«Тÿремре тĕл пулăпăр, çăл куç патĕнче...»
Чăваш поэзийĕн классикĕн паллă поэминчи Сетнерпе Нарспи çăл куç патĕнче курнăçаççĕ – шăпах çакăнта пĕр-пĕрне юратни пирки калаççĕ, пĕрле телейлĕ пулма ĕмĕтленеççĕ. Ним ÿстермесĕр калатăп: халĕ савнипе тĕл пулмалли çакнашкал вырăн Шупашкарта та пур. Тĕплĕ реконструкци тунă хыççăн çĕнĕ сăн илнĕ çăл куçа, Юхан шыв ĕçченĕсен тÿремĕнче вырнаçнăскере, кунта пурăнакансене тата Шупашкар хăнисене Хула кунĕ тĕлне «РусГидро» АУО тата унăн тытăмне кĕрекен Чăваш энергосбыт компанийĕ парнелерĕç.
Тунти кун ирех çума тытăннă çумăр та çăл куçа уçма пухăннă çынсен кăмăлне хуçаймарĕ. Хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов чăвашсен каларăшне те аса илтерчĕ: çумăрта пуçарнă ĕç ăнăçатех. Энергетиксен пуçарăвĕ ăнăçлă пурнăçланни вара - куç кĕрет.
- 2019 çулта тĕп хуламăр 550 çул тултарнине паллă тума хатĕрленетпĕр, - палăртрĕ Леонид Ильич. - Çавна май «550 ырă ĕç» проектпа ĕçлеме пуçларăмăр. Тăван хулана юратакан, илĕртÿллĕрех тума ăнтăлакан предприятисемпе коллективсем ăна парнесем кÿреççĕ. Паянхи пулăм - çак ырă ĕçсен пуххине хывакан сумлă парне. Социаллă тĕллевсене мала хуракан компанисем, «РусГидро» тата Чăваш энергосбыт компанийĕ пеккисем, мĕн чухлĕ ытларах - пирĕн юратнă Шупашкарăмăр çавăн чухлĕ илемлĕрех те хăтлăрах пулĕ.
Ватăсем каланă тăрăх - çăл куç кунта авалах пулнă. Чĕрĕк ĕмĕр каялла ăна пăрăхпа юхмалла тунă. Шывăн пахалăхне тĕрĕслесех тăраççĕ, çывăхра пурăнакансем ăна ĕçме усă кураççĕ. Кăшарни вăхăтĕнче шыва сăваплаççĕ. Анчах кунта йăлтах тирпейлесе хăтлăх кÿме ниепле те ерçеймен. Халĕ вара пĕтĕмпех тĕплĕ тунă. Лаптăка илемлĕ брусчатка сарнă, беседка, саксем вырнаçтарнă, шыв юхакан пăрăх тухакан стенана чул çыпăçтарса илемлетнĕ. Темиçе теçетке метр тăршшĕ пусма та тунă, унăн çирĕп картлашкисем тăрăх çÿлте, сăрт çинче, вырнаçнă урамсенче пурăнакансем кунта шыв ăсма анĕç.
Пĕр сăмахпа, энергетиксем тăрăшнипе хулан тата тепĕр кĕтесĕ чăннипех хăтлăланчĕ: сулхăнра ларса канма, залив çине пăхса киленме тата, паллах, çăл куçăн сивĕ шывне астивме чĕнет. Вăл Атăл тăрăх çÿрекен, Шупашкарти юхан шыв портĕнче чарăнакан карапсен пассажирĕсене те килĕшесси иккĕлентермест. Тумтирне кура кĕтсе илеççĕ вĕт, çавна май хула пирки унăн хăнисем мĕнлерех шухăшласси çакăнтан та килет. Çăл куç вĕсен Шупашкарта пулнипе çыхăннă савăнăçне тĕревлетех. Пысăк тĕлĕнтермĕш мар-ха ĕнтĕ, çапах хула ят-сумĕшĕн – ырă тĕслĕх.
Ăна уçас кун тĕлне ятарласа Шупашкар тата Чăваш Митрополитĕнчен, Шупашкар-Чăваш епархийĕн управляющийĕнчен Варнава владыкăран шыва сăваплама пил илнĕ. Ятарлă кĕлле Шупашкарти тĕн училищин ректорĕ, Христос чĕрĕлĕвĕн чиркĕвĕн настоятелĕ Михаил атте ирттерчĕ. Вăл çăл куçсене Руçре авалтанах хисеплени-упрани çинчен аса илтерчĕ. Çынсем пăр пек сивĕ шыв тапса тăраканскерсен асамлă хăват пур тесе шухăшланă, пуç тайнă. Çавăнпа тасатсах тăнă, тирпейлĕ тытма тăрăшнă. Ку çăл куçпа юнашарах вара ĕçиччен шыва вĕретмелли пирки асăрхаттаракан табличка пур. Апла пулин те, пачăшкă каланă тăрăх, сăвапланă тăк - «шыв ĕçме хăрушă мар, чĕрĕ шыв кашнинех çĕкленÿ, чун тата кĕлетке хăватне кÿрĕ».
Çывăхри объектри строительсен ушкăнĕ çак сăмахсен чăнлăхне самантрах çирĕплетрĕ теме те юрать – шыва темиçе пластик савăта тултарчĕç. Тепĕр тесен кунтан час-часах шыв ăсаççĕ-мĕн: «Вăл тутлă – хваттерти кранран юхаканнипе танлаштараймăн». Ку вĕсен шухăшĕ кăна мар иккен. Пуçласа астивнĕ май хăйĕн дегустаци кăтартăвне хула пуçлăхĕ те çийĕнчех пĕлтерчĕ: «Чăннипех питĕ тутлă! Кашни кун кунтан шыв тултарса ĕçе илсе кайăп».
«Текстильщик» МКРта пурăнакан ватăсем те хăйсен савăнăçне пытармаççĕ. Злата Федотова авă тĕлĕнсе пĕтереймест: хăçантанпа тимлĕх пысăк пулман темелле, халь вара тавралăх самантрах çĕнелсе улшăнчĕ! Микрорайонăн ветерансен канашĕн председателĕ Геннадий Кузнецов та, кунта хул ай туйи çине тĕревленсе утса килнĕскер, шÿтлет: «Пачăшкă сăвапланă шыв сиплĕ терĕ. Унпа çусан ура ыратни тÿрех иртсе каймĕ-ши?» Пĕлсе пĕтер - асамли пулчĕ-çке, кĕлĕ хыççăн тепĕр самантранах çумăр чарăнчĕ те хĕвел тухрĕ...
Юлашкинчен çакна каласшăн: хула влаçĕсем ытти çăл куçа та тирпейлес тĕллевлĕ – вĕсем Шупашкарта теçетке ытла. Энергетиксем çак ĕçре пулăшма хатĕр.
Николай КОНОВАЛОВ
Константин АФАНАСЬЕВ, «ЧЭСК» АУОн ĕç тăвакан директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан: Пирĕн филиалсем пĕтĕм Чăваш Енре ĕçлеççĕ, çавăнпа та эпир республикăри ытти хулапа районти çăл куçсене те тирпейлеме пулăшасшăн. Юлашки çулсенче «РусГидро» экологи акцийĕсем тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ, вĕсем пĕтĕм Раççейпе иртеççĕ, çав шутра - Чăваш Енре те. Ку акцисем - Атăла пулă яни /пĕлтĕр тата кăçал 15-шер пин вĕтĕ çтерлĕк янă/, Шупашкарти Атăлçи бульварĕнче Энергетиксен аллейине уçни тата ытти те. Çăл куçсене тирпейлени çут çанталăка упрас, унăн пуянлăхне ÿстерсе пырас тĕллевлĕ пулăмсен лайăх тăсăмĕ тесе шухăшлатăп. Çакна уйрăммăн палăртасшăн: çак акцисене ирттерме каякан тăкаксем электроэнерги тарифĕсене пачах та витĕм кÿмеççĕ, экологи программине пурнăçламалли укçа-тенке «РусГидро» хăйĕн усламĕнчен уйăрать.