Павел Данилова вице-премьер тивĕçне пурнăçлама шаннă
Чăваш Ен Правительствинче паян çĕнĕ çын ĕçлеме пуçăннă. Павел Данилова вице-премьер тивĕçне пурнăçлама шаннă.
Павел Владимирович 1974 çулта Шупашкар хулинче çуралнă. Г.В. Плеханов ячĕллĕ Раççей экономика университетĕнче вĕреннĕ. Банк тытăмĕнче, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн экономикăпа финанс енĕпе заместительте, «Россельхозземмониторинг» хысна учрежденийĕн пуçлăхĕнче, «Раççейĕн Стройминĕн проект дирекцийĕ» автономи учрежденийĕнче ертÿçинче ĕçленĕ. Павел Данилов республикăн Строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствин, Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерствин, çавăн пекех Патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн ĕçĕ-хĕлне йĕркелесе пырĕ.
Вера ЭВЕРККИ хатĕрленĕ. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.