Комментировать

19 Янв, 2021

«Хыпар» 4 (27737) № 19.01.2021

Тĕрĕсех апатланатпăр-и?

 Паянхи кун хăш-пĕр çыннăн рационĕ, пĕтĕмĕшле илсен, кукăль- çăмахран тăрать. Унашкаллисем пекарньăсен сентри çинчи тутлă шăршă сарса сăмсана кăтăклакан кукăль таврашне туянмасăр чăтса тăраймаççĕ ахăртнех. Хальхи кондитер промышленноçĕн çимĕçĕсене асăрхасан куç алчăраса каять. «Анчах усăллă-и ку çăкăр-булка?» — çакăн пек ыйту паратех хăçан та пулсан туянакан.

 Раççейри хуласенче вунă çул каялла пĕчĕк пекарньăсем йышлăн уçăлма пуçларĕç. Паянхи кун Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта та чылай вĕсем. Хайхи пекарньăсенчен нумайăшĕнче чейпе кăмăла килнĕ кукăле çавăнтах çиме пулать. Паян алăпа пĕçернĕ çăкăра /вăл заводринчен икĕ-виçĕ хут хаклăрах пулсан та\ топ-менеджер çемйисем кăна мар, чылайăшĕ суйлать. Халăх заводра пĕçернĕ çăкăра та, пекарньăрине те туянать. Çăкăр, батон темĕн тĕрли те пур. Ку чухне Франци багечĕсене килĕштерекен те самай.

Çак пекарньăсен лайăх енĕ — ассортимент пуян пулни. Тата çынсен кăмăлне кура ăна хăвăрт улăштарма май пурри. Кирек хăш вăхăтра та вĕсем чустаран халăх ыйтакан, килĕштерекен çимĕçе пĕçерееççĕ. Паллах, заводра кăларакан хура çăкăрсем куллен пĕрешкел пулнăран халăха йăлăхтарма пултараççĕ. Пекарньăра ĕçлекенсем вара клиентсен ыйтăвне шута илсе çĕнĕ çăкăр, кукăль, пылак кондитер çимĕçĕсем кăларма хатĕр. Çав вăхăтрах пекарньăсенче чăваш наци кухнинчи апатсене те асăрхама пулать. Калăпăр, хуплăва икĕ тĕрлĕ пĕçереççĕ. Çĕр улмипе какайпа, суханпа тата тулă е рис кĕрпи хушса. Вĕсем çавра та, виçĕ кĕтеслĕ те пулаççĕ. Кунсăр пуçне чылай пекарньăра çĕр улми тата тăпăрчă пÿремечĕсем пĕçереççĕ.

Апла-и, капла-и — хăш-пĕр эксперт пĕчĕк çак пекарньăсен начар енĕсене пÿрне хуçсах асăнать. Çăкăра уйрăм çуртра пĕçермелле, анчах чылай чухне вĕсем çынсем пурăнакан нумай хутлă çуртсен пĕрремĕш хучĕсене йышăнаççĕ. Çак бизнеса пуçарнисен йышĕнче санитари нормисене пăхăнманнисем те пулаççĕ. Паллах, унашкаллисене çынсен çăхавĕпе тата ятарлă тĕрĕслевсенче тупса палăртаççĕ. Малтанлăха, пĕр уйăхлăха хупаççĕ. Енчен те çав тапхăрта та çитменлĕхсене пĕтермесен ĕçе чарса лартаççĕ. Çирĕплетнĕ йĕркепе килĕшÿллĕн чустана уйрăм вырăнта çăрмалла, тепĕр çĕрте пахча çимĕçе çумалла, виççĕмĕш тĕлте какая тирпейлемелле, фарш хатĕрлемелле. Енчен те вырăнтах чей ĕçсе кукăль çиме сĕтел лартнă пулсан туянаканăн алă çума та май пулмалла. Шел те, специалистсем сăнанă-асăрханă тăрăх, паян пекарньăсен пĕрре виççĕмĕш пайĕ шăнтса хунă чустапа ĕçлет, анчах туянакан çакна уйăраймасть.

Пекарньăсенчен халăх ытларах мĕн туянать-ха? Киш, курник, пицца, хупă пицца, самса, симĕс суханпа çăмартапа, купăстапа, какайпа, çăмартапа пĕçернĕ кукăльсене. Апатлану культури улшăннă халĕ. Тĕркешÿллĕ, хĕвĕшÿллĕ саманара халăх апата килте сахалрах пĕçерме тытăнчĕ. Ытларах пекарньăсенчен, кафесенчен, лавккасенчен хатĕр çимĕç туянать. Е каçхи апата çурма фабрикатсенчен янтăлать. Куна пăтăран пуçлакан сахал. Совет тапхăрĕнчи пек пулă çимелли ятарлă кунсем те чылайăшĕн çук халĕ. Яшка, шÿрпе тавраш сахал пĕçеретпĕр паян. Чустаран янтăланă апата ытларах çиетпĕр. Çавна май, шурă халатлисем çирĕплетнĕ тăрăх, сахăр диабечĕпе, чĕре чирĕсемпе, самăрланнипе нушаланакансен йышĕ те ÿсет.

«Мĕн çиетпĕр — эпир çавă», — тенĕ Гиппократ философ. Апла тăк эпир – булкăсемпе пышкăсем, пиццăсемпе хуплусем… Çав вăхăтрах тухтăрсем таса шыв ытларах ĕçмелли, ешĕл çимĕç, пахча çимĕç, улма-çырла, мăйăр ытларах ăша ямалли çинчен куллен аса илтереççĕ. Макарон изделийĕсемпе çĕр улмине те виçеллĕ çиме тăрăшмалла-мĕн. Ĕлĕк чăвашсем пăри /полба\ юратса çинĕ. Çав кĕрпене халĕ те сутаççĕ-ха, анчах унăн уссине пĕлекен сахал. Пăри — пĕрчĕллĕ культура. Вун саккăрмĕш ĕмĕрте пăрине «хура вăлча» тенĕ. Çакă питĕ пахалăхлă кĕрпе пулнипе çыхăннă. Вăл витаминпа, минералсемпе, аминойÿçекпе пуян. Унра тимĕр, В ушкăнри витаминсем, протеин, фосфор, кали, магни, кальци, натри, цинк, марганец, пăхăр, А витамин тата ытти пур. Унран хатĕрленĕ пăтта çини вар-хырăм ĕçне лайăхлатать, холестерин виçине чакарма пулăшать, иммун тытăмне çирĕплетет.

Алина СТЕПАНОВА, Чăваш Республикин тĕп диетологĕ, республикăн клиника больницин диетолог тухтăрĕ:

Апат-çимĕçе лайăххи тата япăххи çине уйăрмăттăм, виçене пĕлсе çисен йăлтах паха. Сывлăхлă çынсене пекарньăран туяннă кукăль-пÿремече эрнере пĕр-икĕ хут çини сиен кÿмест, анчах хырăм выçмассерен унти тавара астивмелле мар. Ирхи, кăнтăрлахи тата каçхи апата та унпа ирттермелле мар. Эпĕ пекарньăсене çÿреместĕп. Кукăле килте уявсенче кăна пĕçеретĕп. Хулари çăкăр завочĕсем хывăх хушса пĕçернĕ хура çăкăра туянатăп. Паян лавккара суйламалăх пур, темĕн тĕрлĕ çăкăр та сутаççĕ. Çĕпре ярса пĕçерни те, çĕпресĕрри те пур. Сывлăхлисен темĕн тĕрлине те /талăкра 300 грама яхăн\ çиме юрать. Сахăр диабечĕпе, чĕре чирĕсемпе нушаланакансен шурă çăкăр астивмелле мар, гастрит пуррисен пачах хирĕçле — шуррине çимелле. Апат хуранĕшĕн ĕнер пĕçернĕ шурă çăкăр лайăх. Пицца, пекарньăсенчи кукăль-пÿремеч, пицца фастфуд шутланаççĕ. Пицца — пысăк калориллĕ, тутă тытакан техĕмлĕ çимĕç. Ăна виçене пĕлмесĕр, кашни кун çисен вар-хырăм чирĕсем вĕрĕлме пултараççĕ.

Тамара ВАСИЛЬЕВА, Шупашкар хулин тĕп больницин гастроэнтерологĕ:

Çапла, пекарньăсенчи апат организмшăн йывăррисен шутне кĕрет. Шупашкарта вĕсене кашни утăмра тенĕ пекех уçнă хыççăн чирлисем пирĕнтен пулăшу ытларах ыйтма пуçларĕç. Чылайăшĕн вăраха кайнă чирсем амаланма тытăнчĕç. Вар-хырăм, пыршăлăх чирĕсемпе нушаланакансен пекарньăри кукăль-икерче çиме юрамасть, мĕншĕн тесен кун пек пациентсемшĕн çĕпре, ăшаланă çимĕç сиенлĕ. Вĕсем апат хуранĕн, хырăм ай парĕн ĕçне пăсаççĕ. Пекарньăри çăкăрсем, кукăль-семпе икерчĕсем яланах пахалăхлă тесе çирĕплетме çук. Кукăль-пÿремеч тутлă, кăпăшка пултăр тесе тутине лайăхлатмалли техĕмлĕхсем хушаççĕ. Пĕчĕк пекарньăсенчи апата çиесех килсен ĕнер пĕçернĕ çăкăр-булкăна туянмалла. Тăпăрчă, пан улми кукăлĕсене илме юрать. Кукăль ăшĕ купăстапа какайран, симĕс суханран пулсан — унашкаллисем вар-хырăм чирĕсемпе аптăракансем валли мар. Мĕншĕн тесен вĕсене ăшаласа пĕçереççĕ. Ыраш çăнăхĕнчен çĕпре ямасăр пĕçернĕ хура çăкăр усăллă. Сывă çынсен, паллах, пекарньăри кукăльсене çиме юрать. Эпĕ çăкăр завочĕсем пĕçерекен хура çăкăра туянатăп. Çур буханка пирĕн çемьене пĕр эрнене çитет. Çăкăр-булка çимĕçĕсем нумай калориллĕ, эпĕ вара диетăна пăхăнма тăрăшатăп, хăвăрт ирĕлекен углеводсене сахал çиетĕп. «Нимех те çиместĕп, пĕрех начарланаймастăп», — теççĕ ман пата килсен тулли кĕлеткеллĕ пациентсем. Рационне калама тытăнаççĕ те çăкăр таврашне нумай астивни сисĕнет, манна пăттине те явтараççĕ кăна иккен. Вăйлă вĕтетнĕ кĕрперен пĕçернĕ апат организмра глюкозăна хăвăрт çаврăнать. Булгур, хура тул, сĕлĕ пăттине ытларах çиме тăрăшмалла.

Лидия ПАВЛОВА, ача сачĕн поварĕ:

Хулара пĕчĕк пекарньăсем уçнин лайăх енĕ те пур — хăнасем ăнсăртран килес пулсан кукăль туянма пулать. Ку апат инçе çула тухакансемшĕн те лайăх. Пекарньăри кукăль-икерчĕ урăх тутăллă, килти пек мар. Ăна пĕрре тутансан тата çиес килет. Хуплăвĕ те урăхларах. Ăшĕ тăварлăрах. Нумай упрантăр, ан пăсăлтăр тесе тăварне ытларах яраççĕ пулас. Чусти тутлă, анчах тачкарах, пиçсе çитмен пек. Ахăртнех, тутине вăйлатмалли техĕмлĕх хушнипе тутлă пек туйăнать вăл. Эпĕ чуста çăрма юрататăп. Унран праçниксенче кăна мар, уявсенче те темĕн те пĕçеретĕп. Мăшăрăмпа виçĕ ача ÿстеретпĕр. Вĕсене чей ĕçмелли тутлă çиме куллен кирлĕ. Килте пĕçерни усăллăрах. Ачасене апатлану культурине пĕчĕкрен хăнăхтарма тăрăшатпăр. Чăваш наци кухнинчи апатсемпе те паллаштаратпăр. Анчах эпир тем пек тăрăшсан та самана витĕмĕ пурах. Хĕрĕмсем пекарньăсенче, кафесенче хатĕрлекен пиццăна пĕрех юратаççĕ.

Ольга ГЕРАСИМОВА, Шупашкарти апатлану технологийĕпе коммерци техникумĕн технолог мастерĕ:

— Пытармастăп: пекарньăсене çÿретпĕр, унта хатĕрлекен çимĕçе илетпĕр. Пур пекарня та пĕрешкел теме çук — вĕсене пĕр виçепе хаклаймăн. Хăшĕсем çăкăр- булкăна вырăнта чуста çăрсах пĕçереççĕ. Теприсем, тен, шăнтса хунă чустапа усă кураççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, вĕсен пахалăхĕ начар мар. Хăнана кайнă чухне унтан кукăль, хуплу туянкалатăп. Вĕсем кукăль-çăмах ăшне паян çынсем мĕн килĕштернине шута илсе янтăлаççĕ. Техĕмлĕрех, тăварлăрах, пăрăçлăрах… Манăн шухăшпа, унти апат-çимĕçпе сăйланма юрать, анчах куллен çимелле мар. Йăлтах çынран, вăл пурнăçăн мĕнле йĕркине тытса пынинчен килет. <...>

Роза ВЛАСОВА хатĕрленĕ.

 


 

МĂНАÇЛАНАР-И ПĔРЛЕ?

Чăваш Ен ятне çÿле çĕклеççĕ

Чăваш Енре хастар та пултаруллă, ĕçчен те пуçаруллă çын сахал мар. Вĕсем хамăр республикăра çеç мар, Раççей, тĕнче шайĕнче иртекен ăмăртусенче, тупăшусенче, конкурссенче, ытти мероприятире палăраççĕ. Малти вырăнсене йышăнса Чăваш Ен ятне çÿлелле çĕклеççĕ.

Тĕнчери чи лайăх кăтарту

Пирĕн спортсменсем мĕн тери маттур пулнине пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ. Акă шăчăпа сикес енĕпе тĕнче чемпионки Анжелика Сидорова Чăваш Ен Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн çак кунсенче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри çăмăл атлетика ăмăртăвĕсенче çĕнтернĕ. 4,75 метр сиксе вăл сезонри тĕнчери чи лайăх кăтартăва çирĕплетнĕ /хĕрарăмсен хушшинче/.

Аса илтеретпĕр: Анжелика Сидоровăна 2020 çулти чи лайăх спортсменка тесе палăртнă. Мускавра раштав уйăхĕнче Наци спорт церемонийĕ вăхăтĕнче 11 номинацире 18 çĕнтерÿçе палăртнă. Анжелика Сидорова «Раççей мăнаçлăхĕ» номинацире мала тухнă. Паллах, вăл пирĕн республикăн мăнаçлăхĕ те. «Хамăн тренера Светлана Абрамовăна тав сăмахĕ калас килет. Вăл манăн кăтартусене çеç мар, пирĕн пĕтĕм çăмăл атлетикăна пысăк тÿпе хыврĕ», — тенĕ спортсменка чыславра.

Диктант çырса çĕнтернĕ

Мускавра çак кунсенче паттăрлăхпа патриотизмăн Пĕтĕм Раççейри «Раççей МЧСĕ — пурнăçа çăлассишĕн 30 çул» диктантăн çĕнтерÿçисене пĕлтернĕ. Аса илтеретпĕр: ку диктанта Чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен министерствин юбилейне халалланă. Ăна интернет урлă Çăлавçă кунĕ умĕн ирттернĕ. Унта пирĕн республикăра МЧС тытăмĕнче — Кÿкеç поселокĕнчи 41-мĕш пушар-çăлав чаçĕн уйрăм постра тăрăшакан Андрей Денисов та — призерсен йышне кĕнĕ. Ăна Раççей МЧСĕн пуçлăхĕ Евгений Зиничев алă пуснă Диплома панă.

«Эпĕ хамăн пĕлĕве тĕрĕслесе пăхас терĕм. Пĕтĕмпе 55 ыйту пулчĕ. Малтанлăха кĕске вăхăтра пĕтĕм тест ыйтăвне хуравлама май пулмасть пек туйăнчĕ. Кăткăслăхсем пулчĕç, анчах вĕсене парăнтарма май килчĕ, мĕншĕн тесен эпир хамăрăн подразделенире служба хатĕрленĕвĕ енĕпе тăтăшах занятисем ирттеретпĕр. Ыйту хыççăн ыйту, хурав хыççăн хурав, акă халь эпĕ те — çĕнтерÿçĕсен йышĕнче. Тĕрĕссипе каласан, çапла пуласса кĕтмен. Çапах çĕнтерме яланах кăмăллă та савăнăçлă», — пĕлтернĕ Андрей Денисов.

Прокуратурăн хисеплĕ ĕçченĕ

Кăрлачăн 12-мĕшĕнче прокуратура ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă турĕç. Вĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев саламланă. Чи тăрăшуллисене наградăсем парса чысланă. Елчĕк районĕн прокурорĕ Сергей Фирсов кăкăр çине çакмалли «Раççей Федерацийĕн прокуратурин хисеплĕ ĕçченĕ» палла тивĕçнĕ. Сергей Александрович прокуратура тытăмĕнче 2000 çултанпа, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн юридици факультетне пĕтернĕренпе, тăрăшать. Тĕрлĕ должноç йышăннă: Шупашкар хулин прокуратурин следователĕ, аслă следователĕ, Муркаш районĕн прокурорĕн заместителĕ, Муркаш районĕн прокурорĕ. 2014 çултанпа районсен хушшинчи Çĕмĕрле прокурорĕн должноçне йышăннă. 2019 çултанпа — Елчĕк районĕн прокурорĕ. Тивĕçĕсене тăрăшса пурнăçлаканскерне Раççей шайĕнчи наградăпа хавхалантарнă.

Раççей шайĕнче палăрнă

Çĕнĕ çул умĕн Пĕтĕм Раççейри «Социаллă тивĕçтерÿ организацийĕн чи лайăх ĕçченĕ» 10-мĕш конкурсăн çĕнтерÿçисене чысланă. Вĕсене РФ ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министрĕ Антон Котяков видеоçыхăну мелĕпе саламланă. Шупашкар хулинчи халăхăн социаллă тивĕçтерĕвĕн комплекслă центрĕн культура йĕркелÿçи Лидия Семенова «Социаллă тивĕçтерÿ организацийĕн чи лайăх культура йĕркелÿçи» номинацире 2-мĕш вырăн йышăннă.

Лидия Александровна комплекслă центрта 18 çул ĕçлет. Учрежденире вăл ертсе пынипе культурăпа кану ĕçĕн тĕрлĕ меслетне, инноваци технологийĕсене ĕçе кĕртнĕ, пултарулăхăн арт-зонисене /«Ташăсен лабораторийĕ», «Театр пултарулăхĕн индустрийĕ», «Сасă студийĕ», «Талантсен мастерскойĕ»/ йĕркеленĕ. «Лидия Семеновăн професси ăсталăхĕпе кăмăл-сипет пахалăхĕсем çÿллĕ шайра, вăл ватă çынсемпе сусăрсене социаллă пулăшу кÿрессипе çыхăннă тĕллевĕсене лайăх пурнăçласа пырать», — палăртать комплекслă центр ертÿлĕхĕ. <...>

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

 


 

Пĕр йăхра - 17 вĕрентекен

Ивановсем çитĕнекен ăрăва пĕлÿ парас ĕçе иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче кÿлĕннĕ. Павел Иванович та, Васса Михайловна та — хресчен çемйинче çуралса ÿснĕскерсем. Кăмăл çирĕплĕхне тата ĕçченлĕхне кура вĕсем вĕрентекенсем пулса тăнă.

«Йĕпреç районĕнчи Кĕлĕмкассинче ĕçлесе пурăннă вĕсем. Атте истори вĕрентнĕ, анне пуçламăш классене пĕлÿ панă. Тата çав çулсенче шкулта специалистсем çитменрен ăна географи урокĕсене те ирттерме шаннă, — каласа кăтартать Ивановсен кинĕ Нина Семеновна. — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан атте ялтан чи пĕрремĕшсен шутĕнче фронта тухса кайнă. Шел, каялла çаврăнса килме шăпа пÿрмен ăна. 1944 çулхи юпа уйăхĕнче Варшава çывăхĕнчи хаяр пĕр çапăçуран тухайман вăл. Анне ултă ачапа тăрса юлнă».

Пĕччен хĕрарăмăн кун-çулĕ çăмăл килмен. Апла пулин те Васса Михайловна пуç усман, малаллах талпăннă. Виçĕ ывăлĕпе виçĕ хĕрне ура çине тăратнах вăл. Пурне те тивĕçлĕ воспитанипе аслă пĕлÿ панă. Ивановсен ултă ачи те — педагогсем. Вĕсем урăх професси суйласа илме те пултарайман, мĕншĕн тесен пĕчĕкрен шкул сывлăшĕпе сывласа ÿснĕ. Ивановсем шкул картишĕнчи çуртра пурăннă. Иртен пуçласа каçчен кунта хаваслă ача-пăча сасси илтĕнсе тăнă, шăнкăрав янăранă. Кашни кунах уроксем хыççăн шкул пурнăçĕ амăшĕпе пĕрле киле килнĕ. Çитĕнекен ăрăва тарăн пĕлÿ парассипе çыхăннă ĕç-хĕлне вăл ĕç хыççăн та пăрахма пултарайман. Тепĕр кунхи уроксене хатĕрленнĕ, тетрадьсем тĕрĕсленĕ... Çакăн евĕрлĕ уçлăхра çитĕнни Ивановсен ачисене педагогика çулĕ çине тăма хистенех ĕнтĕ.

«Шкул çинчен калаçасси пирĕншĕн çăкăр çинĕ пекех, — тет Нина Семеновна. — Хамăр кăна чухне те, тăвансемпе пухăнсан та урăхла калаçу çук пирĕн. Упăшкан пĕр тăванĕсенчен пиллĕкĕшĕ Канашри педагогика училищинче вĕреннĕ. Тăваттăшĕ И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтне пĕтернĕ. Валерий Павлович истори факультетĕнче, Гермоген Павлович физматра, Герман Павловичпа Альбина Павловна филологи факультетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Пурте вĕсем тата институт хорĕнче юрланă, сĕрме купăс, мандолина, купăс каланă. Виталина Павловна ĕмĕрĕпе садикре воспитательте ĕçленĕ.

Ираида Павловна — Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, библиотекарьте тăрăшнă». Ивановсен ултă ачинчен тăваттăшĕн — Гермогенăн, Валерин, Альбинăн, Германăн — мăшăрĕсем те педагогсем. Виççĕшĕн — Альбинăн, Германăн, Гермогенăн — ачисем ашшĕн-амăшĕн çулне суйласа илнĕ. Вĕсен икĕ мăнукĕ те вĕрентекен, Мускаври шкулсенче ĕçлет. Çапла вара Ивановсен йăхĕнчен 17 вĕрентекен тухнă. Вĕсем тĕрлĕ енлĕ специалистсем: вырăс чĕлхипе литература, хими, биологи, физика, математика, истори, информатика, черчени, технологи, экономика, географи вĕрентекенĕсем.

Ивановсен династийĕнчи тăватă çын шкул директорĕнче ĕçленĕ, иккĕшĕ профессора тухнă, икĕ наука кандидачĕ, «Чăваш Республикин, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнисем те пур. Ĕç династийĕн пĕтĕмĕшле стажĕ 579 çулпа танлашать.

«Учитель профессине суйласси хамăра ăс панă вĕрентекенсенчен нумай килет, — терĕ çирĕплетсех Нина Семеновна. Хăй вăл шăпах ĕнтĕ тăван ялĕнчи, Вăрнар районĕнчи Пăртасри шкулта биологипе хими предмечĕсене вĕрентнĕ Анфиса Петровна Беловăна юратнăран пурнăçне çитĕнекен ăрăва воспитани парассипе çыхăнтарнă. — Ачасене тарăн пĕлÿллĕ тăвассишĕн тăрăшатчĕ вăл, çирĕп ыйтатчĕ. Вăл ертсе пынипе час-часах олимпиадăсене хутшăннă. Вăрнара чукун çул тăрăх çуран каяттăмăрччĕ. Унăн мăшăрĕ Алексей Мефодьевич та питĕ лайăх учитель пулнă, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентетчĕ. Вăл пире музей йĕркелеме хутшăнтарчĕ. Музейре экскурси ирттерме те шанатчĕ. Çав предметсене, учительсене юратнăран хамăн та вĕрентекен пулас килнĕ». Шкул хыççăнах хĕр института кĕреймен.

Суту-илÿ училищинче вĕренме шухăш тытнă. Анчах нумай та вĕренеймен, ăна ялти шкулти завуч килсе илсе кайнă. «Санăн суту-илÿре ĕçлемелле мар!» —  Нина Семеновнăн малашлăхне педагогикăра кураканскер çапла ăнлантарнă вăл хăйĕн татăклă йышăнăвне. Вĕрентекен кун-çулне Нина Семеновна Вăрнар районĕнчи Енĕшри шкулта пуçланă.

Мăшăрĕпе вара... тăван ялĕнчи шкулта вĕреннĕ чухнех паллашнă. «Гермоген Павлович манăн вĕрентекен, класс ертÿçи пулнă. Физика-математика факультетне пĕтерсен ăна направленипе Пăртаса янă. Икĕ çул ĕçлесен института каялла чĕнсе илнĕ, Мускава тĕллевлĕ аспирантурăна янă. Унтан вĕренсе килсен И.Я.Яковлев ячĕллĕ пединститутра ĕçлерĕ. Педагогика ĕçĕнче 45 çул тăрăшрĕ. Халĕ пирĕн хушăра çук ĕнтĕ вăл», — терĕ Нина Семеновна. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

 


 

 Яланах пĕрле

Муркашпа Элĕк районĕсен пĕрлештернĕ çар комиссариатне 2015 çултанпа Владимир Казаков подполковник ертсе пырать.

Владимир Иванович Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Кĕчкей ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çемьери пилĕк ывăлран чи асли пулнă. Пурте ялти шкулта сакăр çул вĕреннĕ, унтан Çатракасси вăтам шкулĕнче тепĕр икĕ çул ăс пухнă. Ашшĕ ун чухне ялти клуб заведующийĕнче тимленĕ, амăшĕ шкулта тирпейлÿçĕре тăрăшнă. Вун саккăрти комсомолец 1977 çулхи кĕркунне Казах ССРĕнчи Байконур космодромне лекнĕ. Совет çарĕн салтакĕ икĕ çулта спортпа сывлăх енчен аталаннă, çитĕнÿсемпе палăрнă. Çар отличникĕ сержант ятне тивĕçнĕ, çавна май ăна отделени командирне çирĕплетнĕ. Службăра тăракан чăваш каччине Элĕк районĕнчи Тавăт вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă, Шупашкарта бухгалтера вĕренекен 17-ри Елена Алексеева комсомолкăн адресне панă. Хĕрпе каччă çыру çÿретме тытăннă, туслă çыхăну çирĕпленсе пынă.

Çартан таврăнсан Владимир Казаков çур çула яхăн Çĕнĕ Шупашкарти кирпĕч заводĕнче ĕçленĕ. Çапах чун туртнăран комсомолец çар комиссариатне утнă. Ăна Хабаровск хулинчи прапорщиксен шкулĕн ултă уйăхлăх курсне вĕренме янă. Прапорщикăн служби Приморье крайĕнчи Краскино поселокĕнче вырнаçнă танксен батальонĕнче пуçланнă. Çар чаçĕнчи комсомол организацийĕн секретарĕ раштав уйăхĕнче отпуск илсе тăван ене таврăннă. Юратнă çыннипе 1981 çул пуçламăшĕнче хулари ЗАГСра пĕрлешни çинчен калакан документа алла илнĕ. Отпуск вĕçленсен çамрăк мăшăр Шупашкартан Хабаровска самолетпа вĕçнĕ.

— Йĕппи ăçта, çиппи те çавăнта. Эпĕ мăшăртан уйрăлмарăм. Танксен батальонĕнче икĕ çул иртрĕ. Мăшăр Новосибирскри çар училищинче тăватă çул вĕреннĕ хыççăн совет салтакĕсен Германири çар чаçĕнче службăра пултăмăр. Унта ултă çул пурăнтăмăр, унтах пирĕн иккĕмĕш ывăл Дмитрий çуралчĕ. Халĕ вăл майор, Мускаври çар офицерĕ. Аслă ывăл Владимир, Приморье крайĕнче çуралнăскер, хамăрпа пĕрле пурăнать. Совет Союзĕ арканнă хыççăн эпир Элĕке таврăнтăмăр. Тĕрлĕ вырăнта ĕçлерĕмĕр. Малтанах мăшăрпа пĕрле районти çар комиссариатĕнче тăрăшрăм, тепĕр икĕ çул – район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕнче, юлашки вунă çулне районти ĕçпе тивĕçтерекен центра ертсе пытăм, — каласа кăтартрĕ 57-ри Елена Валериановна. Владимир Казаковăн медаль, тав хучĕ сахал мар. Вăл çар комиссариачĕсенче, Элĕкпе Çĕмĕрле районĕсен администрацийĕсенче ĕçленĕ. Тавăтри йывăç пÿрт çунса кайсан Казаковсем Элĕкре кирпĕчрен икĕ хутлă çурт çĕкленĕ. Вун ултă çул унта çемйипе килĕштерсе пурăнаççĕ. <...>

Геннадий САВЕЛЬЕВ,  Элĕк районĕ.

 


 

Ашш.н вил тăприне чылай çул шыранă

 Етĕрне районĕнчи Кăкшăм ялĕнчи шкулăн кивĕ çурчĕ çырма хĕрринче вырнаçнă. Ун йĕри-тавра сад сарăлса ÿснĕ.

1956 çулта çак шкултан вĕренсе тухнă Виталий Арсентьев /халĕ вăл Минск хулинче пурăнать, техника наукисен кандидачĕ, доцент/ сад чĕртни пирки каласа кăтартнăччĕ. Улма-çырла йывăççисем шăпах ĕнтĕ çырмана сарăлса каясран сыхласа хăварнă. Сада вăрçă хыççăн ачасем лартнă. Кашни йывăçа номерленĕ, сад карттине çырса хунă. Виталий Арсентьевăн йывăçĕ 19- мĕш пулнă. Колхоз Кăкшăм шкулне çĕр те уйăрса панă. Унта ачасем Китайран çырăнса илнĕ культурăсене — сорго, чумиза — ÿстернĕ.

Çак ĕçсене пуçараканĕ фронтран тин çеç таврăннă ботаника тата зоологи вĕрентекенĕ Александр Солнцев пулнă. Вăл çамрăк юннатсен тата сăн ÿкерчĕк ăстисен кружокĕсене ертсе пынă. Александр Павлович — Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансанах фронта тухса кайнă. Нимĕçсен тыткăнне лекнĕ, унтан тарнă. Яла аслă лейтенант званийĕпе таврăннă. Анчах килĕнче нумай та пурăнайман — ăна «халăх тăшманĕ» тесе арестленĕ. Çапах тăватă уйăхран тÿрре кăларнă. Яла килсен шкулта ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва тухичченех ачасене ботаника, зоологи, географи, рисовани, ĕç урокĕсене вĕрентнĕ.

Александр Павлович ертсе пынипе Кăкшăм шкулĕнче вĕренекенсем 1953- 1954 çулсенче Халăх хуçалăхĕн Пĕтĕм Союзри çитĕнĕвĕсен куравне хутшăннă. Экспонатсен шутĕнче плакатсем, сăн ÿкерчĕксем, кайăк кĕлеткисем пулнă. Çак япаласене Шупашкарта пионерсен слетĕнче те кăтартнă. Слета Етĕрне командин йышĕнче Виталий Арсентьев та хутшăннă. Ăна экспонатсемпе паллаштарма шаннă. «Кунне виçĕ хутчен апат çитерни уйрăмах асра юлнă. Ял ачишĕн çакă хальччен курманни пулнă: салат, 1-мĕш тата 2-мĕш блюдăсем, кофе… Тата пионерсем темĕн тăршшĕ линейкăна тăрса тухни халĕ те куç умĕнче, — аса илет вăл. — Пирĕн çинчен республика хаçачĕсенче те çырчĕç. Манăн сăн ÿкерчĕке 1955 çулта «Çамрăк коммунист» хаçатра пичетленĕччĕ. «Советская Чувашия» хаçат 1956 çулта А.Яковлев /Уйкас/, А.Игнатьев /Автанçырми/, В.Арсентьев /Пителей/ çамрăк юннатсене ВДНХ медалĕсемпе чыслани çинчен пĕлтернĕччĕ».

Виталий Арсентьев ытти енĕпе те хастар пулнă. Шкулта «5» паллăсемпе кăна вĕреннĕ, класра комсомол организацийĕн секретарĕнче тăрăшнă. Спортпа ачаран туслашнă. Укçа-тенкĕ çитменрен пултаруллă ача аслă шкула вĕренме кĕреймен. 1959 çулта икĕ юлташĕпе Николай Ивановпа тата Володя Ватраскинпа Новокузнецк хулине тухса кайнă, шахтăра ĕçлеме пуçланă. Аслă пĕлÿ илес шухăшне вара нихăçан та пăрахман. 1962 çулта Кузбасри политехника институтне вĕренме кĕнĕ, унта автоматизаци енĕпе инженер-электрик профессине алла илнĕ. Хыççăн аспирантура пĕтернĕ, техника наукисен кандидачĕ пулса тăнă, Беларуç Республикинчи аслă вĕрентÿ заведенийĕсенче ĕçленĕ.

Пурнăçĕ çăмăл килмен пулин те Виталий Арсентьевич хăйне телейлĕ çын тесе шутлать. Ашшĕ, Мухтав орденĕн икĕ хут кавалерĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хаяр çапăçусенчен пĕринче 1945 çулта пуç хунă, ăна Польшăра пытарнă. Амăшĕ тăватă ачапа тăрса юлнă. Асли — 12 çулта, кĕçĕнни Виталий 3 çулта пулнă. Икĕ аппăшĕ туберкулезпа чирлесе ача чухнех вилнĕ. Виталий те чирленĕ, икĕ хутчен санаторире сипленнĕ. Пĕчĕклех вăл пурнăç айвансене юратманнине ăнланнă, çирĕпрех пулас тесе спортпа туслашнă, кĕлеткине пиçĕхтернĕ. <...>

Галина ЗОТОВА.

Хĕрлĕ Чутай районĕ, Штанаш ялĕ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.