«Хресчен сасси» 3 (2841) № 27.01.2021
ЧР Ял хуçалăх министерствинче «Çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатасси: патшалăх пулăшăвĕсем» темăпа тÿрĕ эфир иртрĕ. Унта ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Инна Волкова, строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Владимир Максимов, Раççей ял хуçалăх банкĕн регионти директорĕн заместителĕ Светлана Павлова, Перекет банкĕн Чăваш Енри пайĕн представителĕ Юлия Чапрак хутшăнчĕç.
«2020 çулта ял çыннисен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатассипе çĕнĕ мелсем хута кайрĕç. Çав шутра — «Ялти ипотека» программа. Унпа килĕшÿллĕн граждансене ялта çурт-йĕр туянма, çĕклеме çăмăллăх кредичĕпе тивĕçтереççĕ. Унăн çулталăкри процент ставки 3 процентпа танлашать. Чăваш Енре пурăнакансем асăннă программăпа анлă усă курма тытăнчĕç. 2020 çулта пурăнмалли условисене лайăхлатмашкăн 755 çемье 1,1 млрд тенкĕлĕх çăмăллăх кредичĕ илнĕ. Хăш-пĕр категорири граждансемшĕн процент ставки 3-рен 0,1% таран чакнă», — кĕскен паллаштарчĕ Инна Волкова.
Светлана Павлова палăртнă тăрăх, «Ялти ипотека» программăпа Раççей ял хуçалăх банкĕнчен çăмăллăх кредичĕ илекенсен çурри ытларахăшĕ 35 çула çитеймен çамрăк çемьесем. Çакă яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç шăпине, пурнăçне ялпа çыхăнтарнине çирĕплетет. Унччен граждансем документсене хут мелĕпе йĕркеленĕ, малашне вĕсене интернет урлă та тăратма май пулĕ. «Çăмăллăх кредичĕ парассине те хăвăртлатасшăн. Хальхи вăхăтра ялти ипотекăн çулталăкри процент ставки — 2,7%. Чăваш Ен иртнĕ çул кредитăн процент ставкине саплаштармашкăн бюджетран хушма субсиди уйăрма йышăнчĕ. Программăна кĕнисен 10 проценчĕ çĕнĕлĕхпе усă курнă ĕнтĕ. Вĕсемшĕн кредитăн çулталăкри процент ставки 0,1% юлнă», — палăртрĕ Светлана Георгиевна.
«Çурт-йĕр условийĕсене патшалăх пулăшăвĕпе лайăхлатмашкăн ĕçе мĕнрен тытăнмалла?» — кăсăкланчĕç тÿрĕ эфира хутшăннисем. Владимир Максимов вĕсене чи малтан вырăнти администрацие кайма, заявленипе пĕрле çуртăн харпăрлăх правин докуменчĕсене тăратма сĕнчĕ. Муниципалитет органĕн çурт-йĕр комиссийĕ вĕсем тăрăх хваттер черетне тăратма е тивĕçтермесен ыйтăва пăрахăçлама пултарать. Хĕсĕк çурт-йĕрте пурăнакансене те патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ. Сăмахран, Шупашкарта çемьери кашни çын пуçне пурăнмалли лаптăк 14,5 тăваткал метр пулмалла. Унран пĕчĕкрех пулсан хваттер черетне тăратаççĕ. Районсенче кăтарту 12-13 тăваткал метрпа танлашать.
Енчен комисси çемьене черете тăратма йышăнсан патшалăх пулăшăвĕпе усă курмашкăн пĕр-пĕр программăна кĕртме ыйтса çырмалла: «Çамрăк çемье» тата ыт.те. Чăн та, çурт-йĕре лайăхлатасси республикăра пурăнакансемшĕн çивĕч тăрать. Çавна май тÿрĕ эфира хутшăнакансем çак ыйтăва час-часах хускатрĕç. Акă Шăмăршă районĕнчи Анжелика Селиванова 2011 çултанпа хăтлă хваттер илме ĕмĕтленет, черет çитессе кĕтет. Халĕ пурăнаканни юхăнсах çитнĕ. Ашшĕ-амăшĕ инвалидсем пулнăран çемьен тупăшĕ те пĕчĕк. Шăмăршă районĕн администрацийĕ хуравланă тăрăх, Палтиел ял тăрăхĕн кăтартăвĕпе çемьене пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма черете 2011 çулхи сентябрьте тăратнă. Анчах вĕсем çурт-йĕр пурăнма юрăхсăррине тата çемье сахал тупăшлă пулнине çирĕплетекен документсене комиссие темшĕн ярса паман. Вĕсене çĕнетсен тата кирлĕ пек йĕркелесен çемьене программăна кĕртессине те татса парĕç.
Шăмăршă районĕнчи Кузнецовсене те, çичĕ ачаллă çемьене, хăтлă хваттер хăçан парасси кăсăклантарчĕ. Вĕсем те 2015 çултанпах ăна кĕтеççĕ-мĕн. Шăмăршă районĕн администрацийĕ çемье хваттер черетĕнче пĕрремĕш пулнине пĕлтерчĕ. Шел, пĕрремĕш пулни те ыйтăва çийĕнчех татса парасса пĕлтермест-мĕн. Строительство министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Владимир Максимов пĕлтернĕ тăрăх, республикăра нумай ачаллă 444 çемье черетре тăрать. Пĕлтĕр вара 2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен тăнă çемьесене пурăнмалли условисене лайăхлатмашкăн укçа уйăрнă. Нумай ачаллисен хăтлă хваттере вăтамран 7 çул кĕтмеллине палăртрĕ вăл.
Тÿрĕ эфира хутшăннисене «Ялти ипотека» программа та канăç памарĕ. «Хулара пурăнакансем унпа усă курма пултараççĕ-ши?» — ыйтрĕç вĕсем. «Паллах, программăпа регионти мĕн пур ял-хулара пурăнакансем, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Улатăр, Çĕмĕрле хулисемсĕр пуçне, çăмăллăх кредитне илме пултараççĕ», — хуравларĕ Светлана Павлова. Асăннă хуласенче пурăнакансен те ялта çурт-йĕр çавăрмашкăн «Ялти ипотека» программăпа усă курма май пур. Вĕсемшĕн çулталăкри процент ставки 3 процент пулĕ. Енчен те ялта ĕçе вырнаçсан вăл 0,1 процент таран чакать. <...>
Лариса НИКИТИНА.
66 çултан
Хальхи вăхăтра почта урлă çыру çÿретекен сахал. Çынсем ытларах онлайн-платформа урлă пĕр-пĕринпе çыхăнаççĕ.
Аслă Британири 75 çулти Крис Хармона конверт тыттарсан тĕлĕннĕ. Ак тамаша, ун патне Америкăра пурăнакан юлташĕ 1955 çулта открытка янă иккен. Анчах вăл çул çинче çухалса çÿренĕ, адресат патне 66 çултан тин çаврăнса çитнĕ. Ыр кăмăллăх лавккинче ăна волонтер асăрханă. Çине тăрсах хуçине шырама тытăннă. Чăн та, открыткăна ĕлĕкрех 9 çулти арçын ача патне çырнă. Çыру хуçи патне çитнĕ çĕре Крис Хармон çичĕ теçетке урлă каçма та ĕлкĕрнĕ. <...>
Чавса çывăх та…
Çĕрпÿ районĕн сучĕ вырăнта пурăнакан 32 çулти çамрăка преступлени тунăшăн айăплă тесе йышăннă. Ăна наркотик хатĕрне саккунсăр майпа туяннăшăн тата упранăшăн айăплаççĕ.
Суд палăртнă тăрăх, 2020 çулхи май уйăхĕнче вăл интернет урлă наркотиклă ÿсен-тăран вăррине туянмашкăн саккас тунă. Ăна каярахпа Çĕрпÿ районĕнчи Тĕнсĕр ялĕ çывăхĕнчи пушă выртакан лаптăка акнă. Унта темиçе хутчен те велосипедпа кайса килнĕ. Юлашкинчен «хаклă» курăка килне илсе таврăннă, типĕтнĕ. Полици ĕçченĕсем асăрхичченех упранă. Çапла вара арçынран наркотиклă ÿсен-тăрана 1 кг яхăн туртса илнĕ.
Вăл хăйĕн айăпне йышăннă. Анчах чавса çывăх та çыртма çук. Ăна условлă майпа 3 çуллăха ирĕкрен хăтарнă, тĕрĕслев вăхăчĕ — 2 çул. <...>
Валентина ПЕТРОВА хатĕрленĕ.
Ача-пăча – ватă çын тĕрекĕ
Кира Сергеева-Лаврентьева Еншик Чуллăра пурăнать. Сакăр теçетке çултан иртнĕскер хăйне кун-çул парнеленĕ ашшĕ-амăшне ырăпа аса илет. Ашшĕ Софрон Сергеевич чукун çул тытăмĕнче тăрăшнă. Амăшĕ Татьяна Васильевна ĕмĕрне ял хуçалăхĕнче ĕçлесе ирттернĕ, 96 çулччен пурăннă. Вĕсем çичĕ ача çуратса ÿстернĕ. Ывăлĕ Николай Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă. Кира Софроновнăсăр пуçне ытти пĕртăван халĕ çĕр çинче çук.
Кинемее аслă хĕрĕ Инна пăхать. Усал чир унăн организмне вăйсăрлатнă. Çавна май вăл хĕрĕсен пулăшăвĕсĕр пурăнаймасть. Ачисем амăшне черетпе пăхаççĕ. Вĕсем пурри хĕрарăмшăн, чăн та, телей.
«Çакăн пек хĕрпе, кĕрÿпе епле савăнмăн? — тет çаврака пит-куçлă, тăпăлкка кĕлеткеллĕ хĕрарăм. — Сывлăха укçалла туянаймăн çав. Хама йывăр туйнă чухне ачасем çумра пурришĕн хĕпĕртетĕп».
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи умĕн çуралнăскерĕн пурнăçĕ вăл вăхăтри ачасеннинчен нимĕнпе те уйрăлса тăман. Кира Еншик Чуллă шкулĕнче 7 класс вĕренсе пĕтернĕ. Пĕлĕве малалла тăсма вара укçа-тенкĕ тÿлеме тивнĕ.
Вăрманкасра çуралса ÿснĕ хĕр 1962 çулта Еншик Чуллăри Квальберт Лаврентьева качча тухнă. Мăшăрĕ те йышлă çемьере çитĕннĕ, сакăр пĕртăван пулнă. «Ку тăрăхра Лаврентьевсем ĕлĕкех ырăпа палăрнă. Хунямапа хуняçа хуçалăхра йышлă вĕлле хурчĕ тытнă. Паллах, выльăх-чĕрлĕх те картиш тулли пулнă. Ачисене пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă, — иртнĕ вăхăта аса илет Кира аппа. — Çемьеллĕ пулсан, кăштах вăй илсен тĕп килтен уйрăлса тухрăмăр, упăшкан аслашшĕпе аслăмăшĕ пурăннă вырăна. Вĕсем вăтам хресчен шутланнă, иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче кулак тесе мĕн пур пурлăхне туртса илнĕ. Эпир çара çĕре, нимĕн çук вырăна, килсе вырнаçрăмăр. Пус çумне пус хушса пурнăçа йĕркелерĕмĕр. Кирпĕч çурт çĕклеме вăй çитертĕмĕр, 1964 çулта унта куçрăмăр. Ку вăхăтра, укçа-тенкĕ çитсе пыман чухне, кил-çурт çавăрма пĕрре те çăмăл пулман».
Кинемей иртнĕ вăхăта куç умне кăларчĕ. Хăш-пĕр самантра куçĕ те шывланчĕ унăн. Мăшăрĕ Квальберт Лаврентьев хăйĕн ĕмĕрне «Прогресс» колхозра водительте ĕçлесе ирттернĕ. Хуçалăхра вăл пурнăçламан ĕç юлман пулĕ. Професси тĕлĕшпе чи лайăххисен шутĕнче пулнă яланах. Кира Софроновна та вырăнти хуçалăх ĕçĕнче тар тăкнă. Колхозниксемпе пĕрле уй-хирте утă-улăм пуçтарнă, выльăх кăшманĕ çитĕнтернĕ, çĕр улми кăларнă. Çавăн пекех 15 çул фельдшерпа акушер пунктĕнче тăрăшнă. Йышлă ача çуратса çитĕнтернĕ май 50 çултах тивĕçлĕ канăва тухнă вăл. Анчах пенсире те ĕçсĕр ларман. Мăшăрĕпе килĕштерсе пурăннă вĕсем. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх пулнă, çулсерен 60-шар хур усранă. Вăй питти чухне вĕлле хурчĕ те тытнă. «Нихăçан та аш-какайсăр яшка, шаркку çимен», — тет кинемей. Шел те, мăшăрĕ чире пула çĕре вăхăтсăр кĕнĕ.
Кира аппа мăшăрĕпе лартнă пÿртре ватлăх кунĕсене ирттерет паян. Унтанпа кун-çул самаях шунă пулин те, юсав ĕçĕсем час-часах тунăран, кирпĕч çурт сăнне пачах та çухатман. Çут çанталăк газĕ кĕртнĕ, апла пулин те кăмакана пăсман. Хăнавĕрле пухас пулсан унта кăпăшка çăкăр, тутлă хуплу-кукăль пĕçереççĕ. <...>
Татьяна БОРИСОВА, Красноармейски районĕ.
Аякри ял шăпи
Иртнĕ çул пирĕн ял клубне юсаса çĕнетрĕç. Çакăншăн республика ертÿçисене тав тăватпăр. Анчах унта çÿреме çамрăксем çукрах-ха, ялта ватăсем çеç тăрса юлтăмăр. Клуб çумĕнче фольклор ушкăнĕ пур. Вырăнти артистсем уявсенче концертсем кăтартса савăнтараççĕ.
Паянхи хăтлăх ял çамрăкĕсене тивĕçтерменнине пурте туятпăр. Вĕсем ытларах тулăх пурнăçа юратаççĕ, çăмăл машинăсем туянма тăрăшаççĕ. Пирĕнни пек инçетри тăрăхра вара кĕркунне-çуркунне çул çуккипе 3-4 уйăх яла кĕрсе тухма май çук, пылчăк. Эпир, ялйыш, тĕп урама вак чул сарас тĕлĕшпе 20 çул ытла калаçатпăр. Иртнĕ çул çеç кирлĕ документсене хатĕрлесе çитертĕмĕр, ял хуçалăх министерствине ярса патăмăр. Ку ыйтăва вĕсем татса парасса кĕтетпĕр. Çитес çулсенче тепĕр икĕ урама вак чул сармалла. Унсăр пуçне çырма урлă каçса çÿреме пĕве пуçне юсамалла, шыва тасатмалла.
Ялсенче ĕç çук тетпĕр. Çакă тепĕр чухне чăна килмест. Акă пирĕн тăрăхри «Новый путь» район шайĕпе анчах мар, республикăра та ăнăçлă ĕçлекен хуçалăх шутланать. Ĕç условийĕсем те япăх мар темелле. Асăннă хуçалăх та выльăх-чĕрлĕх патĕнче, машинăпа трактор паркĕнче вăй хума механизаторсем çитменнипе район хаçачĕ урлă пĕлтерÿ парса ĕç алли шырать. Ялти çамрăксем ирĕкелле тухса кайнăран çĕрпе ĕçлеме çын та юлмарĕ.
Республикăри аслă шкулсенче вĕрентекен профессине çамрăксем çулленех алла илеççĕ. Çапах ялсенче учительсем çитмеççĕ. Хамăр тăрăхра çуралса ÿснĕ 5-6 çамрăк юлашки çулсенче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухрĕ. Тем сăлтава пула халĕ вĕрентекенре ĕçлемеççĕ. Ман шутпа, вĕсене ял пурнăçĕ килĕшмест.
Почтальонта ĕçлеме те çамрăк çын çук. Сăлтавĕ — шалу пĕчĕк, ăна та вăхăтра тÿлемеççĕ, почта уйрăмне çитме 8-10 çухрăм утмалла, автобус çÿремест. Çапла вара ку ĕçре ирĕксĕрех клуб заведующийĕ тăрăшать.
Лавккара ĕçлеме çын пулманран сутуçă ют ялтан килсе çÿретчĕ. Черетлĕ ревизи хыççăн ĕçлеме пăрахасси пирки пĕлтерчĕ. Енчен те çын тупăнмасан лавккана хупас хăрушлăх та пур. <...>
Вениамин АРХИПОВ. Элĕк районĕ, Мартынкасси ялĕ.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...