«Хыпар» 7 (27740) № 26.01.2021
Керменĕсем пур, ĕçлекенĕсем çитмеççĕ
Иртнĕ çул вĕçĕнче Канаш районĕнчи Хучелте çĕнĕ культура çурчĕ уçăлчĕ. Кунта пурăнакансемшĕн кăна мар, Алешевăсемшĕн, Микушкасемшĕн, Хунавсемшĕн, Муллаварсемшĕн чăн-чăн уяв пулчĕ çакă. Савăнăçлă самантра ял çыннисемпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ
Олег Николаев та пулнăччĕ.
Шăпах çав кун унта «Ял культурине аталантарасси — патшалăх политикин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри» ятпа «çавра сĕтел» иртнĕччĕ. ЧР культура министрĕ Светлана Каликова отрасльте иртнĕ çул пурнăçланă ĕçсемпе паллаштарнă май çивĕч ыйтусене те хускатрĕ. Вĕсенчен пĕри — культура тытăмĕнче ĕçлекенсен шучĕ чакса пыни. Юлашки тăватă çулта йыш 23 процент пĕчĕкленнĕ. «2016 çултанпа çак кăтарту чакса пырать, хальхи вăхăтра ял-салари пултарулăх коллективĕсен ертÿçисем, клуб заведующийĕсем, библиотекарьсем, музей ĕçченĕсем çитмеççĕ. Çакă районсем хăйсен бюджечĕсенче культура специалисчĕсене тÿлеме кирлĕ чухлĕ нухрат хывса хăварайманнипе тачă çыхăннă», — терĕ ун чухне Светлана Анатольевна. Шухăша тăсса регион ертÿçи Олег Нико-лаев çакна пĕлтерчĕ: «Кунашкал лару-тăру ФАПсен ĕçĕ-хĕлĕпе те çыхăннă. Çурчĕсем пур, унта ĕçлеме специалисчĕсем çук».
Культура ĕçченĕсен профсоюзĕн республика комитечĕн председателĕ Светлана Демидова та пытармасть, Чăваш Енре культура ĕçченĕсен йышĕ чăнласах чакса пырать. «Сотрудниксен штатне чакарни библиотекарьсен, музыкантсен, артистсемпе культура ĕçченĕсен ĕç укçине ÿстерме май парать, — терĕ вăл. — Эпир, отрасльти профсоюз ĕçченĕсем, çакăн пек пулăмпа килĕшме пултараймастпăр. Шухăшласа пăхăр-ха: республикăра çулленех культура ĕçченĕсен шучĕ 500 çын таран пĕчĕкленсе пырать. Кунашкал оптимизаци Раççей Президенчĕн «çу уйăхĕнчи указĕпе» пачах килĕшсе тăмасть. Культура тытăмне, унăн пурлăхпа техника базине аталантарма патшалăх укçа уйăрать, ĕç укçи пирки вара апла тееймĕн. Статистика пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, культура ĕçченĕсен тупăшĕ ÿссе пырать пек, анчах ку пачах апла мар. РФ Культура министерствин экономикăпа финанс департаменчĕн сĕнĕвне шута хумасăр муниципалитетсем культура ĕçченĕсен йышне чакараççĕ. Тепĕр чухне çак юхăм, тĕрĕслев çуккипе усă курса, хăй еккипе пулса пырать. Тулли ставкăпа вăй хуманнисен шучĕ те пысăк. Муниципалитетсем хушу йĕркипе штатсене пĕчĕклетеççĕ, çавăн пекех ĕçченсене 0,5, 0,75, тата 0,25 ставкăсене куçараççĕ, тÿлевсĕр отпуска яраççĕ. Çапла туса культура ĕçченĕсен шалăвĕ 2012 çултанпа 9,5 пин тенкĕрен 24,1 пин тенкĕ таран ÿснĕ».
Кунашкал «илемлĕ цифрăсем» патне ав мĕнле майпа çитнĕ. Светлана Демидова çав вăхăтрах иртнĕ çул хăш-пĕр районта ĕç-пуç лайăхланнине те палăртрĕ. Сăмахран, Шăмăршă, Çĕрпÿ районĕсенче пĕлтĕр культура ĕçченĕсен ставкисене хăпартма май килнĕ.
Тĕлĕнмелле мар-и-ха: 2013 çулта республикăра культура ĕçченĕсен шучĕ 6,6 пин çын пулнă, 2015 çулхи пуш уйăхĕнче — 6 пине яхăн, 2018 çулхи пуш уйăхĕнче — 5 пин ытларах, иртнĕ çулхи пуш уйăхĕнче — 3393 çын. Оптимизаци акă мĕн патне илсе çитернĕ. Анчах çак йышпа палăртнă пĕтĕм ĕçе туса пыма пулать-ши? Районсенчи культура çурчĕсемпе клубсенче ĕçлекен çителĕклĕ-ши? Елчĕк районĕн централизациленĕ клуб тытăмĕн директорĕ Марина Демьянова пĕлтернĕ тăрăх, районти 49 учрежденирен, Элекçей Тимешре, Кивĕ Арланкассинче, Аслă Елчĕкре вырнаçнисенче ĕçлекенсем çук, асăннă ял-салари культура çурчĕсен алăкĕ çинче çăра çакăнса тăрать. Унсăр пуçне районти тĕп культура çуртĕнче те методист кирлĕ. «Ялсенчи клуб, культура çурчĕсен ертÿçисем, тĕпрен илсен, аслă ăрурисем, вĕсем пурте культура енĕпе пĕлÿ илмен. Çамрăксене яла тавăрас тесен, манăн шу-хăшпа, сывлăх сыхлавĕнче, вĕрентÿ тытăмĕнче усă куракан «Земство тухтăрĕ», «Земство вĕрентекенĕ» пекех «Земство культура ĕçченĕ» программăна пуçармалла. Çамрăк специалиста пурăнма условисем, тивĕçлĕ шалу туса парсан ĕç-пуç йĕркеленес шанăç пур, — терĕ Марина Владимировна. — Тутарстанри пирĕнпе кÿршĕллĕ Пăва районĕнче ялти культура учрежденийĕсене ĕçлеме килекен çамрăк специалистсене вăй илмелĕх нухрат парса хавхалантараççĕ». Унăн шухăшĕпе килĕшмеллех. Хулара культура институтĕнче библиотекаре вĕреннĕ, культурăри массăллă ĕçсен режиссерĕн дипломне илнĕ çамрăк специалист ялти клубра 0,5, 0,75 ставкăпа ĕçлеме килĕшменнине ăнланмалла.
Муркаш районĕн централизациленĕ клуб тытăмĕн директорĕ Игорь Смирнов та Елчĕк районĕнчи ĕçтешĕн шухăшĕпе килĕшрĕ. Вĕсен те специалистсем çитмеççĕ. Муркаш тăрăхĕнче хальхи вăхăтра 43 культура çуртĕнчен иккĕшĕнче заведующи çук, районти культура çуртĕнче методист кирлĕ. Юлашки çулсенче ялти клубсене çамрăк специалистсем ĕçлеме пыман, халь пуррисенчен пысăк пайĕ — аслă ăрурисем. Вĕсем тивĕçлĕ канăва кайсан аслисен вырăнĕсене çамрăксем килĕç-ши?
Элĕк районĕн тĕп культура çурчĕн директорĕ Иван Никифоров пĕлтернĕ тăрăх та, вырăнти культура çурчĕсенче 2-3 çын валли ĕç вырăнĕ пур. Пĕр ялти клуб хупă тăрать. «Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче пĕлÿ илекен çамрăк чылай пулчĕ, анчах диплом илсен пĕри те тăван ялне таврăнмарĕ. Çапах çамрăк специалистсем пачах çук темĕттĕм. Районти культура çуртĕнче, темиçе клубра пур вĕсем. Пирĕн специалистсем, тĕпрен илсен, тулли ставкăпа ĕçлеççĕ», — терĕ Иван Петрович.
Хучелте иртнĕ «çавра сĕтел» патне таврăнар. Унта сăмах илекенсем республика культурине аталантарас тĕлĕшпе тăвакан ĕçсем пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕç. «Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăç пахалăхне ÿстересси» указа пурнăçа кĕртсе культура тытăмне аталантарма иртнĕ çул 555 миллион тенкĕ уйăрнă. Çак нухратпа муниципалитет архивĕсен, вулавăшсен, культурăпа кану, отрасльти хушма пĕлÿ паракан учрежденисен пурлăхпа техника базисене çирĕплетме усă курнă. «Культура» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пĕлтĕр республикăри культура çурчĕсенчен пĕрне тĕпрен юсанă, 3 çĕнĕ клуб тунă. Унсăр пуçне ял-салари 19 клуба юсанă, 17-шне «Вырăнти культура çурчĕ» программăпа килĕшÿллĕн çĕнетнĕ. Çавăн пекех «Культура» наци проектне пурнăçа кĕртсе тăватă библиотекăна тĕпрен çĕнетнĕ, тĕслĕх шайне çĕкленĕ.
«Çавра сĕтелте» Олег Николаев: «Çурчĕсем чаплă, пурлăхĕ çителĕклĕ, ĕçлекенĕсем кăна çитмеççĕ», — тени шухăша ячĕ. Олег Алексеевичшăн çивĕч çак ыйту кĕтменлĕх пулмарĕ темелле. Культурăра кăна мар, ытти отрасльте те лару-тăру çавнашкалрах. <...>
Надежда СМИРНОВА.
Никольскин палăкĕ пулмалла
«Хыпарçăсен» çак шухăшĕпе Дума депутачĕ те килĕшрĕ
Чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕ «Хыпар» тухма пуçланăранпа кăрлачăн 21-мĕшĕнче 115 çул çитрĕ. Çак кунччен маларах та, хыççăн та çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен ĕçтешсенчен, хаçат тусĕсенчен çĕр-çĕр салам вĕçсе çитрĕ. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов вара «хыпарçăсене» чăвашлăх историйĕнчи паллă пулăмпа куçа-куçăн тĕл пулсах саламларĕ.
Тĕлпулу салам сăмахĕсемпе кăна вĕçленмерĕ, самай ăшă калаçăва куçса кайрĕ. Дума депутачĕ «хыпарçăсен» ыйтăвĕсене хуравланă май хăйĕн пурнăçĕпе çыхăннă самантсене те аса илчĕ. «Хыпара» чăваш халăхĕ юратать, хисеплет, вулать. Унсăрăн епле-ха? Хаçат ял çынни, пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ пирки çырать-çке, — терĕ Леонид Ильич пичет кăларăмĕн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртса. — Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев чăваш чĕлхине аталантармалли çинчен час-часах калать. Яваплă çак ĕçе «Хыпар» çÿллĕ шайра туса пырать. Малашне те сире ăнăçлă ĕçлесе пыма ыр сунатăп».
Анчах, шел те, яланах капла пулман. Леонид Черкесов «чăваш чĕлхи Канашран иртсен кирлĕ пул-масть» тесе ĕнентернĕ çулсене те аса илчĕ: «Самана урăхларах пулнă ĕнтĕ ун чухне. Анне те «чăваш чĕлхи мĕн тума кирлĕ сана» тетчĕ. Вăл хăй вĕреннĕ çын пулнă, шкулта ют чĕлхесене вĕрентнĕ». Сăмах май, Леонид Ильичăн амăшĕ вунă çула яхăн Çĕмĕрле районĕнче аслă пĕлÿ илнĕ пĕр вĕрентекен шутланнă. Вăрçă хыççăнхи йывăр çулсем: пурте вĕренеймен. «Пирĕн яла аслă çултан вăрман витĕр каймалла. Пĕррехинче анне хуларан çĕрлене юлса таврăннă, ăна кашкăрсем тапăннă. «Çумра яланах шăрпăк чиксе çÿренĕ, — аса илсе каласа кăтартнăччĕ вăл. — Йĕри-тавра сĕм тĕттĕм. Кашкăрсен куçĕсем çумрах йăлтăртатаççĕ. Тетрадь листисене тăпăлтарса илтĕм те çунтарма пуçларăм. Хам малаллах утатăп. Куçран куççуль шăпăртатать. Хăранипе мар, лекци тетрачĕсене çунтарнăшăн хурланса макăратăп». Телее, ял енчен кÿлнĕ лашапа çынсем килнĕ. Вĕсем аннене киле çитерсе хăварнă вара», — аса илчĕ Леонид Ильич. Тĕрĕссипе, унăн амăшĕн пурнăçĕ çăмăл килмен. Вăрçă пуçланнă чухне вăл 11 çулти хĕрача пулнă. «Кукамая Сăр хĕррине окоп чавма янă. Виçĕ уйăх ытла ĕçленĕ вăл унта. Çак хушăра киле виççĕ-тăваттăран ытла килмен. Анне пĕчченех пурăннă. Ун чухне выльăх та йышлă усранă: икĕ ĕне, сурăхĕ темиçе, сыснасем… Хуçалăха 11 çулти хĕрача пĕчченех тытса тăнă. «Çĕрле çывраймастăмччĕ. Пĕччен питĕ хăраттăмччĕ. Шкулта вара куç хупăнсах ларатчĕ, тепĕр чухне тĕлĕрсе те каяттăмччĕ», — çапла каласа кăтартатчĕ вăл», — калаçнă майăн аса илÿ çăмхи сÿтĕлет те сÿтĕлет…
Унтан Леонид Ильич сăмаха каллех чăваш чĕлхи патне илсе пычĕ: «Мана чăваш чĕлхи пурнăçра кирлĕ пулмарĕ тесе пĕрре те калас килмест. 2005 çулта депутата суйланнă чухне Шупашкарти Кăнтăр поселокĕнче пурăнакансемпе тĕлпулу йĕркелерĕм. Калаçăва тăван чĕлхепе пуçларăм. Виçĕ-тăватă сăмах каласанах пĕр хĕрарăм: «У, хамăр çын ку!» — терĕ». Чăваш пулниех, тен, ăна çак суйлавра 88 процент сасă пухма май панă? Черкесов хăй те кун пирки иккĕленмест.
Чăвашла калаçни Леонид Ильича кайран та пĕрре те чăрмантарман. Университет пĕтернĕ, хирург пулса тăнă, унтан больницăн тĕп тухтăрĕ... Кайран политика çулĕ çине тухнă. Депутат, хула пуçлăхĕ... Раççей Патшалăх Думине çитнĕ. Мускавра чăвашла калаçнине илтсен те питĕ савăнать вăл. «Пĕррехинче юлташпа Кремль стени çумĕпе иртсе пыратпăр. «Эй, мăлатук пар-ха!» — кăшкăрать таçтан çÿлтен пĕри. Шартах сикрĕм, тăпах чарăнса тăтăм. Хама каланăнах туйăнчĕ. Унталла-кунталла пăхса илтĕм. Кремль стенине юсакансем чăвашсем иккен. Вĕсем патне пырса çав мăлатука хамăн тыттарас килчĕ», — аса илчĕ вăл интереслĕ çак саманта.
Леонид Черкесов çĕршывăн тĕп хулинче тĕпленнĕ чăвашсене пĕрлештерес, туслаштарас, паллашта-рас тĕлĕшпе те тĕрлĕ ĕç пурнăçлать. Ăна Мускаври чăвашсен пĕрлĕхне ертсе пыма шаннă. «Эпир ача чухне чăваш чĕлхине хисеплеменни пысăк йăнăш тесе шутлатăп. Ачасене пĕчĕкрен тăван чĕлхе-пе калаçтармалла, ăна юратма, хисеплеме хăнăхтармалла. Мускавра пурăнакан ентешĕмĕрсен ывăл-хĕрĕ чăвашла вĕренни мана питĕ савăнтарать. Вĕсем уроксене çÿреççĕ, вĕрентекен пулăшнипе тăван сăмах илемне курма-туйма хăнăхаççĕ», — каласа кăтартрĕ Леонид Ильич. Çавăн пекех вăл Мускавра йĕркелекен чăваш халăх уявĕсем пысăк пĕлтерĕшлине палăртрĕ. Ентешсем унта пĕр-пĕринпе тĕл пулаççĕ, калаçаççĕ, савăнаççĕ. Çапла майпа тăван тăрăхра пулса курнăнах туйăнать имĕш.
...Леонид Ильич паян патшалăх шайĕнчи пысăк тивĕçсене пурнăçлать. Анчах та... уншăн чи телейлĕ вăхăт — хирургра ĕçленĕ çулсем, çынсене пулăшнă самантсем. «Тухтăр ĕçне питĕ юрататăп. Халь тесен халь хирург сĕтелĕ умне тăма хатĕр, — терĕ вăл çирĕппĕн. — Пурнăç çапла çаврăнса каясси пирки пĕрре те шухăшламан. Депутат пуласси пирки те, хула пуçлăхне ларасси çинчен те нихăçан та ĕмĕтленмен». Тухтăр пулма вара... ачаран хатĕрленнĕ. Хăйĕнчен вунă çул аслăрах пиччĕшĕн /вăл та пурнăçне çынсене сиплессипе çыхăнтарнă/ тĕслĕхĕпе хавхаланнăскер медицина факультетне вĕренме кĕнĕ. Ăна хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ, хирург пулса тăнă. Çамрăк специалиста университетрах ĕçлеме хăварасшăн пулнă. Анчах та Леонид Ильич килĕшмен: унăн çынсене сиплес килнĕ. Чунне парса ĕçленĕ вăл. «Çав вăхăтрах тата наука ĕçне кÿлĕнтĕм. Йывăрччĕ, анчах интереслĕччĕ», — терĕ вăл.
1999 çулта Леонид Черкесов «Чăваш Енри чи лайăх хирург» ята тивĕçнĕ. Çав çул вăл питĕ кăткăс операци туса икĕ министр пурнăçне çăлса хăварнă. Кунашкал тĕслĕхсем каярахпа та пулнă. «Пĕррехинче юлташ сахăр диабечĕпе чирлĕ амăшне Мордовирен илсе килчĕ. Ура пÿрнисем хуралма пуçланă. Кун пек чухне чир шала каясран урана татаççĕ. «Таттармастăп, — тет хĕрарăм. — Манăн урам тăрăх Шупашкар калушĕпе утса çÿрес килет. Ăна ывăл туянса пама шантарчĕ». Мĕн тумалла? Чи паха эмелсемпе сиплетпĕр — усси çук. Юлашкинчен икĕ пÿрнине кăна татма шут тытрăм. Ĕçтешсем мана вăрçаççĕ: «Кăлпасси касатăн-им? Паян пÿрне... Ыран ура лаппи... Çапла-и?» Касрăмăр. Сиплерĕмĕр. Чир шалалла кĕмерĕ. Кайран ывăлĕ амăшĕ пирки машинăран тухса хăех утса кайрĕ тесе каласа кăтартнăччĕ. Çакăн хыççăн чылай çул пурăннă вăл». Унăн çак операцийĕ каярахпа Мордва Республикинчи ĕçтешĕсене те тĕлĕнтернĕ. Вĕсем ку методикăна йĕркелесе кăна çитернĕ, ăна хÿтĕлеме хатĕрленнĕ. «Эпĕ кунашкал операцие 5-6 çул каяллах тунăччĕ», — çапла каласа тĕлĕнтернĕ вĕсене Леонид Ильич.
Чылай çул Леонид Черкесов сиплев учрежденийĕсен тĕп тухтăрĕнче ĕçленĕ. Пысăк должноç: хăвшăн кăна мар, сана пăхăнакан вун-вун çыншăн та яваплă пулмалла. «Чи малтанах эпĕ ĕç çыннине хисеплемеллине ăнланнă, — терĕ Леонид Ильич пурнăçĕнчи çак сыпăка аса илнĕ май. — Ăста специалист нумай мар. Вĕсене çухатасси вара часах. Ĕçтешĕсемпе, пуçлăхпа урлă пулса мĕн чухлĕ çын ĕçрен тухса каймасть-ши? Манăн пурнăçра та ун пекки пĕрре мар пулнă. Хĕрсе кайнă вăхăтра ĕçрен кăларма ыйтса çырнă зявленисене темиçе те çурса тăкнă. Е тата тепĕр кун хайхискер йăнăшне ăнланса илет те хăех ман пата килет: «Заявление кадрсен пайне патăр-и?» «Çук-ха, — тетĕп. — Йĕркеленчĕ-и?» «Çапла», — тет. «Акă, тыт. Ман умрах çурса тăк». Ĕç вырăнĕсене ком-пьютерсем лартма пуçласан мĕн куртăмăр-ха тата? Çĕнĕ техникăран хăраса аслă ÿсĕмри мĕн чухлĕ çын ĕçрен кайрĕ. Пĕррехинче ман пата тĕп медсестра, 70 çултан иртнĕскер, пычĕ: «Леонид Ильич, мана ĕçрен яратăр пуль ĕнтĕ?» — тет. «Чирлетĕр-им? Е шалу тивĕçтермест-и?» — ыйтатăп. «Ĕçлес килет. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ. Компьютерпа ĕçлеме пĕлместĕп-çке», — салхуллăн хуравларĕ вăл. Çак сăлтавпа никама та ĕçрен хăтарман. Акă мĕн шухăшласа кăлартăмăр. Аслă ÿсĕмри специалистсем çумне çамрăксене çирĕплетрĕмĕр. Вĕсем сире компьютерпа ĕçлеме пулăшаççĕ. Эсир вара çамрăксене професси вăрттăнлăхĕсене алла илме пулăшатăр. Çапла йĕркепе ĕçлеме килĕшсе татăлтăмăр. Халĕ акă ковид йывăрлăхсем кăларса тăратрĕ. Нумай ăста специалист çак сăлтавпа ĕç çухатрĕ. Анчах та коронавирус вăхăтлăх. Ковид хыççăн ветерансем те çăмăллăнах ĕç патне таврăнма пултараççĕ. Хисеплемелле вĕсене».
Шупашкар хула пуçлăхĕнче ĕçленĕ çулсене те аса илтĕмĕр. Икĕ хутчен суйланнă вăл çак должноçа. Тĕп хулашăн, тăван халăх историйĕшĕн икĕ çак тапхăрта сахал мар ырă ĕç тунă. Сăмахран, Черке-сов пуçарнипе, тăрăшнипе Шупашкарта чăваш халăхĕн мухтавлă ывăл-хĕрне халалланă темиçе палăк çĕкленнĕ. «Таçта аякра мар, хăйсем çуралса ÿснĕ тăрăхра хисеп тумалла вĕсене», — терĕ Леонид Черкесов ку енĕпе çакă унăн çирĕп принципĕ пулнине палăртса. Калаçнă майăн «хыпарçăсен» те шухăш çуралчĕ. Чăвашсен пĕрремĕш профессорĕн, «Хыпар» хаçат никĕслевçин Николай Никольскин палăкĕ те Шупашкарта пулмаллах! Ку сĕнÿ Леонид Ильича та килĕшрĕ, пуçарăва пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе пулăшма та шантарчĕ. Тепĕр сĕнĕве вара вăл хăй палăртрĕ, хаçат ĕçченĕсене хавхалантарса ячĕ: «Мускавра мухтава тивĕçлĕ чăваш сахал мар пурăнать. Тĕслĕхрен, Толя Гущин, Станислав Садальский... Чăвашран тухнă çыр çыннисем те, пултарулăхра, ÿнер тĕнчинче, ытти сферăра чапа тухнисем те йышлă. Вĕсемпе тĕл пулма пулăшнă пулăттăм. Мĕнле пурăнаççĕ? Мĕн ĕçлеççĕ? Каласа кăтартчăр. Манăн шухăшпа, питĕ хитре статьясем пулмалла». <...>
Валентина БАГАДЕРОВА
Александр ДИМИТРИЕВ: Мунчара 100 тĕрлĕ курăкран хатĕрленĕ шывпа çăвăнатăп
«Çут çанталăка упракан Тăван çĕршыва сыхлать», — тенĕ Михаил Пришвин çыравçă. Çут çанталăкра кирлĕ марри нимĕн те çук, унта тусанĕ те пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа кашни пĕрче куç пек упрамалла. Çак сăмахсем чăн пулнине ЧР тава тивĕçлĕ экологĕ Александр Димитриев питĕ аван пĕлет. Паян вăл — пирĕн редакци хăни.
ПИРĔН СПРАВКА
Александр Димитриев — СССР граждан оборонин тата çут çанталăка сыхлас ĕçĕн отличникĕ, био-логи наукисен кандидачĕ, И.Спрыгин ячĕллĕ преми лауреачĕ. Вăл 1957 çулта Вăрмар районĕнчи Пăвакассинче çуралнă. Хусан патшалăх университечĕн биологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Чă-ваш гидрохимлабораторийĕнче, ЧАССР çут çанталăка сыхлас енĕпе ĕçлекен патшалăх комитетĕнче, ЧР Экологи министерствинче ĕçленĕ, 1997-2015 çулсенче — патшалăхăн «Сăрçи» çут çанталăк за-поведникĕн директорĕн заместителĕ, 2015-2020 çулсенче Шупашкарти ботаника сачĕн директорĕ пулнă. Хальхи вăхăтра — И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе географи факультечĕн доценчĕ. «Чăваш Енри экологи хыпарçи» журналăн тĕп редакторĕ пулнă. РФ патшалăх экологи комитечĕн, РФ тата ЧР Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствисен, Куславкка районĕн администрацийĕн Хисеп хутне тата ытти наградăна тивĕçнĕ. Александр Вениаминович — 2000 ытла наука ĕçĕн, 15 монографи авторĕ.
— Александр Вениаминович, эсир пурнăçăрта çут çанталăка тĕпчес ĕçе парăннă, ăна упрас енĕпе чылай ĕç тунă. Чи пысăк çитĕнÿ тесе хăш ĕçĕр пирки калама пултаратăр?
— Кашни ĕç пархатарлă. Пĕр ĕç те усăсăр мар. Чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри — Чăваш Республикин Хĕрлĕ кĕнекине кăларни. Чĕр чунсемпе çыхăннă пайне /вăл 2010 çулта тухрĕ/ ученăйсен пысăк ушкăнĕпе пĕрле пухса хатĕрлерĕмĕр. Кĕнекене пирĕн республикăра сайра тĕл пулакан тата çухалма пуçланă 290 чĕр чуна кĕртнĕ. Хĕрлĕ кĕнекен пĕрремĕш пайĕ /унта сайра тĕл пулакан ÿсен- тăранпа кăмпасене кĕртнĕ/ 2001 тата 2020 çулсенче кун çути курчĕ. Виççĕмĕш пайĕ тăпра ыйтăвĕпе пулĕ. Тепĕр пысăк ĕç — çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан территорисем çинчен калакан саккуна çирĕплетни. Виççĕмĕш çитĕнÿ — «Сăрçи» заповеднике туса хуни. Çавăн пекех «Чăваш вăрманĕ» наци паркне йĕркелеме хутшăнтăм. Наука ĕçĕсен пуххисене пуçтарса чылай кĕнеке кăлартăмăр. Тата «Атăлçири мармотологи хыпарçи», «Куславкка районĕн экологи хыпарçи» тухрĕç. Тĕрлĕ ыйтупа наукăпа практика конференцийĕсем йĕркелесе ирттертĕмĕр.
— Хальхи вăхăтра мĕн тăватăр?
— Ботаника сачĕн наука ĕçĕсене пухатăп. Ăслăлăх журналĕсем валли тĕрлĕ ыйтупа 80 статья çырма пуçланă. Юлашки çулсенче вăрман сачĕсем, йăх-ăру хуçалăхĕсем /вĕсенче сад-пахча, йывăç, чĕр чун, вĕлле хурчĕ, пулă ĕрчетеççĕ/ пирки монографисем кăлартăмăр. Çывăх вăхăтра уйрăмах сыхлакан территорисем çинчен кĕнеке тухĕ. Криокарпологи /йывăçсем çинче хĕлле çакăнса тăракан çырласем çинчен/ ыйтăвĕпе монографи хатĕрлетпĕр. Хальхи вăхăтра палана, пилеше тата ытти çимĕçе çынсем питех пуçтармаççĕ, вĕсене кайăк-кĕшĕк кăна çиет.
— Эсир сăвăрсен пурнăçне тĕпчесе кандидат диссертацийĕ хÿтĕленĕ, нумай наука ĕçĕ çырнă. Вĕсем сире мĕнпе кăсăклантарчĕç?
— Ку ыйтупа Чăваш Енре конференци те нумай ирттернĕ. Хамăр республикăра пурăнаканнисене кăна мар, Атăл тăрăхĕнчисене те тĕпченĕ. Халĕ те ку темăна куçран вĕçертместĕп. Сăвăр — ырă чĕр чун, çынна сиен кÿмест. Чи усăлли — çăвĕ. Унпа сиплевре усă кураççĕ. Нумай çывăракан чĕр чунсен çăвĕ шĕвĕ, хытмасть. Францири илем салонĕсенче унпа анлă усă кураççĕ. Сăвăрăн пĕр çитменлĕхĕ — ун çинче пурăнакан сăвăс чир сарма пултарать. Кунашкал тĕслĕхсем тĕрлĕ çĕршывра пулнă.
— Чăваш çĕрĕ çинче çухалнă чĕр чун нумай-и? Вĕсем мĕнле сăлтава пула пĕтнĕ?
— Чылаях мар, çапах пур. Акă хура йĕкехÿре вырăнне сăрă йĕкехÿре ĕрчесе кайнă. Вăрман лем-мингĕ вăрмансене каснине пула пĕтнĕ. Çурçĕр пăланĕ, росомаха, кăш /соболь/, хир кăркки, шурă чăх сунарçăсем тытнипе çухалнă. Шурă куçлă чăмкăç хăй тĕллĕнех пĕтнĕ. Кăтра пеликан пирĕн вырăнта нумай пурăнман. Хырăмламас çарланĕ /пузанок каспийский/ шывсене пĕвеленипе пирĕн тăрăхалла килеймест.
— Ĕлĕк кашкăрсем ял çывăхнех килнĕ, мулкачсем сад-пахчари улмуççисене те сиен кÿретчĕç. Халĕ вĕсене никамах та кураймĕ. Мĕншĕн?
— Чăваш Енре кашкăрсен шучĕ нумаях мар, вĕсене тĕрĕслесех тăраççĕ. Кашкăр йышĕ пысăк пулсан хир сысни, пăши, хир качаки ĕрчеймест. Мулкачсем, чăн та, ĕлĕк чылайччĕ. Ун чухне пĕр сунарçă çуллен 25-30 мулкач тытнă. Тирне патшалăха панă. СССР саланнă хыççăн вĕсен шучĕ питĕ вăйлă чакрĕ. Çав тапхăртанпа кĕске хÿресен йышĕ ÿсеймест. Браконьерсем те нумай тытаççĕ. Мулкач çулталăкра тăватă хут çăвăрлать. Халь вĕсене аталанма май пур. Уйра сухаламан çĕр чылаййипе курăк вăйлă ÿсет, çырма-çатрара та выльăх-чĕрлĕх, çынсем питех çÿремеççĕ. Анчах вĕсене сунарçăсем тытса тăнипе йышланаймаççĕ.
— Хир сыснисем, пăшисем мĕншĕн хула-ял çывăхнелле килеççĕ?
— Пăшисем вăрмантан сайра хутра кăна тухаççĕ. Вĕсен хĕл каçмалли вырăн пур. Унччен пăши питĕ нумайччĕ. Çамрăк йывăçсене сиенлететчĕç, çавăнпа, вĕсене тĕпченĕ хыççăн, шутне чакартăмăр. Пăшисем хĕл каçма Киров облаçĕнчен Атăл урлă каçса Чăваш Ене килеççĕ, вăрманта пурăнаççĕ. Çуркунне пăрулаççĕ. Хир сыснисем хула çывăхне килнĕ тĕслĕх сайраччĕ. Вĕсем çын çÿремен вы-рăнсене иленме тытăнчĕç. Хир качаки йышланчĕ, çул çине тухаççĕ. Вĕсене пулах аварисем пулса иртеççĕ.
— Тискер чĕр чунсене килте усранине ырлатăр-и? Унашкал тĕслĕхсем пур-и пирĕн республикăра?
— Вĕсене ирĕк памасăр килте усрама юрамасть. Çапах кунашкал тĕслĕхсем пур. Калăпăр, Ком-сомольскинче упа усракан пурччĕ, анчах чĕр чун вилчĕ. Упана эпир Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ, вăл пирĕн тăрăхра сайра тĕл пулать. Сунарçăсем тĕрлĕ чĕр чуна тытаççĕ.
— Заповедниксен тĕллевĕ — тавралăха упрасси, çут çанталăка тĕпчесси…
— Çапла. Тата унта ĕçлекенсем мониторинг ирттереççĕ, ÿсен-тăранпа чĕр чунсене шута илеççĕ. Территорие сыхлаççĕ, унта çынсене кĕртме, хуçалăх ĕçĕсене пурнăçлама юрамасть. Самолетсемпе вертолетсен заповедник тăрринче 2,5 километр аяларах анма юрамасть. Заповедникре ытти вырăнтан илсе килнĕ йывăçсене те лартма, чĕр чун ĕрчетме юрамасть. Унчченрех кунашкал тĕслĕхсем пулнă, анчах çакă япăх витĕм кÿрет. Калăпăр, хăш-пĕр йывăç çум курăк пек анлă сарăлать. Ондатр ĕрчетме пуçланăччĕ, анчах вăл ÿсен-тăрана пĕтерет, пĕвесене татса ярать, тĕрлĕ чир-чĕр сарать, йăпарсене тĕп тума пултарать. Сăнавсене ботаника сачĕсемпе дендрапарксенче ирттереççĕ, чĕр чунсене ятарлă хуçалăхсенче çитĕнтереççĕ.
— Эсир сайра тĕл пулакан кăмпасемпе ÿсен-тăрана та тĕпченĕ…
— Хĕрлĕ кĕнекене хатĕрленĕ чухне нумай ĕçлерĕм. Пирĕн республикăра кăмпана тĕпчекенсем пур. Федор Федоров кăмпасене тишкернĕ, ку ыйтупа нумай кĕнеке кăларчĕ. Мускавран та килсе тĕпченĕ пирĕн тăрăхри кăмпасене. Дзекунов Шупашкар таврашĕнче шлепкеллĕ 850 ытла кăмпа тупнă. Вăл ятарлă каталог тунăччĕ, кĕнеке кăларнăччĕ. Ку ыйтупа татах ĕçлетпĕр. Ют тăрăхран килекен ÿсен-тăрана нумай тĕпченĕ. Чукун çула пула анлă сарăлакан 150 яхăн ÿсен-тăран тупнăччĕ. Америкăран илсе килнисем те пур. Вĕсен йышĕнче çум курăк чылай, çавăн пекех аллерги параканни йышлă. Хĕлле заповедникре хĕвел çаврăнăшăн алланчăкне кайăксене çитерсе пăхнăччĕ, çулла çав вырăнта амбрози шăтса тухнăччĕ. Вĕсем вăйлă ĕрчесе каяççĕ, çавăнпа вăхăтра пĕтермелле.
— Ялсенче пултăран ÿссе вăй илчĕ. Унпа епле кĕрешмелле?
— Пултăран çăлса пăрахнипе пĕтмест, унăн вăрри те чылай çул выртма пултарать. Тымарне тĕп тумасăр пĕтмест вăл. Пултăрана Хрущев вăхăтĕнче силос валли акма тытăннă, сĕт пахалăхĕ япăх-ланнипе ÿстерме пăрахрĕç. Анчах вăл республикипе анлă сарăлчĕ, уйрăмах юхан шыв хĕрринче ĕрчет. Ункă, Вылă шывĕсен хĕрринче питĕ нумай. Унашкал ÿсен-тăран тата пур. Калăпăр, хир урпи анлă сарăлма пуçларĕ. Вăл типсе ларсан питĕ хăвăрт çунать.
— Хальхи вăхăтра пусă çаврăнăшне кĕртмен çĕр те чылай. Унта тĕрлĕ йывăç-курăк ÿсет. Çакă çут çанталăка епле витĕм кÿрет?
— Çут çанталăкшăн лайăх пулăм. Сухаласа акакан çĕрсене тĕрлĕ им-çампа тутлăлантараççĕ, пусă çаврăнăшне кĕртменнисем вара таса. Çавăнпа унта хăйсем тĕллĕн йывăçсем /уйрăмах — хурăн, хыр/ ÿсеççĕ, вĕсен тавра вара кăмпа, çырла çитĕнме тытăнать. Çав вырăнсене ăсан, хир качаки, хир сыснисем иленеççĕ. Çырма хĕрринче эрози аталанатчĕ, çынсем, выльăх-чĕрлĕх çÿретчĕç, сăрт çамкисем типетчĕç. Халĕ йывăç-курăк ешерсе ÿсет, чĕр чунсене пурăнма услови пур. Шыв-шур та вăйлăрах юхать.
— Ял-хула урамĕсенче йывăçсен шучĕ чакнине сăнатăп...
— Хулара, чăн та, йывăç сахалланчĕ. Лартнисем те ÿсеймеççĕ, мĕншĕн тесен урамри курăка триммерпа касаççĕ. Çавăн чухне ĕçлекенсем йывăç пуррипе çуккине пăхса тăмаççĕ: е вуçех касса пăрахаççĕ е амантса хăвараççĕ. Университет çывăхĕнче Федор Карягин йĕркеленипе нумай çăка лартрăмăр, студентсем вĕсене шăварса тăчĕç, анчах триммерпа ĕçлекенсем тĕп турĕç. Пĕлтĕр çав вырăна тепĕр хут лартрĕç, вĕсене хÿтĕлес тесе вуллисене пластик савăтсемпе хупларĕç. Хам та Журналистсен паркĕнче, çав вырăнта пурăнатăп та, тĕрлĕ йывăç лартнăччĕ, анчах 2-3-шĕ кăна упранса юлчĕç. Ялсенче те ĕлĕк йывăç нумайччĕ, уйрăмах — йăмра. Кил хушшине лартнă йăмрасем пушар вăхăтĕнче çулăмран хÿтĕленĕ. Электропралуксене сиен ан кÿччĕр тесе касма тытăнчĕç. Чăваш çыннисем йывăç нумай лартаççĕ. Унччен урамра, кил çумĕнче лартнă тăк хальхи вăхăтра çырма-çатрара лартаççĕ. Ытти регионти ялсемпе танлаштарсан чăваш ялĕсенче йывăç пур-ха. В.Пашкевич чылай кĕпĕрнере пулса йывăçсене тĕпченĕ, пирĕн тăрăхра та пулнă. 1899 тата 1904 çулсенче кăларнă кĕнекисенче «чăвашсем йывăçа юратакан халăх» тесе палăртнă.
— Пирĕн тăрăхра кăнтăрти регионсенче çитĕнекен ÿсен-тăрана лартма тытăнчĕç: персик, арпус… Японирен илсе килнĕ сакура та ÿсет. Ку пулăм мĕнпе çыхăннă?
— Çĕр ăшă тăнипе. Хальхи вăхăтра ĕлĕкхи пек шартлама сивĕ те пулмасть. Çулла та тăм ÿкетчĕ. Кĕркунне, юпа вĕçĕнче, кăна тăм ÿкме пуçлать. Вĕсем валли услови лайăхланать. Калăпăр, Чăваш Енре иçĕм çырлин 600 тĕсне çитĕнтереççĕ. Грушăн 40 тĕсне ÿстерме сĕннĕ. Хĕлле упранакан пан улмин 50 сортне палăртнă. Чăваш Енре туса кăларнă сорт та пур.
— Уй-хирте усăллă курăк сахал мар. Эсир вĕсене тĕпчетĕр-и?
— Çапла, йышлă вĕсем. Тутлă шăршăллă тата сиплевре усă курмалли курăксем пур. Ку енĕпе Етĕрне районĕнче техника наукисен кандидачĕ Николай Потапов аван ĕçлет. Тĕрлĕ курăкран чей хатĕрлет. «Ленинская искра» колхозăн экологи енĕпе таса çĕрĕ çинче сиплĕ курăк нумай, унти уйсенче тахçанах химикатпа усă курмаççĕ. Вăрмар районĕнчи Çиçтĕпе çынни Ефремов пуçарнипе иван-чай пуçтараççĕ. Хамăр пахчара ÿсекен курăка та пуçтарса усă курма пулать. Калăпăр, мунча кĕнĕ чухне эпĕ çĕр тĕрлĕ курăк ярса хатĕрленĕ шывпа çăвăнатăп. Ăна ĕçме те юрать. Ача чухне атте-анне пире курăк шывĕпе çунă. 7-8 йывăç тураттисенчен милĕк тăватăп: хурăн, хурама, вĕрене, хăва…
— 20-30 çулта çут çанталăкра чылай улшăну пулнă-и?
— Колхоз-совхоз саланнă хыççăн улшăнусем пулчĕç. Выльăх-чĕрлĕх сахалланнипе тĕрлĕ чĕр чун аталанма пуçларĕ. Ĕлĕк вăрманта та сăвăс çыпăçман, халĕ ăна пахчара та çаклатма пулать. Ялта курак йăви питĕ йышлăччĕ. Вĕсене сăсар /куница/ тытать, вĕсем хĕлле те, çулла та пушă çурт хушшинче пурăнаççĕ. Ял хушшинчи юхан шывра хăнтăр ĕрчеме тытăнчĕ. Вĕсем шыва пĕвелеççĕ, çырмари йывăçсене кăшласа тÿнтереççĕ. Кăвак чарлан нумайланчĕ. Пилеш кайăкĕ те садри çыр-ласене тапăнать. Нумай хурт-кăпшанкă чупать. Кăнтăрта тĕл пулакан нăрăсем пирĕн тăрăхра пурăнаççĕ. Сăпса евĕрлĕ эрешмен йышланчĕ. Саранча та курăнкалать.
— Экологие сăнасах тăратăр. Çут çанталăк нумай вараланнă-и?
— Заводсемпе фабрикăсем хупăнса пĕтнĕ хыççăн лару-тăру лайăхланчĕ. Пысăк комплекслă фермăсем те нумай сиенленĕ çут çанталăка. Халĕ те чăх-чĕп фабрикинчи каяш хушăран юхан шыва каять. Хуçалăхсем çĕр ĕçне тунă чухне тĕрлĕ им-çампа усă курса вараланă. Ырă ĕçсем те çук мар. Тасатакан сооруженисем тума пуçланă хыççăн Атăл та тасаласса шанатпăр. Çÿп-çап куписене пĕтерни те экологие лайăх витĕм кÿрет. Унччен Питтукасси çывăхĕнчи çÿп-çап купи пĕрмай мă-кăрланатчĕ, çав сиенлĕ шăршă тавралăха сарăлатчĕ. Халĕ автотранспорт чылай. Вĕсем кăларакан газсем сывлăша варалаççĕ, çын организмне, йывăç-курăка сиенлеççĕ. Машинăсем валли ятарлă стоянкăсем тумалла паллах.
— Çынсем тавралăха ан варалаччăр тесен мĕн тумалла?
— Ку кăмăла хуçать паллах. Вăрмана е шыв хĕррине канма кайса хăйсем хыççăн çÿп-çап хăварни япăх пулăм. Çав çÿп-çап, уйрăмах пластик савăтсемпе полиэтилен хутаçсем, шыва лекеççĕ, вĕсем çине чĕр чунсем çакланаççĕ, аманаççĕ. Çынсене ачаранах тирпейлĕхе вĕрентмелле. Çут çанталăк чи пысăк пуянлăх пулнине пурин те асра тытмалла.
— Çÿп-çап пухассипе çыхăннă ыйту тивĕçтерет-и сире?
— Совет тапхăрĕнче çÿп-çапа пуçтарассине лайăх йĕркеленĕ. Калăпăр, апат юлашкисене ятарлă треста илсе кайнă, ăна унти фермăри сыснасене çитернĕ. Федор Карягин министр пулнă чухне çÿп-çапа уйрăммăн /кĕленче, хут, пластик…/ пуçтарас ĕçе пуçарчĕç. Вĕсене тирпейлемелли уйрăм производство пулнă. Калăпăр, кĕленче ванчăкĕсемпе керамблок заводĕнче плитка тума усă курнă. Автошинăсене Канаша илсе каятчĕç, полимерлă хатĕрсен заводĕнче линолеум кăларнă. Хутран эковата тунă, вĕсемпе çуртсене хăпартнă чухне усă курнă. Ялсенче те тимĕр-тăмăр, кĕленче, хут пуçтарса çÿренĕ, уншăн укçа тÿленĕ. Çавăнпа вĕсем йăваланса выртман. Çак ĕç тепĕр хут вăй илни кăмăла çĕклет.
— Сирĕн килти пахча та йывăç-тĕмпе пуян-тăр?
— Çапла. Тăван ялти садра грушăн, хăмла çырлин тĕрлĕ сорчĕ йышлă. Персик çитĕнет. Улмуççи нумай. Вĕсене сыпса çĕнететĕп.
— Наука çулĕ çине хăçан тăтăр? Кам хавхалантарнă сире?
— Ача чухнех çут çанталăка сăнама юрататтăм. Шкулта биологи урокĕсене савăнсах çÿреттĕм. «Çамрăк натуралист» журнал çырăнса илеттĕмĕр. Унта ĕçлекенсемпе çыхăну йĕркеленĕччĕ. Редак-ци ирттерекен конкурссенче пĕрре мар малти вырăна тухнăччĕ. Пĕтĕм Раççейри олимпиадăсене те хутшăннă. Çавăнпах шкул хыççăн Хусанти университета çул тытрăм. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ калаçнă
Чун-чĕрипе халĕ те çамрăк
Ял ĕçченĕсен хушшинче малаллах талпăнакан пайтах. Сăмахран, Киров поселокĕнчи 92 çулта пыракан Николай Скворцов ЧР Технадзорĕн Комсомольски районĕнчи инспекцийĕнчен тракторист-машинист удостоверенине улăштарса пама ыйтнă.
Куля ял хуçалăх техникине ачаран юратнă. Çавăнпа Канашри механизаци училищине вĕренме кĕнĕ. 1950 çулсенче республикăран яшсемпе хĕрсем Казахстана çерем уçма йышлăн кайнă, вĕсенчен Николай Скворцов тракторист та юлман. Вырмана пĕрремĕш хут хутшăнса — Сталинец-6, иккĕмĕшĕнче СК-4 комбайнсемпе тырă пухса кĕртнĕ. Унтан таврăнсан — Киров ячĕллĕ колхоз механизаторĕ.
Вăл тивĕçлĕ канăва кайичченех техникăпа ĕçлеме пултарнă. Килĕшнĕ ăна трактор-машина. 1950 çул-сенче яла çĕнĕрен те çĕнĕ модификаци илсе килнĕ. Çамрăксем, çав шутра Николай та, кашнинех алла илессишĕн тăрăшнă. Çапах та пурнăç тĕллевĕ ăна урăх çулпа илсе кайнă.
1961 çулта Н.Скворцов Комсомольски ялĕнчи йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинат фото-графĕнче ĕçлеме тытăннă, çичĕ çул ытла тăрăшнă. 1966-1990 çулсенче — Елчĕк тата Комсомольски районĕсен хаçачĕсен фотокорреспонденчĕ. Унăн сăн ÿкерчĕкĕсем «Коммунизм ялавĕ» хаçатра, Му-скаври пичет кăларăмĕсенче час-часах пичетленнĕ.
Пенсие кайсан Николай Константинович кил хуçалăхĕ валли техника ăсталама пуçланă.
— УД-2 двигателе, ГАЗ-69 автомашинăн кайри мосчĕпе передачăсен коробкине вырнаçтарса пĕчĕк трактор, мотороллер двигателĕпе тросран çĕре сухаламалли лебедка, монорельспа тележкăран пах-чана тислĕк кăлармалли, Т-25 «а» тракторпа çĕр улми лартмалли хатĕрсем, токарь станокĕ, культи-ватор тата плуг тунă, — терĕ Сергей Кокарев аслă инспектор.
Николай Скворцова Комсомольски ял тăрăхĕнче лайăх пĕлеççĕ, хисеплеççĕ. Вăл 90 çул тултарсан Кироври культура çуртĕнче сăн ÿкерчĕкĕсен куравне ирттернĕ. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
Мухтавлă икĕ ентеш кайрĕ...
Хурлăхлă хыпар çитрĕ: чăваш тĕррин ăсти, Раççей тава тивĕçлĕ художникĕ Мария Симакова пурнăçран уйрăлнă. Мария Васильевна хăйĕн пурнăçĕн пысăк пайне çак ĕçпе çыхăнтарнă.
Мĕнле сукмак илсе çитернĕ ăна
тĕрĕ патне? Эпир унпа темиçе хут та
калаçнă çакăн çинчен. Çук, мĕн пĕчĕкрен
пуçăнман вăл ку ĕçе. Мария Симакова,
1934 çулта Шупашкар районĕнчи Апаш-
ра кун çути курнăскер, ачаллах çурма тă-
лăха юлнă. Амăшĕн куллине, унăн çемçе
аллин ăшшине астуман, унăн сăн ÿкерчĕ-
кне те курман вăл. Ашшĕ çĕнĕ çемье
чăмăртасан такам патĕнче те пурăнма
тивнĕ. Шăпах ют çĕрте чăваш кил-çурчĕ
тĕрĕпе пуяннине асăрханă. Анчах ун чух-
не алла йĕппе çип тытайман, çак ĕçе пи-
кенеймен хĕрача. Çăмăл мар ытти ĕçе
пурнăçланă: çум çумланă, кĕтÿ кĕтнĕ,
ача пăхнă, тырă вырнă, çулнă…
Çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн вырăнти
хуçалăхра ĕçленĕ, 1951 çултанпа — Шу-
пашкарти стройкăсенче. Казахстанри Ак-
мола облаçĕнче çерем уçма хутшăннă.
1965 çулта, тăван тăрăха таврăнсан, Шу-
пашкар районĕнчи «Паха тĕрĕ» фабри-
кăна ĕçе вырнаçнă. Тĕрĕç, лаборантка,
мастер, аслă мастер, тĕрĕ енĕпе ĕçлекен
художник пулнă. Ăсталăх хăй тĕллĕн кил-
мен. Алексей Трофимов искусствовед,
Раççей тава тивĕçлĕ художникĕ Екате-
рина Ефремова, фабрикăри художник-
сем тата ытти ăста пулăшнипе малал-
ла ăнтăлнă, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тунă.
«Чăваш тĕррине чунпа туятăп, —
тенĕччĕ Мария Васильевна «Хыпарта»
иртнĕ çул пуçламăшĕнче пичетленнĕ ин-
тервьюра. — Хальччен тĕл пулман эреше
курсан вăл манăн пуçра аталанать. Çав
композицие пир çине куçариччен куçпа
витĕр курса тăратăп. Çĕнĕрен çĕннине
тăвас шухăш-ĕмĕт малалла тĕксе пы-
рать. Пĕри пиçсе çитет, тепри çуралать.
Çак ĕçе юратни, килĕштерни пурах ĕнтĕ.
Шел, çулсем иртеççĕ…»
87 çула пуснă пулсан та Мария Си-
маковăн хастарлăхĕ сÿнменччĕ-ха. Чă-
ваш тĕррин кунĕнче Чăваш тĕррин му-
зейĕнче унăн ятарлă куравĕ уçăлнăччĕ.
Унта та мал ĕмĕчĕпе палăрчĕ, ĕçлес кă-
мăлĕ пысăккине кăтартрĕ. Ун хыççăн
шăпах тепĕр уйăхран каллех тĕл пул-
тăмăр унпа. Хальхинче — «Паха тĕрĕ»
фабрика ирттернĕ «çавра сĕтелте».
Унта та чăваш тĕррине упраса малал-
ла аталантарас енĕпе мĕн тумаллине
уççăн палăртрĕ. «Чăваш тĕррине ата-
лантарас тесен алăпа, пĕрчĕ шутласа,
ĕçлемелле. Машинăпа тĕрленине шута
хумастăп эпĕ. Ÿкерчĕкĕсем чăваш тĕрри
майлах пулĕ, çĕввисем авалхи пек 30 та-
ран мар, пĕрре кăна, — чунне ыраттарни-
не пĕлтернĕччĕ вăл. — Евгения Жачева,
Татьяна Петрова, Наталья Захарова-
Кульева, ыттисем хăйсен ăс-хакăлĕпе,
пуян чунĕпе, ĕçченлĕхĕпе Чăваш Ене
авалхи асамлăха тавăраççĕ».
Паян Мария Симаковăн ĕçĕсем
çĕршыври, çавăн пекех чикĕ леш енчи
чаплă музейсенче упранаççĕ, вĕсен-
чен пысăк пайĕ — Чăваш наци музейĕн
фондĕнче. Ентешĕмĕрĕн паллă произ-
веденийĕсем: «Савăнăçлă самант» ал
шăлли, чăвашсен мухтавлă çыннисе-
не халалланă «Пурнăç йывăçĕ» панно,
«Шупăр», Шупашкар никĕсленнĕренпе —
550 çул, Чăваш автономи облаçне йĕр-
келенĕренпе 100 çул çитнине халалланă
панно, ыттисем. Ентешĕмĕрĕн ĕçĕ-хĕлĕ
пирки темиçе фильмра кăтартнă. Сăмах-
ран, «Мир» телеканал 2013 çулта унăн
пултарулăхĕпе «Раççей халăхĕсем»
ярăмра паллаштарнă. 2017 çулта асăннă
телеканал тата Вырăс географи обще-
стви «Каникулы в Чувашии» тата «Тюр-
ки России. Хранители рун» документ-
лă фильмсенче унăн ĕç-хĕлне çутатнă.
Мария Васильевнăн пултарулăхĕ пирки
çавăн пекех «Чувашские узоры» кĕнеке-
ре те вуласа пĕлме пулать.
Хăй кайрĕ пулсан та ĕçĕсем юлчĕç.
Вĕсем çыхăнтарса тăрĕç пире мухтавлă
ентешĕмĕрпе. Йывăр тăпрăр çăмăл пул-
тăр, чаплă çыннăмăр.
Çак сăмахсене паян Чăваш Ен куль-
туринче палăрнă тепĕр çын пирки те —
Чăваш Республикин, Раççей Федера-
цийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ
Николай Муратов çинчен — каламалла.
Çак кунсенче вăл та пирĕнтен яланлă-
хах уйрăлчĕ. Николай Иванович чăваш
мар пулсан та чунĕпе тепĕр чăвашран
та ирттеретчĕ. Чулхула облаçĕнчи Лы-
сково районĕнчи Петровка салинче кун
çути курнăскер пурнăçне Чăваш Енпе
çыхăнтарчĕ. Шупашкарти çурт-йĕр ком-
бинатĕнчи участок мастерĕнчен пуçласа
ЧР Культура министерствин культура ет-
керлĕхне сыхлакан патшалăх центрĕн
директорĕ таран çĕкленчĕ. Шăпах çак
ĕçре лайăх паллашма тиврĕ Николай
Ивановичпа. Вăл тăрăшнипе республи-
кăн еткерлĕхĕ шутланакан чылай палă-
кăн, çуртăн ĕмĕрне тăсма май килчĕ,
вун-вун объект хăйсен хуçине тупрĕ.
Вăл хăйне ăслăлăх ĕçĕнче те
тĕрĕслерĕ, икĕ кĕнекерен тăракан
«Объекты культурного наследия Чуваш-
ской Республики» каталог хатĕрлесе
кăларчĕ. Авалхи çуртсен, палăксен кун-
çулне пĕлес тесен шăпах асăннă кĕне-
кене алла тытса вуламалла. Николай
Муратовпа 17 томлă «Чăваш сăмахĕсен
кĕнекин» авторĕн Николай Ашмаринăн
Етĕрне хулинчи çуртне çĕнетес ыйтупа
тĕл пулса калаçма май килнĕччĕ. Чылай
ĕçлеме тиврĕ унăн ку енĕпе, анчах ыйтă-
ва ун чухне татса пама пулмарĕ, çурта
ку таранччен те юсаса çĕнетеймерĕç. <...>
Надежда СМИРНОВА
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...