Комментировать

21 Янв, 2021

Хăрушсăрлăх службин управленине ертсе пырĕ

Федерацин хăрушсăрлăх службин Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ пулма Альберт Савинцева çирĕплетнĕ. Унпа кăрлач уйăхĕн 20-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Правительство çуртĕнче тĕл пулнă.

Альберт Савинцев – полковник, 1969 çулта Мари Республикинче çуралнă. Хăрушсăрлăх службин органĕнче 1994 çулта ĕçлеме тытăннă. Чăваш Енри управленинне ертсе пыма çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин Указ кăлариччен Федерацин хăрушсăрлăх службин тĕп аппаратĕнче ĕçленĕ. Ĕçри тăрăшулăхшăн патшалăхăн тĕрлĕ наградине тивĕçнĕ.

Федерацин хăрушсăрлăх службин Чăваш Енри управленине 2018 çулхи раштав уйăхĕнченпе ертсе пынă Игорь Кобыляченко генерал-майор урăх тивĕçе пурнăçлать.

www.hypar.ru

Вера ЭВЕРККИ хатĕрленĕ. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: