралçа илнĕ-и?
— Хăйĕн тумне те кăтартнăччĕ вăл, раци те пурччĕ.
Тин кăна-ха Семеновсем Çĕнĕ çула тулли йышпа кĕтсе илнĕ. Уявра никам та пĕр грамм эрех те ĕçмен, 23 сехет çурăрах çывăрма выртнă. Шел, çитес Çĕнĕ çулта вĕсемпе чи хаклă çынни пулмĕ... <...>
Алина ИЗМАН.
♦ ♦ ♦
ЧУНА УÇСА КАЛАÇАР
Палестинăра пурăнакан амăшне 22 çул курман
Бассам доктор (Чăваш Енре ăна çапла чĕнеççĕ) Палестинăра пурăнакан тăван амăшне 22 çул ыталаман. Виктор Чугаров режиссер унăн пурнăçĕпе паллаштаракан «Доктор Бассам, или Приключения иностранца в России» фильм ÿкернĕ. Чăваш Енпе Палестина халăхĕсен туслăхĕпе ĕçлĕ çыхăнăвĕн обществин председателĕ Бассам Фатхи Аль-Балауи «Чуна уçса калаçар» рубрика тĕпелĕнче чунне ыраттаракан самантсене аса илчĕ.
Чухăн ачалăх
— Бассам, калаçăва сире кулянтаракан ыйтуран пуçланăшăн каçарăр. Эсир «Любовь и хлеб» кĕнеке презентацийĕнче ентешĕн Асия Хаула] Абдель Хади çыравçăн кĕнекине вăл мăшăрĕпе Маринăпа араб чĕлхинчен вырăсла куçарнă] тăван аннĕрпе 22 çул курнăçманни пирки хурланса пĕлтертĕр. Юрать-ха, калаçма телефон пур, хăть сассине илтеетĕр.
— Манăн шăпа Палестинăпа тачă çыхăннă. Анне Алледра пурăнать. 1948 çулта Израиль патшалăхне туса хунă хыççăн халăха тăван тăрăхран хăваланине пула пирĕн çемьен урăх вырăна куçма тивнĕ. 3 хутлă коттеджа, 50 гектар çĕре, пысăках мар сĕтел-пукан фирмине хăварса çемье Газа хулинче тĕпленнĕ. 1948 çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕ Палестинăшăн Накба шутланать. Ку «синкерлĕх» тенине пĕлтерет. Палестинăшăн хура кунсем пуçланнă. Çĕршыв 150 çул туптаннă пуян историе пĕр кунра çухатнă. Ирĕклĕхшĕн кĕрешнĕ аттене арестленĕ, ют çĕршыва кăларса янă. Анне 4 ачине — аппа Нахиль, пичче Гассан, эпĕ тата шăллăм Хишан пулнă — аттесĕр ура çине тăратнă. Кукаçи пирĕншĕн кулянса аннене мăшăрĕпе пĕрле ют çĕршыва яман. Ачалăх выçăллă-тутăллă иртрĕ. Тăраниччен нихçан та çисе курман. Шкапра пĕртен-пĕр пукане тата кукка Кувейтран янă 4 открытка упранатчĕç. Вĕсемпе выляма юрамастчĕ, асăнмалăх упратчĕç. Малтанласа краватьсем пулманран урайĕнче выртса тăраттăмăр. Эпĕ кăранташ пекех çинçеччĕ, питĕ хавшакчĕ. Пĕррехинче кукаçи мана, 7 çулти ачана, пасара илсе кайрĕ. Таçтан салтаксем сиксе тухса пире хупăрласа илчĕç. Ватăсемпе вăй питти арçынсене, каччăсене хĕртсе пăхакан хĕвел айĕнче кунĕпе тытрĕç. Эпĕ кукаçине пÿрт сулхăнĕнче кĕтсе лартăм. Куççуль шăпăртатса юхрĕ. Каçалапа ватăсене киле кайма ирĕк пачĕç, ыттисене таçталла хăваларĕç. Шкул хыççăн Совет Союзне вĕренме килтĕм. Чылай вăхăтран, 1986 çулта, Иорданире аннепе тĕл пулма май пулчĕ. 2 кун пĕрле пултăмăр, чун каниччен калаçрăмăр. 1987 çулта Газа хулине 2 эрнелĕхе кайма май килчĕ. Ун чухне те анне ăшшипе килентĕм.
— Шкул çулĕсене таврăнар-ха.
— Ача сачĕ пулманран пире кукаçипе кукамай пăхнă. Кукамай хутла вĕренмен. Кукаçи кăшт вулама пĕлетчĕ. Çавăнпа вĕсем пире вĕрентес тесе тăрăшрĕç. 7 çулта шкула кайрăм. Вăл пирĕн çуртран 5 çухрăмра вырнаçнăччĕ. Çуран утаттăм. Египет программипе ăс панă пире. Физикăпа хими предмечĕсене вĕрентменпе пĕрех. Эпир ăслă пуласран хăратчĕç-тĕр. Программăра Палестина пирки пĕр сăмах та çукчĕ. Тăван çĕршыв çинчен çырнă кĕнекесене вулама чаратчĕç. 7-мĕш класра урăх шкула куçрăм. Футболпа тата сĕтел çи теннисĕпе кăсăкланаттăм. Малтан ача-пăча футбол командинче вылярăм, çитĕнсен аслă классен командине куçрăм. Пирĕн футбол клубĕ çĕршывра чи вăйличчĕ. 15 çултаччĕ эпĕ ун чухне. Урампа кăмăлсăрланса утрăм. Мана тĕреклĕ арçын чарчĕ. Калаçса кайрăмăр. Манăн атте унăн вĕрентекенĕ пулнă иккен. Эпĕ мĕншĕн кăмăлсăр пулнине ыйтса пĕлчĕ. Пирĕн команда вăййине тĕрĕс мар хакланине каларăм. Кун пирки статья çырса Иерусалимра тухса тăракан тĕп хаçата ярса пама сĕнчĕ. Статья шăв-шав çĕклерĕ. Çав арçын мана хушма ят тупса пачĕ: Альхайсам. Çапла эпĕ атте патне куçса кайичченех хаçат валли спорт çинчен статьясем çырса тăтăм, журналист ăсталăхне туптарăм.
Кĕтнĕ тĕлпулу
— Аçăрпа чылай вăхăтран тин тĕл пулнă апла эсир.
— Катар патшалăхĕ.1980 çулхи çурла уйăхĕн 4-мĕшĕ, çур çĕр иртни 2 сехет те 20 минут. Тĕп хулари Дохăри аэропорт. Çак самант нихăçан та асран тухмĕ. 18 çулта чухне тинех аттепе тĕл пултăм. Унăн урăх çемьеччĕ ĕнтĕ. Çĕнĕ арăмĕпе 3 ывăл çитĕнтеретчĕç. Атте мана аслă пĕлÿ парасси пирки сăмах тапратрĕ. Май пур чухне тесе Катарти Электроэнерги министерствине ĕç укçи паракан пая вăхăтлăха вырнаçтарчĕ. Журналистика пирки манма тиврĕ. Атте водителе вĕренсе тухма пулăшрĕ. Ун чухне пĕр-пĕрне шаннă, ĕç укçине конверта хурса параттăм. Çапах пĕррехинче сейфри укçана такам шăхăртса кайнă. Ĕçлекенсене пĕрерĕн чĕнсе илсе тĕпчерĕç. Айăпа пай пуçлăхĕ çине йăвантарчĕç, тĕрмене ăсатрĕç. Атте ăна кайса курма ыйтрĕ. Туспа пĕрле кайрăмăр. «Тĕрмене чăн-чăн арçынсене çеç лартаççĕ», — терĕм хайхискере. Тарăхса кайрĕ. «Тĕрмене вăрăсене лартаççĕ, эпĕ вара айăплă мар. Шухăшна каличчен пуçупа шутла, чăнлăха пĕлместĕн тĕк нимĕн те ан кала, шăпăрт тăр», — пулчĕ хурав. Хам валли пĕтĕмлетÿ турăм. Халĕ эпĕ сăмаха каличчен тĕплĕн шухăшлатăп. Каярахпа чăн-чăн вăрăсене тупрĕç. Пай ертÿçине тĕрмерен кăларчĕç. Эпĕ атте уçнă «Алараб» хаçат валли статьясем çырма пуçларăм.
— Ют çĕршыва вĕренмешкĕн кайма çул уçăлсан эсир Совет Союзне суйланă. Мĕнпе илĕртрĕ сире çак çĕршыв?
— Суйлама тиврĕ: Америка е Совет Союзĕ. Иккĕшĕ те аталаннă, пуян. Совет Союзĕнче Турра ĕненме чараççĕ текен сас- хура çÿретчĕ пирĕн патра. Эпĕ вара кашни ир кĕлĕ вулатăп. Пĕррехинче Аллах мана вилĕмрен çăлчĕ. Пÿрт тăрринчи террасăра кĕлĕ вулаттăм. Аппендицита пула тăнсăр кайса ÿкнĕ. Кÿршĕ хĕрарăмĕ эпĕ ирхи кĕлле тухманнине асăрханă та упăшкине ман пата чуптарнă. Юрать, кÿршĕ вăхăтра çитнĕ, васкавлă медпулăшу чĕнсе вилĕмрен сыхласа хăварчĕ. Апла пулин те аслă пĕлÿ илме Совет Союзне каяс терĕм.
— Совет Союзĕн çĕрĕ çине ура ярса пуссанах сирĕн пăтăрмахсем пуçланнине пĕлетĕп.
— Журналиста вĕренме килтĕм, манран вара экономист турĕç /кулать/. Тен, ку телее те. Унсăрăн Маринăна тĕл пулаймăттăм: вăл та экономист. Малтан пĕр çул вырăс чĕлхине вĕрентĕм. Эпĕ Совет Союзне вĕренме килнĕ студентсен хушшинче пĕртен-пĕр палестинецчĕ. Ытти студентпа пĕрле Еревана ячĕç. Билет илсе пачĕç те пуйăса лартрĕç. Вырăсла пĕр сăмах та пĕлместĕм. Вакунра никампа та калаçаймарăм, алăпа сулкалашса çеç ăнлантаркаларăм. Кайсан-кайсан хырăм выçрĕ. Юрать, кĕсьере посол парса янă 43 тенкĕ пур. Çулташ апат çиме ресторана чĕнчĕ. Укçа çитмесрен шиклентĕм. Апатланнă хыççăн тÿлес терĕм те манăн çулташ сасă хăпартса темĕн кăшкăрашма тытăнчĕ. Маншăн тÿленĕ иккен вăл. Килтен магнитофон илсе килнĕччĕ. Çул çинче араб юррисене итлесе пытăм. Вакунри çулташсем юрă итлес килет тесе ăна манран ыйтса илчĕç. Çĕрле пĕр хĕрарăм вăратрĕ, хăй темĕн калать. Çулташсем манăн магнитофонпа анса юлнă иккен. Тупрĕç. Вăрă тесе айăпласшăнччĕ вĕсене, анчах магнитофона хамах панă тесе хÿтĕлерĕм. Ереван хулинче общежитие вырнаçтарчĕç. Çав кунах пÿлĕме комендант кĕчĕ. Джинс та джинс тет. Пуçпа сĕлтсе манăн сутмалли джинс çук терĕм. Кашни кун ыйтса йăлăхтарчĕ те пĕртен-пĕр джинс шăлавара чăматанран кăларса сутрăм. 450 тенкĕпе хĕллехи атă, галстук, кĕпе илтĕм, пусма туянса костюм çĕлеме саккас патăм. Жилетка валли те çитрĕ. Юлнă укçапа торт илсе общежитири туссене хăналарăм. Хам ăшра шухăшларăм: «Эх, мĕн тери айван-çке çынсем! Мода хыççăн хăваласа пахалăхлă тумăн хакне пĕлмеççĕ».
— Вырăсла калаçма эсир больницăра вĕреннĕ вĕт.
— Унта пуç çаврăннине пула лекрĕм. Палатăри арçын мана вырăсла вĕрентме пуçларĕ. Юнашар палатăри хĕрарăм та вырăсла калаçтарма тытăнчĕ. Туссем килсен мана шеллерĕç: «Вĕренÿре епле ĕлкĕрсе пырăн- ши?» Çав самантра палатăна арçын кĕчĕ те манпа вырăсла калаçма пуçларĕ. Эпĕ унпа çăмăллăнах пуплерĕм. Туссем çăвар карса пăрахрĕç! «Мĕн çинчен калаçрăр? Нимĕн те ăнланмарăмăр», — терĕç.
Çунăк шăрши
— Чăваш хĕрĕ хĕвел тухăç каччин чĕрине епле çавăрнă-ши?
— Эпĕ тутлă çиме юрататăп. Эрех-сăра ĕçместĕп, пирус туртмастăп. Маншăн сывлăх питĕ пĕлтерĕшлĕ. Апата чунран пĕçермелле. Пĕррехинче кухньăра пĕр чиперкке какай ăшаларĕ. Эпĕ хама мĕн кирлине питĕ хăвăрт пĕçертĕм те тухса кайрăм. Пÿлĕм кухньăна хирĕçчĕ. Сăмсана çунăк шăрши кĕчĕ. Кухньăна тухса пăхрăм. Хайхи илемлĕ пике çатма хырать, çунса ларнă апатне витрене силленĕ. Çапла виçĕ хутчен пулчĕ. Виççĕмĕшĕнче чăтаймарăм — сăмах хушрăм. Паллашрăмăр. Часах унăн çуралнă кун иккенне пĕлтĕм. Ăна тусĕсемпе хамăн пÿлĕме сливки янă кофе ĕçме чĕнтĕм. Ун чухне студентсем унашкал кофе çинчен ĕмĕтленме те пултарайман. Марина чăваш пулнине пĕлтĕм, халăх пирки ыйтрăм. Хаваспах каласа пачĕ. Маринăна ресторана илсе çÿрерĕм, чаплă парнесемпе савăнтартăм. Манăн диссертаци ертÿçи, тĕнчипе паллă академик Виктор Чеквадзе, савнипе иксĕмĕре хăнана чĕнчĕ. Эпир пĕр-пĕрне юратнине пĕлсен телейлĕ кун-çул пиллерĕ. Диссертацие шăп та лăп СССР арканнă кун хÿтĕлерĕм. Авланиччен сурăх туянтăмăр, ăшне темĕн тĕрлĕ çимĕç хурса ăна Маринăпа пĕрле общежити столовăйĕнче пĕçертĕмĕр. «Пирĕн патра нихăçан та кун пек тутлă шăршă сарăлман», — терĕç унта ĕçлекенсем. Пурне те хăналарăмăр. «Сан ресторан уçмалла», — сĕнчĕç туссем. Ун чухне эпĕ Шупашкарта Атăл хĕрринче кафе уçасси пирки шухăшлама та пултарайман. Вĕренсе пĕтерсен Маринăна качча тухма ыйтрăм. Шупашкара килтĕмĕр, хут уйăрттартăмăр, кунтах тĕплентĕмĕр. Марина Палестинăра пурăнма килĕшмерĕ. Амăшĕ те хирĕç пулчĕ. Унăн ашшĕ çар çынни, летчик пулнă. Мăшăрăм Прибалтикăра çуралнă. Пĕррехинче ашшĕ самолетпа çĕр çине ÿкнĕ, шел те, вăл çăлăнайман. Амăшĕ икĕ ачипе Шупашкара куçса килнĕ. Мари-нăн йăх тымарĕ — Патăрьел районĕнчен. Унăн малтанхи упăшкинчен ывăл пурччĕ. Темиçе çул каялла ÿпке амакĕпе чирлесе çĕре кĕчĕ.
— Сирĕн туслă çемьере икĕ хĕр çитĕнет.
— Диана шкултан медальпе вĕренсе тухрĕ. Вăл манран тĕслĕх илсе экономика наукисен магистрĕ пулса тăчĕ. Мăшăрăм иккĕмĕш хĕре Лилия ят хурасшăнччĕ. Эпĕ çине тăрсах урăх ят сĕнтĕм. Лаян Шупашкарти 1-мĕш музыка шкулĕнче вĕренчĕ. Халĕ Хусанти консерваторире 4-мĕш курсра пĕлÿ илет. Унтан аспирантурăна çул тытасшăн.
— «Любовь и хлеб» кĕнекене араб чĕлхинчен вырăсла куçарасси мĕнпе çыхăннă-ши?
— Ассия /Хуала/ Абдель Хади манпа интернет урлă паллашрĕ. Автобиографиллĕ кĕнекене кун çути кăтартма унăн ывăлĕсем пулăшрĕç. Ăна Маринăпа çулталăк ытла вырăсла куçартăмăр. Эпĕ каланине диктофон çине çырса пытăм. Марина ман сăмахсене хут çине çырчĕ. Кунне 2 листа куçараттăмăр. Пĕрле редакцилеттĕмĕр. Кĕнеке содержани тĕлĕшĕнчен питĕ пуян. Автор 4 çултанпа пурнăçĕнче мĕн пулса иртнине çырса кăтартнă.
— Çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлетĕр. Пысăк çынсемпе туслă эсир, анчах хăвăр валли нихçан та нимĕн те ыйтмастăр.
— Мана нимĕн те кирлĕ мар. Веçех пур. Пурте сывлăхлă та телейлĕ çеç пулччăр. Палестина президенчĕ Махмуд Аббас эпĕ чĕннипе Чăваш Ене килсе курчĕ. Египетра чăваш культурин кунĕсене йĕркелерĕм. Унта чылай пултарулăх ушкăнĕ хутшăнчĕ. Палестина халăхĕпе пĕр шухăшлă пулнине палăртакан пĕтĕм тĕнчери уява кашни çулах сăвăçсене, çыравçăсене, студентсене, ăсчахсене Шупашкарти Халăхсен туслăхĕн çуртне пухатăп. Тĕнчипе паллă Палестина сăвăçин Махмуд Дарвишăн поэзи каçне те ирттертĕмĕр. Эсир те Раиса Сарпипе унăн сăввисене чăвашла куçарса ву-ласа патăр.
— Аякри тăванăрсемпе курнăçма май тупатăр-и?
— Аттен урăх арăмĕнчен çуралнă ывăлĕ Хасан Бельгире пурăнать, вăл çыравçă. Тепри Ясер Францире тĕпленнĕ, авланнă, икĕ ача ÿстереççĕ. Кĕçĕнни Салах — шăл тухтăрĕ. Унăн хăйĕн клиники пур. Вăл авланнă, тăватă ача ашшĕ. Аппам Нахиль Сектор Газăра пурăнать, качча тухман. Гассан кун-çулне футболпа çыхăнтарчĕ. Халь пенсире, 4 ачана ура çине тăратрĕ. Хишат Пĕрлешÿллĕ Араб Эмиратĕнче ĕçлет, страхлав компанийĕн директорĕ вăл, 5 ача ашшĕ. Тăвансемпе телефонпа час-часах калаçатăп. <...>
Альбина ЮРАТУ калаçнă.
♦ ♦ ♦
ВĔСЕН ПАТТĂРЛĂХĔ МАНĂÇМĔ
«Тăлăпсене илтĕр-и?»
Чăваш Енре 2021 çула Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă çынсен паттăрлăхне халалланă май сурскийрубеж. рф сайт ĕçлесе кайнă. Унта окоп чавнă çынсен йывăр пурнăçне çутатаççĕ. Сайтра вĕсен историйĕсене вырнаçтарма пуçланă ĕнтĕ.
Наталья Кирилина Анастасия Захарова /хĕр чухнехи хушамачĕ — Батыжина/ пирки çырни чĕрене пырса тивет. Анастасия Васильевна 1918 çулта Пăрачкав районĕнчи Кудеиха салинче çуралнă. Вăл 12-ре чухне ашшĕ-амăшне кулак тесе айăпланă. Вĕсем ĕне, лаша усранă, кăштах вĕлле хурчĕсем тытнă, ял хуçалăхĕнче усă курмалли хатĕр-хĕтĕр, сÿре пулнă. Батыжинсене Анат Тагила янă. Ăсатнă чухне ял çыннисенчен тахăшĕ кăшкăрнине Настя ĕмĕрне те манман: «Тăлăпсене илтĕр-и?» Ахăр-тнех, такама çав тăлăпсем канăç паман, çавăнпа-тăр Василий Батыжин тĕлĕшпе çăхав çырнă. Анат Тагилта çăмăл килмен, ашшĕ-амăшĕ пĕрмай ĕçре пулнă, Настя вĕсене шахтăра пулăшнă.
Кăштахран Анастасийăна тата пиччĕшне тăванĕсем Кудеихăна илсе кайнă. Кĕçех вăрçă пуçланнă. Настя пăрусем пăхнă, дояркăра ĕçленĕ, сурăх кĕтĕвне асăрханă, уй-хире те ĕлкĕрнĕ. Хăш чухне питĕ ывăннăран утма та вăйĕ юлман, фермăрах çĕр каçма юлнă. 1941 çулхи хĕлле ăна окоп чавма илсе кайнă. Çав çул хĕл нихăçанхинчен сивĕ килнĕ. Тарăн шăннă çĕре лумпа, пуртăпа такканă. Тăхăнмалли пулман, кашни кун окоп чавма утса çăпати пĕрмай çĕтĕлнĕ. Настьăн чунне пĕр шухăш çеç ăшăтнă: унăн кĕçĕннисене пăхмалла. Ун чухне вăл качча кайман.
Вăрçă пĕтнĕ. Яла каччăсем сахаллăн таврăннă, нумайăшĕ фронтра ĕмĕрлĕхех выртса юлнă. Вă-танчăк хĕр никампа та паллашман. 27-ри Настя качча кайма ватта юлнă тесе шухăшланă. 1949 çулта ялти Сергей Захаров арăмĕнчен тăлăха юлнă. Мăшăрĕ йĕкĕреш çуратнă чухне вилнĕ. Тин çуралнă пепкесене ача çуртне илсе кайнă. Килĕнче тепĕр 3 ача пулнă, чи асли — 11 çулта. Тăванĕсем Сергея Настьăна çураçма сĕннĕ. Хĕр хурланса макăрнă та качча тухма килĕшнĕ. Кĕçех Захаровсем йĕкĕреше кайса илнĕ. Анастасия Васильевна хĕр çуратнă. Мăшăрĕпе иккĕшĕ 6 ачана пăхса ÿстернĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ ирех тăрса колхоза васканă, шăпăрлансене хунямăшĕ пăхнă. Ачасем пурте Анастасия Васильевнăна «анне» тесе чĕннĕ. Вăл 2002 çулта çĕре кĕнĕ.
Ку — пĕр тĕслĕх кăна. Сурскийрубеж.рф сайтра вăрçă йывăрлăхне чăтса ирттернĕ, окоп чавнă çĕрте нушаланнă çынсем пирки нумай вуласа пĕлме пулать. Хальлĕхе унта 20 ытла çын пирки вырнаçтарнă. Паттăрсен йышĕ кулленех нумайланса пырать. Сирĕн тăванăр е пĕлĕшĕр Тăваш çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче окоп чавнă-и? Эсир ун пирки çырса Сурскийрубеж.рф сайта вырнаçтарма пултаратăр. <...>
Ирина АЛЕКСЕЕВА хатĕрленĕ.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...