Гуманитари пулăшăвĕн посылки - тÿлевсĕр
Чăваш Енре пурăнакансем Украинăран ирĕксĕр тухса кайма тивнипе Раççей Федерацийĕн территорийĕнче вăхăтлăх хÿтлĕх тупнă граждансем валли гуманитари пулăшăвĕн посылкине тÿлевсĕр яма пултараççĕ.
«Эпир вĕсене асăннă пулăшăвăн Белгород, Брянск, Воронеж, Курск тата Ростов облаçĕсенчи централизациленĕ пункчĕсене çитеретпĕр. Украинăран тарса килнисем вĕсенче ятарласа уçнă вырăнсенче вăхăтлăх пурăнаççĕ. Çынсене харпăр хăй гигиенин, çумалли тата дезинфекци хатĕрĕсем, вырăн таврашĕ, ал шăлли, тумтир, атă-пушмак кирлĕ», - пĕлтернĕ «Раççей почтин» Чăваш Енри филиалĕн директорĕ Владимир Тимофеев.
Кăмăл тăвакансем адресата сĕннĕ список тăрăх суйласа илме пултараççĕ. Посылкăна уçăлла йышăнаççĕ, унта мĕн пуррине операторсем тĕрĕсленĕ хыççăн тариф пуххине тÿлеттермесĕрех кăтартнă çĕре çитереççĕ. Вĕсене çак адрессемпе яма юрать:
Хĕрлĕ Хĕрес обществăн Белгородри регион уйрăмĕ: 308010, Белгород хули, Б.Хмельницкий урамĕ, 181-мĕш çурт*
«Брянск хулин Бежицки районĕнчи халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комплекслă центр» ПБУ: 241035, Брянск хули, Октябрь 50 çул бульвар, 4-мĕш çурт*
«Воронеж хулин Тĕп районĕн халăха социаллă хÿтлĕх паракан управленийĕ» хысна учрежденийĕ: 394009, Воронеж хули, Никитская урам, 8 а çурт*
«Курск облаçĕн авари тата çăлав служби» хысна учрежденийĕ: 305040, Курск хули, Октябрь 50 çул урам, 177-мĕш çурт*
«Ростов облаçĕн граждан оборонин тата чрезвычайлă лару-тăрăвăн вĕренÿпе методика центрĕ»: 344002, Дон çинчи Ростов хули, М.Горький урамĕ, 147-мĕш çурт.
Гуманитари пулăшăвĕ çитермелли организацисен списокне анлăлатма пултараççĕ.
Аса илтеретпĕр: Раççей почти Украинăран тарса килнисене утă уйăхĕн пуçламăшĕнчех çыхăну çăмăллăхĕсемпе сервиссем йĕркелеме тытăннă. Тĕслĕхрен, йывăрлăха лекнисене пулăшас тĕллевпе унăн мĕн пур уйрăмĕнче Раççей Хĕрлĕ Хĕрес обществин адресĕпе укçа куçарăвĕсене, миграци уведомленийĕсене тÿлевсĕр йышăнаççĕ, Интернетăн пуриншĕн те юрăхлă пункчĕсемпе усă куртараççĕ.
Украинăран ирĕксĕр куçса килнисене пулăшас тĕллевлĕ граждансем хăйсен ыр кăмăллăх пулăшăвне Раççей Хĕрлĕ Хĕресĕн Мускав Банкĕнче уçнă ятарлă централизациленĕ расчет счечĕ çине çак реквизитсемпе куçармалла: