Комментировать

19 Авг, 2014

Шупашкар - чăваш чĕри

Шупашкар - чăваш халăхĕн тăван çĕр-шывĕн тĕп хули. Эпир Аслă Раççее чунран юрататпăр. Чăваш Ене те çав туйăмпах, иксĕлми хăватпа саватпăр. Анне пĕртен-пĕрре пулнă пек, тăван çĕр-шыв та темиçе мар. Эпир тĕнчене чăваш пулса килнĕ, Шупашкар вара - чăваш чĕри. Кăçал унăн 545 çулне чысларăмăр. Тĕрĕссипе, вăл унран самай ватăрах пулни пирки иккĕленÿ çук. Тĕпчевçĕсем, историксем, археологсем палăртнă тăрăх - паянхи Шупашкар вырăнĕнче 13-14 ĕмĕрсенчех пăлхар-чăваш хулашĕ пулнă.

Хула кунне паллă тăвасси 1984 çулта пуçланнă. Хула депутачĕсен Канашĕ 1986 çулта уява пилĕк çулта пĕрре ирттерме йышăннă. Унашкал «графика» икĕ хут çеç пăхăннă. 1997 çултанпа Хула кунне çĕртме уйăхĕнчен çурла уйăхĕн виççĕмĕш вырсарни кунне куçарнă, çавăнтанпа ăна çулленех паллă тăватпăр.

Шупашкар хăйĕн çуралнă кунне çакăн пек сумлă, илемлĕ паллă тунине ас тумастăп. Хальхинче çанталăк та пулăшрĕ пулĕ. Иртен пуçласа сĕм çĕрлеччен - хула çийĕн фейерверк вун-вун тĕслĕ çутăпа ялкăшса сÿниччен - Хĕрлĕ тÿремре, тĕп урамсенче юрă-кĕвĕ, хаваслă сасă илтĕнсе тăчĕ. Кăнтăрла 13 сехетре «Стрижи» пилотаж ушкăнĕ хула çыннисемпе хăнасене ура çине тăратрĕ, Шупашкарăн тĕп лапамне йыхравларĕ, унта çитейменнисем кам ăçта - транспортра, кĕпер çинче, транспорт кĕрлеттерсе çÿрекен çул варринче... - тÿпенелле тинкерчĕç. Çапла çур сехет киленчĕç Аслă Раççейĕн мухтавĕпе.

Гагарин урамĕнчен пуçласа Ленин проспекчĕ тăршшĕпе - 2014 метр - «Пултарулăх бульварĕ» арт-проект хуçаланчĕ. Унта 500 ытла пултарулăх çынни хутшăнчĕ.

Чăваш сасси мĕнлерех янăрарĕ-ха? Хĕрлĕ тÿремри концертсенче Шупашкар çинчен çырнă илемлĕ юрăсем, чăваш композиторĕсен кĕвви-çемми Атăл тăрăх инçе-инçе сарăлчĕç. Каçхине Наци библиотеки умĕнче республикăри профессионал театрсемпе концерт учрежденийĕсем хула çыннисене хăйне евĕрлĕ парнепе - «Чаршав уçăлсан» мероприятипе - савăнтарчĕç. Унашкалли халĕччен те пулнă-ха, анчах ăна уçă вырăнта мар, пĕр-пĕр театрта йĕркелекенччĕ. Çĕнĕлĕхĕн лайăх енĕ - театра ятарласа çÿремен халăха искусствăпа кăсăклантарма май тупни. Çитменлĕхĕ, манăн шухăшăмпа, - спектакльти сыпăксене кăтартма меллĕ марри. Çавăнпа та Хула кунĕнче концерт майĕпе ытларах усă курнăн туйăнчĕ. Çакă та питĕ аван: профессионалсем - Чăваш патшалăх симфони капеллин, Чăваш патшалăх сăнав театрĕн, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕн, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн, Вырăс драма театрĕн, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн, Чăваш патшалăх филармонийĕн артисчĕсем - шăрантаракан юрăсене ытларах итлеччĕр хула çыннисемпе унăн хăнисем.

Тĕп хулари Çеçпĕл Мишши палăкĕ умне чăваш çыравçисем пуçтарăнчĕç. Кунти хăйне евĕрлĕ «Литература каçне» Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай ертсе пычĕ. Чăваш халăх поэчĕ Порфирий Афанасьев тата Раиса Сарпи, Лидия Филиппова, Виктор Овчаров, Любовь Федорова, Василий Кервен, ыттисем тăван хула, юрату, пурнăç çинчен çырнă сăввисене вуларĕç. Францирен чăваш чĕлхине вĕренме килнĕ Жан Батист Çеçпĕл Мишшин сăввине французла янраттарчĕ.

«Литература каçне» Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа уявăн официаллă хăнисем те «кĕрсе тухрĕç». Михаил Васильевич чăваш тĕррипе эрешленĕ кĕпепе пулни пире, чăвашсене, тата та хавхалантарчĕ. Вăл писательсемпе поэтсене Хула кунĕпе, Культура çулталăкĕпе саламларĕ, çитес çул «чун инженерĕсемшĕн» тата та яваплă пулнине - Константин Иванов çулталăкĕ - аса илтерчĕ. Чăвашла, вырăсла, французла янăранă сăвăсем хыççăн республика ертÿçи те чăтса тăраймарĕ - Çеçпĕл Мишшин «Хурçă шанчăк» сăввине вуларĕ.

Надежда СМИРНОВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.